Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енри патшалӑх учрежденийӗсенчен пӗринче бухгалтерта ӗҫлекен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
39 ҫулти хӗрарӑм пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ун патне пӗр хӗр шӑнкӑравланӑ, хӑйӗн пирки банк ӗҫченӗ тесе пӗлтернӗ. Хӗрарӑма вӑл такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗн тесе пӗлтернӗ. Телефон калаҫӑвне кӗҫех арҫын хутшӑннӑ, хӑйӗн пирки право хуралӗн тытӑмӗн ӗҫченӗ тесе каланӑ. Укҫана ҫухатас мар тесен ӑна хӑрушсӑр счёт ҫине куҫарма сӗннӗ.
Хӗрарӑм банкран кредит илсе миллион ҫурра яхӑн тенке такамсене куҫарса панӑ. Кайран ҫеҫ хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ.
Ҫав кунах Шупашкарта пурӑнакан 34-58 ҫулсенчи виҫӗ хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланса 250 пинрен пуҫласа 550 пин тенкӗ таран укҫана ют ҫынсене куҫарса панӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 73 ҫулти хӗрарӑм иртнӗ эрнере ултавҫӑсен аллине чутах ҫакланман. Капкӑна ҫакланасран хӗрарӑма карас ҫыхӑнӑвӗн лавккинче ӗҫлекенсем вӑхӑтра тытса чарнӑ.
Карчӑк патне ҫав кун ултӑ сехет хушшинче 18 номертан шӑнкӑравланӑ. Паллӑ мар ҫынсем кинемее банкри укҫана ултавҫӑсенчен «сыхласа хӑварма» тупрана урӑх счёт ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртме хӑтланнӑ.
Хӗрарӑм ӗненнӗ, банкри 500-е яхӑн пин тенке илнӗ те Калинин урамӗнчи суту-илӳ центрӗнчи карас ҫыхӑнӑвӗн лавккине укҫа куҫарма кайнӑ. Анчах унта ӗҫлекенсем хӗрарӑма ултавран тытса чарнӑ.
Карчӑка улталама хӑтланнӑ тӗслӗхпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 62 ҫулти хӗрарӑм инвестиципе укҫа ӗҫлесе илетӗп тесе савӑннӑ пуль-ха. Анчах вӑл ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Тупӑш тӑвайман.
Хӗрарӑм пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче тупнӑ. Кӗҫех унпа палламан ҫын ҫыхӑннӑ. Вӑл унӑн консультанчӗ-мӗн. Хайхискер ӑна укҫа ӗҫлесе илме пулӑшать иккен.
Ҫав палламан ҫын каланипе хӗрарӑм 10 кунра 500 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран вӑл укҫана тавӑрма шутланӑ. Паллах, усси пулман. Кун хыҫҫӑн вӑл полицие кайнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри 45 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ. Лешӗ ют ҫӗршыври тухтӑр-мӗн. Вӗсен юрату пуҫланнӑ.
Кӑштахран арҫын савнине хаклӑ посылка йышӑнма ыйтнӑ. Укҫине килсен саплаштпрма шантарнӑ. Ҫапла хӗрарӑм тӗрле счет ҫине 2,7 милллион тенкӗ куҫарнӑ. Анчах савнийӗ ниепле те чарӑнайман, татах укҫа ыйтнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑн чухне тин вӑл ултавҫӑ пулнине ӑнланнӑ, полицие пӗлтернӗ.
Оперативниксем ҫав ҫын Нигерирен пулнине, Чӑваш Енри хӗрарӑм куҫарса панӑ укҫана Питӗрти банкоматран илнине палӑртнӑ. Полицейскисем служба командировкине кайса 41 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ, ӑна пирӗн республикӑна илсе килнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын хитре телефон номерӗ илес тенӗ те ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Ҫак арҫын халӑх тетелӗнче хитре телефон номерӗ сутнине курнӑ. Ӑна илес тесе вӑл палламан ҫынна 4 пин те 400 тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн ҫав ҫын ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултавҫӑ серепине лекнине ӑнланнӑ, полицие кайса пӗлтернӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫа 600 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫитменнине, ҫав палламан ҫын унран кулмаллипех кулнӑ.
Хӗрарӑм патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Ӑна ӗненсе вӑл 600 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ултавҫӑ тӗлне лекнине ӑнлансан хӗрарӑм полицие кайнӑ. Темиҫе кунран ҫав ултавҫӑ ун патне каллех ҫырса янӑ. «Сире укҫа мӗн тума кирлӗ?» тесе ҫырнӑ вӑл. Палламан ҫын куҫарса панӑ нухрат Раҫҫейре йӗркелеме юраман организацисене тытса тӑмашкӑн каяссине пӗлтернӗ.
Виҫӗ ватӑ хӗрарӑм тӑванӗсене ҫӑлас тесе пӗтӗмпе 500 ытла пин тенкӗ панӑ. Малтанах вӗсем ултавҫӑсен тӗлне пулнине ӑнланман ҫав.
Ку йӑлтах ҫурлан 11-мӗшӗнче пулнӑ. 72-ри хӗрарӑм патне «йӗрке хуралҫи» шӑнкӑравланӑ. Унӑн мӑнукӗ машинӑпа ҫынна ҫапса хӑварнӑ имӗш. Хайхи ҫын мӑнукне яваплӑхран хӑтарма пултарать-мӗн. Хӗрарӑмӑн 100 пин тенкӗ куҫарса памалла ҫеҫ.
84-ри хӗрарӑм та 100 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Унӑн тӑванӗ авришӗн айӑплӑ тенине ӗненнӗ вӑл.
88 ҫулти хӗрарӑм вара ытларах шар курнӑ. Вӑл курьера 300 пин тенкӗ тыттарса янӑ. Тепӗр кунхине тӑванӗсем патне шӑнкӑравласан тин вӗсемпе ним те пулманнине, ӑна такам улталанине пӗлнӗ.
Халӗ полицейскисем ҫав ҫынсене тупса палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта полицие икӗ ҫамрӑк пулӑшу ыйтма пынӑ. Иккӗшӗ те хӗрарӑмпа каҫ ирттерес тесе ултавҫӑсен тӗлне пулнӑ.
30-ти арҫын тӗнче тетелӗнче номер тупнӑ. Унпа ҫыхӑнсан ӑна пӗр ҫурт патне пыма каланӑ. 10 пин тенкӗ куҫарсан хваттер номерне пӗлтерме шантарнӑ. Анчах ку хирӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн палламан ҫын хӑй криминал авторитечӗ тесе хӑмсарма пуҫланӑ, хӑратнӑ. Арҫын киви-енчӗке 3 хутчен укҫа куҫарнӑ. Юрать, юлашкинчен банк унӑн карттине блокировка тунӑ.
18-ти каччӑ та хӗрпе киленесшӗн пулнӑ. Ӑна та 10 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та страховкӑшӑн укҫа ыйтма пуҫланӑ. Каччӑ текех куҫарман, ултавҫӑсен тӗлне лекнине ӑнланнӑ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ултавҫӑсене шыраҫҫӗ.
Шупашарта пурӑнакан 59 ҫулти хӗрарӑм такамсем ун ячӗпе кредит илеҫҫӗ тесе хӑранӑ та ултавҫӑсене 2 миллион та 130 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ.
Ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнле пулса иртнӗ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланнине пӗлтернӗ. Ҫак ҫын ӑна укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Ҫапла Шупашкар хӗрарӑмӗ тӗрлӗ телефон номерӗсемпе 2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Халӗ полици ултавҫӑсене шырать.
Ватӑ хӗрарӑм банка пырса ҫур миллион тенкине илсе тӳрех урӑх счет ҫине куҫарасшӑн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пӗрмай такампа телефонпа калаҫнӑ. Ку банк ӗҫченне сисчӗвлентернӗ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ.
Кайран 64 ҫулти хӗрарӑм, Норильскран Шупашкара хӑнана килнӗскер, акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ.
Ун патне ирхине хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ, унӑн счечӗ ҫинчен такам укҫа вӑрлама тӑнӑ имӗш. Унтан вӑл «полицейскипе» калаҫнӑ. Лешӗ ӑна пулӑшма шантарнӑ.
Малалла яланхи схемах пулнӑ: укҫана илмелле те хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла. Анчах кун пирки банк ӗҫченӗсене каламалла мар. Вӗсем ултавҫӑсемпе пӗр ҫӑвартан имӗш.
Юрать-ха, банк ӗҫченӗ сисчӗвленнӗ. Унсӑрӑн хӗрарӑм укҫа-тенкӗсӗрех тӑрса юлӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |