Йывӑр атлетика енӗпе пултарулӑхне пуҫласа Чӑваш Енре туптанӑ Александр Адикин Мускавра юниорсен хушшинче иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче виҫӗ медале тивӗҫнӗ.
Раҫҫейӗн спорт мастерӗ хӑйӗн пултарулӑхне Геннадий Иванов тренер патӗнче аталантарать. Паян каччӑ Чӑваш Енпе Мускав чысне хӳтӗлет.
Юниорсен Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртӑвӗнче вӑл помост ҫине 67 килограмчченхи виҫере тухнӑ. 19-20 ҫулсенчи ҫамрӑксен хушшинче вӑл икӗ кӗмӗл, пӗр бронза медальсене тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, 2015 ҫултах Александр Адикин (ун чухне вӑл 16 ҫулат ҫеҫ пулнӑ) шкул ачисен Раҫҫей спартакиадинче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Краснодар крайӗнчи Сукко поселокӗнче иртнӗ финалта вӑл 50 килограмлӑ спортсменсен ушкӑнӗнче чи нумай очко пухма пултарнӑ.
Раҫҫейре кӑна мар, тӗнче шайӗнче палӑрнӑ Терентий Дверенин ал ӑсти паян 100 ҫул тултарнӑ. Кун пирки Геннадий Иванов-Орков ӳнер ӑсти Фейсбукра ирех пӗлтернӗ. 2015 ҫулта Иванов-Орков, сӑмах май, Геннадий Иванов-Орков «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» ятпа кӗнеке те пичетленӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ватӑ халӑх пуканисене ӑсталать. Терентий Парамонович 85 ҫул тултарсан пуканесене ӑсталама тытӑннӑ. 2010 ҫулта вӑл Чӑваш Енӗн патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Пуканесене вӑл хӑйӗн ачисем вырӑнне хурсах хаклать иккен. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичпӳрте паян республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев ҫитнӗ. Ватта вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе Тав ҫырӑвӗпе тата алла ҫыхмалли сехетпе хавхалантарнӑ.
«Хӗвел» компанин ушкӑнӗн специалисчӗсене Раҫҫейӗн Правительствин премийӗпе чысланӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленность тата суту-илӳ министерстви пӗлтернӗ.
Специалистсене Раҫҫей Правительствине чӗнсех чысланӑ. Вӗсене 2018 ҫулта ӑслӑлӑхпа техника енӗпе тунӑ ҫитӗнӳшӗн хавхалантарнӑ. Маларах асӑннӑ министерство ӑнлантарнӑ тӑрӑх, премие тивӗҫнисем пысӑк тухӑҫлӑ кремнирен тӑракан фотоҫутӑ модулӗсемпе Раҫҫейӗн регионӗсенче хӗвел электростанцийӗсем тума технологи шухӑшласа кӑларнӑ. Шухӑшласа кӑларнӑ кӑна та мар. Ӑна хута янӑ.
Премие тивӗҫнӗ йышра — «Хӗвел» компанин специалисчӗсемпе пӗрлех А.Ф. Иоффе ячӗллӗ физикӑпа техника институчӗн тата Пысӑк температурӑллӑ пӗрлештернӗ институт ӗҫченӗсем.
Шупашкар хули кӑҫал хӑйӗн 550 ҫулхине уявлама хатӗрленет. Хӑш-пӗр историк унӑн ӗмӗрӗ тата вӑрӑмрах тесе шухӑшлани вӑрттӑнлӑх мар-ха. Апла-и, капла-и, хальлӗхе унччен ҫирӗплетнӗ датӑнах палӑртӗҫ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулин сумлӑ ҫуралнӑ кунӗ тӗлне Шупашкарта «В память о 550-летии города Чебоксары» (чӑв. Шупашкар хули 550 ҫӳл тултарнине асӑнса) юбилей медалӗ пама йышӑннӑ. Ку ыйтӑва ӗнер хула депутачӗсем хӑйсен 38-мӗш ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Медаль положенийӗнче ӑна кама парассине палӑртнӑ. Патшалӑх, обществӑпа политика, ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура, спорт, ыр кӑмӑллӑх енӗпе, хулан социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне ытти енпе пысӑк тӳпе хывнисене хавхалантарасшӑн.
Медале тивӗҫ тесе шухӑшлакансене чыслама ыйтса хатӗрленисене пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев черетлӗ ҫынсене черетлӗ наградӑпа хавхалантарма йышӑннӑ. Шупашкарти Е. Николаева олимп чемпионки ячӗллӗ олимп резервӗн 8-мӗш спорт шкулӗн пуҫлӑхне Алина Ивановӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ.
Алина Иванова Етӗрне районӗнчи Килтӗш ялӗнче 1969 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫапла, тепӗр виҫӗ кунтан ҫур ӗмӗрхине паллӑ тӑвӗ.
Шупашкарта аслӑ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи физкультура факультетӗнче вӗреннӗ. Спорт мастерӗ, ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, ССС тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Чӑваш Енпе Раҫсей чемпионки, рекордсменӗ, хӑвӑрт утассипе тӗнче тата Европа шайӗсенчи ӑмӑртусенче чемпион ятне тивӗҫнӗ. XXV ҫуллахи Олим вӑййине хутшӑннӑ.
Никита Васильевпа Лана Прусакована Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ.
Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин чӑваш спортсменкине Лана Прусаковӑна ҫӗнтерӳпе саламланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Красноярск хулинче ҫак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиада пырать. Унта пирӗн тӑватӑ спортсмен вӑй виҫет: Лана Прусакова, Кристина Кускава, Алексей Петров тата Дмитирий Мулендеев. Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев — фристайлҫӑсем, Кристина Кускова — йӗлтӗрҫӗ, Алексей Петров — биатлонист. Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Лана Прусакова фристайлӑн слоуп-стайл енӗпе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Унӑн тренерӗ — Никита Васильев.
Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева самбо енӗпе чапа тухнӑ ҫын сӗнӳ-канашпа пулӑшӗ. Евгений Селиванова канашҫӑна ҫирӗплетме республика ертӳҫи ӗнер йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хушура ҫырни тӑрӑх хакласан, Евгений Селиванов Элтепере ырӑ кӑмӑлтан, чунӗ ыйтнипе пулӑшса пырӗ. Тепӗр майлӑ каласан, тӳлевсӗр ӗҫлӗ.
Евгений Селиванов — Пӗтӗм Раҫҫейри самбо федерацийӗн вице-президенчӗ, Олимп резервӗн самбо тата дзюдо енӗпе 10-мӗш спорт шкулӗн директорӗн ҫумӗ.
Кӑҫал 66 ҫул тултаракан самбиста нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, Шупашкар хулин иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетме депутатсемпе тӳре-шара пухӑннӑ ларура, Михаил Игнатьев РФ Президенчӗн Хисеп хучӗпе наградӑланӑ.
Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирхи 4 сехет ҫурӑра Комсомольскинчи икӗ хваттерлӗ пӗр ҫуртра пушар тухнине, унта пурӑнакан икӗ хӗрарӑмпа виҫӗ ачана Александр Жирнов ҫӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер, вырӑнти электроподстанцире электромонтерта ӗҫлекен Александр Жирнов тата унӑн ӗҫтешӗсем: Андрей Авдонин диспетчерпа Николай Силанов электромонтер пушар пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствине систернӗ кӑна мар, инкекрисене ҫӑлма васканӑ. Вӗсем ҫунакан пӳртрен пилӗк уйӑхри пепкене, виҫӗ ҫулти арҫын ачана тата ҫиччӗри хӗрачана, вӗсен амӑшӗпе кукамӑшне илсе тухнӑ.
Андрей Авдонинпа Николай Силанова маларах Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе тата алла ҫыхмалли сехечӗпе хавхалантарнӑ. Александр Жирнова вара «Пушарти паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысланӑ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин артисчӗ Андрей Макаров Ставропольте Гран-прие тивӗҫнӗ.
Асӑннӑ хулара нумаях пулмасть Патриотла юрӑсен «Солдатский конверт - 2019» (чӑв. Салтак конверчӗ - 2019) Пӗтӗм Раҫҫейри II фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Ленинград блокадине сирнӗренпе 75 ҫул, Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса Раҫҫейӗн 13 субъектӗнчи, ҫав шутра Мускаври, Санкт-Петербургри, Волгоградри, Севастопольти, Смоленскри, Ярославльти, Краснодарти, Аҫтӑрханти тата ытти хулари вокалистсем хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫулне кура виҫӗ ушкӑнра чысланӑ. Пирӗн ентешӗмӗр 25-35 ҫулхисен йышӗнче Гран-прие тивӗҫнӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Брестра иртекен Раҫҫейпе Беларуҫ Республикин пӗрлехи фестивальне хутшӑнӗ.
Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, хальхи вӑхӑтра Республикӑн вӗренӳ институчӗн ректорӗнче тӑрӑшакан Юрий Исаев нарӑсӑн 13-мӗшӗнче 50 ҫул тултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ эпир унпа ҫыхӑннӑ савӑнӑҫлӑ хыпара пӗлтӗмӗр. Юрий Исаева Чӑваш Республикин Аслӑ шкулсен ректорӗсен канашӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.
Савӑнӑҫлӑ пулӑм Вӗренӳ институчӗн ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче пулса иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин Аслӑ шкулсен ректорӗсен канашӗн ларӑвне пухӑннӑ. Канаш ертӳҫи, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров Юрий Исаева грамотӑпа чысланӑ. ЧПУ ректорӗ Юрий Исаев вӗренӳ тытӑмне пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.
Аса илтерер, Юрий Исаев 1969 ҫулта Патӑръел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |