Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр Шупашкарти ҫынсем ултавҫӑсене питӗ нумай укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе - 327 миллион ытла тенкӗ! Ку - рекорд.
Пӗлтӗр полицие ултавҫӑсен серепине лекни пирки 1,5 пин ытла заявлени панӑ. Ытларах ҫынсене "банк ӗҫченӗ" тесе улталанӑ. Ун пек ултавҫӑсене шупашкарсем 163 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. 217 ҫын инвестиципе ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ. Вӗсем 76 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Шупашкарти 103 ҫынна "тӑванӗ аварие лекнӗ" тесе улталанӑ. Ҫынсем ҫапла 25 миллион ытла тенкӗ ҫухатнӑ. 80 ытла арҫын хӗрарӑмпа киленес тесе ултавҫӑсене 3 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ.
Банкра ӗҫлекен бухгалтер газ компанине инвестици хывас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ултавҫӑсене 1,5 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ.
48 ҫулти хӗрарӑм пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче курнӑ. Раштавӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 3-мӗшӗччен тӗрлӗ счет ҫине 1,5 миллион тенке яхӑн куҫарнӑ. Ҫыннисен ячӗсем кунти пек пулманни те ӑна чарман.
Хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлансан полицие пынӑ.
Ултавҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмне 2,5 миллион тенкӗсӗр хӑварнӑ. Вӗсем ӑна патшалӑхран компенсаци паратпӑр тесе улталанӑ.
Ултавҫӑсене вӑл кӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑларма пулӑшаять – ҫапла суйнӑ 38 ҫулти хӗрарӑма. Вӗсем хӑйсемпе Тӗп банк тата ФСБ ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма укҫи-тенкине сыхласа хӑварма сӗннӗ – нухрата «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла-мӗн.
Хӗрарӑм Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта темиҫе займ илнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 2,5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 63 ҫулти хӗрарӑм ют ҫӗршывра пурӑнакан «савнине» 5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫулланнӑ хӗрарӑм арҫынпа тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Пӗр-пӗрин патне ҫыру хыҫҫӑн ҫыру ӑсатнӑ. Хайхи этем хӑйӗн пирки Канадӑран, халӗ Йемен хулинче службӑра тӑратӑп тесе каланӑ. Арҫын авланас кӑмӑллине (хӗрарӑм ҫемье ҫавӑрма ӗмӗтленнине сиснӗ пуль ҫав ӗнтӗ) пӗлтернӗ.
Арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмпа ҫывӑхрах паллашма тата ҫемье ҫавӑрма Раҫҫее килме ӗмӗтленет. Анчах ҫул укҫине тата ытти тӑкака саплаштарма хӗрарӑмран ыйтнӑ вӑл. Вӑхӑтлӑха. Кайран йӑлтах саплаштарма шантарнӑ.
Ултавҫа хӗрарӑм 5 миллион та 200 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл укҫана хӗрарӑм хӑйӗн ҫуртне сутса ярсан пухнӑ иккен.
Муркаш районӗнчи 52 ҫулти хӗрарӑма ултавҫӑсем икӗ хутчен улталанӑ. Вӑл полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ.
Хӗрарӑм пульницӑра ӗҫлет. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пӗлӗшӗ ӑна кӑшӑлвируспа чирленӗшӗн компенсаци парассине кӑтартакан каҫӑ ярса панӑ. Ку ун хыҫҫӑн палламан ҫынпа ҫырӑннӑ. Лешӗ ӑна 100 пин тенке яхӑн куҫарса пама ӳкӗте кӗртнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак хӗрарӑм кайран каллех полицие пынӑ. Хальхинче ӑна ун ячӗпе кредит илме хатӗрленни пирки суйнӑ. Ҫапла вӑл 80 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
Коммерци банкӗнче ӗҫлекен, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл брокер сайтӗнче укҫа ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ.
Хӗрарӑм авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа чӳкчен брокер сайтне укҫа хывма шантарнӑ "специалиста" укҫа куҫарса тӑнӑ. Пӗтӗмпе - 150 пин тенке яхӑн. Кӗҫех лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ хӑйне улталанине тинех ӑнланнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм та ҫапла майпах улталаннӑ. Вӑл палламан ҫынна 700 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хай вӑл ниҫта та ӗҫлемест.
Кӑҫал ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти арҫын вӑхӑтлӑх киленӳ шыраса ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл киленӳ кӳрекен хӗре чӗнсе 26 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах тӗлпулӑва лешӗ килмен. Кун хыҫҫӑн арҫын хӑйне улталанине ӑнланнӑ.
Чӑваш Енри полицейскисем ҫав ултавҫа тупнӑ. Вӑхӑтлӑх киленӳ сӗнсе укҫа сӑптӑракан ҫын хӗрарӑм та мар, арҫын иккен. Хайхискер Пермь крайӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, ӑна укҫа-тенкӗ ставкӑсен вӑййине выляма кирлӗ пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 65 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене преступнике тытма пулӑшатӑп тесе шутланӑ. Анчах вӑл хӑй преступниксен аллине лекнӗ.
Ун патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Вӑл йӗрке хуралӗнче ӗҫлет-мӗн. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм ячӗпе доверенноҫ пур, унпа хӑть кам та кредит илме пултарать.
Унтан Шупашкар хӗрарӑмӗпе "банк ӗҫченӗ" ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна банкран укҫине илсе урӑх счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ку преступник йӗрӗ ҫине ӳкме кирлӗ-мӗн. Ҫапла пирӗн ентеш 1 миллион та 197 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм юмӑҫ серепине лекнӗ. Лешӗ унран укҫа сӑптӑрнӑ.
Хӗрарӑм юмӑҫ патне авӑн уйӑхӗнче ҫырнӑ. Вӑл арҫынна юратнӑ, лешӗ вара – ҫук. Хайхи юмӑҫ ӑна малтан питне ӳкерсе яма ыйтнӑ, унтан – ҫарамасланса пӗтӗм кӗлеткине. Ку диагностика тума кирлӗ имӗш. Хӗрарӑм итленӗ. Анчах кайран ӑна ҫав юмӑҫ сӑнӳкерчӗксене тӗнче тетелне кӑларса хурассипе хӑратса укҫа ыйтнӑ.
Хӗрарӑм ӑна 23 пин тенкӗ куҫарса парсан тин полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗрентекен ҫула май каякан машинӑра вырӑн йышӑнса хурас тенӗ. Анчах вӑл ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ.
Хӑйӗнпе водитель тесе паллаштарнӑ ҫын ссылка ярса панӑ, хӗрарӑма ун ҫине пусма ӳкӗте кӗртнӗ. Вӗрентекен ӑна итлесе хӑйӗн банк карттин реквизичӗсене те ҫырнӑ. Ҫапла унӑн счечӗ ҫинчен 6 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Ҫав ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл - Мурманск облаҫӗнче ҫуралнӑ, халӗ Питӗр ҫывӑхӗнчи хулара пурӑнакан 25 ҫулти арҫын. Вӑл урӑх ҫынсем ҫине регистрациленӗ электронлӑ енчӗксемпе усӑ курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |