Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш краевечӗсен регионсем хушшинчи форумӗ иртӗ. Ӑна Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Мероприятие Чӑваш Енри краведсен союзӗпе Наци вулавӑшӗ йӗркелӗҫ.
Пуш уйӑхӗн юлашки шӑматкунӗнче ҫулталӑка пӗтӗмлетме пуҫтарӑнас ырӑ йӑлана таврапӗлӳҫӗсем тахҫанах пуҫарса янӑ.
Форумра чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне упраса хӑварас, краеведенипе туризм ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ. Таврапӗлӳлӗхпе ҫыхӑннӑ, пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене тата чи маттур тӑван тавралӑх тӗпчевҫисене чыслӗҫ.
Владимир облаҫӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен Чӑваш культурин эрни иртнӗ.
Акцие «Владимир Интернациональный» проектпа килӗшӳллӗн ирттернӗ. Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн вулавӑш ӗҫченӗсем хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ халӑхӑн культурипе темиҫе ҫул ӗнтӗ паллаштарса пыраҫҫӗ.
Чӑваш культурин эрнине Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекин ӗҫченӗ Эвелина Малеева; Ольга Федорова прозаик, куҫаруҫӑ тата журналист; Людмила Засыпкина чӑваш юрӑҫӗ хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне тата Мускаври хастар чӑвашсем пырса ҫитнӗ.
Пирӗн республикӑра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен наци апат-ҫимӗҫӗн фестивалӗ иртӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пырӗ.
Фестивале Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 14 регионтан хутшӑнӗҫ. Фестивале ирттерессишӗн явапли — Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви. Фестивале хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене ака уйӑхӗн 4-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче тӗрлӗ наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхма май килӗ. Мероприяти хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансемшӗн те, хӑнасемшӗн те кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ тата ҫыравҫӑ Елена Нарпи нумаях пулмасть тӑван Елчӗк районӗнчи икӗ вӑтам шкулта: Курнавӑшпа Ҫӗнӗ Пӑварисенче — пулнӑ. Унта вӑл ачасемпе тӗл пулса профориентаци енӗпе калаҫнӑ.
Хӑйне кӑмӑлтан кӗтсе илнӗшӗн Елена Нарпи шкул директорӗсене чунтан тав тунӑ. Кунсӑр пуҫне ачасем тӑван чӗлхепе калаҫнине палӑртса хӑварнӑ.
«Елчӗк районӗнчи ачасем шакӑртаттарса чӑвашла калаҫни вара чӑннипех те кӑмӑла ҫӗклерӗ», — тесе ҫырнӑ Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн тексчӗн конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ.
Диктант текстне ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ярса памалла. Кӑҫалхи акцие чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, Раҫҫей Федерацийӗн педагогпа ӑспаруҫӑ ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халаллӗҫ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – И.Я. Яковлев сӑнарне уҫса панӑ илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси. Текстра 200 сӑмахран ытла пулмалла мар.
Конкурса хутшӑннисен ӗҫӗсене 5 баллӑ системӑпа хаклӗҫ, сертификат парӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗне вара «Халӑх шкулӗ» журнала ҫур ҫуллӑх тӳлевсӗр ҫырӑнтарса парӗҫ.
Тутарстанра пурӑнакан чӑваш хӗрӗ Юлия Еремеева (сӑнӳкерчӗкре варринче) Хусанта иртнӗ «Науруз гузяле-2023» илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Тӗрӗк тата иран халӑхӗсем Мӑсӑльмансем Науруз уява пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ. Уява шӑпах ҫавна халалланӑ та.
Юля — чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аталан» организацийӗн ертӳҫи, хӑйӗн пултарулӑхне «Ӗмӗт» ансамбльте кӑтартать. Хӗр малтан конкурсӑн ҫурма финалӗнче ҫӗнтерсе «Пултаруллӑ пике» ята тивӗҫнӗ, ӗнер вара финалта тӗп титула ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» конкурс ирттерет. Ал ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурса тӑратнӑ ӗҫсем чӑвашла ҫеҫ пулмалла, урӑх чӗлхерен чӑвашла куҫарнӑ хайлавсене» пӑхса тухмӗҫ. «Конкурса халиччен кӗнеке пек пичетленмен хайлавпа хутшӑнмалла», — палӑртса хӑварнӑ конкурсра.
Хайлавсен тематики ирӗклӗ, калӑпӑшӗ А4 форматпа 700 страницӑран иртмелле мар.
Ӗҫӗсене fed_ol@mail.ru электрон адреспа е почтӑпа (428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви, «Чӑваш романӗ» конкурса») йышӑнӗҫ.
Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем юлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче уҫӑлӗ те ака уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ. Фестиваль яланхиллех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет тетарӗнче иртӗ.
Фестивале Анисим Асламас композиторӑн «История Нарспи» балечӗпе уҫӗҫ. Асӑннӑ хайлавӑн партитури чылай ҫул Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн архивӗнче упраннӑ. Халӗ театр ҫав балета хӑйӗн сцени ҫинче лартма йышӑннӑ.
Раҫҫейӗн балет ҫӑлтӑрӗсем те чӑваш сцени ҫине тухӗҫ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗсен пултарулӑхӗпе «Петипа-Гала» балет вӑхӑтӗнче паллашма май килӗ. Вӗсем ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи гала-концерта та хутшӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ гастроле тухса кайма хатӗрленет. Унта вӑл 54 ҫынран тӑракан пысӑк йышпа кайӗ: хор, балет труппи, оркестр.
Артистсем Тутарстанри, Удмурт Республикинче тата Киров облаҫӗнчи сценӑсем ҫине тухӗҫ.
Пӗрремӗш концерт Ижевск хулинче пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртӗ, 30-мӗшӗнче — Ҫыранҫи Чаллӑ хулинче, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче артистсем Кировра пулӗҫ, ҫав уйӑхӑн 4-мӗшӗнче — Чистополь хулинче.
Ансамбль солистки Ольга Дубинина «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, гастроль артистшӑн сывлӑш пекех кирлӗ. Урӑх ҫӗре ҫитсе концерт кӑтартни питех те паха. Унта — ҫӗнӗ публика, ҫӗнӗ залсем, хавхаланма ҫӗнӗ кӑмӑл-туйӑм.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ыран, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче. Арсений Тарасов ҫыравҫӑн «Сутнӑ ҫуртри юлашки каҫ» калавне вулӗҫ.
«Васкамасӑр вулатпӑр» мероприятие Чӑваш Республикин халӑх артисткине Наталия Сергеевӑна чӗннӗ.
Калава васкамасӑр вуланӑ май ҫийӗнчех тишкерсе пырӗҫ.
Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие ҫамрӑксене кӗнеке вулаттарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.