Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче хӑйне евӗр тӗл пулу иртнӗ. Унта тӗрлӗ парти пайташӗсем: Анатолий Аксаков, Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей»), Александр Андреев («Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗ»), Юрий Кислов («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей») тата ытиисем — пухӑнса Муркаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Александр Петрова чысланӑ. Ӑна РФ Федераци Канашӗн наградипе, «Парламентаризма аталантарас енӗпе тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» хисеп паллипе, хисеп тунӑ. Наградӑна РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ҫакса янӑ.
Александр Петров Чӑваш АССРӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш суйлавсенчи Аслӑ Канашӗн Ертӳҫи, вун пӗрмӗш суйлаври Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Ертӳҫи пулнӑ.
Аса илтерер, Александр Петрова маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑччӗ.
Ӗнер Чӑваш Патшалӑх Канашне ачасене йыхравланӑ. Икӗ районти икӗ ачана. Вӗсемпе тӗрлӗ шайри тӳре-шара курнӑҫнӑ: РФ Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов, Чӑваш Енри ачасене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Елена Сапаркина, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов, Чӑваш Енӗн Общество палатин ертӳҫи Алексей Судленков, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Вячеслав Рафинов.
Пысӑк пукан йышӑнакан ҫынсен тимлӗхне, вӗсен ӑшӑ сӑмахне Вӑрнарти И.Н. Никифоров ячӗллӗ 1-мӗш вӑтам шкулта 5-мӗш класра вӗренекен Данила Новиков тата Канаш районӗнчи Карӑклӑри вӑтам шкулта 6-мӗш класра вӗренекен Иван Андреев тивӗҫнӗ. Вӗсем мирлӗ вӑхӑтра паттӑрла ӗҫ тунипе палӑрнӑ. Раҫҫейри ҫӑлавҫӑсен союзӗ шыва путакан икӗ ачана пулӑшнӑ Данилӑна «Ҫӑлавра паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн», шыв люкӗнчен ачана тухма пулӑшнӑ Ивана «Пурнӑҫа ҫӑлнӑшӑн» медальсемпе чысланӑ.
Чӑваш Енре ӗҫ сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен чи лайӑх специалистсене чысланӑ. Вӗсене республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрне пухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Сергей Димитриев министр саламланӑ.
Конкурса ҫулсерен 70 ытла специалист хутшӑнать. Кӑҫалхинче финала 13-ӗн тухнӑ. Вӗсем пурте — район-хула шайӗнчи конкурссенче ҫӗнтернисем.
Ӗҫ сыхлавӗпе тӑрӑшакан чи лайӑх специалист ята Комсомольски районӗнчи Тукай Мишер шкулӗнчи Рушания Зинатуллина тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Республикӑн офтальмологи пульницинчи Владимир Алентьев тата «КЕТРА» савутри Анатолий Михайлов; виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкарти «Мостотряд» фирмӑри Сергей Белов тата Йӗпреҫри психоневрологи интернатӗнчи Оксана Василенко.
Чӑваш Енри шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсен общество организацийӗ пуҫарӑвӗпе милици майорне Олег Коновалова Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ. Наградӑна унӑн тӑлӑх арӑмне панӑ.
Олег Коновалова 1995 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Чечняна командировкӑна янӑ. Черетлӗ тӗрӗслев хыҫҫӑн тӑватӑ милиционер – Коновалов, Нарута, Гавриш тата Тегаев – хыпарсӑр ҫухалнӑ. Тӑватӑ ҫултан кӑна, бандформировани пуҫлӑхӗнчен пӗрне тытсан, Долинский поселокӗнчи ҫынсем перкелешӳ пулни пирки каласа кӑтартнӑ. Поселок хыҫӗнчи тарӑнах мар вил тӑпри ҫинче тӑватӑ милиционер виллине тупнӑ. Пурин те кӗлетки ҫинче пуля шӑтӑкӗсем пулнӑ.
Олег Коноваловӑн арӑмӗ Надежда Алексеевна халӗ Мускавра пурӑнать. Вӑл наградӑна полицин генерал-майорӗн Роман Плугинӑн аллинчен илнӗ. Ҫавӑн чухнех милици майорне Валерий Сидорова тата милици старшинине Сергей Фомина «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысланӑ. Вӗсем те паттӑрла вилнӗ.
Ӗпхӳре те агропромышленность комплексӗн ӗҫченӗсем нумаях пулмасть професси уявне палӑртнӑ. Вӗсене республика пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Радий Хабиров саламланӑ.
Асӑннӑ отрасльте тӑрӑшакансене тӗрлӗ шайри наградӑпа чысланӑ. Пурӗ 45 ҫынна сумлӑ наградӑпа хавхалантарнӑ. Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫак 45 ҫын шутӗнче Авӑркас районӗнчи «Толбазинский хлебокомбинат» потребительсен кооперативӗнчи ҫӑкӑр пӗҫерекен Елена Григорьевна Яковлева та пур. Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна «Пушкӑртстан Республикин апат-ҫимӗҫ индустрийӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята парса чысланӑ». Елена Григорьевна ҫак ӗҫре 37 ҫул вӑй хурать иккен. Унта вӑл Шланлӑри шкула пӗтернӗ хыҫҫӑнах вырнаҫнӑ. Ӗҫтешӗсем ун пирки ыррине ҫеҫ калаҫҫӗ-мӗн.
Паян Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне Александр Иванова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ала пуснӑ. 119-мӗш номерлӗ ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен офицаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Михаил Игнатьев хушура палӑртнӑ тӑрӑх, Александр Степановича наградӑна «Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» пама йышӑннӑ.
Александр Иванов Муркаш районӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухсан вӗрентекенте, шкул директорӗнче, Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫленӗ. Кайран вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫи те, Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи те, ЧР информаци политикин министрӗ те пулчӗ.
Паян Чӑваш Енри темиҫе ҫын республика шайӗнчи пысӑк чыслава тивӗҫнӗ. Вӗсен шутӗнче тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакан пур.
Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗ пулнӑ Николай Кириллова, сӑмахран, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслас тенӗ. Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӑл, биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор тата академик, 70 ҫул тултарчӗ.
Шупашкарти Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗн настоятелӗ, Михаил Иванов протоиерей тата Муркаш районӗнчи ӗҫ ветеранӗ Валериан Краснов «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ.
Алексей Московский юрӑҫа «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят пама йышӑннӑ.
КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, ЧАССР Верховнӑй Совечӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш созывсенчи председателӗ пулнӑ Александр Петрова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Енре пурӑнакан тата тепӗр икӗ ҫынна патшалӑх наградипе — орденпа — чысласи ҫинчен калакан хушӑва ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ.
Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа паян ЧР Патшалӑх Канашӗ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттернӗ. Унта пухӑннисене Михаил Игнатьев саламланӑ. Вӑл ветерансене тав сӑмахӗ каланӑ. Чӑваш АССРӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш суйлавсенчи Аслӑ Канашӗн Председательне, 11-мӗш суйлаври Аслӑ Канашӑн Президиумӗн Председательне «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи «Юлташ» чӑвашсен наципе культура автономийӗн ваттисен канашӗн пайташӗ Леонид Максимов «100 лет уголовному розыску России» (чӑв. Раҫҫейӗн пуҫиле шыравне 100 ҫул) медале тивӗҫнӗ. Эпир ку хыпара автономи ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтерни тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Паян асӑннӑ служба ӗҫченӗсем професси уявне палӑртаҫҫӗ.
Вероника Тимофеева ҫырнӑ тӑрӑх, Леонид Сергеевич Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Транспорт ҫинчи Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр лини управленийӗ ҫинчен кӗнекесем ҫырать.
Автономи хастарӗ хӑш тӑрӑхри чӑваш пулнине пӗлес тесе эпир уҫӑ ҫӑлкуҫсемпе усӑ куртӑмӑр. Транспорт ҫинчи Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр лини управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Леонид Максимов Самара облаҫӗнче 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Омскра милицин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Милицин отставкӑри полковникӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан тата тепӗр икӗ ҫынна патшалӑх наградипе чысланӑ. Самай пысӑк шайрипе. Орденпа.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарта пурӑнакан Александр Петров ӗҫ ветеранне тата СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Валерий Соколова орденпа чыслама йышӑннӑ. 110-мӗш номерлӗ хушӑва вӑл юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Александр Петров ветеран тата Валериан Соколов спортсмен «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата общество ӗҫӗнче хастар пулнишӗн» «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗслӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ.
Валериан Соколов олимп чемпионӗ икӗ ҫул каялла 70 ҫул тултарнӑччӗ. Вӑл 1946 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Александр Петров КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, ЧАССР Верховнӑй Совечӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш созывсенчи председателӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |