Паян иртекен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Михаил Игнатьев Элтепере «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслас ыйтӑва пӑхса тухассине Чӑваш халӑх сайчӗ ирпе пӗлтернӗччӗ.
Чӑн та, сессире ку ыйтӑва хускатрӗҫ. Элтепере чыслас сӗнӳпе Елчӗк районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитетне тухнӑ.
Чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Елчӗк районӗнчи халӑх тарҫисен ыйтӑвне тивӗҫтерме йышӑнчӗҫ. Сессие хутшӑннӑ депутатсенчен чылайӑшӗ ку шухӑша ырларӗ, Михаил Игнатьев Элтепер тӑрӑшӑвне пысӑка хурса хакланӑ май вӗсем наградӑна тивӗҫ тесе сасӑларӗҫ. Сӑмах май, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков вара урӑхларах шухӑш палӑртрӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Николай Дроздова, «Чӗрӗ планета» общество организацийӗн правленийӗн председательне, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысласси пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Юлашки вӑхӑтра Николай Дроздов Чӑваш Енре икӗ хутчен пулнӑ: 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тата пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче. Ку наградӑна ӑслӑлӑх, экономика, социаллӑ культура, общество тата ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсемшӗн параҫҫӗ.
Николай Дроздова ытларах «В мире животных» каларӑм ертӳҫи пек пӗлеҫҫӗ. Вӑл ӑна 1975 ҫултанпа ертсе пынӑ.
Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗ иртӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Ку сӗнӳ Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительствин, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, регламент тата депутат этикин комитетне килнӗ. Ку пуҫару — Елчӗк районӗн депутачӗн.
Аса илтерер: иртнӗ уйӑхра РФ Президенчӗ Владимир Путин Михаил Игнатьева Хисеп орденӗпе чысланӑ. Ӑна вӑл ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн, нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн, общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн тивӗҫнӗ.
Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинне суйлани пирки унччен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ку ята кам тивӗҫнине палӑртнӑ.
Кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни кам пулнӑ-ха? Иван Иванович Долгушин. Вӑл — Трактор савучӗн ветеранӗ, производство йӗркелӳҫи. Ӑна ку хисеплӗ ятпа Хула кунӗ умӗн чыслӗҫ.
Ӗнер Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта мӗн пур кандидатурӑна пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: кӑҫал ку ята илессишӗн 8 ҫын тупӑшнӑ. Канашланӑ хыҫҫӑн кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗн ятне Иван Долгушина пама йышӑннӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн тӗрлӗ отраслӗнче ӗҫлекен уйрӑмах пултаруллӑ ҫынсене патшалӑх премийӗпе чысланӑ. «Сирӗн кун-ҫулӑр хисепе тивӗҫ. Суйланӑ ҫула чунтан парӑнни сӗре пӗрлештерет», — тенӗ республика ертӳҫи унта пуҫтарӑннисене. Ҫавсен шутӗнче Хӗветӗр Уярӑн «Шурча таврашӗнче» кӗнекине вырӑсла куҫарнӑ Зоя Филиппова (Романова) та пулнӑ. Ӑна чылай литератор пысӑка хурса хаклать. «Ун пек вӑйлӑ куҫаруҫӑсем хальхи вӑхӑтра ҫук та», — теҫҫӗ ӑна-кӑна чухлакансем.
«Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи», — тенӗ юратса пирӗн халӑх. Вырӑс ҫыннисем пирӗн чӗлхен ҫепӗҫҫине илтчӗр тесе тӑрӑшса ӗҫлет Зоя Васильевна», — ырланӑ 75 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ тӑлмача Михаил Игнатьев.
Аса илтерер, Зоя Романова кандидатурине преми илме Чӑваш Республикинчи профессилле писательсен пӗрлешӗвӗ тӑратнӑ.
Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ ята илессишӗн сакӑр ҫын тупӑшӗҫ, ҫав шутра — Праски Виттипе Анатолий Кипеч те. Ҫак хисеплӗ ята кама памаллине Шупашкар хула администрацийӗ сасӑлав ирттерсе палӑртма шут тытнӑ. Кашни ҫын хутшӑнма пултарать, ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра малта Праски Витти пыратчӗ.
Кандидатсем хушшинче:
* Мая Костина, тава тивӗҫлӗ СССР спорт мастерӗ, пенсионерка;
* Иван Долгушин, Чӑваш Енӗн тата тивӗҫлӗ промышленноҫ ӗҫченӗ;
* Анатолий Кипеч, халӑх ҫыравҫи;
* Лидия Христодулова, «Темлый дом» (чӑв. «Ӑшӑ ҫурт») тӑлӑхсене ӳстерекенсен клубӑн пайташӗ;
* Галина Петрова, Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ;
* Праски Витти, паллӑ чӑваш ӳнерҫи;
* Иван Мосунов, Ваттисен канашӗн пайташӗ, нумай ҫул депутат пулнӑскер;
* Юрий Коваленко, «Дорекс» управление йӗркеленӗскер.
Сасӑлав икӗ эрне пырӗ.
Чӑваш Енри паллӑ тележурналист, поэт, драматург Марина Карягина Пӗтӗм Раҫҫейри литература фестивалӗнче пулнӑ. Унта ӑна йӗркелӳҫӗсем йыхравланӑ. Сумлӑ мероприятие кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ, ун чух вӑл Крымра иртнӗ.
Хальхине чикӗ леш енчи чылай ҫӗршывран: Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен, Францирен, Данирен, Польшӑран, Луганскран, Беларуҫран, Англинчен, Австринчен та та ытти ҫӗртен — поэтсем килнӗ.
Кӑҫалхи фестивале Марина Цветаева ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Программа пуян пулнӑ: куллен ӑсталӑх сехечӗсем, ҫавра сӗтелсем, тӗл пулусемпе хӑтлавсем иртнӗ. Еврази халӑхӗсен ассамблейин пӗрремӗш съезчӗ те фестиваль вӑхӑтӗнчех иртнӗ. Марина Цветаева пурӑннӑ ҫурт-музейра поэта халалланӑ сӑвӑсене вулакансен конкурсӗ пулнӑ. Писательсен хулинче, Переделкинӑра, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсемпе сӑвӑҫсен кӗнеке хӑтлавӗсем иртнӗ.
Фестивальте Казахстанӑн паллӑ поэтне Олжас Сулейменова ылтӑн медаль панӑ. Марина Карягинӑна вара кӗмӗл медальпе чысланӑ.
Паян Шупашкарти кинофестиваль савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале ырласа мухтакансем йышлӑн пулнӑ.
Паян кинофестивале хупнӑ чух ӳнерӗн ҫак мероприятийӗ валли хатӗрленӗ ятарлӑ парнепе — «Анне» статуэткӑпа — чи лайӑх фильмсене тата вӗсене хатӗрлекенсене чысланӑ.
Наци хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетнишӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ «Семейные хлопоты» режиссерне тата сценаристне, Хусанти культура институчӗн киноӳнер кафедра заведующине Алексей Барыкина хавхалантарнӑ.
Элтеперӗн ятарлӑ парнипе театрпа кино актрисине, СССР халӑх артисткине Мая-Гозель Аймедована тата Ходжакули Нарлиев режиссера, сценариста, Туркменистан халӑх артистне чысланӑ.
Чи лайӑх фильм тесе Гран-прие «Завещание отца» (Кӑркӑстан, режиссерӗсем — Бакыт Мукул, Дастан Жапар Уулу) тивӗҫнӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Правительствин черетлӗ ларӑвне Михаил Игнатьев Элтепер Раҫҫей Президентне тав тунинчен пуҫланӑ.
Аса илтерер, Михаил Игнатьева РФ Президенчӗн указӗпе килӗшӳллӗн Хисеп орденӗпе наградӑлама йышӑннӑччӗ.
«Манӑн ӗҫе ҫав тери пысӑка хурса хакланӑшӑн пӗтӗм чун-чӗререн Владимир Владимирович Путина пысӑк тав сӑмахӗсем калатӑп», —тенӗ Михаил Игнатьев.
Унсӑр пуҫне вӑл республикӑра пурӑнакансене те тав тунӑ. «Регионти халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне ӳстерсе пырассишӗн, экономикӑна аталантарассишӗн» «яваплӑха туйса пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫленӗшӗн» мухтанӑ. Республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансене, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пайӗсенче тимлекенсене, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене уйрӑмах тав тунӑ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗршыври паллӑ ҫынсене чысласси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хисеп Орденне тивӗҫнӗ.
Хушӑва ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Владимир Путин Михаил Игнатьевӑн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. «Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн, общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн, тӳрӗ кӑмӑлпа нумай ҫул ӗҫленӗшӗн Михаил Васильевич Игнатьева Хисеп Орденӗпе чыслас» тесе ҫырнӑ хушура.
Палӑртмалла: Михаил Игнатьевӑн кунсӑр пуҫне пилӗк медаль. Вӗсен йышӗнче Раҫҫейри агромпромышленноҫ комплексӗн аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн» ылтӑн медаль те пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |