Ӗнер Раҫҫейӗн театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ «Ылтӑн маска» преми лауреачӗсен ячӗсен списокне пӗлтернӗ. Ҫӗршыври сумлӑ премие Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ултӑ теҫетке ҫул ӗҫлекен СССР халӑх артистки, Тӑвай районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ, ГИТИСра вӗреннӗ Вера Кузьмина тивӗҫнӗ.
Вера Кузьмина пултарулӑхӗ иксӗлми, унӑн кашни ролӗ ӗнентерӳллӗ те чуна пырса тивекен пулса тухнине чӑваш театрне юратакансен тахҫанах пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Хамӑр чӑваш авторӗсен произведенийӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакль-и е ют ҫӗршыври тата вырӑс классикӗсен хайлавӗ тӑрӑх калӑпланӑскер-и — юратнӑ артистӑн яланах чӗрӗ сӑнар «пиҫет».
2015 ҫулта «Ылтӑн маска» премие Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи,СССР халӑх артсичӗ Валерий Яковлев тивӗҫнӗччӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, республикӑри чи пуян ҫынсенчен пӗри Елена Бадаева Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ пулса тӑнӑ. Кун пирки регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ.
Ҫапла майпа Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗ республика умӗнче тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата общество ӗҫӗпе ырӑ кӑмӑллӑх юхӑмне хастар хутшӑннӑшӑн чи пысӑк наградӑна илнӗ.
Аса илтерер, унччен сумлӑ ҫак ята Андриян Николаев космонавт, Вера Кузьмина артистка, Геннадий Волков академик, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава, «Ленинская искра» колхоз председателӗ Аркадий Айдак тата «Акконд» фабрикӑн тӗп директорӗ Валерий Павлов тивӗҫнӗччӗ.
Шупашкарти ВВС пултарулӑх студине нумаях пулмасть ҫӗршыв прокурорӗ Юрий Чайка саламланӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри VIII конкурс валли шупашкарсем «Новый взгляд» (чӑв. Ҫӗнӗ курӑм) социаллӑ реклама тӑратнӑ. Унӑн теми —
«Прокуратура против коррупции» (чӑв. Прокуратура коррупцие хирӗҫ) конкурсра I степеньлӗ дипломпа пултарулӑх ушкӑнне ҫӗршывӑн генпрокурорӗ Юрий Чайка чысланӑ.
ВВС пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитӗнӳ пирки Инстаграмра пӗлтернӗ.
Ҫӗршыври конкурса ҫӗршывӑн 81 регионӗнчен 3 пин видеоролик тӑратнӑ. Тӳре пулса ӗҫсене тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакан сумлӑ специалистсем хакланӑ. Конкурса, сӑмах май, пирӗн регионти ытти авторсем ытти ӗҫе те тӑратнӑ. Анчах, куратпӑр ӗнтӗ, ҫӗршыв шайӗнчи сумлӑ чыслава вӗсенчен пӗри кӑна тивӗҫнӗ.
Нумаях пулмасть Мускаври Тӗнчери промышленность академийӗ «Арман — 2017» Пӗтӗм тӗнчери XV конференци ирттернӗ. Унта
"Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ" акционерсен обществи те хутшӑннӑ. Мероприятирен предприятин филиалӗ, Шупашкарти элеватор, ырӑ хыпарпа тата савӑк кӑмӑлпа таврӑннӑ: республикӑн тӗп хулинчи ҫӑнӑх авӑртакансем Раҫҫейри чи лайӑх арман шутне кӗнӗ.
«Раҫҫейри чи лайӑх арман» иртнӗ ҫулхи конкурса темиҫе номинаципе пӗтӗмлетнӗ. Талӑкра 500 тонна ытла тӗш тырӑ тирпейлекеннисен хушшинче Шупашкарти элеватора Раҫҫейри чи лайӑх арман тесе йышӑннӑ. Ҫак ята предприяти хӑйӗн кун-ҫулӗнче тӑваттӑмӗш хут йышӑнать.
Конференцире тыр-пул тирпейлес, продукци пахалӑхне лайӑхлатас, отрасле ҫӗнетес ыйтусене хускатнӑ.
MediaGun дата-журналистикӑн агентстви Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи урамсен ячӗсене тишкернӗ. Ун валли вӑл Федерацин информаципе адрес тытӑмӗн кӑтартӑвӗсене тӗпе хунӑ.
Раҫҫейӗн кашни регионӗнчех Совет саманин сӗмӗ сисӗнет: ҫав вӑхӑт ыйтнине тӗпе хурса панӑ ятсем пур ҫӗрте те чылай. Чӑваш Енре совет саманипе ҫыхӑннӑ урамсем — 22,4 процент. Мӑкшӑ Республикинче ун пеккисем — 28,45 процент, иккӗмӗш вырӑнта — Воронеж облаҫӗ (25,41%).
Ҫав вӑхӑтрах кашни регион хӑй паттӑрне сума суни сисӗнет иккен. Пирӗн республикӑра вӑл, паллах, — чӑвашсенчен пуҫласа тӗнче уҫлӑхне парӑнтарнӑ ентешӗмӗр, Сӗнтӗрвӑрри ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ Андриян Николаев. Ун ячӗллӗ урамсене пирӗн тӑрӑхра та журналистика 158 таран шутласа кӑларнӑ.
Чӑваш Енре тай боксӗ енӗпе Раҫҫей спорт маҫтӑрӗ халиччен пулман. Спортри ҫак ята Шупашкарта пурӑнакан Денис Павлов тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри Тай боксӗн федерацийӗн президенчӗ Игорь Ильин Денис норматива пӗлтӗрех пурнӑҫланине пӗлтернӗ. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче каччӑ Чулхула облаҫӗнче иртнӗ «Кубок содружества» (чӑв. Туслӑх кубокӗ) ӑмӑртура палӑрнӑ.
Денис Павлова Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗн ятне парасси ҫинчен калакан хушӑва РФ спорт министрӗ Павел Колобков ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Спортӑн ытти енӗпе палӑрнӑ Чӑваш Енри тепӗр ҫичӗ спортсмен та виҫӗм кунтанпа Раҫҫейӗ спорт маҫтӑрӗсем. Ку списокра — Роман Георгиев тата Надежда Мокеева ҫӑмӑл атлетсем, Анастасия Гришина йӗлтӗрҫӗ, Александр Ширшов теннисист, Кристина Новрузова тата Мария Шабалина ишевҫӗсем, Леонид Мащенко ухӑҫӑ.
Чӑваш Енри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен икӗ педагог Раҫҫей Президенчӗн укҫине тивӗҫнӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи кун пек йышӑнӑва РФ Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче тунӑ.
Пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ педагогсем Чӑваш Енре — тӑххӑррӑн. Вӗсенчен иккӗшӗ — чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем. Иккӗшӗ те Шупашкарта ӗҫлеҫҫӗ. Галина Абрамова Шупашкарти 59-мӗш шкулта тӑрӑшать, Ирина Диарова — 33-мӗш шкулта.
Премие ҫавӑн пекех Шупашкарти 44-мӗш лицейри вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Семенова тата Улатӑрти 2-мӗш шкулти Елена Селезнева; Шупашкарти 2-мӗш лицейри хими вӗрентекен Тамара Михайлова, Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулти биологи вӗрентекен Надежда Кузьмина, Шупашкарти 3-мӗш лицейри акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Надежда Демьянова, Элӗкри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Фаина Тихонова, Пӑрачкав шкулӗнче географи вӗрентекен Елена Колчанова тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре Раҫҫей спорт мастерӗсен йышӗ ҫак кунсенче тата йышланнӑ. Кӑҫал кӑна ку ята 34 спортсмена панӑ. Раҫҫей Федерацийӗн спорт министрӗ Павел Колобков темиҫе кун каялла Чӑваш Республикинчи тӑватӑ спортсмена вӑл ята пама хушу кӑларнӑ.
Ҫакна та палӑртмалла. Спорт мастерӗн ятне тивӗҫес тесен хушу кӑларса унта ал пуснипех май килмест. Малтан спортсменсен хӑйсем суйланӑ спорт енӗпе Раҫҫейре е ун тулашӗнчи ӑмӑртусенче норматива тултармалла.
Ҫак кунсенче Раҫҫей спорт мастерӗн ятне илнисем ҫаксем: Полина Петухова кикбоксёр, Вера Лоткова, Станислав Никифоров тата Олег Петров самбистсем.
Чӑваш Енри кикбоксинг ассоциацийӗнче ӑсталӑхне туптакан Полина Петухова Тӗнче кубокӗнче ҫӗнтернине ҫу уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Полина Петухова К-1 пайра вӑй виҫнӗ. Полина ҫавӑнта тӗнче класлӑ спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Унччен кикбоксинг енӗпе ку норматива Чӑваш Енри икӗ спортсмен: Алексей Соловьев тата Александр Федоров — ҫеҫ пурнӑҫланӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Анатолий Аксакова П.А. Столыпин медалӗпе наградӑланӑ. РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председательне ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне витӗм кӳрекен саккунсем йышӑнассипе тухӑҫлӑ ӗҫленишӗн чысланӑ. Анатолий Акасакова медальпе хисеп тума РФ Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев йышӑну кӑларнӑ.
2017 ҫулхи ҫурхи сессие илсен Анатолий Аксаков саккун проекчӗсем хатӗрлессипе пуринчен ирттернӗ иккен. Ҫиччӗмӗш созыври Дума Аксаковӑн 13 саккун проектне ырланӑ. Чӑваш Енрен депутата суйланнӑскер хӑйӗн ку сессири ӗҫне маларах хӑй те тухӑҫлӑ тесе хакланӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине нумаях пулмасть Николай Малов лекнӗччӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫӗсен министерствин анлӑ коллегийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑри вӑй-хал ведомствисен ертӳҫисем ҫеҫ мар, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов та пулнӑ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ҫулталӑкри ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе тухса калаҫнӑ. Унӑн сӑмахӗнчен тытӑмра ӗҫ-пуҫ лайӑхланнӑ пек курӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах Василий Пословский прокурор коррупципе ҫыхӑннӑ ӗҫсене палӑртасси сахалланнӑ тесе каланӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов ырӑ сунӑмпа ҫитнӗ. Вӑл Сергей Неяскина республика Элтеперӗн Тав ҫырӑвне тыттарнӑ тата алла ҫыхмалли сехет парнеленине Александр Белов журналист пӗлтерет. Мана наградӑлама иртерех мар-ши тесе аптӑранӑ министра спикер мана хушнӑ тесе хуравланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |