Шупашкарти коопераци институчӗн ректорне Валерий Андреева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ. Ҫакӑн пек документа республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ, ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Валерий Андреев ордена «ӑслӑлӑхпа педагогика ӗҫ-хӗлӗнчи хастра ӗҫшӗн тата квалификациллӗ специалистсене хатӗрленӗшӗн» тивӗҫнӗ.
Валерий Андреев 1958 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Малтикас ялӗнче ҫуралнӑ. 1982 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи, 1994 ҫулта юридици факультечӗсенчен, 1999 ҫулта РФ Президенчӗ ҫумӗнчи патшалӑх службин академийӗнчи аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. 165 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра 8 монографипе вӗренӳ пособийӗн, авторӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӑл пичет тата информаци политикин, ҫавӑн пекех ӗҫ, социаллӑ тата демографи политикин министрӗ пулнӑ. 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе аслӑ шкул ректорӗнче тӑрӑшать.
Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн уй-хирӗнче ака-суха тӑвакан, тыр-пул вырса илекен тракторист-машиниста ҫӗршыв Президенчӗн указӗпе чыслама йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута Владимир Путин ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви паян хыпарланӑ. Николай Юрьевич Тихонова «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят пама йышӑннӑ.
Ӗҫ биографине Николай Тихонов вӑтам шкул пӗтерсен Вӑрнар районӗнчи «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) хуҫалӑхра ӗҫлеме пуҫланӑ. Салтака кайса килсен те вӑл тӑван колхозрах ӗҫленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче самана саккӑрла ҫаптарнӑ вӑхӑтра та ҫӗр ӗҫне пӑрахман. 1996 ҫулта вӑл Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн механика цехне вырнаҫнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл районти чи лайӑх комбайнер евӗр пӗрре ҫеҫ мар палӑрнӑ.
Шупашкарта ҫуралнӑ Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ, Шупашкарти художество училищине тата И.Е. Репин ячӗллӗ Санкт-Петербургри живопись, скульптура тата архитектура институтне вӗренсе пӗтернӗ, халӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче иллюстратор пулса ӗҫлекен художника Виктор Бритвина Александр Солженицын ячӗллӗ литература премине панӑ.
Наградӑна художник тӗнчери халӑхсен юмахӗсемпе халапӗсене паха капӑрлатнишӗн тата вырӑссен лагерь прозине художник-график куҫӗпе тарӑннӑн тишкернишӗн тивӗҫнӗ.
Виктор Бритвин алла ручка та тытать. 2004 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн «Царевич голубок» юмахӗ пичетленнӗ, 2015 ҫулта – «Господин аптекарь». Малтан каланӑ кӑларӑм ҫулталӑкри чи нумай вулакан кӗнеке шутне те лекнӗ.
Паян Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче педагогсен республика конкурсӗн финалне хутшӑннисене чысланӑ.
Чӑван Ен Элтеперӗн 150 пин тенкӗ премине «Ҫулталӑкри чи лайӑх вӗрентекен» ята тивӗҫнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулти Татьяна Андреевӑна панӑ. «Чи лайӑх воспитатель» номинацире ҫӗнтернӗ Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчинчи Елена Михайлова педагог-психолог 100 пин тенкӗ укҫа лекнӗ. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» — Ҫӗмӗрле районӗнчи Улхаш шкулӗнчи Александр Мальков, «Ҫулталӑкри чи лайӑх социаллӑ педагог» — Канашри транспортпа энергетика техникумӗнчи Ирина Сладкова, «Ҫулталӑхри чи лайӑх педагог-психолог» — Шупашкарти 2-мӗш шкулти Александра Горелова. Вӗсене 50-шар пин тенкӗ парса хавхалантарнӑ. «Педагогикӑри дебют» ята Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнчи Ксения Михайлова тивӗҫнӗ.
Чапаев ячӗллӗ савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Михаил Резников «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ. Йышӑнӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Тӗрле шайри чыславпа ыттисене те хаклама палӑртнӑ.
Михаил Резников хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савута ертсе пынӑччӗ. Кайран ӑна республика Правительствине ӗҫлеме куҫарнӑччӗ. Унта Михаил Резников карьери хӑйне евӗр пынӑччӗ. Малтан вӑл вице-премьер пулчӗ, кайран — транспорт министрӗ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗскер пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ку пукансӑр юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ, ав, Михаил Резникова орден тивӗҫӗ.
Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнче пурӑнакан пенсионер «Вилекенсене ҫӑлнишӗн» медале тивӗҫнӗ. Указа РФ Президенчӗ ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Инкек 2015 ҫулхи ҫулла пулнӑ. Ялти пӗр хӗрарӑм пӗве хӗрне килти кӑвакалсене хӑвалама кайнӑ. Асӑрханмасӑр вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пӑтӑрмаха Елизавета Сергеева чӳречерен асӑрханӑ. Хӗрарӑм часрах вырӑна чупса ҫитнӗ. Пӗр шухӑшласа тӑмасӑр шыва чӑмнӑ, кӑвакал хуҫине ҫӳҫрен ярса илнӗ те ҫыран хӗрне туртса кӑларнӑ. Ишме пӗлмен хӗрарӑма унтан вӑл чӗркуҫҫи ҫине хырӑмпа хунӑ та ҫурӑмӗнчен аллипе пусса реанимацилеме тытӑннӑ.
Елизавета Сергеева хӑй вӑхӑтӗнче ҫыхӑну техникумӗнче вӗреннӗ. Телеграф тата хулапа хула хушшинчи ҫыхӑну енӗпе электромеханик пулса тӑрӑшнӑ. Ҫыхӑну ӗҫченӗсен кунне халалланӑ ӑмӑртусенче пӑшалтан тӗл лектерессипе тата шашкӑпа малти вырӑнсене тӑтӑшах йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекен икӗ кулинара ҫӗршыври Кулинарсен наци ассоциацийӗ хӑйӗн чи пысӑк наградипе — «Знак достоинства» (чӑв. Пархатар палли) кавалер ятпа — чысланӑ.
Халӑх апатланӑвӗнче ӗҫлекенсене хавхалантарма йышӑннӑ наградӑна «Кулинар» тулли мар яваплӑ обществӑн ертӳҫи Лилия Бенда тата «Алексгруп» тулли мар яваплӑ обществӑн «Депо» столовӑйӗн ертӳҫи Надежда Яковлева тивӗҫнӗ. Вӗсене Мускавра иртнӗ «Chef a la Russe» кулинари чемпионатне уҫас умӗн чысланӑ. Сӑмах май, Раҫҫей шайӗнче чемпионата кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ.
Чӑваш Енри кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫине Николай Уездноя Кулинарсен наци ассоциацийӗ Тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Кун пирки ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ.
Паян ирпе Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче чӑн-чӑн ҫӑлтӑра, чӑваш сценин тӗлӗнмелле пысӑк шайри ӑстине, халӑх тивӗҫлипех юратакан артиста, СССР халӑх артисткине, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлекен Вера Кузьминана чечекпе кӗтсе илнӗ. Йышра театрӑн пуслӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Юрий Владимиров, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Медведев, Наталия Сергеева режиссер тата унӑн ҫумӗ Галина Скворцова пулнӑ.
Аса илтерер, «Ылтӑн маска» преми лауреачӗсен ячӗсене иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Ӑна «Театр ӳнерне аталантарас тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн» номинацире палӑртнӑччӗ.
Вера Кузьминана, премие тивӗҫнӗ тата тепӗр 11 театр ӑстине Мускаври Пысӑк театрӑн Шурӑ фойинче чысланӑ.
Мускава пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр ывӑлӗпе Атнер Петровичпа, кинӗпе Гажидма Дамбаевнӑпа тата мӑнукӗпе Петрпа кайнӑ.
Чӑваш Енри тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекен тӳре-шарана чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Сумлӑ писока лекнисен шутӗнче виҫӗ муниципалитетӑн: улатӑрсен, канашсен, пӑрачкавсен — пуҫлӑхӗсем пур. Патшалӑх наградине тивӗҫнисенчен Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхне Евгений Лебедева тата Канаш райадминистраци пуҫлӑхне Владимир Степанова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе хавхалантарӗҫ. Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая «За безупречную службу в органах местного самоуправления в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн) паллӑна тивӗҫнӗ.
Юлашкинчен каланӑ палла Вӑрнар, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче ӗҫлекен хӑш-пӗр тӳре-шарана та пама йышӑннӑ.
Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсене — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене — награда илме тивӗҫ ҫынсен ячӗсене сӗнме хушнӑ имӗш. Пурне те пӗлсе тӑракан Александр Белов журналист хӑйӗн черетлӗ статйинче ҫырнӑ тӑрӑх, суйлав вӑхӑтӗнче уйрӑмах палӑрнисене чыслама хатӗрленеҫҫӗ. Кунта ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра кам епле ӗҫленине шута илӗҫ. Наградӑсем тӗрлӗ шайрисем пулмалла.
Хулари депутатсем республикӑн Хисеп грамотине, хисеплӗ ятсене, «Чӑваш Республикин муниципалитет органӗсенче лайӑх ӗҫленӗшӗн» паллӑна, ЧР парламенчӗн, Стройминӑн тата Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн хисеп грамотисене илме тивӗҫ кандидатсене сӗнӗҫ.
Сӑмах май, Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхне Николай Миллина чысланӑ чух та суйлав кӑтартӑвне шута илнӗ тесе калаҫакансем пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |