Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне тӗрлӗ регионти чӑвашсем хутшӑнӗҫ. Ҫав шутра — Самар тӑрӑхӗнчи «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ те.
Пултарулӑх ушкӑнне Надежда Савельева ертсе пырать. Вӑл — Самар облаҫӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Хормейстерӗ те — вӑлах. Концертмейстерӗ — Вера Иванова.
Самар облаҫӗнчи Исаклӑ районӗнчи Аслӑ Микушел ялӗнчи ҫав ушкӑна 1990 ҫулта йӗркелесе янӑ. Тепӗр сакӑр ҫултан коллектив халӑх ятне тивӗҫнӗ.
«Ҫӑлкуҫ» ансамбль чӑваш культурин тӗрлӗ уявне ҫулсерен хутшӑнать. Пӗтӗм Раҫҫейри, регионти тата облаҫри фестивальсемпе смотрсенче лауреат ятне ҫӗнсе илет.
Ансамбль репертурӗнче вырӑнта ҫырса илнӗ чӑваш фольклорӗ сумлӑ вырӑн йышӑнать.
Чӑваш Енри паллӑ фабрика, «Паха тӗрӗ», кӑҫал пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тӑвӗ.
Сумлӑ куна Чӑваш Респуликин Наци вулавӑшӗ те палӑртасшӑн. Фабрикӑн пӗр ӗмӗрхине тата Республика кунне халалласа вулавӑшра «Паха тӗрӗ» эрнине ирттерӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшенчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Асӑннӑ эрне «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑри куравран пуҫӑнӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 16 сехетре уҫма палӑртса хунӑ.
Художество промыслисен «Паха тӗрӗ» фирми 1923 ҫулта хӑйӗн сулмаклӑ утӑмне тытӑннӑ. Ҫавӑнта РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗн Е.И. Ефремован (1914-2000) тӳпи те пысӑк. Фабрикӑра вӑл 1930-1980-мӗш ҫулсенче ӗҫленӗ, чӑваш тӗррине чӗртсе тӑратассипе тата аталантарссипе нумай тӑрӑшнӑ.
Ҫакӑн пек хыпарланӑ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ тата ҫыравҫӑ Елен Нарпи Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче лартнӑ Ҫӗнӗ ӗҫ пирки.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче театр ҫинче чӑвашсен асамлӑ юмахне «Ух-х старик / Ух-х — властелин подземелья» ятлӑ спектакль кӑтартнӑ. «Телей пулчӗ пулӗ — спектакль сценарине ҫырма мана шанчӗҫ. Чӑвашла лартнӑ юмаха тӑвансемпех кайса куртӑмӑр. Туйӑмсем — тӗлӗнмелле! Сценарине ҫырнӑ чухне пӗр тӗрлӗ курӑнать иккен, сцена ҫинче мӗн кӑтартнине курса ларма вара пушшех интереслӗ. Тӗп режиссёр Байрас Ибрагимов чӑн-чӑн асамлӑх тунӑ пьесӑран. Артистсем выляни те ҫав тери ӗненмелле. Лолита Чекушкина ҫырнӑ кӗвӗ те шӑпах юмах валли. Пӗр сӑмахпа, ТЮЗ сцени ҫинче чӑвашсен авалхи асамлӑ тӗнчине кӗрсе пӑхма май паракан тепӗр селӗм спектакль ҫуралчӗ. Ку юмаха +0 тенӗ те, анчах вӑл аслисем валли те. Шӑпах ҫемьепе кайса курма меллӗ спектакль. 1 сехет пырать, сентябрьтен репертуарта пулать», — тесе хыпарланӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче сценари авторӗ.
Чӑваш Енри районсенче ӗҫре юрӑ уявӗсем иртеҫҫӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, паян Акатуя Шупашкар районӗнче пуҫтарӑннӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫак уява ҫулсерен тӗрлӗ Ялта ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Ҫӗньял тӑрӑхӗнче пуҫтарӑннӑ.
Етӗрне районӗнче те Акатуй кӗрлет. Кун пирки Чӑваш Енри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен Канашӗн ертӳҫи Александр Кузнецов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Акатуйра ҫӗр ӗҫченӗсене савӑнтарма юрӑ-ташӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ.
Аса илтерер: ҫӗршывӑн тӗп хулинче те Акатуй ирттерӗҫ. Унта ӑна утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявлама палӑртса хунӑ.
Мускавра та Акатуя пуҫтарӑнӗҫ. Ӑна унта утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирттерӗҫ.
Наци сӑн-сӑпатне тӑван культурӑн йӑли-йӗркине тӗпе хурса, ӳнерпе спорт мероприятийӗсемпе пуянлатса та илемлетсе кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Ҫӗршывӑмӑрӑн тӗп хулинчи уява республикӑн ял хуҫалӑх отраслӗнче ӗҫлекенсем те хутшӑнӗҫ.
Мускаври уяв пирки Телеграмри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ май республика Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш Акатуйне ытти халӑх ҫыннисем те ҫитсе курасса шаннине палӑртса хӑварнӑ. Республика ертӳҫи хӑй те Акатуя хутшӑнма ӗмӗтленет.
Шупашкарти трикотаж чӑваш сӗмӗллӗ футболкӑсем кӑларнӑ. Вӗсем сӑнавлӑ парти пулӗҫ-и (тен, Республика кунӗ тӗлне туса кӑларнӑ-ши) — ӑна калама пӗлместпӗр.
Вӗсене фабрика Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминче иллюстрацисемпе усӑ курса хатӗрленӗ. Кун пирки Маргарита Красотина журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Вӑтӑр ҫул та иртмерӗ, Праски Витти монументалистӑн, эмалёрӑн и графикӑн тӗлӗнмелле пултарулӑхне пӗчӗкшерӗн те пулин вырӑнти дизайнерсем халӑхра сарма тытӑнчӗҫ», — тесе ҫырнӑ постра.
Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнекин кунӗ пулӗ.
Ҫав куна 2021 ҫулта пӗрремӗш хут ирттернӗ. Ӑна 1769 ҫулта Питӗрте кун ҫути курнӑ «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» чӑваш чӗлхин пӗрремӗш пичет грамматикине халалланӑ.
Кӑларӑм чӑваш халӑхӗн культура тата ҫутӗҫ историйӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑнӑ. тӑчӗ. Вӑл Чулхула, Хусан тата Оренбург епархийӗсен ӑс-хакӑл училищисемпе семинарийӗсенче вӗренекен чӑвашсемпе вырӑссемшӗн пӗртен-пӗр вӗренӳ пособийӗ пулнӑ. Кӗнеке авторӗ — Чулхула епархийӗн чӑваш чӗлхи проповедникӗ, иерей Ермей Рожанский.
Виталий Родионов профессор шучӗпе, Ермей Рожанский ҫӗртме уйӑхӗнче ҫуралма пултарнӑ.
Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ.
Вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 2024 ҫулхи чӳк 16-мӗшӗнче 125 ҫул ҫитет. Паллӑ чӑваш поэчӗпе, драматургӗпе, прозаикӗпе, патшалӑх тата общество ӗҫченӗпе ҫыхӑннӑ куна палӑртасси ҫинчен ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче республика Элтеперӗ хушу кӑларнӑ.
Паллӑ куна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те сумлӑн уявлама хатӗрленет. Унта 2024 ҫулхи кӗркунне «Ҫӗнӗ кун ывӑлӗ» спектакль кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ. Пьесӑна Марина Карягина Ҫамрӑксен театрӗ валли ятарласа ҫырнӑ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче Ҫамрӑксен наци театрӗсен «ҪеҫпӗлФест» фестиваль иртӗ. Юбилей ҫулӗнче театрта ӑсталӑх лаҫҫисем, форумсем, ҫавра сӗтелсем, тӗлпулусем йӗркелӗҫ.
Надежда Степанова ӑста хурӑн хуппинчен илемлӗ япаласем ӑсталать. Ӑна хӗрарӑм хурӑн хуппи пластики ят панӑ.
Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑскер Хусанти химипе технологи институтӗнче кӑштах вӗреннӗ, унтан Чӑваш патшалӑх университетне куҫнӑ. Талпӑнуллӑ пике ҫав хушӑрах Мускаври Ӳнерӗн халӑх университетӗнчи станок живопиҫӗпе графика факультетӗнче вӗреннӗ.
Химипе рисовани учителӗ чӗрӗк ӗмӗр ытла ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗсенче ачасене хурӑн хуппипе ӗҫлеме вӗрентнӗ.
«Хурӑн — тӗлӗнмелле материал. Ку материал нӳрлӗхрен те, сивӗрен те хӑрамасть. Хурӑн хуппинчен тунӑ япаласем ҫирӗп, вӑраха пыраҫҫӗ тата илемлӗ», — каласа парать Надежда Ивановна.
Хурӑн Хуппинчен вӑл чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ илемлӗ япаласем те ӑсталать.
Ҫак эрнере нумай тӑрӑхра ӗҫпе юрӑ уявӗсем иртрӗҫ. Элӗкре Акатуя ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫтарӑннӑ. Унта республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова та хутшӑннӑ.
«Акатуй уявӗ – чӑваш халӑхӗн мӗн авалтан пыракан йӑли. Ӑруран арӑва куҫса паянхи кун та ҫак ырӑ уяв пурне те пӗр тӗвве пухать, тапса тӑракан ҫӑлкуҫ евӗр пурне те вӑй-хал парнелет. Акатуй аваллӑхпа пуласлӑха пӗрлештерекен йӗр.
Акатуй уявӗнче эпир сирӗнпе пӗрле ҫӗр ӗҫченӗсене, тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакан хастарсене, тӑван ене чунтан юратакансене чыслатпӑр. Ҫак уявра кашни ҫулах ҫурхи ӗҫсене мӗнлерех пурнӑҫланине пӗтӗмлететпӗр», — палӑртса хӑварнӑ министр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |