Шупашкарти ӳнер училищин (техникумӗн) преподавателӗ Константин Кокель «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.
Константин Викторович – Пӗтӗм Раҫҫейри художниксен союзӗн пайташӗ.
Константин Кокель 1983 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2010 ҫултанпа Шупашкарти художество училищинче спецдисциплина преподавателӗ. 2011 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх педуниверситетӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ Антон Макаров — пултаруллӑ художник. Ку сӑнукерчӗкре унӑн «Молодая Чувашка» (чӑв. Ҫамрӑк чӑваш хӗрӗ) ӗҫӗпе паллашма пулать.
Антон Владимирович Шупашкарти ӳнер училищинчен тата Питӗрти И.Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура академи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Темиҫе ҫул Питӗрти А.Л. Штиглиц ячӗллӗ патшалӑх ӳнерпе промышленность академийӗнче пӗтӗмӗшле живопись кафедринче аслӑ преподаватель пулса тӑрӑшнӑ.
Питӗрте пурӑнакан Владимир Живов чӑваш халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, художник регион, ҫӗршыв тата тӗнче шайӗнчи куравсене темиҫе хут та хутшӑннӑ. 2010 ҫулта ӑна Раҫҫӗйӗн художниксен союзӗн ылтӑн медалӗпе чысланӑ.
Етӗрнери ӳнерпе краеведени музейӗнче паллӑ художник-живописҫӑн, Раҫҫейри художниксен союзӗн пайташӗн Фёдор Анисимовӑн «Волжские пейзажи» (чӑв. Атӑлҫи пейзажӗсем) куравӗ ӗҫлет.
Курав чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ. Паянхи кун тӗлне куравпа 119 ҫын паллашма ӗлкӗрнӗ. Юпа уйӑхӗнче музейра Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Константин Долгашевӑн куравӗ ӗҫленӗ.
Раҫҫей Патшалёх Думин депутатне Анатолий Аксакова Чӑваш халӑх художникӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессоре, живопись ӑсти, Анатолий Данилов хӑйӗн картинине парнеленӗ. Кун пирки Анатолий Аксаков «Контактра» хыпарланӑ. Депутат пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳкерчӗксем ӑна ачалӑхне Крымра ирттернине аса илтернӗ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче художник Аксаковран пулӑшу ыйтнӑ-мӗн. Вӑл Чӑваш Енри тата Тутарстанри художниксем Крымри ӗҫтешӗсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркелеме, унта куравсемпе ӑсталӑх сехечӗсем ирттерме ӗмӗтленнине пӗлтернӗ.
Аксаков Крым муниципалитечӗн ертӳҫисемпе тӳрех ҫыхӑннӑ-мӗн, проекта пурнӑҫа кӗртме май килнӗ. Халӗ чӑваш художникӗ депутата тав туса хӑйӗн картинине парнеленӗ.
Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноярскри чӑвашсен наципе культура автономийӗ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Владимир Мешков ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа пуҫтарӑнӗҫ.
Мероприяти Красноярск рабочий проспектри 100В ҫуртра иртӗ. Унта Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ ентешӗмӗр, Владимир Мешков художникӑн куравӗ уҫӑлӗ.
Чӑваш халӑх художникне Анатолий Данилова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
«Анатолий Васильевич хамӑр ҫӗршывра, чикӗ леш енче хӑйне ятӑн 57 курав йӗркеленӗ. Ҫак кунсенче унӑн черетлӗ куравӗ Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче уҫӑлнӑ. Вӑл «Манӑн ӳнер тӗнчи» ятлӑ. Курав чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ӗҫлӗ», — хыпарланӑ Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем ӳкерме вӗренеҫҫӗ. Ҫак ӑсталӑха вӗсем хулари халӑхн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче туптаҫҫӗ.
Паян, Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче, учрежденире ҫӗнӗ проект хута кайнӑ.
Ватӑсене ӳкерме Шупашкарти Акцыновсем ячӗллӗ 6-мӗш ӳнер шкулӗн преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Николай Фёдоров вӗрентнӗ.
Пӗрремӗш занятире кинемейсене вӑл натюрморт ӳкерме сӗннӗ. Ку енӗпе, паллах, хӑй вӗрентсе, кӑтартса, пулӑшса пынӑ.
Хусанта Праски Витти художник ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлет. Ӑна авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче унти Хальхи вӑхӑтри ӳнер галерейинче уҫнӑ.
Виталий Петров (Праски Витти) — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш халӑх художникӗ. Вӑл — художник-монументалист, живописҫӑ, график, иллюстратор, вӗри эмаль ӳнерӗн ӑсти. Ӑна Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи этнофутуризм ашшӗ тесе те калаҫҫӗ-мӗн. Праски Витти этномодернизм юхӑмне тӗнчӗре аталантаракансенчен пӗри шутланать.
Курава уҫнӑ кун художник 88 ҫул тултарнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче ҫурла уйӑхн 27-мӗшӗнче «Цвет времени. Чувашская свадьба» (чӑв. Самана тӗсӗ. Чӑваш туйӗ) живопиҫпе декораци прикладной ӳнерӗн пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш арт-куравне хутшӑннисен куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицие туй йӑли-йӗркине халалланӑ.
Куравра хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тата унӑн тулашӗнчи ӑстасен ӗҫӗсемпе паллашма пулать. Ҫав шутра Иван Александров (Шупашкар), Татьяна Андреева (Шупашкар), Елена Баймяшкина (Хусан), Александр Буйкевич (Беларуҫ Республики), Наталья Григорьева (Хусан), Джумабек Базарбаев (Кӑркӑстан), Ирина Жемчужникова (Чулхула), Константин Кокель (Шупашкар), Татьяна Куртовская (Шупашкар), Викентий Лукиянов (Шупашкар), Михаил Поляков (Чулхула), Марина Полякова (Чулхула); Владимир Разин (Шупашкар), Ирина Рязанцева (Шупашкар), Татьяна Серебрякова (Шупашкар), Наталия Соловьёва (Шупашкар), Ольга Таланцева (Чикме), Ирины Чипенко (Шупашкар), Шупашкарти ӳнер училищин студенчӗсен ӗҫӗсем пур.
Кӳкеҫре тата тепӗр умрал хатӗрлеме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Совет урамӗнчи 87-мӗш ҫурт стени ҫине «В бой идут одни старики» фильмри Маэстро рольне вылянӑ Леонид Быковӑн сӑнарне ӳкерсе хунӑ. Халӗ асӑннӑ урамри 63-мӗш ҫурт ҫине хӗр сӑнне вырнаҫтарнӑ. Алӑра вара Кӳкеҫен логотипне тытса тӑрать.
Пӗлӗтри акӑшсене «Хуркайӑк ҫулӗ» халаппа ҫыхӑнтарнӑ. Вӗсене сакӑр штук ӳкернине — вӗҫсӗрлӗхпе.
Ӗҫӗн художникӗ — Сергей Петров, графика дизайнерӗ, эскиза хатӗрлекенни — Артём Павлетич.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |