«Сӗтев» хаҫат валли чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе ҫырнӑ статья авторӗ тесе шухӑшлакан Илле Иванов журналиста хирӗҫле пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫ кӗтмен ҫӗртен ҫӗнӗлле ҫаврӑнса кайни пирки хыпарлать «Ирӗклӗ сӑмах» сайт. Сӑмах май, йӗрке хуралҫисем ҫав статьяна «экстремистла» тесе хакланӑ. Унчченхи суд ларӑвӗсем кунсерен тенӗ пек иртнӗ пулсан ҫитессине авӑн уйӑхӗн 12-мӗшне ҫеҫ палӑртнӑ иккен.
Темиҫе кун каялла Илле Иванов гражданла пӑхӑнманлӑх акцийӗ ирттересси пирки пӗлтернӗ — повесткӑна чӑвашла ярса памасан суда вӑл пымассине пӗлтернӗ. Ҫурлан 19-мӗшӗнче ӑна илсе пыма приставсене янӑ-мӗн, анчах Иванов килте пулман. Тепӗр кунхине ӑна вӑйпа суда илсе кайнӑ.
Илле Иванов ҫурлан 22-мӗшӗнче те приставсем пырасса кӗтнӗ иккен. Суд ларӑвне 14 сехет те 30 минута палӑртнӑ пулнӑ-мӗн, Ивановӑн суда пӗр сехетрен ытла каймалла маррине шута илсе вӑл ирпе хӑйӗн ӗҫӗсемпе кайнӑ. 12 сехет ҫурӑра килне ҫитсен унӑн арӑмӗ приставсем килсе кайни пирки пӗлтернӗ. Вӑл вӗсене мӑшӑрӗ кӗҫех таврӑнасси пирки пӗлтернӗ иккен, анчах лешсем кӗтсе тӑман.
Илле Ивановӑн адвокачӗ Николай Столбов суд ларӑвне 20 кунлӑха куҫарни хӳтӗлевҫӗ еншӗн кӗтменлӗх пулнине палӑртнӑ.
Паян, утӑн 31-мӗшӗнче «Грани» хаҫат редакцинче журналистсен Чӑваш Енӗн премьер-министрӗпе Иван Моторинпа тата республикӑри хыпар политики тата массӑллӑ коммуникацийӗсен министрӗпе Валентина Андреевӑпа тӗлпулу иртнӗ.
ЧР министӑрсен кабинечӗн председателӗ экономика кӑтартӑвӗсем чакни ҫинче, хуласене пӗрлештерни ҫинчен, Шупашкар шыв управӗн шайне хӑпартни ҫинчен, ТБО полигон ҫинчен, эрех таврашне сутасси ҫинчен тата ытти пулӑмсем ҫинчен калаҫнӑ.
Тӗлпулура хускатнӑ ыйтусене шӑматкун тухакан «Грани» хаҫат номерӗнче вуласа пӗлме пулать.
Муркашри суд малалла пырать. Тунтикун айӑплакан енӗн икӗ кунтелейне итлеме май пулнӑ пулсан, паян тепӗр иккӗшне чӗнсе илнӗ. Юнкунри суда икӗ пая пайлама пулать — малтанхинче хӳтӗлекен ен евитсем тыттарчӗ, тепринче кунтелейсен хуравӗсемпе паллашрӗҫ.
Чи малтан суд Илле Иванов тӑратнӑ евитсене (ходотайствӑсене) пӑхса тухрӗ. Айӑпланакан вӗсене чӑвашла ҫырнӑран тӑлмачӑн куҫарма тивнӗ иккен. Куҫару тӗрӗсех пулнине ҫирӗплетме Трихалкин судья вӗсене вуласа та пачӗ, хӳтӗлекен ен хирӗҫлемен хыҫҫӑн сӳтсе явма пуҫларӗҫ. Илле Иванов ӑна шиклентерекен темиҫе саманта асӑннӑ иккен, вӗсенчен пӗри — ӗҫе пуҫарма пуҫтарнӑ хутсен папки ҫинче тӳрлетӳ пуррине асӑрханинче. Хӳтӗлевҫӗсем датӑра тӳрлетӳ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме экспертиза тума ыйтрӗҫ, суд вӗсемпе килӗшмерӗ, ку япала пӗлтерӗшсӗр пулнине ҫирӗплетрӗ. Тепӗр евитре хӳтӗлевҫӗсем ҫак статьяна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне чӗлхе енчен экспертизӑна яма ыйтрӗҫ. Ваккатсемпе прокурорсен ку тӗлӗшпе мӗн шутланине пӗлнӗ хыҫҫӑн тӳре пӗр ҫур сехетлӗхе йышӑну тума кайрӗ. Таврӑннӑ хыҫҫӑн паллӑ пулчӗ — гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне хушма ӗҫ пырса тивмӗ, тепӗр майлӑ каласан суд хӳтӗлевҫӗсен сӗнӗвӗпе килӗшмерӗ.
Чӑваш Енӗн медиатытӑмӗнче кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртнӗ. Ӗнертен тытӑнса «Советская Чувашия» хаҫата Владимир Васильев ертсе пыма тытӑннӑ. Унччен вӑл «Коммуналлӑ технологисем» тулли мар яваплӑ обществӑн пресс-службине ертсе пынӑ. Маларах вара «Чебоксарские новости» хаҫат корреспондентӗнче, Чӑваш Енӗн ЧР Ҫурт тӑвӑм министерствинче, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗнче, федерацин Чӑваш Енӗн тӗп инспекторӗн пресс-службисенче тӑрӑшнӑ. «Советская Чувашия» хаҫат редакторӗнче 13 ҫул тимленӗ Африкан Соловьев ӗҫе пӑрахма шут тытнӑ-мӗн. Кун пирки Regnum информаци агентствине республикӑн информаци политикин министерствинче пӗлтернӗ иккен. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх вара Соловьева министерство урлах ӗҫрен хӑтарнӑ.
«Атӑл-Волга» издательство ҫурчӗ тата «Тантӑш» хаҫат «Хыпар» издательство ҫурчӗпе пӗрлешнипе йӗркеленекен холдинга чылай ҫул «Хыпарӑн» тӗп редакторӗнче тӑрӑшакан Алексей Леонтьев ертсе пырӗ.
Наци телевиденийӗпе радио компанийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс та иртнӗ. Унта пурӗ 9 кандидат хутшӑннӑ. Анчах «ҫӗнтерӳҫӗсем пулманнине кура» конкурса каярах тепӗр хут йӗркелӗҫ.
Ӗнер, Муркаш район судӗнче Илле Иванова экстремизм енӗпе айӑплас тӗлӗшпе виҫҫӗмӗш лару иртнӗ. Пӗрремӗшӗ ҫӑвӑн 24-мӗшӗнче пулнӑччӗ, иккӗмӗшӗ — ҫӗртмен 4-мӗшӗнче.
Аса илтеретпӗр: Илле Иванова «Сӗтев» хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшӑн явап тыттарасшӑн. Пуҫилле ӗҫе Сергей Трихалкин судья ертсе пырать, ҫыруҫи — Наталья Павлова. Патшалӑх айӑплавҫи — Алексей Чернов. Илле Иванова хӳтӗлекенсем: Николай Столбов, Николай Лукианов тата Борис Чиндыков ҫыравҫӑ. Тимӗр Акташ журналист пӗлтернипе Эдуард Мочалов та инҫе марччӗ — вӑл ҫурт умӗнче пӗчченле пикет йӗркеленӗ иккен. Суд пӳлӗмӗнче тата Юрий Сан ҫыравҫӑ, Юрий Кузнецов пенсионер, Шупашкартан килнӗ журналист тата видео-оператор пулнӑ. Илле Иванов чӑвашла калаҫнӑран унӑн сӑмахӗсене вырӑсла Ольга Шарипова куҫарса пынӑ.
Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх ӗҫе пикенсенех айӑпланакан маларах иртнӗ ларусенчи протоколсене пӗтӗмпех тӗплӗ ҫырманнине, вӗсенче йӑнӑшсем пуррине пӗлтернӗ — ҫак кӑлтӑксене тӳрлетме сӗннӗ.
Муркаш район сучӗ ӗнер «Сӗтев» хаҫата хирӗҫ пуҫарнӑ ӗҫе пӑхса тухма пуҫланӑ. Аса илтеретпӗр, тӳре-шара Илле Иванов журналиста «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшӑн айӑплать, экспертсен шухӑшӗпе ҫак статья вырӑспа чӑвашс халӑхӗсем хушшинче хирӗҫӳ кӑларать имӗш.
Хаҫатӑн тӗп редакторӗ Эдуард Мочалов суд умӗнче пӗчченле пикета та тухса тӑнӑ тет-ха та, анчах усси пулман.
Судӑн пӗрремӗш ларӑвӗнче хӳтӗлевҫӗсем тӑратнӑ нихӑш ҫырӑва та йышӑнман иккен. Сӑмахран, Илле Иванов ларӑва чӑвашла ирттерме сӗннӗ — судья унпа килӗшес темен. Ҫавӑн пекех суд материалӗсене чӑвашла куҫарса пама ыйтсан та ҫак ӗҫе пӑхса тухакан Трихалкин Сергей Владимирович унпа килӗшмӗн.
Илле Иванов судра чӑвашла анчах каланӑ пулин те унӑн сӑмахӗсене вырӑсла тӑлмач куҫарса пынӑ. Вырӑсла калаҫусене чӑвашла куҫарма ыйтнӑ пулин те судья ун хӳттине кӗмен.
Тепӗр лару ҫӗртмен 4-мӗшӗнче иртмелле. Чӑн та суд епле пынине вулатӑн та чӑваш чӗлхине ним вырӑнне те хуманнине куратӑн. Тӳре-шара та курать, анчах нимӗн те тӑвасшӑн мар. Ыйтас килет — чӑваш пӗтсен вырӑссем миҫе кун савӑнӗҫ-ши?
Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Шевле» литпӗрлешӳ тӑрӑшнипе «Атӑл юрри» журналӑн ҫӗнӗ саманари 2-мӗш номерӗ кун ҫути курчӗ. Пурӗ вара ун 4 номер тухнӑ.
Аса илтеретпӗр. Ку кӑларӑмӑн малтанхи икӗ номерӗ Чӗмпӗрте 1920 тата 1921 ҫулсенче тухнӑ. 2000 ҫулта «Канаш» хаҫат ӗҫченӗсем ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратрӗҫ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма хальхи вӑхӑтра пурӑнакан тата пиртен уйрӑлса кайнӑ вырӑнти чӑваш ҫыравҫисен тӗрлӗ жанрлӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Кунта тӗрлӗ ҫулхи вулакансем хӑйсене кирлине тупӗҫ. Тиражӗ — 900 экземпляр.
Чӑваш Енри тӗпчев коммитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе пичетленӗ статьяшӑн «Сӗтев» хаҫата хирӗҫ пуҫарнӑ ӗҫе тӳресем патне ҫитернӗ. Аса илтеретпӗр, йӗрлем (следстви) шухӑшӗпе ҫак статья халӑхсем хушшинче хирӗҫӳ пуҫарать имӗш, ҫакӑншӑн Илле Иванов журналиста айӑплаҫҫӗ. «Сӗтев» хаҫата сӑлтавсӑр айӑплани пирки право хӳтӗлекен чӑмӑртанӑшсем пӗрре мар пӗлтерчӗҫ пулин те йӗрлев комитечӗ айӑплав ӗҫне пӑрахӑҫлама шутламасть-ха.
«Покажи мне твой язык, и я скажу — кто ты» статья хаҫатра икӗ ҫул каяллах пичетленсе тухнӑччӗ, унта автор чӑваш чӗлхине хӗснипе килӗшмен. Тӗслӗхрен, судра тата влаҫ органӗсенче чӑваш чӗлхипе усӑ курма май ҫуккине ҫӗкленӗ.
РФ пуҫилле кодексӑн 282 статьян 1-мӗш пайӗпе килешӳллӗн Илле Иванова икӗ ҫул таран пама пултараҫҫӗ. «Сӗтев» хаҫата кӑларакан Эдуард Мочалов айӑплӑ статьян авторӗ хӑй пулнине пӗрре мар пӗлтернӗ пулин те йӗрлемҫӗсех ҫавах Илле Иванова ҫуд тенкелӗ ҫине лартасшӑн.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫат редакци ӗҫченӗсем вулакансемпе тӗл пулчӗҫ. Калаҫу хаҫат пуласлӑхӗ пирки ҫаврӑнчӗ.
Редакци 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ҫӗнӗ вырӑна куҫнӑ. Ку вӑл облаҫри чӑвашсен автономи ҫурчӗ. Халь редакцие 2 пӳлӗм уйӑрса панӑ, ӗҫ условийӗсем лайӑхланнӑ.
Н.Н.Ларионов тӗп редактор чи малтан 2012 ҫулта хаҫат страницисенче ирттернӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫисене дипломсем парса чысларӗ, тираж ан чактӑр тесе мӗнле ӗҫсем туса пынине каласа пачӗ. Ҫаплах вӑл «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫӗ ҫинче те чарӑнса тӑчӗ, вырӑнти ҫыравҫӑсем кӗнеке ҫине кӗнеке кӑларнине палӑртрӗ.
Журналистсем хӑйсен ӗҫӗсем пирки каларӗҫ. Вулакансем хаҫата илӗртӳллӗрех тума сӗнӳсем пачӗҫ: ачасем, ҫамрӑксем, спорт пирки ытларах ҫырмалли пирки пусӑм туса калаҫрӗҫ. РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юман поэт вара: «Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура ытти регионсенчи чӑвашсемпе ҫыхӑнса ӗҫлесси, чӑваш чӗлхине аталантарасси пирки пӗр сӑмах та каламанни пӑшӑрхантарать. Эпир те чӑваш тӗнчине кӗретпӗр вӗт. Шупашкарсене кирлӗ мар-ши вара эпир?
«Тантӑш» хаҫат ҫумӗнче Ҫамрӑк журналистсен шкулӗ ӗҫлеме пуҫлать, пӗрремӗш пухӑвӗ нарӑсӑн 7-мӗшӗнче иртӗ. Калем ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансене хаҫат редакцийӗнче кӗтеҫҫӗ.
Ҫамрӑк журналистсен шкулӗнче паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ, ҫыру ӑсталӑхне хӑнӑхтарӗҫ. Шкул ачисем кунта калаҫу ирттерме, тӗрленчӗксем ҫырма, репортажсем тума вӗренӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗсем: 56-15-30, +7-987-737-60-90, +7-937-011-60-50.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |