Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Пирӗн пурнӑҫ» Хӗрлӗ Чутай район хаҫачӗ «Пӗрремӗш юртан — юр кӗлетке» сӑнӳкерчӗксен конкурсне ирттерчӗ.
Фотоконкурса пӗр ял тӑрӑхӗнчен, икӗ шкултан, виҫӗ ача пахчинчен тата районта пурӑнакан ҫичӗ ҫын пурӗ 60 сӑнӳкерчӗк тӑратнӑ. Конкурс условийӗпе — район хаҫатне 2014 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурҫулӗ валли ҫырӑннине ӗнентерекен квитанци ярса памалла тата сӑнӳкерчӗкре район хаҫатне тытса тӑмалла пулнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫичӗ номинаципе палӑртнӑ:
• «Чи тӗлӗнтермӗш юр кӗлетке» — Людмила Утриванова, Серенкассинчи пуҫламӑш шкул-ача пахчин «Хӗвел» ушкӑнӗ.
• «Район хаҫачӗпе чи туслӑ юр кӗлетке» — Надежда Гусельщикова, Серенкассинчи пуҫламӑш шкул-ача пахчин «Пилеш» ушкӑнӗ.
• «Лаша ҫулталӑкне сӑнлакан юр кӗлетке» — Елена Туйманкина, Атнарти ача пахчи тата Альбина Макарова, Мишеркасси.
• «Чи савӑнӑҫлӑ юр кӗлетке» — Вера Нагорова, Хусанушкӑнь шкулӗ.
• «Ял тӑрӑхӗнчи юр кӗлетке» — Тралькасси ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем.
• «Хӗл мучипе Юрпике кӗлеткисем» — Леонид Хохлов, Хӗрлӗ Чутай ялӗ.
• «Олимпиадӑна сӑнлакан юр кӗлетке» — Лариса Ванюшкина, Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗ.
Фотоконкурс ҫӗнтерӳҫисене валли редакции парне хатӗрленӗ — райхаҫатра 2014 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче пӗр хут тӳлевсӗр салам е пӗлтерӳ кӑларма ирӗк паракан купон тата Тав ҫырӑвӗ!
