Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи пичет кӑларӑмӗсене сканерласшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 11.01.2014 22:42 | 1308 хут пӑхнӑ
Культура

Кӑҫал Чӑваш Енӗн наци библиотеки Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче кун ҫути курнӑ пичет кӑларӑмӗсене сканерлама палӑртать. Ҫак ӗҫе вӑл электронлӑ фонд хатӗрленӗ май пурнӑҫлама шухӑшланӑ.

Иртнӗ ҫул вулавӑш Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӗҫӗсен 107 томне тата Хусанти Император университечӗн Археологи, истори тата этнографи хыпарӗсенчен истори пӗлтерӗшлӗ 93 статьяна сканерланӑ.

Электронлӑ фонда пуянлатассине вулавӑш маларахах пуҫланӑ-ха. Унччен вӑл Николай Ашмарин, Николай Золотницкий, Василий Магницкий, Василий Сбоев ӗҫӗсене, Хусан кӗпӗрнин адрес тата справка кӗнекисене тата ытти хӑш-пӗр ӗҫе электронлӑ майпа копиленӗ.

Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫе Наци библиотекисӗр пуҫне Шупашкарӑн пӗрлехи вулавӑш тытӑмӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Куславккари, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи тӗп вулавӑшсем хутшӑнаҫҫӗ.

#хаҫатсем, #вулавӑшсем, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Куславкка, #Шупашкар районӗ, #Етӗрне районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1604.html
 

Комментари:

Migulaj // 2158.60.7548
2014.01.12 16:15
"Сăнӳкерчĕк каллех ют челхепе çеç" тени кунта хăшне-пĕрне кӳрентерет те пулĕ?
2014.01.12 16:46
Аçтахар Плотников
Микулай, малтан чăвашлине тупса пар та вара хăвăн «шухăшна» тивĕçлипех пĕлтерме пултаратăн. Вăкăра хĕрлĕ тĕс епле уртарать, сана та вырăс чĕлхи çаплах...
Migulaj // 2158.60.7548
2014.01.12 20:16
Сан шутпа Чăваш республикинче ют чĕлхесĕр пуçне урăх чĕлхе çук ĕнтĕ.
2014.01.12 20:33
Аçтахар Плотников
Çуплах пуль, Микулай. Çавăнпах ĕнтĕ чăвашла версине лайăхлататăп. Вырăсли валли, ав, ниепле те вăхăт тупаймастăп.

Пĕр тиркесе ларнипе ĕç каймасть çав, Микулай. Ĕçне тумалла! Ахаль кашни шăтăкра чăвашла комментарилесе лернипех вăл мала каяс çук.
Migulaj // 2158.60.7548
2014.01.13 09:35
Тепĕр хут аса илтеретĕп: эпĕ хурламастăп. Эпĕ кунта мĕн курнине, мĕн çырнине çеç асăрхатăп. Эпĕ Чăваш республикинче чăваш чĕлхин шапишĕн çеç кулянатăп. Эпĕ Чăваш республикинчи ют чĕлхесем пирки нимĕн те пăшăрханмастăп. Чăваш наци библиотекине кĕрсен эсĕ унта чăвашла калаçнине, çырнине илтместĕн те, курмастăн та. Чăваш республикинчен манкуртсем халь Чăваш ен туса хунă. Çав сăлтав пирки эпĕ çак сайтра Чăваш ен сăмаха çырма пăрахма сĕнетĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем