«Уяв» ансамбль «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» Раҫҫей шайӗнчи хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Кун пирки ӗнер, раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, паллӑ пулнӑ.
Пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкарти Тӗп клуб тытӑмӗн йышӗнче шутланать. Вӑл — Чӑваш Республикинчи тата Раҫҫейри сайра тӗл пулакан коллектив. Ансамбле чӑвашсен хӑйне евӗр культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарнишӗн кӑмӑллаҫҫӗ. Ансамбль халӑх художество пултарулӑхне тата ҫӗршывӑн культурине пысӑк тӳпе хывнине халӗ тивӗҫлипе хакланӑ.
Фольклор ансамбльне Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Душа России» (чӑв. Раҫҫей чунӗ) РФ Правительствин премийӗн лауреачӗ Зинаида Козлова йӗркеленӗ, вӑлах ертсе пырать. Аккомпаниаторӗ — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Кириллов.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисткине Нина Яковлевӑна Чӑваш Республики Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев эрнекунах, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» пайра пичетленӗ.
Аса илтерер: халӑх юратнӑ артистка кӑҫалхи ҫулла 80 ҫул тултарнӑ. Юбилей каҫне театрта раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Уяв 18 сехетре пуҫланӗ. Нина Яковлева – Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче филологи енӗпе аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшакан Петр Яковлев (Петӗр Яккусен) «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ӑслӑлӑх ҫынни кӑна мар, поэт та. Унӑн шухӑшлавӗ хӑйне евӗр. «Хыпар» хаҫата вӑл: «Ӗлӗк ҫапларах, капларах пулнӑ», — тесе калани пирки хӑй шухӑшне пӗлтерни асра юлнӑччӗ. «Ӗмӗрсем иртсен те ҫын чун тӗлӗшӗнчен ылмашӑнмасть. Ырӑ ҫын ырах пулать, усалли усалах юлать», — тесе каланӑ поэт.
Кӑҫал Чӑваш Республики пирӗн патшалӑхӑн автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Ҫак ятпа республика влаҫӗсем ятарлӑ медаль те хатӗрленӗччӗ, унпа «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторне Аҫтахар Плотникова та чысланӑччӗ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа асӑнмалӑх медале Раҫҫей компартийӗн Тӗп Комитечӗ те хатӗрленӗ. Нумаях пулмасть Мускав хулинчи чӑвашсен ентешлӗхӗн компетентлӑ комиссийӗ ҫак медальпе кама чысламалли йыша РФ Патшалах Думине тӑратнӑ. Тин кӑна Мускавран таврӑннӑ пирӗн корреспондент Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей Компартийӗн Тӗп Комитечӗ Чӑваш Енри ҫак ҫынсене наградӑлама йышӑннӑ:
• Юхма Мишши, чӑваш халӑх ҫыравҫи;
• Анатолий Кипеч, чӑваш халӑх ҫыравҫи;
• Лидия Филиппова-Михайлова, ЧР Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн председателӗ;
• Николай Лукианов, юрист, Чӑваш Наци конгресӗн президиум пайташӗ;
• Наталья Володина, патшалӑх деятелӗ, журналист;
• Владимир Долгов, РФ, ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗсен пайташӗ;
• Юрий Тарасов, «Канашсем» ентешлӗхӗн ертӳҫи;
• Анатолий Аринин, хастарҫӑ;
• Олег Самана, юрӑҫ, бард;
• Венера Изратова, Канаш районӗнчи Шӑхасанти вӑтам шкул директорӗ;
• Любовь Григорьева, Канаш районӗнчи Шӑхасанти вӑтам шкулӗнчи вӗрентекен, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ;
• Светлана Рожкова, Муркаш районӗнчи Муркаш вӑтам шкулӗнчи вӗрентекен;
• Людмила Трофимова, палла усламҫӑ, ял хуҫалӑх таварӗсем туса кӑлараканӗ.
Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ 2020 ҫулшӑн преми кама парассине палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ юпа уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: сумлӑ премие «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнчи телекӑларӑмсен ертӳҫи, сценарисен авторӗ, режиссер пулса нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлесе халӑха паха телефильмсемпе передачӑсем парнелекен, Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне халӑх хушшине сарас тӗлӗшпе нумай вӑй хуракан Марина Карягина тата «Ҫеҫпӗл Мишши фончӗпе Чӑваш Республикинчи ытти обществӑлла пӗрлӗхсене нумай ҫул ҫине тӑрса пулӑшнӑшӑн, Чӑваш Енри литературӑпа культурӑна аталантарма пулӑшакан ыркӑмӑлӑх юхӑмне меценат пулса хастар хутшӑннӑшӑн» Анатолий Шагаров нотариус тивӗҫнӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче чӳк уйӑхӗн 13-мӗшнче «Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне» фильм хӑтлавӗ иртнӗ. Унта Марина Карягинӑпа Анатолий Шагарова премипе чысланӑ.
Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннине Роберт Ильяноя орденпа чысланӑ. Хушӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Роберт Ильяной нумаях пулмасть 90 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1930 ҫулта Ставрополь облаҫӗнчи Минеральные Воды хулинче ҫуралнӑ. Ремесла училищинче, Мускаври инженерипе строительство институтӗнче вӗреннӗ. Чӑваш Республикине ӑна 1958 ҫулта чӗнсе илнӗ. Чӑваш обкомӗнче строительство пайне ертсе пынӑ, Шупашкарта хула ӗҫтӑвкомӗнче ӗҫленӗ, 1982-1995 ҫулсенче – жилкомхоз министрӗнче.
Юбиляра «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.
Паян Шупашкарти Пӑр керменне хура тар тӑкса хура ҫӑкӑр туса илекенсене професси уявӗпе саламлама пухӑннӑ. Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансен кунне палӑртма ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекенсем те ҫитнӗ.
Унччен вара отрасль ӗҫченӗсенчен пӗрисене: чи сумлисене, чи хисеплисене, чи тивӗҫлисене — республикӑн Правительство ҫуртне йыхравланӑ. Йышра уй-хирте вӑй хуракансем те пулнӑ. Сӑмахран, Комсомольски районӗнчи «Труд» хуҫалӑхри Минрешит Тимергалеев. Вӑл 40 ҫул ытла трактористра тӑрӑшать. Агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Приволье» тулли мар яваплӑ обществӑн (ӑна «Ольдеевская» хуҫалӑхра ӗҫленипе те чылайӑшӗ пӗлет) пуҫлӑхӗ Евгения Беликова хӑйӗн кӗске сӑмахӗнче Чӑваш Ен тата чӑваш ялӗ аталантӑр, эпир ҫавӑншӑн пӗрле ӗҫлер тесе палӑртса хӑварнӑ.
Республикӑн клиника больницин пульмонологи уйрӑмӗнертӳҫине Петр Павлова Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тав тунӑ.
Кӑшӑлвируспа кӗрешекен тухтӑрсене самай йывӑр тивет. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗ-эксперчӗ – пульмонологӗ Петр Павлов медицинӑра 20 ҫул ӗҫлет. Вӑл ертсе пыракан пульмонологи уйрӑмӗ ӳпкен йывӑр чирӗсемпе ӑнӑҫлӑ кӗрешет. Петр Ивановича ӗҫтешӗсем ҫеҫ мар, пациентсем те хисеплеҫҫӗ. Вӑл телемедицина мелӗпе республикӑри больницӑсенчи тухтӑрсене сӗнӳ-канашпа пулӑшать.
Чӑваш Енри паллӑ та сумлӑ тележурналиста, сценариста, поэта, драматурга, Марина Карягинӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ медальпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Марина Карягинӑна наградӑлама тӑратас тесен пӗри, ҫӳллӗ шайра витӗм кӳме пултаракан ҫын, ҫавна хирӗҫ пулнине Фейсбукра пӗр вӑхӑтра хытах сӳтсе явнӑччӗ.
Ҫак йӗркесен авторне Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай Плотников пӗлтернӗ тӑрӑх, Марина Карягина хӑй хирӗҫ пулсан та ун пултарулӑхне, тӳрӗ чунлӑхне хаклакансем ҫине тӑнӑ. Кирлӗ хутсене Чӑваш Енри Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ урлӑ ятарласа хатӗрленӗ.
Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн хисеплӗ председателӗ Виталий Станьял республика Элтеперӗ Олег Николаев патне шӑрҫаланӑ. Вӑл Марина Карягинӑн «республикӑшӑн тунӑ ӗҫӗсем халӑх умӗнче сумлӑ та курӑмлине, вӑл талантлине, хӑшӗ-пӗрисем пек вылянса ҫӳренине йышӑнманнине» палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен 272-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче ӗҫлекен Алевтина Тимофеева артиста «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ят пама йышӑннӑ.
Асӑннӑ культура учрежденийӗнче литературӑпа драматурги пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Любовь Вдовцевӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парас тенӗ.
Сӑмах май, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 75 ҫул тултарчӗ. Театр директорӗ – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елизавета Абрамова, пултарулӑх ертӳҫи – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |