Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗсем тата пиллӗкӗн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 31.12.2019 08:28 | 1267 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Преми лауреачӗсене чыслани
Преми лауреачӗсене чыслани

Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи каҫхине районти Культура ҫуртӗнче районти Н. Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пӗрлӗхӗн 30 ҫулхи юбилейӗпе асӑннӑ пӗрлӗхӗн ҫӗнӗ лауреачӗсене чыслас енӗпе савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ. Чӑн та, урамра ҫав тери пӑрлӑ пулнӑран унта пырса куракансен йышӗ пӗчӗкрех пулчӗ.

Каҫа районти Культура ҫуртӗнче вӑй хуракан Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ Н.Филиппова уҫса йӗркелесе пычӗ. Правлени членӗсем пӗрлӗхӗн «Эпир — янкасҫӑсем» юррине (сӑвви — Н. Ершовӑн, кӗвви — И. Прокопьевӑн) шӑрантарнӑ хыҫҫӑн ҫӳлерех асӑннӑ пӗрлӗх председателӗ И. Прокопьев сӑмах илчӗ.

— 30 ҫул ӗнтӗ пӗрлӗх культура, литература тата ӳнер енӗпе пурӑнать тата ӗҫлет. Хальччен 89 уйрӑм ҫынпа 18 коллектив лауреат ятне илнӗ. Вӗсен йышӗ паян тата хушӑнать. Сумлӑ юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп сире, — терӗ Иван Афанасьевич.

Пуҫтарӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Н. Кузнецов ячӗпе унӑн ҫумӗ В. Иванов та ыр сунчӗ. Валерий Юрьевич Нестер Янкас бюстне Янкас ялӗнчи ҫӗнӗ клубра (вӑл ача сачӗн ҫуртӗнче пулать) вырнаҫтарасса каларӗ, ҫакна Красноармейски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ П. Моисеев та ҫирӗплетрӗ. В. Иванов унтан асӑннӑ пӗрлӗхӗн правлени членӗсене — А.А. Казакова, С.А. Гурьевӑна, В.М. Данилова, Л.И. Антонова тата А.П. Алексеева район администрацийӗн Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗ.

Каҫра хамӑрӑн мухтавлӑ ентеш — Чӑваш халӑх поэчӗ, Красноармейски районӗн хисеплӗ гражданинӗ Ю. Сементер Трак енрен литературӑпа ӳнер тата культура ҫыннисем чылайӑн тухнине, ҫак кунсенче ҫеҫ-ха Кайри Карӑк ялӗнче ҫуралнӑ Геннадий Федорович Трофимов (Юмарт) ҫыравҫӑна «Красноармейски ял тӑрӑхӗн хисеплӗ гражданинӗ» ят панине пӗлтерчӗ. «Трак ен» ентешлӗх председателӗ А. Львов правлени членӗсене — В.М. Михайловпа В.З. Константинова ентешлӗхӗн «Туслӑхпа шанчӑклӑхшӑн» («За дружбу и верность») медалӗпе чысларӗ.

Виталий Михайловичпа Владимир Захарович иртнӗ вӑхӑтсене аса илчӗҫ. «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ, ЧР Профессиллӗ писательсен пӗрлӗхӗн председателӗ Л. Михайлова (Филиппова) Трак ене хывнӑ сӑввине вуласа пачӗ, ачасене «Ҫӗнӗ хум» конкурса хатӗрленӗшӗн Красноармейскинчи вӑтам шкул учительне З.П. Михайловӑна ЧР Профессиллӗ писательсен пӗрлӗхӗн Тав хучӗпе чысларӗ. И. Прокопьев Лидия Михайловнӑна пӗрлӗх членне йышӑннине ҫирӗплетекен удостоверенипе паллӑ пачӗ. Сцена ҫинчен Владимир Мишшан сӑвӑҫ та сӑмах каларӗ, Хӗветӗр Агивер саламне ҫитерчӗ, хӑй ҫырнӑ сӑвва вуларӗ.

Малалла сцена ҫине «Заволжский» клуб ҫумӗнчи «Карамельки» ташӑ ушкӑнӗн (ертӳҫи — Э. Романова) кӗҫӗн тата аслӑрах ҫулсенчи ташӑҫисем тухрӗҫ. Вӗсене Тав ҫырӑвӗпе чысларӗҫ.

Каҫӑн хумхануллӑ саманчӗ ҫывхарчӗ. Ҫӗнӗ лауреатсене чыслама пуҫӑнчӗҫ. Вӗсем хальхинче — пиллӗкӗн.

Пӗрремӗшӗ — Роза Семеновна Волкова сӑвӑҫ-юрӑҫ, ҫыравҫӑ тата композитор, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ. Вӑл 1937 ҫулта Элӗк районӗнчи Ҫӗнкас Юнтапа ялӗнче ҫуралнӑ, пирӗн районти Ҫирӗклӗ ялӗн кинӗ. Ҫирӗм ҫул ытла Трак тӑрӑхӗнчи Карайпа Яманак шкулӗсенчи ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Лауреат ятне пама чӑваш халӑхне илемлӗ юрӑсем парнеленӗшӗн, «Улмуҫҫи шап-шурӑ ҫеҫкереччӗ» (2014), «Хӑҫан тӗл пулӑпӑр» юрӑ кӗнекисемшӗн ЧР Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин «Красноармейски районӗн «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗ» хӑй тытӑмлӑ учрежденийӗ тӑратнӑ.

Иккӗмӗшӗ — журналист, сӑвӑҫ-ҫыравҫӑ, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ЧР Профессиллӗ Писательсен пӗрлӗхӗн председателӗ Лидия Михайловна Михайлова (Филиппова). 1967 ҫулта Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче ҫуралнӑ. Лауреат ятне пама 2019 ҫулта Трак тӑрӑхӗнчи ҫыравҫӑсен хайлавӗсене кун ҫути кӑтартнӑшӑн тата юлашки вӑхӑтра пичетленнӗ «Чун таппи» (2015), «Заколдованная черёмуха» (2019) кӗнекисемшӗн Красноармейски районӗнчи Н. Янкас ячӗллӗ культурӑпа ӳнер тата литература пӗрлӗхӗ тӑратнӑ.

Виҫҫӗмӗшӗ — эстрада юрӑҫи, композитор, педагог Сергей Германович Петров. Вӑл 1989 ҫулта хамӑр районти Тусай ялӗнче ҫуралнӑ. Лауреат ятне пама 2019 ҫулта чӑваш юрри-кӗввине Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенче анлӑ сарнӑшӑн, Трак ен халӑхне хӑйӗн ӑсталӑх-пултарулӑхӗпе паллаштарнӑшӑн ЧР «Эстрада юрӑҫисен пӗрлӗхӗ» тӑратнӑ.

Тӑваттӑмӑшӗ — халӑх пултарулӑх тата шӳт ӑсти, районти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх хорӗн юрӑҫи тата халӑх театрӗн артисчӗ Геннадий Сергеевич Сергеев. Вӑл 1933 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Красноармейски ялӗнче пурӑнать. Ӗҫ ветеранӗ. Отставкӑри майор. Лауреат ятне пама 2019 ҫулта Трак ен халӑхне хӑйӗн иксӗлми пултарулӑхӗпе паллаштарса тӑнӑшӑн, халӑх пултарулӑхне аталантарас ӗҫе сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн, общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн районти Культура ҫуртӗнчи халӑх театрӗпе халӑх хорӗн тата унта тӑрӑшакан культура ӗҫченӗсен пӗрлехи пухӑвӗ тӑратнӑ.

Пиллӗкмӗшӗ — халӑх пултарулӑхӗн ӑсти, районти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Трак ен» фольклор ушкӑнӗн, халӑх хорӗн тата ӗҫ ветеранӗсен хорӗн юрӑҫи Эльвира Ивановна Федорова. Вӑл 1955 ҫулта хамӑр районти Нимӗчкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Лауреат ятне пама ӑна 2019 ҫулта Трак ен халӑхне хӑйӗн иксӗлми пултарулӑхӗпе паллаштарса тӑнӑшӑн, халӑх пултарулӑхне аталантарас ӗҫе сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн, общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн районти «Культура тата библиотека ӗҫне аталантаракан центр» муниципаллӑ культура учрежденийӗ тӑратнӑ.

Савӑнӑҫлӑ каҫра пиллӗкӗшне те лауреат дипломӗпе тата чыслав паллипе (медальпе) чысларӗҫ. Наградӑсем татах та пулчӗҫ ҫав каҫ. Акӑ, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ А. Скворцов пӗрлӗх председательне И.А. Прокопьева — Чӑваш наци академийӗн А.П. Айдак ячӗллӗ «Халӑхшӑн тӑрӑшнӑшӑн» («За службу народу») орденӗпе, ЧНКн районти уйрӑмӗн ертӳҫи З. Михайлова А.И. Скворцова Чӑваш наци академийӗн Хисеп хучӗпе, Н.Г. Ершов-Янгер сӑвӑҫ-ҫыравҫӑна И. Прокопьев пӗрлӗхӗн «Чӑваш культурипе ӳнерне тата литературине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденӗпе чысларӗҫ. Николай Гаврилович вара иртнине аса илчӗ, Н. Янкаса халалланӑ хӑйӗн сӑввине вуларӗ. Кунпа пӗрлех районти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Трак ен» фольклор ушкӑнӗн ертӳҫине А.Н. Никоноровӑна — пӗрлӗхӗн «Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн» («За развитие чувашской культуры») медалӗпе, районти Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхе, А.А. Раськина пӗрлӗхӗн Хисеп хучӗпе, В.С. Серафимова, Г.Л. Ефимов-Туслине Красноармейски районӗнчи ЧНК уйрӑмӗн Хисеп хучӗпе чысларӗҫ.

«Заволжский» клуб ҫумӗнчи «Юность» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи — ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Н. Федорова) хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗ. Концерта Вӑрнар районӗнчи Калининӑри Людмила Терентьевӑпа Виктор Волков, Сергей Петров эстрада юрӑҫи, Гурий Дубров, Геннадий Сергеев, Эльвира Федорова, районти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ветерансен хорӗн пӗр ушкӑнӗ те хутшӑнчӗҫ.

#Красноармейски районӗ, #пӗтӗмлетӳсем, #премисем, #чыславсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 3639.05.8329
2020.01.02 05:56
Мӗншӗн 5 кӑна? Мӗншӗн 15 е 25 мар?..
...Лидия Филиппова - Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ?! ...Ман кушакӑмсем кулса вилеҫҫӗ!..
... Акӑ мӗнле ПРЕМИРЕН "преми" тӑваҫҫӗ!
Тьфу!.. Намӑс!..
Красноармейскисем мӗн хытланатӑр эсир?! ПӖР ӐСЛӐ ҪЫН ТА юлмарӗ-им ку районта?!
Валери ТУРКАЙ, 8-927-855-54-80

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем