Шӑп та лӑп 15 ҫул каялла, 1996 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗнче тухнӑ та ӗнтӗ пирӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ. Ун чухне ун тиражӗ 9 пинпе танлашна пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра хаҫат 1700 экземплярпа юнкунсерен тухать. Хаҫат редакторӗ пулса тӗрлӗ вӑхӑтра В.Н. Петров, Н.А. Галкин, Л.Л. Васильев, В.Н. Алексеев пулнӑ. Паянхи кун вара ку ӗҫе О.А. Петрова туса пырать.
«Тӑван Ен» хаҫата "Чӑваш пичечӗ" киоскӗсенче пӗтӗм Чӑваш Республиккипех туянма (6-60т.) тата ҫур ҫуллӑх ҫырӑнса илме (150т.) пулать. Ку почтӑри ҫырӑнуран (184,20т.) йӳнӗрех.
Анлӑ аудитори валли ҫырнӑ хаҫат тӗрлӗ информаципе тивӗҫтерет - политика, экономика, культура, йӗркелӗх хуралӗ. Тӑван ен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырнисӗр пуҫне вулакан валли хуҫалӑха тытса пыма пулӑшакан (выльӑх-чӗрлӗх, кулинари, пахча ӗҫӗ), хӗр, арӑм, кинемейсем валли илемпе сӑпайлӑх рубрикисем пур. Эрнелӗх тӗплӗ телепрограмма тата гороскоп тухса тӑраҫҫӗ.
Вулакан ыйтӑвӗсене редакци пур енлӗн тивӗҫтерме тӑрӑшать. Ыйтусене тӗрлӗ сферӑри специалистсем кӑна мар, юмӑҫсем те ответлӗҫ.
«Ҫӑлтӑрсен пурнӑҫӗ», «Пытармасӑр» рубрикӑсенче «ТЕ» журналисчӗсем - чӑвашлӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ тата паянхи паллӑ ҫыннисене (Светлана Асамат, Валентина Элпи, Марина Карягина, Альбина Юрату, Елена Иовлева, Типшӗм Сашук, Алексей Наумов т. ыт. те) калаҫтараҫҫӗ, вӗсем ҫинчен хӑш чух чӗпӗтсе, хӑш чух серьезлӑ каласа кӑтартаҫҫӗ.
Тӑван хаҫатра пирӗн кулленхи пурнӑҫ-йӑлана, кӑмӑл-сипете сӑнласа шухӑшлаттаракан статьясем тата «Атӑл хумӗсем» рубрикӑра профессилле ҫыравҫӑсен ӗҫӗсем тухаҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗ хӑнасене яланах хавас. Ку хутӗнче ялавҫӑсем патӗнче Кӗтеснер шкулӗнчи 2-мӗш тата 4-мӗш классенче вӗренекенсем пулчӗҫ. Н.Николаевӑпа О.Сорокина ачасене экскурсине ахальтен илсе килмен: хӑйсен ентешӗ, Чӑваш халӑх писателӗ В.Алендей, кунта редакторта ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа та вӗренекенсем хаҫат кӑларас ӗҫпе кӑна мар, паллӑ ентешӗн нумай енлӗ пултарулӑхӗпе те паллашрӗҫ.
Хаҫат редакцийӗ Вӑрмар посёлокӗнче, Совет урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Хаҫат эрнере иккӗ тухать, пӗтӗмӗшле тиражӗ: 2300. Тӗп редактор: Пётр Васильевич Алексеев.
Хаҫатӑн кун-ҫулӗ 1931 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ — ун чухне вӑл «Трактор» ятпа тухнӑ. 1938 ҫултанпа хальхи ятпа тухать.
Хаҫат материалӗсемпе кунта паллашма пулать.
Красноармейски районӗнче тухса тӑракан «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ.
Вӑл чи малтанах «Колхозник» ятпа ҫапӑнса ҫынсем патне саланнӑ. 1939—1962 ҫулсенче район хаҫачӗ «Коммунизм ҫулӗпе» ятпа пичетленнӗ. «Ял пурнӑҫӗ» вара 1966 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тухса тӑрать.
Редакци йышӗнче, хаҫат тематикипе содержанийӗнче нумай улшӑнусем пулнӑ. И. Хатаевский, А. Маркова, Л. Семенов, Л. Николаев редакторсем уйрӑмах нумай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ И. А. Прокопьев тӗп редактор пулса вӑй хурать. Ҫак ӗҫе вӑл 20 ҫул йӗркелесе пырать.
Юлашки ҫулсенче хаҫат сӑн-сӑпачӗ чылай улшӑнчӗ. Вулакансен йышӗ ӳсни те ҫак ӗҫре тимлекенсене савӑнтарать. 2010 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче хаҫат 1790 экземплярпа ҫапӑнать.
Райхаҫат 75 ҫул тултарнине халалласа пушӑн 5-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Мероприятине райхаҫат гимнӗпе уҫрӗҫ, ӑна редакцинче вӑй хуракансем юрларӗҫ. Ун хыҫҫӑн Иван Афанасьевич пуҫтарӑннисене хаҫат историйӗпе паллаштарчӗ, малта пыракансене Хисеп грамотипе наградӑларӗ.
Уявра ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информации политикин тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ А.
Чӗмпӗрти чӑвашла тухса тӑракан «Канаш» хаҫатӑн 20 ҫулхи уявне хӑнасем Шупашкартан, Хусантан, Димитровградран тата ытти хуласенчен килсе ҫитрӗҫ: Чӑваш Республикин культура министерствин пай пуҫлӑхӗ А.Н.Магарин, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Г.А.Максимов, «СВ-Пресс» издательство центрӗн директорӗ-тӗп редакторӗ А.Н.Вражкин, Тутар Республикинчи чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн тӗп редакторӗ К.А.Малышев.
Хӑнасене область филармонин фойинче Чӗмпӗрти «Палнай» ушкӑн хӗрӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа, кӑпӑклӑ хӑмла сӑрипе, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ.
Пухӑннисене хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ В.Ф.Ромашкин, УОЧНКА председателӗ В.И.Сваев тата ыттисем саламларӗҫ.
Чӑваш чӗлхине аталантарас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн редакцие Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн ятӗнчен Тав ҫырӑвӗ пачӗҫ. Шупашкар делегацин ертӳҫи А.Н.Магарин «Канашӑн» тӗп редакторне Н.Н.Ларионова Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗпе наградӑларӗ. Редакци коллективӗ ЧР Журналистсен союзӗн (председателӗ В.П.Комиссаров) Хисеп хутне илме тивӗҫлӗ пулчӗ.
Раштавӑн 30-мӗшӗнче Чӗмпӗр чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ 20 ҫул тултарать.
Чӗмпӗрте пӗрремӗш чӑваш хаҫачӗ 1918 ҫулта тухнӑ, вӑл «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» ятлӑ пулнӑ. Ӑна кӗпӗрнери вӗрентӳ комиссариачӗ кӑларса тӑнӑ.
«Канаш» — ҫӗршывра демократи улшӑнӑвӗсем пуҫланнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ хаҫат. Пӗрремӗш редакторӗ В.Ф.Ромашкин пулнӑ.
Паян издани 1350 экземпляр тиражпа тухса тӑрать. 2002 ҫултанпа коллектива Н.Н.Ларионов ертсе пырать. Редакци Чӗмпӗр хулинчи Пушкинская урамра вырнаҫнӑ (11-мӗш ҫурт). Редакцире 5 ҫын, вӗсенчен 3 журналист. Ҫак йышран 2 ҫын Писательсен союзӗнче тӑрать. «Канаш» ҫумӗнче 13 ҫул «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта Писательсен союзне 10 ҫын ытла кӗнӗ. Редакци пулӑшнипе вырӑнти чӑваш авторӗсем 60 кӗнеке ытла кӑларнӑ. Хаҫат ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе, область администрацийӗ укҫа-тенкӗпе пулӑшнипе 2000 ҫулта «Шевле ҫути« литература альманахӗ тата «Атӑл юрри» журналӑн виҫҫӗмӗш номерӗ пичетленчӗҫ.
Паян Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче 111 пин ытла чӑваш пурӑнать. Эпир тӑван чӗлхене манасшӑн мар, чӑвашла калаҫасшӑн, вуласшӑн, юрласшӑн. «Канаш» ҫак ӗҫре пӗр йӑх ҫыннисене пулӑшса пырать.
Ульяновск облаҫӗнче пресса фестивалӗ иртрӗ. "Изданипе паллаштарасси" номинацире чӑвашла тухса тӑракан "Канаш" хаҫат ҫӗнтерчӗ, облаҫри массӑлла коммуникаци департаменчӗн дипломне тивӗҫрӗ. Канашҫӑсем куракансем умне кӑҫалхи хаҫат номерӗсене, редакцире кӑларнӑ кӗнекесене, УОЧНКА альбомне, Чӗмпӗр чӑвашӗсен энциклопедине кӑтартма хунӑччӗ. Ҫаплах сӗтел ҫинче тухья, сурпан пурччӗ. Чӑвашла тӑхӑннӑ хӗрсем вара курма пыракансене тӗрӗллӗ йывӑҫ витререн эрешле алтарпа чӑваш сӑрипе сӑйларӗҫ. Комисси ҫакна асӑрхарӗ, чӑваш хаҫачӗн сӗтелӗ чи лайӑххи тесе палӑртрӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: "Канаш" хаҫат
Нумай пулмасть «Питӗр чӑвашӗсем» хаҫатӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗ тухрӗ.
2009 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн номерӗнче мӗн кӑсӑкли пур-ха? Хаҫатӑн тӗп теми — ҫамрӑксен уйӑхӗ тата ҫӗртмен 27-мӗшӗнче палӑртнӑ ҫамрӑксен кунӗ. Ку кӑларӑмра эсир ҫамрӑксен пурнӑҫӗпе, тин ҫеҫ аслӑ шкул пӗтернӑ ҫамрӑксем пирки вуласа пӗлме пултаратӑр.
Хаҫат ҫавӑн пекех авалхи чӑваш ячӗсен ыйтӑвне те кӑларса тӑрнатать — эсир ку тӗлӗшпе Салампи Хусанкай, шкулта веренекен Илемпи Филимонова, Нарспи Орешкина студентка шухӑшӗсемпе паллашма пултаратӑр.
Анна Васильева сассине хит-парадсенче илтсе-и? Хаҫатра вара ун сӑнӗпе те паллашма пулать — Сетнер Никишкин ҫак хӳхӗм хӗре «ПЧ» хаҫата хӑнана илсе килнӗ.
Ҫавӑн пекех Ҫемен Элкер кун-ҫулӗпе, Куҫма Турханӑн «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романӑн черетлӗ пайӗпе паллашма май пур.
Ӗмӗр каялла чӑвашсем куҫ пӑсӑласран епле сыхланнӑ? Хуравне, паллах, ҫак хаҫатра тупма пулать.
Хаҫата кунтан уҫласа илме пулать: PC09.07.13.zip (1,1 Mb)
Пуш уйахӗн 26-мӗшӗнче Чӗмпӗрти чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн 1000-мӗш номерӗ тухрӗ. Пӗрремӗш кӑларӑмӗ вара 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче тухнӑччӗ. Хаҫат кӑҫал 20 ҫул тултарать.
Тутарстанра тухса тӑракан «Тӑван ен» хаҫат 75 ҫулхи юбилейне уявларӗ.
Пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1933 ҫулта пичетрен тухнӑ. Вӑл вӑхӑтра хаҫат 1000 тиражпа, «Коммунар» ятпа пичетленнӗ. Хаҫатӑн Ҫӗпрелте хӑйӗн типографийӗ пулнӑ. Вӑхӑт шунӑ ҫеммӗн хаҫат та улшӑнса пынӑ. 1967 ҫулта ячӗ «Ҫӗнӗ ҫул» (выр. «Новый путь») пулса тӑнӑ. Хальхи ятпа 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнчен пуҫласа тухать. Редактор вырӑнне тӗрлӗ вӑхӑтра А. Гатауллин, М. Ильмурзина, Е. Жирнова, Р. Замалтдинова, тата ыттисем йышӑннӑ.
Паян хаҫат 5 пинлӗ тиражпа тухать. Тӗп редактор — Т.П. Игнатьева. Хаҫат учредителӗ — ТР «Татмедиа» массӑллӑ ҫыхӑну агентстви.
Хаҫат малашне те вулакансен кӑмӑлне каясса шанатпӑр! Малашне те интереслӗ, пурнӑҫри пулӑмсене туллин ҫутатма сунатпӑр!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |