Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫапла, паян Муркаш район судӗнче Илле Иванов тӗлӗшӗпе ӗҫ вӗҫленнӗ. Сергей Трихалкин тӳре журналиста айӑплӑ тесе йышӑну кӑларнӑ — 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттермелле тунӑ, анчах, вӑхӑт иртсе кайнине шута илсе ку айӑплавран ӑна хӑтарнӑ.
Илле Иванов хӑй каласа панӑ тӑрӑх паян вӑл хӑй приговор вуланӑ саманта кайман — Муркаш районӗн тӳри саккунсӑр йышӑну кӑларнине шута илсе ӑна ура ҫине тӑрса итлени Илле Арсентьевич шухӑшӗпе ытла та пысӑк хисеп пулнӑ пулӗччӗ. Сергей Трихалкин вара приговора 70 минут хушши вуланӑ — 1 сехет те 10 минут кирлӗ пулнӑ.
Приговор вуланӑ ҫӗре видеооператора та Тимӗр Акташ журналиста та кӗртмен имӗш.
Ҫапла май ҫак кӑткӑс истори вӗҫленчӗ те теме пулать — Муркаш район сучӗ чӑваш чӗлхине хӳтӗленӗшӗн ним мар айӑп тытма пулассине ҫирӗплетсе пачӗ.
Agabazar // 2270.48.5993
2013.10.10 22:05 | |
Айвансемпе сăтăрçăсем пире çапла ĕнетерме хăтланĕç:"Ура! Илле Иванов ирĕкре!" Паллах, наказани тӳсесрен хăтăлса юлни аван ĕнтĕ. Чăн малтанах — журналист килйышне. Анчах та Ура! кăшкăрма хăтланакан, каларăм ĕнтĕ, е айван, е сăтăрçă. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.11 17:53 | |
Акасапар:"Паллах,наказани тӳсесрен хăтăлса юлни аван ĕнтĕ." Вара халь тата мĕн тумалла, Акасапар. Медаль е Орден памалла, е осыпать лавровым венком или венком из хмели. Лучше, конечно,будет, если такие Борцы, как Акасапар организуют грандиозный Форум-конференцию с фуршетом. | |
