Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Горский Семён Петрович

Горский Семён Петрович — филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1950), профессор (1951), Чӑваш АССР наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1967). 1897 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Вӑрман Кипек ялӗнче ҫуралнӑ. 1975 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче, Хусанти учительсен семинарийӗнче, Хусанти Ҫурҫӗр Хӗвелтухӑҫ археологипе этнографи институтӗнче, СССР Ӑслӑлӑх академийӗн чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗ ҫумӗнчи докторантурӑра вӗреннӗ.

Кипеккассинчи шкулта кӗҫӗн классен учителӗ, унтан Шупашкарти педагогика техникумӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ, рабфакра, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпе тӗпчев институчӗн чӗлхе пайне, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрине, аспирантурине ертсе пынӑ.

Ӗҫӗсем

Семён Петрович чӑваш чӗлхи грамматикине, чӑваш литература чӗлхин историне, чӑваш илемлӗ литература классикӗсен пултарулӑхӗпе хайлавӗсен чӗлхине тӗпченӗ. Вӑл чӑваш чӗлхин вӗрентӳ программисен практикӑпа теори ыйтӑвӗсене хатӗрлес ӗҫре нумай вӑй хунӑ. Горский С.П. — шкулсем валли хатӗрленӗ чылай кӗнекесен, программӑсен, вӗренӳ пособийӗсен авторӗ.

Пичетленнӗ ӗҫӗсем:

  • Учебник чувашского языка для лиц, не владеющих чувашским языком. Ч., 1930;
  • Очерки по истории чувашского литературного языка (Дооктябрьский период): Автореферат диссертации доктора филологических наук. М., 1950;
  • Чӑваш чӗлхин грамматики. II пайӗ. Синтаксис. VII—VIII классем валли. 12-мӗш кӑларӑм. Ш., 1960;
  • Чӑвашсен пӗрремӗш грамматики // Тӑван Атӑл. 1969. 6 №;
  • Хальхи чӑваш литература чӗлхин синтаксисӗ. Ш., 1970.

Вуламалли

  • Чернов М.Ф. Паллӑ тӗпчевҫӗ // Ком. ялавӗ. 1989. Нарӑсӑн 13-мӗшӗ;
  • Алексеев А.А. Исследователь родного языка // Сов. Чувашия. 1977. 16 февр.;
  • Ефимов Ю.Ф. Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи // Ком. ялавӗ. 1977. Нарӑсӑн 13-мӗшӗ;
  • Алексеев А.А. Тава тивӗҫлӗ ученӑй // Ком. ялавӗ. 1972. Нарӑсан 15-мӗшӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-04-06 21:10:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10949 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем