Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() Дмитрий Суслинӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫывӑх вӑхӑтра Дмитрий Суслин ача-пӑча ҫыравҫин, фантастӑн кӗнеки пичетленсе тухӗ. «Ку кӗнекене эпӗ тахҫантанпах кӗтнӗ. Хуплашка ҫинче манӑн хушаматлӑ кӗнеке юлашки хутчен 2011 ҫулта тухнӑччӗ. Кӗтсе илтӗм! Чӑваш кӗнеке издательстви Димкӑпа Лешка Корживковсем ҫинчен хаваслӑ калавсене типографие ячӗ. 22 калав. Кашнине тӗрлӗ тӗслӗ ӳкерчӗкпе капӑрлатнӑ. Художникӗ — Елена Енькка. Ӑна эпӗ хам суйларӑм, кӗнеке кӑларма хутшӑнма ӳкӗте кӗртрӗм», — пӗлтернӗ автор Фейсбукра. Ҫӗнӗ кӑларӑм Ҫӗнӗ ҫул тӗлне пичетленсе тухмалла. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |