Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче паблик-ток мелӗпе ирттернӗ тӗлпулӑва Игорь Улангина йыхравланӑ. Вулавӑш хӑни — график, живопись ӑсти, Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ, «Free poetry» издательство директорӗ.
Игорь Улангин пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке кӑларакан пулса ӗҫленӗ май унӑн питӗ нумай вулама тивет, уйрӑмах — хальхи вӑхӑтри литературӑна. Вӑл нумай кӗнекене сӑнӳкерчӗксемпе илемлетет, хӑш чухне текстсене те ҫырать.
Игорь Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗпе яшлӑхӗ Ленин проспектӗнчи ҫуртра иртнӗ, ӑна хирӗҫех вулавӑш вырнаҫнӑ. Малтан ҫв учреждени М. Горький ячӗллӗ республика библиотеки шутланнӑ, самана улшӑннӑ май ячӗ ылмашнӑ. Вулавӑшран пулас ӳнерҫӗ ачаранах тухма пӗлмен тесен те йӑнӑш мар.
Кӗнеке издательствине ертсе пынӑ май халӗ вӑл Раҫҫейри, Италири, Польшӑпа Швецинчи тата ытти ҫӗршыври авторсен кӗнекисене кун ҫути кӑтартать. Чӑваш халӑх поэчӗпе Геннадий Айхипе туслӑ пулнине те Игорь Улангин ӑшшӑн аса илнӗ.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра Пётр Егоров ячӗллӗ I пленэра хутшӑннисен ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлӗ.
Пётр Eгоров – XVIII ӗмӗрти пултаруллӑ архитектор, классицизмӑн пысӑк ӑсти. Унӑн пултарулӑхӗн чи ҫӳлли шайне кӑтартаканни Питӗрти Ҫуллахи пахчан карти шутланать. Ӑна тӗнче культурин шедеврӗ тесех хаклаҫҫӗ. Пётр Егорович Хӗллехи керменӗн, Смольный мӑнастирӗн, Петергофри керменпе парк ансамблӗн, Штегельман ҫурчӗн архитекторӗ пулнипе те палӑрнӑ.
Пётр Егоров ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа Сӑр юханшывӗн хӗрринче, Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче, Питӗрти, Мускаври, Шупашкарти сӑр ӑстисем икӗ эрне ӗҫленӗ. Вӗсем паллӑ архитекторӑн тӑван кӗтесне халалланӑ вырӑнсене ӳкернӗ. Чи лайӑх ӗҫсем «Солнце над Сурой» (чӑв. Сӑр ҫийӗнчи хӗвел) экспозицире вырӑн тупӗҫ.
Ҫак кунсенче Федерацин Атӑлҫи округӗнче иртекен «ФормArt» стрит-арт фестивальне хутшӑнакансемшӗн сасӑлама май пур. Пирӗн республика чысне Максим Косаткин стрит-арт художник хӳтӗлӗ. Вӑл унта «Подъём сельскохозяйственной отрасли» (чӑв. Ял хуҫалӑх отрасльне ҫӗклени) ӗҫпе хутшӑнать.
Сасӑлав юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пырӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призёрсене халӑх тата экспертсен сасӑлавӗ тӑрӑх палӑртӗҫ. Конкурса юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Zoom» платформа ҫинче иртекен онлайн-трансляци вӑхӑтӗнче пӗтӗмлетӗҫ. I, II, III вырӑнсене тухнисене 100, 150 тата 200 пин тенкӗ, диплом тата асӑнмалӑх парне парса хавхалантарӗҫ.
Сасӑлава хутшӑнас тесен 8 (800) 301-50-23 тӳлевсӗр номер ҫине шӑнкӑравласа финалистӑн кодне палӑртмалла. Пирӗн республикӑн стрит-арт фестивальти кочӗ — 6. Пӗр номертен пӗр хутчен ҫеҫ сасӑлама май пур.
Паян Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗпе Николай Карачарсковпа сывпуллашнӑ.
Ӑна лайӑх пӗлекенсем, унӑн пултарулӑхне хаклакансем палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Прокофьевич ӑста мӗнпур пултарулӑхне тӑван тӑрӑхпа тӑван халӑха панӑ. Вӑл ӗҫ ҫыннисене каҫса каясла хисепленӗ, пушанса юлакан ялсемшӗн, пӗччен ватӑсемшӗн чунне ыраттарнӑ ду. Яланах чӑнлӑхшӑн хыпса ҫуннӑ.
Николай Карачарсков 1935 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти художество училищинче вӗреннӗ.
Унпа паян Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче сывпуллашӗҫ.
Пяан, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 16 сехетре Шупашкарти Художество музейӗ ҫумӗнчи Хальхи вӑхӑтри ӳнер центрӗнче «САВНӐ ШУПАШКАР» курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш Енри Художниксен союзӗ Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнисене тата Шупашкар хулин кунне асӑнса уҫма палӑртнӑ.
Экспозицие Чӑваш халӑх художникӗсен Праски Виттипе Николай Енилинӑн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗсен Георгий Алексеевпа Петр Пупин ӗҫӗсем уҫӗҫ.
Театрпа декораци искусствине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Валентин Федоровӑн тата Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Владимир Шведовӑн ӗҫӗсем тӑрӑх хаклама май килӗ. Курав ытти нумай художникпа скульптор пултарулӑхӗпе те паллаштарӗ.
Чӑваш Енӗн Наци музейӗнче Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ та паллӑ ӳнерҫӗсенчен пӗрин, Чӑваш халӑх художникӗн Владимир Агеевӑн куравӗ уҫӑлнӑ.
Музейҫӑсем Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑста живопиҫре, графикӑра, ӳкерессипе ӗҫленӗ. Ӑна карикатурист пек те аван пӗлеҫҫӗ. Кашни ӗҫрех «агеев» стилӗ палӑрать.
Владимир Агеевӑн пултарулӑхӗн биографийӗнче мифологие, легендӑсене тата халӑх юмахӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ ӗҫсем сумлӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Наци музейӗн фондӗнче 20 живопись ӗҫӗ упранать. Курава ҫав ӗҫсенчен йӗркеленӗ.
Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова РФ тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх художникӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн литературӑпа ӳнер премийӗн лауреачӗпе Праски Виттипе (Виталий Петровпа) тӗл пулнӑ.
Праски Витти кӑҫал 85 ҫул тултарӗ. Тӗлпулура юбилей куравне тата кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче уяв мероприятийӗсене ирттерес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Праски Виттине те Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни ята илме тӑратнӑ, халӗ сасӑлав пырать.
Сӑмах май каласан, халӑх темипе мӗншӗн ӗҫлени пирки «Хыпар» журналистне Андрей Михайлова 5 ҫул каялла художник ҫапларах хуравланӑччӗ: «Чӑваш пирки хура халӑх тенӗ. Вӗсем ҫырма та, вулама та пӗлмен. Ӳкерес ӑсталӑх та пулман. Темиҫе ӗмӗр тӗттӗмлӗхре пурӑннӑ пирӗн халӑх. Шел те, хальхи вӑхӑтра халӑх хӑйӗн хӑйевӗрлӗхне ҫухатма пуҫларӗ, ҫавӑнпах хамӑн ӗҫӗм-хӗлӗме халӑха халаллас терӗм. Чӑвашсен ӗҫченлӗхӗпе хитрелӗхне, йӑли-йӗркине ӳкерчӗксемпе картинӑсенче сӑнлас килет. Халӑх пурнӑҫӗ искусствӑра ҫырӑнса юлмалла.
Виталий Миттов – паллӑ ҫӗр ӗҫченӗ, Анатолий Миттов художникӑн пултарулӑх эткерлӗхӗн управҫи – куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Геннадий Иванов-Орков хыпарланӑ тӑрӑх, Виталий Миттов пурне те вӑхӑт уйӑрма май тупнӑ – мӑшӑрне Софья Ивановнӑна, юлашки ҫулӗсене пиччӗшӗн Анатолий Ивановичӑн эткерлӗхне упраса хӑварассишӗн тӑрӑшнӑ.
Художникӑн шӑллӗпе ӳнерҫӗ 2012 ҫултанпа туслӑ та ӗҫлӗ ҫыхӑну тытнӑ. Вӗсем иккӗшӗ Виталий Миттовӑн Канаш районӗнчи Сикассинчи килӗнче тӑтӑшах тӗл пулнӑ. Художникӑн архивӗнчи унччен усӑ курман докуменчӗсемпе паха ӗҫӗсене тӗпчесе тӗрлӗ курава илсе кайнӑ, пичетлесе кӑларнӑ.
«Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята илессишӗн ҫичӗ ҫын кандидатурине тӑратнӑ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ.
Кандидатсене ӗҫ коллективӗсемпе общество организацийӗсем тӑратнӑ. Алексей Ладыков шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсенчен кашниех нумай ҫул ӗҫленӗ, асра юлмалла проектсемпе, ӗҫе ҫӗнӗлле пурнӑҫланипе палӑрнӑ.
Хулан хисеплӗ ҫынни пулма тивӗҫ тесе шухӑшлакан ҫыншӑн «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) электрон референдумсен порталӗнче сасӑлав иртет. Вӑл утӑ уйӑхн 23-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Кандидатсем хушшинче ҫаксем: «Энергия» спорт шкулӗн тренерӗ Анатолий Финогенов, Федерацин Чӑваш Республикинчи тӗп инспекторӗ Геннадий Фёдоров; Ревель Фёдоров ӳнерҫӗ, график, монументалист; Виталий Петров (Праски Витти) художник, ӳнерҫӗ-монументалист; Шупашкарти коопераци институчӗн ветерансен канашӗн председателӗ Миранда Кольцова, «Уяв» фольклор ансамблӗн ертӳҫи Зинаида Козлова, Шупашкарти 3-мӗш лицей директорӗ пулнӑ Ираида Полбенникова.
⠀
Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне Игорь Улангин художник тата кӗнеке кӑларакан Библиотекӑсен кунӗ умӗн паха парнепе савӑнтарнӑ.
Уҫӑ кӑмӑллӑ ҫав ҫын хӑйӗн «Free poetry» издательствинче 2020 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ «Ниже сна» кӗнекене парнеленӗ. Пурӗ — 34 экземпляр. Унӑн авторӗ — Польша поэчӗ Кшиштоф Шатравский. Сӑвӑсене Евгения Доброва вырӑсла куҫарнӑ. Автор ыйтнипе кӗнекесене республикӑн хулисемпе районӗсенчи вулавӑшсене ҫитерсе парӗҫ.
Кшиштоф Шатравский (1961 ҫулта ҫуралнӑ) – эссеист, культуролог, литература тата музыка критикӗ, тӑлмач, Польша писателӗсен ассоциацийӗн президенчӗ, Варми тата Мазур университечӗн профессорӗ, ҫыравҫӑ. Нимӗҫ, акӑлчан, еврей, вырӑс чӗлхисенчен куҫарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |