Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Григорий Пыхтеев художник леш тӗнчене ӑсаннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Художниксен союзӗ паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Григорий Анатольевич 1949 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Узбекистанри Фергана хулинче ҫуралнӑ. Шупашкарта 1952 ҫултанпа пурӑнать. 1978 ҫулта вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1980 ҫултанпа регион тата тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ курава тӑтӑшах хутшӑннӑ. Унӑн ӗҫӗсем хамӑр ҫӗршыври тата ют ҫӗршывсенчи уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче упранаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Виктор Аванмарт скульптор 60 ҫул тултарнӑ. Ӑна виҫӗмкун Марина Карягина тележурналист, режиссёр, сценарист Фейсбукра саламласа ҫырнӑ.
Аса илтерер: Виктор Аванмарт — чӑваш наци юхӑмӗн 90-мӗш ҫулӗсенчи хастарӗ. 1989 ҫулта вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществине йӗркеленӗ, ӑна хӑех темиҫе ҫул ертсе пынӑ.
Виктор Аванмарта халӗ художник тата скульптор евӗр пӗлеҫҫӗ. Унӑн хушма ячӗн пӗлтерӗшне тавҫӑрма йывӑр мар: аван + мар + арт (ӳнер).
Сӑмах май каласан, Виктор Аванмарт лайӑх ӗҫсемшӗн ҫулсерен аван-преми (йывӑҫран хатӗрленӗ скульптура) параканччӗ, айванлӑхшӑн — карикатура.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри темиҫе ҫын хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн пайташне Юрий Сементер поэта панӑ.
Вырӑс драма театрӗнче чылай ҫул тӗп художникра ӗҫлекен Владимир Шведова «Чӑваш Республикин халӑх художникӗ» ят пама йышӑннӑ.
Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тата Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин концертмейстерӗ Лилия Салихова Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти художество музейӗнче «…Ялавсемпе гербсемсӗр пуҫне» курав уҫӑлӗ. Ӑна Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Элли Михайлович – Чӑваш халӑх художникӗ, литературӑпа ӳнер енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни, Чӑваш Республикин патшалӑх гербӗн тата ялавӗн, Шупашкар хулин, Пӑрачкав салин тата Йӗпреҫ поселокӗн гербӗпсемпе ялавӗсен авторӗ. Илеме туйма пӗлекен ӑста Тбилиссири ӳнер академийӗнче груз живопиҫӗн шкулӗн вӑрттӑнлӑхне тӗпе хурса вӗреннӗ. Геральдикӑра тата вексиллографире чӑн-чӑн ӑста пулса тӑнӑ.
Элли Юрьев 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ, 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланӑ.
Кун пек мероприятие йӗркелесси музейра ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен ӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
Музей ертӳҫи Ирина Оленкина Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм-поэтсем ҫуркунне, юрату, амӑшӗлӗх, ҫутҫанталӑк тата пурнӑҫ илемӗ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене вуланӑ. Хавхаланса та хӑпартланса янӑранӑ асамлӑ поэзи.
Литературӑпа музыка каҫӗнче «Пленэр из окна» (чӑв. Чӳречери пленэр) курав уҫӑлнӑ. Ӑна хӗрарӑм-художниксен ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Анатолий Данилов художникӑн «Зов земли родной» (чӑв. Тӑван ҫӗр йыхравӗ) куравӗ уҫӑлӗ.
Анатолий Васильевич — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, педагогика наукисен кандидачӗ, ЧППУн профессорӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни.
Ҫак тарана ҫитсе Анатолий Данилов пилӗк теҫеткене яхӑн курав йӗркеленӗ. Вӗсене хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенче те уҫнӑ. Паянхи курав шучӗпе шӑп та лӑп аллӑмӗш пулӗ. Унта художник тӑван тӑрӑхне, Хӗрлӗ Чутай районне, сӑнланӑ ӳкерчӗксем пулӗҫ. Вӗсене пейзаж тата натюрморт жанрӗпе ӳкернӗ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, «Айхие пуҫ тайса. Игорь Улангин графики» ятпа курав уҫӑлнӑ.
Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, курав икӗ пайран тӑрать тейӗн. Пӗр енчен – хура-шурӑ: графика, текстсем, кӗнеке макечӗсем тата К.М. Бельманӑн кӑларӑмӗсем валли хатӗрленӗ кӗнеке макечӗсем тата ӳкерчӗксем (вӗсене чӑвашла куҫараканӗ тата редакторӗ — Г. Айги). Тепӗр енче — 2019 ҫулта пичетленнӗ «Поклон – пению» кӗнекин тӗрлӗ тӗслӗ листисемпе ӳкерчӗкӗсем.
Курава Игорь Улангин художник тата Геннадий Айхи поэтӑн пултарулӑхне хаклакансем пухӑннӑ. Вӗсен хушшинче пултарулӑх ҫыннисем, журналистсем пулнӑ.
Курава Олег Улангин, вӑл — Игорь Улангинӑн тӑванӗ, уҫнӑ. Уяв каҫне Атнер Хусанкай литература критикӗ ертсе пынӑ.
Курав пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Пурӑннӑ пулсан Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Акробатика енӗпе СССР спорт мастерӗ Виктор Немцев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитетчӗ.
Вӑл 1936 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ художника асра тытнине палӑртса курав йӗркеленӗ. Унта ӑстан 100 ытла ӗҫӗ вырӑн тупнӑ.
Виктор Немцев Шупашкарти ӳнер училищинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн художествӑпа графика факультетӗнче вӗреннӗ. Пейзажа, портрет тата натюрморт ӑсти пулнӑ. Художник 2018 чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Виталий Яковлев художникӑн куравӗ уҫӑлассинеэпир иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: курав кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Куравра пулса курнӑ Марина Карягина тележурналист художникӑн темиҫе картинине ӳкерсе илсе Фейсбука лартнӑ.
«Тӗллӗн-тӗллӗн тӗнче ҫине ачаннилле тап-таса та ачаш куҫпа пӑхать Виталий Яковлев художник. Мана лайӑх вӑл ҫак хайлавӗсенче сӑнарлакан хӑтлӑ хутлӑхра», — тесе пӗлтернӗ вӑл.
Виталий Яковлев 1949 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче ҫуралнӑ. 1977 ҫулта Виталий Николаевич И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл – живопись ӑсти, художник-сатирик.
Станислав Юхтар художник 60 ҫул тултарнине, шел те, каярах юлса пӗлтӗмӗр. Ку пулӑм ҫинчен «Тӑван Атӑл» журналта Арсений Тарасов журналист тата драматург ҫырса пӗлтернӗ.
«Хӑй утса ҫӳрекен ҫӗр чӑмӑрӗ ӑна хӗвел тавра 60 хут ҫавӑрттарса вӗҫӗ-хӗррисӗр галактикӑна кӑтартать. Станислав Николаевичӑн хӑйӗн галактики пур, вӑл — чӑваш тӗнчи. 60 ҫул ҫав тӗнчен сывлӑшӗпе сывлать, ҫав тӗнчен юрри-кӗввине итлесе киленет, Митта Ваҫлейӗ: «Эпӗ чӑвашла калаҫнӑ чухне чунпа канатӑп», — тенӗ пек тӑван чӑвашсемпе тӑван чӗлхепе 60 ҫул калаҫса чунпа канать», — ӑшшӑн паллаштарнӑ пултаруллӑ ҫыравҫӑ.
«Пирӗнешкел ытти ҫын пекех темелле. Анчах вӑл сывлакан сывлӑш та, вӑл илтекен юрӑ-ҫемӗ те, калаҫӑвӗ те пирӗннинчен, хальхинчен, урӑхларах пулнӑн туйӑнать, мӗншӗн тесен Юхтарӑн чӑваш тӗнчи — сӗм-сӗм ӗмӗрсем каяллахи чӑваш йӑхӗсен тӗнчи», — малалла тӑснӑ сӑмахне Арсений Тарасов.
Станислав Юхтар Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялӗнче 1960 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ, унтах тӗпленсе пурӑнать. Вӑл – график, живописҫӑ, Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |