Тунтикун, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, Журналистсен пӗршухӑшлӑхӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, Чӑваш Енти журналистсем хӑйсен пӗтӗҫӳлӗхне кӑтартма пултарӗҫ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗ пулӑшнипе массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене, калем, теле- тата радиоэфир ӑстисене, тата, паллах, вулакансене, куракансене тата итлекенсене, ирхи хусканӑва чӗнет.
Активлӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине кӑмӑллакансене Шупашкарти Журналистсен скверне йыхравлать. Акци 10 сехетре пуҫланать.
Программӑна «Джус» фитнес-клубӑн инструкторӗ Татьяна Чурилова ертсе пырӗ. Журналистсемпе пӗрле ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл илме Олимп чемпионки, Европа тата тӗнче рекордсменӗ, 2003 ҫулта Шупашкарта иртнӗ Европа Кубокӗн тата 2004 ҫулхи Тӗнче Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи, СССР спорт тава тивӗҫлӗ маҫтӑрӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Елена Николаева хутшӑнмалла.
Ҫумӑр пулсан та журналистсем зарядкӑна тӑма шантараҫҫӗ, «Ҫапсах ҫусан сунчӑк йӑтса тухӑпӑр», — теҫҫӗ. Ыйтусем пулсан (8352) 62-82-00 номерпе шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче «Сӗтев» хаҫачӗ тата унӑн тӗп редакторӗ Эдуард Мочалов тӗлӗшӗпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ — тӗпчевҫӗсем редакцине тата журналистсем патне ҫитсе шырав ирттернӗ.
Владимир Кожевников ҫапларах каласа панӑ: «Ман килте шырав ирттерчӗҫ, пӗтӗмпех ухтарчӗҫ. Экстремисла материалсем шырарӗҫ. Хытӑ диск, темиҫе диск, архиври хаҫат кӑларӑмӗсене илсе кайрӗҫ». Унсӑр пуҫне редакцире техника таврашне тата хаҫат тиражне илсе кайнӑ.
Пуҫиле ӗҫе Етӗрнери районсен следстви пайӗ пуҫарнӑ. Хальхинче йӗрке хуралҫисене 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ «Мы татары, а не русские» (чӑв. Эпир вырӑссем мар, тутарсем) статья кӑсӑклантарать иккен. Статья авторӗ — Фаузия Байрамова ҫыравҫӑ. Вӑл опозицилле «Иттифак» партине ертсе пырать, ҫавӑн пекех тутар наци юхӑмӗн паллӑ ҫыннисенчен пӗри.
ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви Красноармейски районӗнӗн хаҫачӗн — «Ял пурнӑҫӗн» — редакторне палӑртас тӗллевпе конкурс ирттернине унчченех пӗлтернӗччӗ. Вӑл утӑн 8-мӗшӗнче иртнӗ.
Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, хаҫатӑн унчченхи редакторӗн Иван Афанасьевӑн пуканне халӗ Надежда Владимировна Козлова йышӑннӑ.
Улатӑр районӗнчи «Алатырские вести» хаҫата ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Редактора палӑртмалли конкурс утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ. Пуҫлӑха редакцире экономика ыйтӑвӗсен пайӗн редакторӗнче ӗҫленӗ Елена Калашникована лартнӑ. Ун пирки иккӗмӗш ӑрури пуҫлӑх-журналист темелле. Унӑн ашшӗ, Сергей Вишняков, 1987–1999-мӗш ҫулсенче асӑннӑ хаҫат редакторӗнче тӑрӑшнӑ.
Журналистикӑра Елена Калашникова 1998 ҫулта тимлеме пуҫланӑ. Малтан корреспондент, каярах общество пурнӑҫ пайӗн редакторӗ пулнӑ. 2005 ҫулта вӑл «Улатӑрти издательство ҫурчӗ» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнче, редакци унта кӗнӗ, яваплӑ секретарьте тӑрӑшнӑ. Виҫӗ ҫул каялла вӑл директорӑн–тӗп редакторӑн ҫумӗн должноҫне йышӑннӑ. Предприятире реорганизаци пулнӑ хыҫҫӑн ӑна редакцин экономика енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхне ертсе пыма шаннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн ҫамрӑк корреспонденчӗсен слечӗ иртрӗ. Унта республикӑри тӗрлӗ районтан пухӑннӑ 100 яхӑн ача хутшӑнчӗ.
Пухӑннисене фойере пукане театрӗн артисчӗсем кӗтсе илчӗҫ, ачасемпе тӗрлӗ вӑйӑ ирттерчӗҫ. Ҫамрӑк журналистсене ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Валентина Андреева, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Алексей Леонтьев, Чӑваш наци телерадиокоипанийӗн директорӗ Александр Магарин, «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев, ЧР Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ Инесса Ядранская хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пухӑннисене хаҫат-журналпа малашне те туслӑ ҫыхӑну тытма чӗнсе каларӗҫ.
Алексей Леонтьев чи пултаруллисене ачасемпе ҫамрӑксен кӑларӑмӗсемпе туслӑ ҫыхӑну тытнӑшӑн «Хыпар» издательство ҫурчӗн тав хутне пачӗ. «Тантӑшпа» «Тетте» редакторӗ Владимир Федоров та хаҫат корреспонденчӗсен малашне те хаҫата интереслӗ материалсемпе пуянлатасса, хаҫатпа журнал тусӗсем хутшӑнасса шанать. «Самант» редакторӗ Владимир Степанов журнал ирттернӗ «Тӑван культура» — Раҫҫей культурин тӗпренчӗкӗ» викторина ҫӗнтерӳҫисене Хисеп хучӗпе чысларӗ.
«Время Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен вӑхӑчӗ) интернет-хаҫатра Валерий Туркай Республика Элтеперӗ патне янӑ уҫӑ ҫырӑва пичетленӗ.
Чӑваш халӑх сӑвӑҫи, Михаил Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ыртӑвӑмлӑх фончӗн ертӳҫи, Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни Валерий Туркай «Хыпар» хаҫатӑн шӑпишӗн пӑшӑрханса ҫырнӑ. Уйрӑмах ӑна чӑваш халӑх хаҫатне 23 ҫул хушши пӗр ҫын ертсе пыни, пӗлтӗртенпе пур чӑваш хаҫачӗ те пӗр ҫын аллине лекни (редакцисене пӗрлештернине Валерий Туркай «чӑваш халӑхне, чӑваш литературипе культурине хирӗҫ тунӑ преступлени» пек хаклать) пӑшӑрхантарать иккен. Хӑш-пӗр авторсене пичетлеменни, издательство холдингӗн ертӳҫи редакци автотранспорчӗпе хӑйне кирлӗ пек уҫа курни — ҫивӗч ыйтусем пулса тӑраҫҫӗ имӗш.
Хӑйӗн ҫырӑвне Валерий Туркай «Тата хӑҫанччен А. Леонтьев «Хыпарпа», чӑвашла тухса тӑракан ытти хаҫат-журналпа хуҫаланать?» текен ыйтупа вӗҫленӗ.
Эрнекун, пушӑн 21-мӗшӗнче, Хусанта тухса тӑракан Тутарстан чӑвашӗсен «Сувар» хаҫӑчӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ турӗ.
Чи малтанах «Чӑвашла тухакан пичет МИХӗсен аталану йывӑрлӑхӗсем» ятлӑ ҫавра сӗтел тата Тутарстанри хуҫатҫӑсем валли ятарлӑ семинар иртрӗ. Хаҫатҫӑсене семинар вулама Шупашкартан ЧПУ преподавателӗсем килнӗччӗ.
Ҫавра сӗтеле Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи чӑвашла тухакан МИХсен тӗп редакторӗсем хутшӑнчӗҫ: «Урал сассинчен» — Юрий Михайлов, «Сувар» хаҫатран — Константин Малышев, «Хыпар» издательство ҫуртӗнчен — Михаил Арланов, Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатӗнчен — Николай Ларионов, «Асамат & Шевле» издательствӑран — Владислав Николаев, Чӑваш халӑх сайтӗнчен — Николай (Аҫтахар) Плотников тата ытти хӑш-пӗр хӑнасем. Вӗсем халӑх тӗтелӗсене (выр. социальные сети) ытларах тухмалли пирки; чӑвашла тухакан хаҫатсем валли реклама таврашне епле пухмаллине; чӑвашла хаҫатсем валли пӗрлешӳллӗ материал кӑларас ыйтӑва тата ыттине сӳтсе яврӗҫ.
«Сувар» хаҫатра ӗҫленӗ тата хальхи вӑхӑтра тӑрӑшакансене парнесемпе чысланӑ тата ыр сӑмахсемпе аса илнӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ хӑнасем Хусанти Ар масарне ҫул тытрӗҫ, Николай Василевич Никольскийӗн вил тӑпри ҫине чечексем хучӗҫ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ умӗн (унӑн пӗрремӗш номерӗ 1996 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухнӑ) «Хӑвӑн депутату ҫинчен каласа кӑтарт» республикӑри конкурса пӗтӗмлетрӗ. Ӑна хаҫат редакцийӗсӗр пуҫне чӑваш парламенчӗпе тата «Чӑваш Ен» фондпа пӗрле ирттерчӗ.
Чыслава республикӑн Журналистсен пӗрлӗхӗн конференц-залӗнче йӗркелерӗҫ. Унта конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе номинанчӗсене йыхравларӗҫ. Вӗсене чыслама ҫӗнтерӳҫӗ конкурс ӗҫӗн геройӗсем — тӗрлӗ шайри депутатсем пухӑнчӗҫ. Чӑваш парламенчӗнчи халӑх тарҫисене илсен Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Петр Краснов, Медицина страхованийӗн территорири фончӗн ертӳҫи Вячеслав Александров, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн ертӳҫи Юрий Кислов, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫи Валерий Петров пухӑнчӗҫ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчен Патшалӑх Канашне суйланнӑ Валерий Шигашев килсе ҫитейменнине кура вӑл хӑй ячӗпе саламлама ыйтнӑ. Депутатсем муниципалитет тата ял тӑрӑхӗн шайӗнчисем те пулаҫҫӗ те, чи лайӑх ӗҫсен шутне вӗсем ҫинчен ҫырнисем те кӗнӗ.
Пӗлтӗр чӑваш пичетӗнче питӗ пысӑк ушлӑну пулнӑ май кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче «Хыпар» Издательство ҫурчӗн официаллӑ сайчӗ те ҫӗнелчӗ. Ӑна пӑхмашкӑн ҫак каҫӑпа куҫмалла: http://hypar.ru. Киввипе танлаштарсан, вӑл самай пуянрах, илемлӗрех. Ҫӗнӗ сайтра медиахолдинга кӗнӗ мӗнпур хаҫатпа — «Хыпар» ҫумне пӗрлешнӗ «Атӑл-Волга» тата «Тантӑш» АУ хаҫачӗсемпе те — паллашма пулать.
Кунтах кивӗ сайта куҫмалли каҫӑ та пур. Ҫӗнӗ сайтра, малтанхипе танлаштарсан, видехыпар нумайрах. «Хыпар» Издательство ҫурчӗ чылай видеохыпарлава вырнаҫтарма тӑрӑшать. Кунта медиахолдингри кашни хаҫат редакторӗ каланӑ сӑмаха курма май пур. Ку канам мар — хальлӗхе сайта 1996, 1998, 2001 ҫулсенче ӳкернӗ видеосене вырнаҫтарнӑ: «Хыпар» хаҫат 90 ҫул тултарнине халаллана уявсем, тӗлпулусем (вӗсем Шупашкар, Хусан хулисенче, Муркаш районӗнче иртнӗ), 1996 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫат ҫумӗнче «Ҫамрӑксен хаҫатне» кӑларма тытӑннине халалланӑ уяв, чӑвашсен тӗп хаҫачӗн никӗслевҫи Николай Никольский 120 ҫул тултарнине уявлани… Сайт сӑнӳкерчӗуксемпе те пуянланнӑ.
Чӗмпӗр чӑвашӗсен «Канаш» ятлӑ хаҫачӗн 1-мӗш номерӗ 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Кӑҫал унӑн юбилей — 25 ҫул! Халиччен вӑл шурӑ-хура тухса тӑратчӗ.
2014 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вара вӑл сӑн-сӑпатне улӑштарчӗ. Халь «Канаш» хаҫатӑн 8 хутьенӗ те тӗспе пичетленет! Ку журналистсемшӗн те, вулакансемшӗн те — пысӑк савӑнӑҫ! Халь хаҫата алла тытма чылай кӑмӑллӑрах. Кӑҫал ун тиражӗ те ӳсрӗ — халӗ вӑл 1 400 экземплярпа тухать.
Хаҫат редакцийӗ ҫумӗнче 1997 ҫултанпа «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫлет. Пӗлтӗр хаҫат редакцийӗ ҫаван пекех «Атӑл юрри» журналӑн 4-мӗш номерне кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |