Ҫитес ҫултан Раҫҫейре амӑшӗн капиталӗ ӳсӗ. Кун пирки ӗнер РФ премьер-министрӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2021 ҫулта капитала 1 миллион ытла ҫемье илӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн 466 пин тенкӗ параҫҫӗ. Иккӗмӗш ача ҫуралсан ун ҫумне 150 пин тенкӗ хушӑнать.
Ҫитес ҫултан пӗрремӗш ачашӑн паракан амӑшӗн капиталӗ 483 пин тенкӗ пулӗ, иккӗмӗш ача ҫуралсан 639 пин тенкӗ парӗҫ.
Канаш районӗнчи шкулсенчен пӗрин директорӗнче ӗҫленӗ арҫын питех те тӗлӗнмелле хӑтланнӑ. Пӗрле ӗҫлекенсене вӑл преми тата укҫан пулӑшу панӑҫи пулнӑ, анчах укҫан пӗр пайне ҫийӗнчех каялла илнӗ.
Шкул директорӗнче тӑрӑшнӑ арҫын ҫапла майпа 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи как уйӑхӗччен хӑтланса пурӑннӑ. Преми парасси ҫинчен калакан приказа кӑларичченех вӑл хӑйӗн ӗҫтешӗсене преми тата укҫан пулӑшнин пӗр пайне хӑйне памалли пирки асӑрхаттарнӑ. Вӑл укҫапа шкулта усӑ курассине ӗнентернӗ. Пуҫлӑха хирӗҫлеме никам та хӑяйман курӑнать. Каланӑ — тунӑ.
Арҫын ҫапла майпа 400 пин тенкӗ ытла илнӗ. Халӗ ӑна суд тунӑ. РФ Пуҫиле кодексӗн 64-мӗш статйипе явап тыттарса 70 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Чӑваш Енре чухӑнлӑх шайне чакарасшӑн. Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче регионӑн 2030 ҫулччен пурӑнма кирлӗ виҫерен пӗчӗкрех тупӑшлӑ йыша чакармалли программипе паллаштарнӑ. Ку ыйтупа ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова сӑмах илнӗ.
Ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 2030 ҫул тӗлне ҫӗршыври чухӑнлӑх шайне 2017 ҫулхипе танлаштарсан икӗ хут чакармалла. Чӑваш Енре ҫак шай 2017 ҫулта 18,2% пулнӑ.
Пулӑшу мелӗсенчен пӗри — социаллӑ контракт. Ҫапла майпа хӑйсен ӗҫне пуҫарма, килти хушма хуҫалӑха аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Ача-пӑчаллӑ, сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи кашни ҫын пуҫне вӑтамран тивекен виҫе халех 3,1 пин ытла тенкӗ ӳснӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче полицие пырса хуйхи пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл пӗр самантра 28 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Унӑн смартфонӗ ҫине палламан номертен смс-ҫыру килнӗ. Хӗрарӑм мессенджера уҫнӑ. Унта вара – хаваслӑ видеороликсем курмалли каҫӑ. Вӑл ним шутламасӑр ун ҫине пуснӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн телефонри хӑш-пӗр сарӑм ҫухалнӑ. Ҫав шутра – банк операцийӗсем тумалли сарӑм та. Укҫа ҫухалнине тӳрех сисмен-ха вӑл. Лавккана кайсан счет ҫинчи 28 пин тенкӗ ҫуккине ӑнланнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта транспортра ҫӳреме килес ҫул хакланӗ. Хулари тӳре-шара ҫавӑн пирки йышӑну проектне хатӗрленӗ ӗнтӗ.
Автобуспа тата маршруткӑпа ҫӳрекен пассажирсен укҫа тӳлесен 27 тенкӗ тӑкаклама тивӗ, банк карттипе е ЕТКпа татӑлсан – 23 тенкӗ. Троллейбуса кӑмӑллакансен укҫан тыттармасан 22 тенкӗ тӳлемелле пулӗ, аллӑн укҫа кӑларса хурсан — 26 тенкӗ.
Проездной билет хакне хальхи 900 тенкӗрен 1000 тенке ҫитересшӗн. Шкул ачисемпе студентсен 725 тенкӗ пулӗ (халӗ — 650 тенкӗ).
Хальхи вӑхӑтра троллейбусра укҫан тӳлесен 22 тенкӗ тухса каять, карттӑпа чухне — 20 тенкӗ. Автобусра укҫан тӳлесен 25 тенкӗ илеҫҫӗ, карттӑпа чух — 21 тенкӗ. Хаксене пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче 2 тенкӗ ӳстернӗччӗ.
Чӑваш Енри икӗ МИХа республика хыснинчен 2021 ҫулта субсиди парӗҫ. Кун пек пек йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республикин бюджетӗнчен субсиди илекен массӑллӑ информаци хатӗрӗсен республика реестрӗ ҫинчен» йышӑнура икӗ МИХа асӑннӑ. Вӗсенчен пӗри — Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗ, тепри — «Советская Чувашия» акционер обществи.
«Грани» хаҫата 2 миллион та 25 пин тенкӗ парӗҫ, «Советская Чувашия» хаҫата — 5 миллион та 287,8 пин тенкӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене патшалӑхӑн хваттерпе тивӗҫтермелле. Чылай яшпа хӗр ӑна чылай ҫул кӗтет.
Тӑлӑхсене хваттерпе вӑхӑтра тивӗҫтерме йывӑррин сӑлтавӗ пӗр тӑваткал метршӑн патшалӑх 36 пин тенкӗ ҫеҫ панипе те ҫыхӑннӑ. Шупашкарта, сӑмахран, хваттерӗн пӗр тӑваткал метрӗ 46 пин тенкӗ тӑрать. Маларах асӑннӑ виҫене пирӗн республикӑра юпа уйӑхӗнче ӳстерме йышӑннӑ. Ҫавна май Шупашкарта тӑлӑхсем валли 48 хваттер илес шанчӑк тупӑннӑ.
Саккунпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑха пирӗн ҫӗршывра ҫитес пилӗк ҫулта татса парас шанчӑк пур-мӗн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ туалетсене тытса тӑма ҫитес ҫул хыснаран 6 миллион тенкӗ ытла уйӑрӗ. Ку ӗҫе пурнӑҫлакана палӑртмалли аукционра «Корал Клин» тулли мар яваплӑ общество ҫӗнтернӗ. Вӑл хулари стацинар тата куҫарса ҫӳремелли туалетсене тытса тӑма 6 миллион та 150 пин тенкӗлле килӗшнӗ. Хула администрацийӗ конкурс документацийӗнче 6,73 миллион тенкӗ сӗннӗ.
«Корал Клин» организацин яваплӑхӗнче стационарлӑ виҫӗ туалет. Вӗсем Президент бульварӗнче 1/15-мӗш ҫурта, К. Маркс урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра, К. Иванов урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Малтан асӑннӑ иккӗшӗ кашни кунах 10 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен (ҫу-авӑн уйӑхсенче — 10-ран 22 сехетчен). Юлашкинчен асӑнни юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхн 30-мӗшӗччен хупӑнать. Туалетсене талӑкра виҫӗ хутран кая мар ҫуса тасатмалла.
Автономлӑ модуллӗ туалетсем Чапаев скверӗнче, Тӗп пляжра, Кадет скверӗнче, Дорисс-паркра тата «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче пур. Кунсӑр пуҫне хула балансӗ ҫинче мобильлӗ туалет кабинисем — 154.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи лавккасенчен пӗринчен кофе тата вӑлча вӑрланӑ. Кукӑр алӑллине палӑртма видеокамера ӳкерсе илни пулӑшнӑ.
Паллӑ мар ҫын 14 банка вӑлча тата икӗ банка кофе йӑтса тухса кайнӑ. Вӑрӑ ӗҫӗпе вӑл раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗпе 13-мӗшӗсенче аппаланнӑ. Пурӗ 10 пин тенкӗ ытлалӑх ҫаратнӑ вӑл.
Лавккари пурлӑха куҫ хывни — унччен те судпа айӑпланнӑ 30 ҫулти этем. Арҫынна тепӗр лавккара тавар вӑрлама хӑтланнӑ чуннех тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ытти ҫӗрте те ҫавӑн пек пуҫтахланманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче качака сӗтне хатӗрлекен цех уҫӑлнӑ. «Деревенский дворик» (чӑв. «Ялти картиш») ял хуҫалӑх кооперативӗ мӗнле ӗҫленипе ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паллашнӑ.
Предприятие ҫӗнетме республика хыснинчен укҫа уйӑрнӑ. Проект 78 миллион тенке кайса ларнӑ. Хакӑн 60 процентне патшалӑх саплаштарнӑ. Предприяти ертӳҫи Анатолий Константинов пӗлтернӗ тӑрӑх, цехра качака сӗтне те, ӗне сӗтне те хатӗрлеме пулать. Ӑна кантӑк кӗленчесене тултарма палӑртнӑ. Кооператив пайташне 27 фермер кӗнӗ. Хуҫалӑх аш-пӑш та хатӗрлет, ҫурмафабрикатсем те тӑвать.
Олег Николаев 2021 ҫулта ял хуҫалӑх продукцине хатӗрлес енӗпе ӗҫлекен кооперативсем хушма пулӑшӑва тивӗҫнине пӗлтернӗ. Хыснара ку тӗллевпе 120 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |