Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Просто – душа. Живопись и графика Луизы Юманкка» курав уҫӑлӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэтне Генннадий Айхие (1934-2006) халаллӗҫ.
Экспозици хӑй тӗллӗн вӗреннӗ художникӑн, Луиза Лисинан (1937-2021) ӗҫӗсенчен тӑрӗ. Вӑл Юманкка псевдонимпа усӑ курнӑ. Луиза Николаевна – Генннадий Айхин йӑмӑкӗ.
Луиза мӗн ачаран пӗрремӗш ушкӑнри инвалид пулнӑ. Пиччӗшӗ ӑна питӗ юратнӑ, йӑмӑкне халалласа сӑвӑсем ҫырнӑ. Чӑвашла та, вырӑсла та. 2002 ҫулта вӑл ун пирки: «просто – «душа»! — будто что-то имея от нас / внутренне-зрящее –», – тесе ҫырнӑ.
Луиза Юманкка иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ӳкерме тытӑннӑ. Импресси-ӳкерчӗкӗсене вӑл малтанласа тӑванӗсене те кӑтартман. Каярах унӑн ӗҫӗсемпе тӗрлӗ куравра паллаштарнӑ, кӗнеке те пичетлесе кӑларнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче Татьяна Петрован «Я майра, чувашский художник» курав уҫӑлнӑ. Ӑна экспозици авторӗн 70 ҫулхине халалланӑ.
Татьяна Петрова – Чӑваш Енри чи сумлӑ тӗрӗ ӑстисенчен тата модельерсенчен пӗри.
Татьяна Петрова, хӑй калашле, – майра. Анчах вӑл чӑваш тӗррине аталантарассипе нумай ӗҫленӗ. 1975 ҫултанпа. Мускаври М.И. Калинин ячӗллӗ ӳнерпе промышленность училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вырӑс хӗрӗ 1973 ҫулта направленипе Чӑваш Енӗн килнӗ. «Паха тӗрӗ» фабрикӑра вӑл 2004 ҫулччен тӑрӑшнӑ. Малтан – тӗрӗ енӗпе художник пулса, унтан – тӗп художникра.
Чӑваш тӗррин музейӗнчи куравра художникӑн коллекцийӗнчи, фабрикӑри тата музейри экспозицисемпе паллашма май пур.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Пушкӑрт АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, художник-сценограф, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Юрий Матросов 75 ҫул тултарнӑ.
Юрий Петрович Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Чурачӑкра ҫуралнӑ. 1970 ҫулта вӑл И.Н. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пединститутӗнчен (ун чухне вӑл аслӑ шкул институт шутланнӑ), художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Паян вӑл — сумлӑран та сумлӑ ӑста.
Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чӑваш халӑх художникӗн Виктор Немцевӑн (1936-2018) ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна Гагарин урамӗнчи ҫуртсен пӗрин ҫине вырнаҫтарнӑ. Унта хӑй вӑхӑтӗнче художник пурӑннӑ.
Асӑну хӑмине уҫма чылай ҫын пуҫтарӑннӑ. Вӗсене сивӗ ҫанталӑк та хӑратайман. Тӳре-шараран Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский пулнӑ. Виктор Немцевӑн хӗрӗ Лариса Захарова та унта ҫитнӗ.
Асӑну хӑмин никӗсӗнче – художникӑн сӑнӳкерчӗкӗ. Портрет бронза рельефне 700х1200 виҫеллӗ гранит плита ҫине вырнаҫтарнӑ. Текста вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ. Ӗҫӗн авторӗсем: Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗсем В.А. Зотиков тата Л.Я. Тихонов.
Паян, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш птшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп художникӗ, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн пайташӗ Лариса Комиссарова юбилейне уявлать. Ку хыпара театр ӗҫченӗсн пӗрлешӗвӗ Фейсбукра пӗлтернӗ. Лариса Анатольевна 50 ҫул тултарнӑ.
Юбиляра союз ертӳҫи Сергей Павлов ҫавра ҫула пурнӑҫӑн ҫӗнӗ страници евӗр йышӑнма суннӑ. Тата, паллах, ытти ӑшӑ сӑмахпа саламланӑ. Тепӗр 50 ҫул такӑр ҫулпа хавасланса ирттерме, пурнӑҫра мӗнпур ыррине сунса каланӑ, пултарулӑхра ӑнӑҫу суннӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче «Во имя жизни на планете» (чӑв. Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫшӑн) курав уҫӑлӗ. Унта Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗн, Владимир Ларев живопись ӑстин ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ. Курав 16 сехетре уҫӑлӗ.
Экспозицире ҫар темипе ҫыхӑннӑ 100 ытла ӗҫ пулӗ. Вӗсен шутӗнче — асамлӑ пейзажсем, сюрреализмла сӑнсем, ню стилӗпе ӳкернӗ картинӑсем, философилле ӳкерчӗксем.
Вӑрҫӑ ҫинчен ӳкернӗ ӗҫсене художник хӗрлӗ тӗспе пӗрлештернӗ. Хура йӗрпе арҫын темине палӑртнӑ, шуррипе — хӗрарӑма.
Владимир Ларев 1954 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнч Пӑлапуҫ Пашьел ялӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫулта Шупашкарти художество училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 26 ҫул хушши вӑл алла киҫтӗк тытман. Паян вӑл каллех ӳкерет.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫывӑх вӑхӑтра Дмитрий Суслин ача-пӑча ҫыравҫин, фантастӑн кӗнеки пичетленсе тухӗ.
«Ку кӗнекене эпӗ тахҫантанпах кӗтнӗ. Хуплашка ҫинче манӑн хушаматлӑ кӗнеке юлашки хутчен 2011 ҫулта тухнӑччӗ. Кӗтсе илтӗм! Чӑваш кӗнеке издательстви Димкӑпа Лешка Корживковсем ҫинчен хаваслӑ калавсене типографие ячӗ. 22 калав. Кашнине тӗрлӗ тӗслӗ ӳкерчӗкпе капӑрлатнӑ. Художникӗ — Елена Енькка. Ӑна эпӗ хам суйларӑм, кӗнеке кӑларма хутшӑнма ӳкӗте кӗртрӗм», — пӗлтернӗ автор Фейсбукра.
Ҫӗнӗ кӑларӑм Ҫӗнӗ ҫул тӗлне пичетленсе тухмалла.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти художник, Анастасия Степанова, кӑшӑлвируса пула пульницӑри кӑшӑлвирус уйрӑмӗнчи реанимацинче пиллӗкмӗш кун ӗнтӗ выртнине Ирина Павлова журналист ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗччӗ. Вӑл хӑйӗн постӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, « Настя Шупашкарти художество училищинчен вӗренсе тухнӑ. Пултаруллӑ, ҫепӗҫ те сӑпайлӑ хӗр».
Ӗнерхи постра палӑртнӑ тӑрӑх, тухтӑрсем хӗре кардиодиспансера ЭКМО аппаратпа сывлаттарма куҫарасшӑн. Анчах ун пек аппарат Чӑваш Енре пӗртен-пӗрре иккен те унта лекме йывӑр.
Паян Настьӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Кун пирки те Ирина Павлова пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Раҫҫейри дизайнерсен союзӗн пайташӗн, Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗн, Людмила Шуркина художник-модельерӑн юбилейне халалланӑ «Цветное настроение» (чӑв. Чечеклӗ кӑмӑл) куравӗ уҫӑлӗ. Мероприяти 16 сехетре пуҫланӗ.
Вернисажа «Ӑ – 150» пӗтӗм чӑвашсен акцийӗ проекта пурнӑҫланӑ май уҫӗҫ. Ҫав каҫ Шупашкарти ӳнер училищин студенчӗсемпе «Фолк-тӗпел» иртӗ. Вӗсем наци тумӗсемпе капӑрлӑхӗсене кӑтартӗҫ. Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Суварята» ансамбль те хутшӑнӗ.
Станислав Юхтар – паллӑ та хӑйне евӗр художник ҫеҫ мар, унпа калаҫма та кӑсӑклӑ. Ҫапла хыпарланӑ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчепултаруллӑ ҫынпа ирттернӗ паблик-тока пӗтӗмлетсе.
Культура учрежденийӗнче йӗркелекен «Книги моей жизни: библиотеки ярких людей» (чӑв. Манӑн пурнӑҫӑмри кӗнекесем: асра юлмалли ҫынсен библиотекисем) паблик-ток хӑни пулнӑ Станислав Николаевич — график, живопись ӑсти, Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ, этнофутуризм енӗпе ӗҫлекен ӑста. Ӑна чӑваш мифолологийӗ тата чӑвашсен авалхи культури питех те кӑсӑклантарать. Вӑл тӗнче, ҫӗршыв шайӗсенчи куравсене хутшӑннӑ. Геннадий Айхи, Ҫеҫпӗл Мишши, Марина Карягина, Валери Туркай кӗнекисене сӑнӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ.
Станислав Юхтар 30 ҫул ытла шкулта ӗҫленӗ, ачасене ӳкерме хӑнӑхтарнӑ, ҫавӑн пекех ӗҫ тата черчени урокӗсене вӗрентнӗ. Шупашкарти 5-мӗш ӳнер шкулӗн директорӗ пулнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫутри тата Кушкӑри шкулсенче ӗҫленӗ. Ҫамрӑксене вӑл кӗнеке нумай вулама сӗнет. Кӗнеке ӑс-тӑна чӑннипех те пуянлатать тесе шухӑшлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |