Арҫын ун патне банк ӗҫченӗсем шӑнкӑравланине ӗненнӗ те 400 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Кун пирки ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнарта арҫын полицие пынӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланине, хайӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнине пӗлтернӗ вӑл. Хайхискер лайӑх мар каланӑ: ун ячӗпе такам кредит илме хӑтланать-мӗн.
Капла ан пултӑр тесе палламан ҫын тӗрлӗ операци пурнӑҫалма ыйтнӑ. Вӑл каланине туса пырса арҫын тӗрлӗ счет ҫине 449 пин тенкӗ куҫарнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ҫав ҫын кам пулнине палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта йывӑр тиевлӗ машинӑсене кӗртме пӑрахӗҫ.
Ун пек йышӑнӑва ҫулсеренех ҫуркунне кӑлараҫҫӗ. Юр ирӗлнӗ тата сывлӑш температури ылмашса тӑнӑ вӑхӑтра ҫулсем питӗ ванаҫҫӗ. Йывӑр тиевлӗ машинӑсем ҫӳресен пушшех те.
Шупашкар хулин администрацийӗн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хулана кӗнӗ пилӗк вырӑнта талӑкӗпе ӗҫлекен, машинӑсене виҫекен стационар пункчӗсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр тата Вӑрнар шоссисем ҫинче пулӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ комплекс ӗҫлӗ.
Хулана йывӑр тиевлӗ машинӑпа кӗрес тесен ятарлӑ ирӗк илмелле. Вӑл ун йывӑрлӑхӗнчен килет. Хак – 1000 тенкӗрен пуҫласа 175000 тенкӗ таран.
Чӑваш Енри аграрисем хӑйсем туса илекен продукцие ют ҫӗршыва хастар ӑсатаҫҫӗ. Асӑннӑ ӗҫ «Халӑхсем хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.
«Агроаналитика центрӗ» федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ пӗлтернине тӗпе хурса республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче кушӑм сутассипе пирӗн регион Раҫҫейре малтисен ретӗнче пулнӑ. Асӑннӑ продукцие пирӗн регион 118,7 пин америка долларӗлӗх сутнӑ.
Кушӑм Польшӑна, Германие тата Беларуҫе ӑсанать.
Чӑваш Енри пульницӑсем валли машинӑсем туянасшӑн. Пӗтӗмпе – 24 автомобиль. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 16 миллион тенкӗ те 248 пин тенкӗ.
Машинӑра хыҫалта виҫӗ ҫын вырнаҫмалӑх, механика курупкаллӑ пулмалла. Условисенчен пӗри ҫакӑ.
Виҫӗ машинӑна Шупашкар районӗн пульницине парӗҫ. Патӑрьел тата Муркаш районӗсен пульницине икшер машина тивӗҫӗ. Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай тата Елчӗк районӗсен пульницисене, Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине, Ҫӗмӗрлери территорисен хушшинчи медицина центрне пӗрер машина лекӗ.
Комсомольски районӗнче пурӑнакан арҫын тӑванӗсенчен, банкран кивҫен илсе тултарнӑ. Пӗтӗмпе 1 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ. Унӑн халӗ явап тытма тивӗ.
2018 ҫулта 66-ри арҫын тӑванӗсенчен 800 пин ытла тенкӗ кивҫен илнӗ. Тӗрлӗ сӑлтав шутласа тупнӑ вӑл, ҫав шутра – ӗне ферми уҫассине те. Кредит организацийӗнчен те ҫак сӑлтавпа 375 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Хӑйӗн татман кредитсем пуррине каламан, уйӑхсерен тӳлеме пултарассине ӗнентернӗ.
Анчах арҫын укҫана тавӑрса пама васкаман. Вӑл нимӗнле услам та уҫман, нухрата урӑх тӗллевпе пӗтернӗ.
Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Елчӗк районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.
Шупашкарта пурӑнакна 65 ҫулти хӗрарӑм укҫан пулӑшасса шанса хӑй укҫа ҫухатнӑ. Ултавҫӑсем унӑн 100 пин тенкине вӑрланӑ.
Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче пӗр банк тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсене укҫан пулӑшни пирки вуласа пӗлнӗ. Хайхискер унта кӑтартнӑ каҫӑпа кайнӑ, хӑйӗн телефон номерне ҫырнӑ, анкетӑна тултарнӑ.
Ҫаксем ултавҫӑсемшӗн ҫителӗклӗ пулнӑ – вӗсем хӗрарӑмӑн телефон номерӗпе ҫыхӑннӑ счетсенчен укҫа вӑрланӑ. 100 пин тенки ҫуккине вӑл тепӗр кунхине ҫеҫ карточка балансне тӗрӗслесен пӗлнӗ.
«Халӑх тарҫисем» тупӑша пытараҫҫӗ
Пӗлтӗрхи кӗркунне иртнӗ суйлава хутшӑннӑ «халӑх тарҫисем» хӑйсен тупӑшне кӑтартасшӑн мар. Унтан та ытларах – теприсем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлама пӑрахма та хатӗр.
Депутатсене коррупципе кӗрешекен саккунпа килӗшӳллӗн пурӑнма тивни тивӗҫтермест курӑнать. Вӗсен хӑйсен тата ҫывӑх ҫыннисен тупӑшӗ ҫинчен сведени тӑратмалла-ҫке. Ҫавна тумалли вӑхӑт тахҫанах иртсе кайнӑ, анчах документсене халӗ те тӑратман ял тӑрӑхӗсен депутачӗсем пур иккен. Ун пеккисем пурӗ 45 ҫын. Ку цифрӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Петр Куприн пӗлтернӗ. Асӑннӑ 45 депутатран 23-шӗ депутат полномочине пӑрахӑҫланӑ.
Паян 2021 ҫулхи суйлава сӑнама йӗркеленӗ штаб ларӑвӗ иртнӗ. Петр Куприн унта тухса калаҫнӑ.
Ултавҫӑсем тюльпан туянма хатӗрленнӗ усламҫа шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Уяв умӗн 19 ҫулти хӗрарӑм усламҫӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер, йӳнӗ хакпа тюльпан сутнине курнӑ. Вӑл сутуҫӑ патне ҫырса янӑ, 500 чечек туянассине пӗлтернӗ.
Хӗр патне килӗшӗвен электронлӑ вариантне ярса панӑ, укҫан пӗр пайне тӳлесе хума ыйтнӑ. Усламҫӑ сутуҫа 12 пин тенкӗ куҫарса панӑ ҫеҫ – вӑл ҫухалнӑ, пӗлтерӗве те, мессенджерти ҫырусене те хуратнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗр ултавҫӑ аллине ҫакланнине ӑнланнӑ.
Чӑваш Енре саниатри вертолетне тара илес енӗпе аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак 46 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ.
Республикӑри катастрофа тата васкавлӑ медпулӑшу медицинин центрӗ аукицион ирттересси пирки пушӑн 5-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Планпа килӗшӳллӗн, вертолетӑн ҫулталӑкра 53 хутчен вӗҫмелле. Пӗр сехет вӗҫевӗн 191 пин тенкӗрен ытларах пулмалла мар.
Ӑшӑ ҫанталӑкра шӑнкӑрав килнӗ хыҫҫӑн вертолетӑн ҫур сехетрен кая мар вырӑна кайма тухмалла. Хӗлле ку вӑхӑт 1 сехетпе танлашать.
Аукциона пушӑн 18-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Аса илтерер: пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Ен Мари Элпе пӗрле санитари вертолетне тара илнӗ. Ун чухне 1 сехет вӗҫев 231 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ӗҫсӗррисен йышне эрнесерен пӗтӗмлетет. Паянхи кун тӗлне илсен, ӗҫсӗрлӗх центрӗсенче шута илнисен йышӗ 11 пин те 529 ҫынпа танлашнӑ. Ку вӑл ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле йышӗн 1,9 проценчӗ тенине пӗлтерет.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра ӗҫсӗррисене тӳлекен пособин чи пысӑк виҫи 12 пин те 130 тенкӗпе танлашать, чи пӗчӗкки – 1500 тенкӗ. Кама миҫе тенкӗ тӳлесси ҫыннӑн шалӑвӗнчен килет. Малтанхи виҫӗ уйӑхра шалӑвӑн 75 поценчӗ чухлӗ (анчах чи пысӑк пособи виҫинчен ытла мар) тӳлесе тӑраҫҫӗ, тепӗр икӗ уйӑх – 60 процент (анчах 5 пинрен ытла мар).
Ӗҫсӗрлӗх пособине пирӗн ҫӗршывра 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, кӑшӑлвирус алхасма пуҫланнӑ вӑхӑтра, 8 пинрен 12 пин те 130 тенке ҫити ӳстернӗччӗ. Малтанласа вӑхӑтлӑх мера терӗҫ те, анчах кайран та вӑл виҫене чакамарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |