Канашри 34 ҫулти хӗрарӑм халӑх тетелӗнче чӑрӑш сутнине курнӑ та ӑна туянма шутланӑ. Вӑл хӑйне кирлӗ тавара суйласан укҫа – 11 пин тенкӗ ҫурӑ - куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн сутуҫӑ телефона тытма пӑрахнӑ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 3 хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӗсем те тӗнче тетелӗнче тӗрлӗ тавар туянса укҫа куҫарнӑ та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ.
Палламан хӗр 37 ҫулти стоматолога улталама пултарнӑ. Арҫын ӑна нумай укҫа куҫарса панӑ.
Тухтӑр полицире каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне темӗнле хӗр шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, такам ун ячӗпе тӑватӑ тӗрлӗ банкра кредит имле хӑтланни пирки каланӑ. Унтан темӗнле арҫын ҫыхӑннӑ. Вӑл ятарлӑ программӑпа усӑ курса чӑннипех те йӗрке хуралӗн номерӗ пек кӑтартса шӑнкӑравланӑ.
Стоматолог палламан ҫынсене ӗненсе темиҫе банкра кредитсем илнӗ. Ҫапах унӑн иккӗленӳ ҫуралнӑ, кун пирки полицие пӗлтернӗ. Анчах ултавҫӑсем ӑна пур-пӗрех ӗнентерме пултарнӑ. Участковӑй алӑкран шаккасан тухтӑр уҫман, мӗншӗн тесен ӑна ултавҫӑсем ӑна кӗртме хушман. Ҫапла стоматолог палламан ҫынсене 2 миллион ытла куҫарса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 55 ҫулти арҫын полицие пынӑ та хӑй ултавҫӑсен аллине лекни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл хӗллехи шинӑсем илме шухӑшланӑ, тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем шыранӑ.
Арҫын кирлӗ шинӑсене тупсан сутуҫа 22 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах вӑл шинӑсене илеймен, сутуҫӑ та йӗп пек ҫухалнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ытти чухне вӑл тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чухне ҫынсем ун пирки мӗн ҫырнине вуласа пӗлнӗ. Хальхинче вара вӑл ҫакна укҫа куҫарсан ҫеҫ тунӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫе тунӑ ҫынна шыраҫҫӗ.
Шупашкарти 25 ҫулти вӗрентекен патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та ултавҫӑсем унӑн банк счетне хапсӑнни пирки каланӑ. Хайхискер укҫана часрах хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ.
Ҫамрӑк вӗрентекен ӑна ӗненсе 100 пин тенкӗ куҫарнӑ. Тепӗр кунхине ҫав ҫынсем ӑна страховка тӳлевӗ тесе тепӗр 200 тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн тин ҫамрӑк хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл кредитне илнӗ ӗнтӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта хӗрарӑм банка пысӑк укҫа куҫарса пама кайнӑ та полицие лекнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсен аллине каллех лекесрен хӑтӑлнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 56 ҫулти хӗрарӑм кредит илнӗ, 1,5 миллион тенкине куҫарса пама хӑтланнӑ. Юрать, банк ӗҫченӗ ӑна вӑхӑтра чарнӑ. Вӑл ку ӗҫ иккӗленӳллӗ пулнине сиснӗ. Банк ӗҫченӗ тӳрех полицейскисене чӗннӗ.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрарӑм малтанхи кун 3 миллион тенкӗ кредит илнӗ, хӑйӗн 150 пин тенкине хушнӑ та ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Банк ӗҫченӗсем ӑна кун пирки ӑнлантарнӑ.
Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленйиӗнчен пӗр хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗ урлӑ перманент макияжӗ валли аппарат туянас тенӗ.
Тавар хакӗн пӗр пайӗшӗн тӳличчен вӑл посылка килнине йӗрлемелли трек-номер тата таварпа транспорт накладнойне илнӗ. Таваршӑн 10 пин тенкӗ тӳленӗ. Анчах кӑштахран ӑна йӳнӗ футболка ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 43 ҫулти хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ.
Ултавҫа Краснодарта тытса чарнӑ. Вӑл унта пурӑнакан 24 ҫулти хӗр пунӑ. Хайхискер унччен те ҫынсене ҫавӑн пек улталанӑ. Ӑна судпа та айӑпланӑ.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑм кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Интернет урлӑ вӑл икӗ костюм туянас тенӗ, анчах 3,5 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Костюм сутасси ҫинчен пӗлтернине хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче халӑх ушкӑнӗсенчен пӗрине асӑрханӑ. Хак йӳннине кура вӑл укҫана та шикленмесӗрех куҫарса панӑ. Кӗтнӗ тавар вырӑнне хӗрарӑма кушак туалетне тултармалли хатӗр ярса панӑ.
Йӗрке хуралҫисем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл ҫын Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын иккен. Ҫавскер унччен те ҫынсене улталанӑ, уншӑн судпа та айӑпланнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче суя электриксем ҫӳреҫҫӗ. Ултавҫӑсем вырӑнтисем мар иккен. Таҫтан килнисем.
Суя электриксем уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем патне электропӑралук ылмаштарса пама шантараҫҫӗ иккен. Ӗҫшӗн 5 пин тенкӗ ыйтаҫҫӗ-мӗн. Ылмаштарма ҫине тӑрсах сӗнеҫҫӗ иккен, килӗшмесен штрафлассипе е ҫутта сӳнтерессипе хӑратаҫҫӗ имӗш.
«Ҫӗмӗрлери хула электричество сечӗсем» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫутӑ пӑралукне, электросчетчиксене асӑннӑ организаци ӗҫченӗсем ҫеҫ ылмаштараҫҫӗ.
Ултавҫӑсем пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Канаш районӗн сучӗ 25 ҫулти арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ.
Хайхискер Канашра пурӑнакан хӗрарӑма унӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче ҫыхӑну пуррине ӗнентернӗ. Вӑл ҫак хӗрарӑмӑн тата унӑн пӗлӗшӗн 8,8 миллион тенкине вӑрланӑ ҫынсене явап тыттарссине каланӑ. Анчах куншӑн ӑна 1,5 миллион тенкӗ памалла-мӗн. Ку укҫа ФСБ ӗҫченӗсем валли имӗш. Арҫынна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Ун чухне ӑна хӗрарӑмсем 400 пин тенкӗ пама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул.
Нигери ҫыннине суд тунӑ. Вӑл ҫынна улталанине палӑртнӑ. Ун серепине Шупашкар хӗрарӑмӗ лекнӗ.
Хӗрарӑм унпа тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Хайхи арҫын пирӗн ентеше эреш-алка, ытти хаклӑ япалана посылкӑпа янине ӗнентернӗ. Арҫын тӗрлӗ сӑлтав тупса ҫур миллион ытла тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл йӗп те ҫип ҫухалнӑ.
Ҫав ҫын Нигерирени пулнӑ. Ӑна Мускав облаҫӗнчи Балашиха хулинче тытса чарнӑ. Вӑл 29 ҫулта, тӑкака саплаштарнӑ. Суд арҫынна 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ӑна хӑйӗн тӑван ҫӗршывне ӑсатӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |