Ӗнер Чӑваш Енри журналистсене преми парас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Кунта сӑмах журналистсен премийӗ пирки пырать. Ҫулсерен ҫирӗплетекен ҫак укҫана тивӗҫес тесе калем ӑстисем хӑйсен пӗлтӗрхи сумлӑ ӗҫӗсене тӑратнӑ.
Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие «Хыпар» хаҫатӑн политика, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата экономика пайӗн тишкерӳҫи Юрий Михайлов тивӗҫнӗ. Вӑл Чӑваш автономийӗн юбилейне тата тӑван тӑрӑхӑмӑрти ятлӑ ҫынсене халалласа ҫырнӑ материалсен ярӑмӗпе конкурса хутшӑннӑ. «Хыпар» хаҫатӑн политика, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата экономика пайӗн тепӗр тишкерӳҫи Ирина Клементьева ял старостисем ҫинчен ҫырнӑ статьясемпе Леонид Ильин премине тивӗҫнӗ.
Николай Никольский премине Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ редакторне Наталия Николаевӑна тата Михаил Краснов журналиста пама йышӑннӑ.
Аслӑрах ӗҫтешӗмӗрсем сӑнани тӑрӑх ҫакна та палӑртмалла: журналистсен премине илме конкурса хутшӑнакансен йышӗ юлашки ҫулсенче чакса пырать-мӗн.
Паян Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин наградӑланӑ. Регион ертӳҫине Раҫҫейӗн ШӖМӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.
Чӑваш Енӗн ваҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, пирӗн республика ертӳҫине Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерстви умӗнче лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшнӑшӑн хисеп тунӑ.
Грамотӑна Сергей Неяскин министр Шалти ӗҫсен министерствин коллегийӗн паянхи ларӑвӗнче панӑ. Ҫак саманта асра хӑвармалла сӑн та ӳкерсе илнӗ. Ӑна ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Преступленисемпе кӗрешессине илсен, пӗлтер пирӗн республикӑра преступленисен шутне унчченхи ҫулхинчен 7,6 процент сахалтарах шута илнӗ. Пурӗ 11,8 пин ытларах регистрациленӗ.
Ӗнер, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн ӗҫченӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патшалӑх наградисемпе чысланине эпир пӗлтернӗччӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти Чӑаш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представительствинче иртнӗ.
Чӑваш халӑхӗн историйӗпе этнологине тӗпчеме тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн академикне, асӑннӑ академин Этнологипе антропологи институчӗн ӑслӑлӑх ертӳҫине Валерий Тишкова тата ҫав институтӑн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченне Александр Коростелева чысланӑ.
«Народы и культуры» (чӑв. Халӑхсем тата культурӑсем) ярӑмпа «Чуваши» монографие кӑларнӑшӑн Этнологипе антропологи институчӗн директорӗн ҫумне Марина Мартыновӑна, тӗп ӑслӑлӑх ӗҫченне Владимир Зорина, ӑслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченне Людмила Миссоновӑна чысланӑ.
Раҫҫейӗн наукӑсен акадмийӗн академикӗ Валерий Тишков «Чуваши» монографи пӗчӗк тиражпа тухнине, вӑл хӑвӑрт саланса пӗтнине палӑртнӑ та, Михаил Игнатьев Элтепер кӗнекене хушма тиражпа кӑларма Чӑваш Ен пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ.
Паянпа ыран Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра — ӗҫлӗ визитпа.
Паян вӑл «Держава XXI века» (чӑв. XXI ӗмӗрти ҫӗршыв) комплекслӑ наци программин йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне хутшӑннӑ. Унта ҫӗршывра экологи телекуравне тата «Знамя Победы 2015–2020» (чӑв. 2015-2020 ҫулсенчи Ҫӗнтерӳ ялавӗ) патриотизм программине аталантарас ыйтусене хускатнӑ.
Паянах Михаил Игнатьев Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗсене чӑваш халӑх историйӗпе этнологийӗпе ҫыхӑннӑ тӗпчевсемшӗн чысланӑ.
Ыран Михаил Игнатьев ыр кӑмӑллӑх тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ организацисене аталантарас ыйтусене сӳтсе явакан РФ Патшалӑх Канашӗн ларӑвне хутшӑнӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ӗҫлӗ тӗрлӗ тӗлпулу ирттреме палӑртса хунӑ.
Паян ЧӑвашЕн Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑра ӗҫлесе пысӑк хисепе тивӗҫнисене Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх наградисемпе чысланӑ.
«Эпир лайӑхран та лайӑхраххисене, чи пултаруллисене, пысӑк хисепе тивӗҫнисене саламлама пуҫтарӑннӑ. Вӗсемпе эпир мӑнаҫланатпӑр. Пирӗн хушӑмӑрта — Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республики умӗнче пысӑк хисепе тивӗҫнӗ ентешсем. Вӗсем хӑйсене професси тӗлӗшӗнчен ҫӳллӗ шайра кӑтартма пӗлнӗ. Ырӑ тӗслӗхӗ ҫитӗнекен ҫамрӑксемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем ыттисене ҫӗнӗ ӳсӗм тума вӑй-хӑват кӳреҫҫӗ, пуҫаруллӑ ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ», – тенӗ Михаил Игнатьев.
Пысӑк наградӑна тивӗснисем те парӑмра юлман — Элтепере тав тунӑ май малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме шантарнӑ.
Паян Чӑваш Енри патшалӑх служащийӗсене патшалӑхӑн тӗрлӗ чинне пани ҫинчен калакан свидетельствӑсем тыттарнӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй панӑ.
Хӑшӗсем Чӑваш Республикин патшалӑхӑн 1-мӗш класлӑ чӑн канашҫи, теприсем 2-мӗш, виҫҫӗмӗшӗсем 3-мӗш класлӑ пулса тӑнӑ. Граждан службин чи пысӑк иерархине тивӗҫнисен йышӗнче хӗрарӑмсем те самай. Сӑмах май каласан, республикӑн патшалӑх службинче тӑрӑшакансенчен 70 ытла проценчӗ — хӗрарӑмсем. «Вӗсем Чӑваш Республикинчи халӑхшӑн чӑннипех те тӑрӑшаҫҫӗ», — мухтанӑ Элтепер хӗрарӑм тӳре-шарана.
Ҫакна та палӑртар: паян патшалӑх ӗҫӗнче 1275 граждан служащийӗ вӑй хурать. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, тӳре-шара йышне чакарасси малалла пырать. Юлашки 10 ҫул хушшинче ҫав хисеп 24 процент чакнӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ артиста хисеплӗ ят панӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, раштавӑн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Тӗрле Хисеп ят тата Пичет грамоти памалли списокра ытти отрасль ҫыннисем те пур. Сӑмахран, вӗренӳре тӑрӑшакан темиҫе ҫын, промышленноҫра тар тӑкакансем, пушар хуралӗнче тимлекен пур. Вӗренӳри виҫӗ ҫын ҫак отрасльти тава тивӗҫлӗ ята илнӗ, промышленноҫра вара — икӗ ҫын.
«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ-вокалисчӗ Татьяна Васильевна Бахтина тата Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлекен драма артисчӗ Людмила Николаевна Казимир тивӗҫнӗ.
Паян Чӑваш Енри министрсенчен пӗрне пысӑк наградӑпа чыслама йышӑннӑ. Ҫак тивӗҫе республикӑн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Юрьевна Тимофеева тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна «За заслуги перед Чувашской Республикой» (чӑв. Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн) орден медалӗпе хавхалантарас тенӗ.
Республикӑн ертӳҫин хушӑвӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Наталья Тимофеевӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата тухӑҫлӑ ӗҫшӗн» чысланӑ.
Наталья Юрьевӑна орден медалӗпе наградӑласси ҫинчен калакан хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Нагрсдӑласси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ӗнер Чулхула хулинче Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли пайталлӑ элчи Игорь Комаров Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче пурӑнакансене тӗрлӗ патшалӑх наградипе чысланӑ. Сумлӑ йыша Чӑваш Енри виҫӗ ҫын лекнӗ.
Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнчи Елизавета Сергеева «Вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑшӑн» медале тивӗҫнӗ. Вӑл кӑвакалсене пӗвене хӑвалакан пӗр ял хӗрарӑмӗ шыв путма пуҫланине асӑрхаса пӳртрен чупса тухнӑ. Ишме пӗлмен хӗрарӑма шывран туртса кӑларнӑ.
«Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе Федерацин травматологи, ортопеди тата энодпротезировани центрӗн тӗп врачне Николай Николаева чысланӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп дирижерне Ольга Нестеровӑна «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Чӑваш Республикинче ҫитес вӑхӑтрах патшалӑхӑн тепӗр наградине вӑя кӗртесшӗн. Унӑн ячӗ: «Анне» мухтав палли (ун ҫине чӑвашла «Анне» тесе ҫырӗҫ). Ӑна пиллӗк е унран ытларах ача ҫуратса ӳстернӗ е ҫитӗнтерекен хӗрарӑмсене пама палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ҫӗнӗ паллӑн эскизӗпе паллаштарнӑ.
Ӗҫӗн авторӗ — Чӑваш Енри художниксен союзӗн пайташӗ Игорь Андреев, идейи – Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗн Шупашкарти филиалӗн патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн кафедрин доценчӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Владимир Ткаченко.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |