«Звениговский» СПК председательне Иван Казанкова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫурлан 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Кӑҫал Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта предприятин филиалӗ уҫӑлнӑ. Унта аш-какай тирпейлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех унта булка таврашӗ, кондитер ҫимӗҫӗсем туса кӑларакан цех хута ярасшӑн.
Иван Казанков - 81 ҫулта. Вӑл Тутарстанри Элкей районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ.
Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн генеральнӑй директорне Михаил Резникова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ изобретателӗ» ят панӑ. Хушӑва еспублка Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
2018 ҫулта Михаил Резников «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗччӗ. Йышӑнӑва ун чухнехи Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑччӗ.
Михаил Резников хӑй вӑхӑтӗнче республика Правительствинче те тӑрӑшнӑччӗ, унта вӑл вице-премьер пулчӗ, кайран транспорт министрӗнче тимлерӗ. Кайран каллех хӑйӗн унчченхи вырӑнне — Чапаев ячӗллӗ завода — куҫнӑччӗ.
Чӑваш Енри преподаватель Владимир Семенов Пӗтӗм нацин «Ҫулталӑк профессорӗ» преминче «Биологи ӑслӑлӑхӗсем» номинацире ҫӗнтернӗ. Ӑна ӗнер Мускавра чысланӑ.
Владимир Семенов – Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ветеринари медицинипе зоотехника факультечӗн морфологи, акушерство тата терапи кафедрин заведующийӗ. Вӑл тата унӑн вӗренекенӗсем биопрепаратсем, выльӑхӑн сывлӑхне ҫирӗплетме май паракан хушма апатсем шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсемпе Атӑлҫи федераци округӗнчи, Мускав, Белгород, Челепи, Тула, Тюмень, Эренпур облаҫӗсенчи, Чӑваш Енри тата Мари Элти, Тинӗсҫум крайӗнчи выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен предприятисенче усӑ кураҫҫӗ.
РФ Федераци Канашӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑ ачасене чысланӑ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Енри Макар Мушков та пулнӑ.
Арҫын ача ҫулла паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Вӑл путма пуҫланӑ 4 ҫулти арҫын ачана ҫӑлнӑ. Макар пӗчӗкскер инкеке лекнине курсан пӗр шухӑшламасӑрах пулӑшма ыткӑннӑ.
Наградӑна 54 регионти 154 ача тивӗҫнӗ. Чӑваш Енри тепӗр арҫын ачана та чыслӗҫ. Вӑл - Даниил Порфирьев.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейри нумай ачаллӑ ҫемьесене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа тата орден медалӗпе чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫак списокра Чӑваш Енри ҫемьесем те пур.
Пирӗн республикӑри виҫӗ ҫемьене орден медалӗпе чысланӑ. Вӗсем – Алексейпа Татьяна Зайцевсем, Дмитрипе Марина Леонтьевсем, Геннадипе Вера Яковлевсем.
Сӑмах май, унччен Владимир Путин орден медальне тивӗҫнӗшӗн – 200 пин, ордена илнӗшӗн 500 пин тенкӗ пама сӗннӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкулта вӗренекен Макар Мушков - чӑн-чӑн паттӑр. Вӑл кӑҫал каникулта Мари Элте асламӑшӗ /е кукамӑшӗ/ патӗнче каннӑ чухне путакан ачана ҫӑлнӑ.
Пӗррехинче вӑл пиччӗшӗпе, тусӗсемпе пӗвере шыва кӗнӗ. Ӑнсӑртран Макар ишмелли ҫавракаран ача тухса ӳксе шыв тӗпне анса кайнине курнӑ. 7-мӗш класс ачи ӑна пулӑшма васканӑ. Ҫав ача 4-ра кӑна пулнӑ, ишме пӗлмен. Макар ӑна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Макара авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ ленейкӑра Инкеклӗ лару-тӑру ӗҫченӗ чысланӑ.
Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннине палӑртнӑ. Вӑл Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗ Елена Бадаева пулӗ. Ҫапла йышӑннӑ паян иртнӗ ларура депутатсем.
«Уҫӑ хула» порталта сасӑлава хутшӑнакансен 70 проценчӗ Елена Бадаевӑшӑн сасӑланӑ. Ӑна ҫурлан 18-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче иртекен пухура чыслӗҫ.
Аса илтерер: ку ята тивӗҫессишӗн унсӑр пуҫне Чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч, «Отделфинстрой» тӗп директорӗ Александр Черкунов кӗрешнӗ.
Пӑрачкав районӗнчи Напольное салинчи Николай Васильевичпа Екатерина Николаевна Куманейкинсем 70 ытла ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсене "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" медальпе чысланӑ.
Мӑшӑр 4 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсем мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе киленсе пурӑнаҫҫӗ.
Сӑмах май, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче 25 ҫул ытла пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене ҫак медальпе чысланӑ.
Вӑрмар районӗнчи нумай ачаллӑ ҫемье «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Вӗсем – Порфирьевсем.
Олег Ивановичпа Анжелика Михайловна 21 ҫул пӗрле пурнӑнаҫҫӗ, ултӑ ачана ура ҫине тӑратнӑ. Упӑшкипе арӑмӗ социаллӑ пулӑшу паракан тытӑмра ӗҫлеҫҫӗ. Порфирьевсен асли 18 ҫул тултарнӑ ӗнтӗ, салтака кайнӑ.
Ҫемьене орден медалӗпе чысласси пирки РФ Президенчӗ ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче хушӑва алӑ пуснӑ.
«Победа» авиакомпани хӑйӗн 50 миллионмӗш клиентне чысланӑ. Ӑна лоукостер Мускаври Внуково аэропортӗнче сумлӑн кӗтсе илсе самолёта лартса янӑ. 50 миллионмӗш клиент Шупашкара вӗҫсе килнӗ. Унтан ӑна Чӑваш енӗн тӗп хулинчи аэропортра юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.
«Победа» авиакомпани ҫавна кӑтартса паракан видеона Инстаграмри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ. Шупашкарти аэропорт та юбилейлӑ клиента епле кӗтсе илнине кӑтартса паракан сӑнӳкерчӗсемпе Инстаграмра паян паллаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |