Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: «Сасси питӗ хӳхӗм музыка инструменчӗ тейӗн»: паян Вера Кузьмина 95 ҫулхине уявлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.11.2018 07:07 | 1794 хут пӑхнӑ
Персона

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче халӑха ҫичӗ теҫетке ҫул ытла килентерекен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина паян 95 ҫул тултарать. Тӗлӗнмелле те, хӑпартланмалла та, Турра та тав тумалла — чӑваш сценин ҫутӑран та ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ юбилей каҫне сцена ҫинче халӑхпа уявлӗ. Программа, сӑмах май, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Унта Вера Кузьмина вылянӑ спектакльсенчи сыпӑксем, саламсем пулӗҫ.

«Актрисӑн сасси питӗ хӳхӗм музыка инструменчӗ тейӗн, кашни сасса, хусканӑва туять. Юлашки ҫулсенче Петӗр Хусанкайӑн, Митта Ваҫлейӗн, Вильям Шекспирӑн, Игорь Северянинӑн сӑввисенчен хатӗрленӗ композицисемпе куракансене тӗлӗнтерчӗ. Сцена калаҫӑвӗн маҫтӑрӗ пулнӑ май Вера Кузьминична хӑй те вӑхӑтран-вӑхӑт педагог тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Вӑл Шупашкарти музыка училищин театр уйрӑмӗнче вӗренекенсен, Щепкин ячӗллӗ театр училищине пӗтернисен сассисене «лартнӑ». Кирек мӗнле аудиторире, кирек кам умӗнче, халӑх йышлӑ-и унта е пачах ҫукпа пӗрех-и — янраттарнӑ пӗрремӗш сӑмахӗпех зала тыткӑнлать сасси унӑн, актриса пӑшӑлтатса кӑна калаҫать пулсан та — кашни кӗтесрех илтӗнет, хутлӑха хӑйпе тултарать, туйӑмсен хумне, «тӗрлӗ темпераментӑн хӗрӳлӗхне» — е савӑнӑҫлине, е хуйхӑллине, илсе килет. Ҫак сасӑ черетлӗ сӑнарӑн шӑпи пирки шухӑша яртарать, апла — пӑхакан спектакль пирки те, ҫавӑнпа пӗрлех пурнӑҫ ҫинчен те.», — тесе ҫырнӑ нумаях пулмасть Вера Кузьминан ывӑлӗ, литература критикӗ, паллӑ филолог Атнер Хусанкай «Хыпар» хаҫатра. Мӗнех, татах та савӑнтартӑрччӗ вӑл пире хӑйӗн сассипе...

#культура, #ӳнер, #театр, #юбилейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем