Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ «Кам чапа кӑларӗ района?» ятпа интернет-конкурс ирттерет. Унта хутшӑнма кирек кам та: ватти те, вӗтти те — пултарать. Конкурс материалӗсене хаҫатӑн ҫӗнӗ сайтӗнче — вӑл www.respublika21.ru ятлӑ — вырнаҫтарӗҫ. Конкурса хутшӑнакансенчен халь пурӑнакан мухтавлӑ ҫынсем: ҫыравҫӑсем, литераторсем, вӗрентекенсем, музыкҫӑсем, ӑсчахсем, ҫар ҫыннисем, фермерсем, агрономсем тата ыттисем — пирки ҫырса кӑтартма юрать.
Конкурс материалӗсене А4 форматпа, Times New Roman шрифтпа, 12-мӗш виҫепе икӗ страницӑран ытла ҫырмалла мар. Фото ӳкерчӗк ярса парсан та аван. Ҫырусене кӑҫалхи раштавӑн 31-мӗшӗччен respublika-21@yandex.ru адреспа йышӑнаҫҫӗ.
Конкурса уҫӑ онлайн-сасӑлавпа кашни районтан уйрӑмшар палӑртӗҫ. Чи лайӑх материалсене хаҫатра пичетлӗҫ.
«Хыпар» хаҫат редакторӗ Валери Туркай Чӑваш Енӗн информаци политикин министрне Александр Иванова халалласа сӑвӑ ҫырнӑ. Анчах вӑл йӗркесем – мухтав юрри мар.
Сӑмахӗ мӗн ҫинчен пынине пӗлес тесен сӑвӑри темиҫе йӗркене илсе кӑтартар:
«Иванов министӑр мӗн кӑна курман-тӑр!..
Вӑл карьера тунӑ хура тар тӑкса.
Кирлӗ чух — пуҫ тайнӑ, кирлӗ чух — йӑл кулнӑ,
Кирлӗ чух — вӑл сутнӑ ӑшшӑн йӑл кулса».
Е тата ҫакӑн пек куплет пур унта:
«Иванов министӑр хӑй те пит тунмасть-тӑр —
Сахал мар вӑл хуҫнӑ ҫыннӑн кунҫулне.
Шеллеме пӗлмен вӑл, каҫарма пӗлмен вӑл.
Халь те аркатать вӑл ҫын ӑраскалне».
Республика хыснинчен укҫа илсе тӑракан хаҫат редакторне калем илсе ҫакӑн пек содержаниллӗ сӑвӑ ҫырма, ӑна Информаци политикин министерствинче тӗп редакторсемпе иртекен канашлура тыттарма мӗн хистенине министрпа редактор хӑйсем кӑна пӗлеҫҫӗ-тӗр.
Мускавсем чӑваш ҫӗрулмине юратни пирки ҫӗршывӑн тӗп хулинче тухса тӑракан пысӑк тиражлӑ «Вечерняя Москва» (чӑв. Каҫхи Мускав) хаҫат пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне тӗп хула ҫыннисем Тамбоври ҫуллӑ какая кӑмӑллаҫҫӗ-мӗн. «Горожане предпочитают тамбовское сало и чувашский картофель» (чӑв. Хула ҫыннисем тамбовсен ҫуллӑ какайне тата чӑваш ҫӗрулмине кӑмӑллаҫҫӗ) статья ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи номерте кун ҫути курнӑ. Кун пек пӗтӗмлетӳ патне хаҫат ахальтен ҫитсе тухман: Мускавра Чӑваш Енри предприятисем апат-ҫимӗҫ куравӗсемпе суту-илӗвне тӑтӑшах йӗркелеҫҫӗ. Унта пыракансем пирӗн республикӑри апат-ҫимӗҫпе паллашаҫҫӗ кӑна мар, туянаҫҫӗ те.
Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков пӗлтернӗ тӑрӑх, ярмӑрккӑсем Раҫҫей регионӗсенчи продукцие тӗп хулари пасара ҫул уҫаҫҫӗ. Курав кӑҫал та иртӗ.
«Советская Чувашия» хаҫат ҫӑмӑл атлетика эстафетине ҫулсеренех ирттерет. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ӑна ирттерме ЧР Спорт министерстви тата ЧР Информаци политикин министерстви пулӑшаҫҫӗ.
Кӑҫал эстафета 77-мӗш хут иртет. Ӑна йӗркелекенсем унта спорта юратакан 3000 яхӑн ҫын хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Ҫӑмӑл атлетика эстафетине калем ӑстисем кӑна мар, тӳре-шара, шкул ачисем, студентсем те хутшӑнаҫҫӗ. VIP-чупу уйрӑм иртӗ.
Кӑҫал хаҫат ирттерекен ӑмӑрту Шупашкарти «Олимпийский» стадионта пулӗ. Ҫӑмӑл атлетсем ҫӗнӗ ҫулсемпе чупӗҫ.
«Совесткая Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев каланӑ тӑрӑх, йӗплӗ кроссовкӑсемпе килме юрамасть. Унта хутшӑнакансем пурте сувенирсем илӗҫ. Пурне те фотболка лекӗ. Эстафета авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче иртӗ.
Ҫак канмалли кун Шупашкар хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне анлӑн уявласа ирттерчӗ. Уявпа ҫыхӑннӑ мероприятисем вырсарникунчченех пуҫланчӗҫ. Ун тӗлне республикӑн тӗп хули «Общество хисепӗ» конкурса ирттерессине те йӑлана кӗртсе янӑ. Кӑҫал ӑна ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ.
Унта тӗп хулана аталантарас тесе тӑрӑшакан хастарсене палӑртаҫҫӗ. Кӑҫалхи конкурсра пурӗ 14 номинаци пулнӑ. «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» (Родные истоки) номинацире Чӑваш наци конгресӗн Хӗрарӑмсен комитечӗн хастарӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова 3-мӗш степеньлӗ премие Геннадий Волков этнопедагог ҫинчен ҫырнӑ кӗнекешӗн тивӗҫнӗ.
Ҫапла, Лидия Филиппова — хаҫатҫӑ кӑна мар, ҫыравҫӑ та, общество ӗҫӗнче те хастар. Вӑл чӑвашла та, вырӑсла та кӗнекесем кӑларать. Чӑвашла телекӑларӑмсене килӗштерекенсем Лидия Филиппова ЮТВ телеканалпа ертсе пыракан, Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ йӗркеленӗ кӑларӑма юратсах пӑхаҫҫӗ. Кашнинче тӗрлӗ темӑна хускатаҫҫӗ унта. Нумаях пулмасть кун ҫути курнине, тӗслӗхрен, «Эс хӑв та поэзи, хӗр-хӗрарӑм» ят панӑччӗ.
Мускавра ҫӗршыв тата регион шайӗнче тухса тӑракан, ҫырӑнакансен шутне ӳстернӗ хаҫатсемпе журналсен редакцийӗсене чысланӑ.
2015 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурри валли ҫырӑнакансен йышне пысӑклатнӑшӑн почта ҫыхӑнӑвӗн 10 управленине, ҫӗршыв шайӗнче тухса тӑракан 10 тата регионсенчи тепӗр 10 кӑларӑм редакцийӗсене Дипломпа чысларӗҫ. 2014 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫуллӑх кампанийӗпе танлаштарсан вӗсем кӑна ку хутӗнче хаҫат-журнал тиражне ӳстерме пултарнӑ-мӗн.
Регионсенчи ҫырӑнтару акцине ӑнӑҫлӑ ирттернӗ 10 кӑларӑм йышӗнче виҫҫӗшӗ — «Хыпар» Издательство ҫурчӗн икӗ хаҫачӗпе пӗр журналӗ. Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хресчен сасси» хаҫачӗсем тата «Тӑван Атӑл» журнал тиражӗсем сыхланса юлнӑ кӑна мар, ӳснӗ те-мӗн.
Чӑваш наци конгресӗ «Чӑваш тӗнчи» хаҫатӑн кӑҫалхи пӗрремӗш номерне кун ҫути кӑтартни пирки ЧНКн пресс-служби хавасланса пӗлтерет. Ӑна кӑларма республикӑн Информаци полтикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви панӑ гранта ҫӗнсе илни пулӑшнӑ иккен.
Пӗлтӗр хаҫата 16 страницӑпа кӑларса тӑнӑ улсан, кӑҫал 24 страницӑпа кун ҫути кӑтартнӑ.
Чӑвашла-вырӑсла пичетленекен статьясем ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗпе, ытти регионти чӑвашсем епле пурӑннипе, тӑван культурӑпа ӳнер ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе, пултаруллӑ йӑхташсемпе паллаштарма шантараҫҫӗ.
Хаҫата кӑларма «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗсем пулӑшаҫҫӗ иккен.
Хаҫат тусӗсене, ытти регионта пурӑнакансене уйрӑмах, кӑсӑклӑ хыпарсем пӗлтерсе тӑма ыйтаҫҫӗ.
«Чӑваш тӗнчи» хаҫат уйӑхра nӗppe тухса тӑрӗ.
Ӗнер Муркаш районӗнче паллӑ историк, этнограф, тӗпчевҫӗ, «Хыпар» хаҫат никӗслевҫи Николай Никольский ҫуралнӑранпа 137 ҫул ҫитнине уявланӑ.
Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева, сӑмах май, Николай Никольскийӗн ятне халӑх асӗнче упрас енӗпе ЧНК Президенчӗн ҫyмӗ Алексей Леонтьев сахал мар вӑй хунине палӑртать. А. Леонтьев Никольский ҫырса хӑварнӑ ӑслӑлӑх ӗҫӗсене кӗнекелесе кӑларнӑ, унӑн эткерлӗхне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратма чылай тӑрӑшнӑ. «Халӗ паллӑ ӑсчах ҫуралнса ӳснӗ тӑрӑха, вӑл ҫуралнӑ Купӑрля ялне пырса кӗмe те питӗ кӑмӑллӑ. Ял варринчи кӳлӗ, Никольский ячӗллӗ парк, вӑл пурӑннӑ ҫурт тӗлӗсем хитре те илӗртӳллӗ», — палӑртать Зоя Яковлева.
Уява ирттерме Шупашкартан Муркаш тӑрӑхне ЧНК Президенчӗн ҫyмӗ Алексей Леонтьев, «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем, Чӑваш халӑх ӳнерпе ӑслӑлӑх aкaдeмuкӗceм, тӗп хулари Никольский ячӗллӗ педколледжра вӗрентекенсемпе вӗренекенсем пырса ҫитнӗ. Вӗсене Никольскийӗн ентешӗсем ҫывӑх тӑванӗсене кӗтсе илнӗ пек йышӑннӑ. Вырӑнти тӳре-шара та хӑнасене хапӑл пулнӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван ен» конкурс ирттернӗ. Унта «Вӗсен ячӗсене нихӑҫӑн та манмӗҫ» темӑпа сочинени ҫыртарнӑ. Палах, вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ.
Хаҫат редакцийӗ конкурса пӗтӗмпе вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ 15 сочинени килнине пӗлтерет. Ачасем ветерансем пирки ҫырнӑ ӗҫӗсене кирек мӗнле формӑпа та яма пултарнӑ: интервью, очерк, калав.
Редколлеги пӗрремӗш вырӑна Ҫӗньял Покровски шкулӗнчи Софья Яруткинӑна пама йышӑннӑ. Унӑн ӗҫӗ «Рейхстаг ҫинчи ят» ятлӑ. Вӑл аслашшӗ Виталий Яруткин пирки ҫырса кӑтартнӑ. Софья хаҫатран 500 тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Ҫапла вӑл хаҫат страницинче кирек кама та саламлама пултарӗ.
«Паян Чӑваш Енӗн обществӑпа политика пурнӑҫӗнче пӗчӗк мар пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса иртрӗ», — тесе ҫырнӑ ӗнер каҫхине хӑйӗн блогӗнче Александр Белов журналист.
Кӗске хыпара малалла тӑснӑ май автор «Журналист» пахча юлташлӑхӗнче отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнине палӑртать. Юлташлӑх ертӳҫи пулма хӑй вӑхӑтӗнче «Чувашия» издательствӑпа полиграфи комплексӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Валериан Павлова тепӗр хутчен ҫирӗплетнӗ-мӗн. Унтан блогер Валериан Павлов уйӑхри ӗҫ укҫине 100 тенкӗ ӳстересе парас тенине те хирӗҫленӗ-мӗн. Унтан блогер пурте пӗрле пулса пахча юлташлӑхне тирпейленине пӗлтернӗ.
Ҫапах та тӗп шухӑшӗ кунта урӑххи темелле-тӗр. Пухӑвӑн хупӑ пайӗнче уйрӑм хастарсем пахча юлташлӑхӗн «Плоды свободной журналистики (Ирӗклӗ журналистикӑн ҫимӗҫӗ) пичет кӑларӑмӗ кун ҫути кӑтартма йышӑннӑ пулать. Ӑна тӳлевсӗр майпа валеҫӗҫ. Кӑларӑмӑн тиражӗ 300 пин пулмалла-мӗн. Редколлегине «Советская Чувашия» хаҫат редакторӗ пулнӑ Африкан Соловьев, «Грани» хаҫат редакторӗ пулнӑ Александр Усов тата «Хыпар» хаҫат редакторӗ пулнӑ Алексей Леонтьев кӗмелле имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |