Елчӗк районне 2001 ҫултанпа ертсе пыракан Николай Миллина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлама йышӑннӑ. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
1954 ҫулта ҫуралнӑ Николай Миллин ӗҫ биографине тӑван «Прогресс» колхозри трактористран пуҫланӑ. Мал ӗмӗтлӗскер унта пӗр должноҫран тепӗрне куҫса пырса хуҫалӑх ертӳҫине ҫитнӗ. Кайран Елчӗк районне ертсе пыма тытӑннӑ.
2014 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗссемшӗн» орден медалӗпе чысланӑччӗ. Халӗ ав, тӑватӑ ҫултан, Николай Миллин ордена тивӗҫрӗ.
Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине (хӑйсем ӑна вырӑсла «президент» теҫҫӗ) Геннадий Храмова Туслӑх орденӗпе чысланӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Геннадий Храмов — Красноярск тӑрӑхӗнчи Халӑхсен ассамблейин пайташӗ те.
«Общество ӗҫӗнче хастар тата чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленишӗн» панӑ Туслӑх орденне пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ентешӗмӗр кӑкӑрӗ ҫине кӗпӗрнаттӑр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Усс ҫакса янӑ.
Геннадий Храмов ертсе пыракан чӑвашсен автономине регионти 25 пуҫламӑш организаци кӗрет иккен. Халӑх организацийӗсенчен вӑл облаҫри чи пысӑккисенчен пӗри пулнине Красноярск край кӗпӗрнаттӑрӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан управленийӗн пуҫлӑхӗ Роман Баринов кӑмӑлтан палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсене наградӑласси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Документа ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Патшалӑх наградине тивӗҫнӗ ҫынсем хушшинче икӗ спортсмен пур. Иккӗшӗ те кӑҫал Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче иртнӗ Хӗллехи Олимп вӑййине хутшӑннӑ. Чӑваш халӑх сайтне вулакансем ӑнланчӗҫ пулӗ ӗнтӗ, кунта сӑмах Татьяна Акимовӑпа Лана Прусакова пирки пырать. Вӗсенчен пӗри — биатлонистка, тепри — фристайлистка. Вӗсене Чӑваш Енӗн Патшалӑх грамотипе наградӑлама йышӑннӑ.
Татьяна Акимова пирки каласан, ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Финляндире иртекен биатлон енӗпе 2017—2018 ҫулсенчи Тӗнче кубокӗн черетлӗ, ҫиччӗмӗш, тапхӑрне вӑл хутшӑнмӗ.
Чӑваш Енӗн йывӑр атлетика федерацийӗн президентне Геннадий Иванова «Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Геннадий Геннадьевич Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ шутланать. Вӑл — аслӑ класлӑ тӳре тата тӗнче категориллӗ тӳре те. 1993 ҫултанпа йывӑр атлетика енӗпе республика федерацие ертсе пырать. Паян вӑл Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗсене спорт енӗпе хатӗрлекен центрта йывӑр атлетика енӗпе тренерта тӑрӑшать.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче Геннадий Ивановӑн йывӑр атлетикӑри тӳпине пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Геннадий Иванов ертсе пынипе Наталья Хлёсткина Европа чемпионки ята икӗ хутчен тивӗҫнӗ. Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче палӑрнӑ Ирина Баймулкина, Александр Мышов, Александра Козлова, Яна Мохина тата ыттисем те Геннадий Геннадьевич патӗнче ӑсталӑха туптанӑ.
Шупашкарти 37-мӗш шкулта 11-мӗш класра ӑс пухакан Семен Семенов хисеплӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Ӑна пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарнӑшӑн «Вӗри чӗри» премипе чысланӑ.
Маттур ҫамрӑксене Раҫҫей Ҫарӗн Тӗп академи театрӗнче нарӑсӑн 15-мӗшӗнче чысланӑ. Лауреатсен йышӗнче 150 ҫамрӑк пулнӑ. Анчах Мускава 31 ҫынна ҫеҫ чӗнсе илнӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентеш те пулнӑ.
4 ҫулта чухне Семенӑн ДЦП пулнине палӑртнӑ. Халӗ Семен Семенов – Чӑваш Енри шкул ачисен Раҫҫей юхӑмӗн пайташӗ. Хастар ҫамрӑк чир пурнӑҫра ура хуманнине хӑйӗн тӗслӗхӗпе ҫирӗплетнӗ. Семен КВНа хутшӑнать, сӑвӑсем ҫырать, йывӑр атлетикӑпа кӑсӑкланать. Пӗр сӑмахпа, пурнӑҫпа киленет. Пӗлтӗр вӑл «Ораторсен лиги» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.
Семен Семена йывӑрлӑхсем хуҫман. Пачах тепӗр май: ҫирӗпрех пулма хӑнӑхтарнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енре Раҫҫей спорт мастерӗн ятне тивӗҫнисен шучӗ унчченхинчен палӑрмаллах нумайланнӑ. Пурӗ 55 спортсмен ҫак ята илме пултарнӑ. Иртнӗ ҫулпа танлаштарсан ҫакӑ 26 ҫын ытларах тенине пӗлтерет.
Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи ҫӗршывӑн спорт министрӗн Павел Колобковӑн хушӑвӗпе тата тепӗр ҫынна Раҫҫей спорт мастерӗн ятне панӑ. Ҫак йышра: Екатерина Львова (ҫӑмӑл атлетика), Алевтина Иванова (пауэрлифтинг), Сергей Бирюков тата Антон Иванов (сусӑрсем), Александр Зайцев, Анна Павлова тата Мария Степанова (ухӑҫӑсем), Александр Васильев тата Денис Комиссаров (триатлон).
Сӑмах май, кӑсал 5 атлет тӗнче класлӑ спорт мастерӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерстви вӗсене пурне те ҫав ятпа саламланине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре пама йышӑннӑ «Амӑшӗн мухтавӗ» хисеп паллин эскизне конкурсра ҫирӗплетӗҫ. Паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче ҫакӑн пирки йышӑну проектне сӳтсе явнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Амӑшӗн мухтавӗ» хисеп паллине парасси ҫинчен хушу кӑларнӑччӗ. Ку указа алӑ пуснине вӑл районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗччӗ. Ӑна пама Амӑшӗн кунӗ умӗн (ку уява чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче палӑртаҫҫӗ) йышӑннӑччӗ.
«Амӑшӗн мухтавӗ» хисеп паллин эскизне уйрӑм ҫын та, организаци те сӗнме пултарать. Ӗҫсене конкурсра пӑхса тухса ҫирӗплетӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗне 10 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ тата унпа усӑ курма ирӗк панишӗн тепӗр 5 пин тенкӗ тӳлӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсене чысланӑ. Вӗсен йышӗнче культура, ӑслӑлӑх, ӳнер, ял хуҫалӑх, промышленноҫ, медицина, вӗрентӳ тата ытти тытӑм ӗҫченӗсем пулнӑ.
Наградӑна тивӗҫнисене йышӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пулнӑ. Награда тинех хуҫине тупнӑ. Аса илтерер: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Михаил Игнатьева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена парас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ку пуҫару – Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тата депутатсен.
Ордена Михаил Игнатьева ҫур ҫултан ҫеҫ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Элтепере ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов чысланӑ.
Сӑмах май, ку орден – республикӑри патшалӑх наградисенчен чи пысӑккисенчен пӗри. Ӑна 2005 ҫулта йышӑннӑ, ку таранччен ордена Варнава митрополит тата Андрей Эшпай композитор тивӗҫнӗ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацине ертсе пыракан Ираида Маслова Фейсбукра ӗнер вӑл тӑрӑхри ентешӗмӗрсешӗн ырӑ хыпара пӗлтернӗ.
Тӗменти патшалӑхӑн нефтьпе газ университечӗн преподавателӗнче ӗҫлекен Евгений Максимова В.И. Муравленко премийӗпе чысланӑ. Асӑнмалӑх пулӑм Тӗменти область думинче пулса иртнӗ. Аякри ентешӗмӗрсен «Тӑван» юлташлӑх хӑйӗн хастар пайташне ҫав ятпа саламланине пӗлтерет.
Виктор Муравленко премийӗпе нефтьпе газ енӗпе ҫӗнӗ технологи пурнӑҫа кӗртекенсене чыслаҫҫӗ.
Чӑваш Енре этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулса ӗҫленӗ, каярах «Правозащитный бастион» (чӑв. Правӑна хӳтӗлекен бастион) ятлӑ коммерцилле мар организаци йӗркеленӗ Юрий Кручинина Раҫҫейӗн Юстици министерстви «За содействие» (чӑв. Пулӑшнӑшӑн) ылтӑн медальпе наградӑлама йышӑннӑ. Кун пирки республикӑри паллӑ юрист Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.
«Раҫҫей юстицийӗшӗн ӗҫлетӗп! Правӑна сыхлакан ҫак орган адвокат ӗҫне ыттисенчен ытларах пӗлет тата хисеплет», — тесе ҫырнӑ Юрий Кручинин.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |