Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер банк ӗҫченӗ-мӗн.
Ҫав ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ячӗпе такам кредит илесшӗн имӗш. Ку ӗҫе банкра ӗҫлекен ҫынсемех, усал шухӑшлисем, тӑвасшӑн-мӗн.
Укҫа-тенке сыхласа хӑварас тесе арҫынна нухрата хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Ку ҫапла тунӑ та. Анчах ҫакна пурнӑҫличчен кредит учрежденийӗсенче кивҫенсем илнӗ.
Ҫапла майпа Шупашкар арҫынни темиҫе кунра ултавҫа 6 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ. «1 миллион тенки хамӑнччӗ, 5 миллионӗ – кивҫен илни», - тенӗ арҫын йӗрке хуралҫисене. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Самар облаҫӗнче пурӑнакан 18 ҫулти хӗр тӗнче тетелӗнче хушма тупӑш тума пулӑшасси пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Ҫакӑ Шупашкарти хӗрарӑма кӑсӑклантарнӑ.
Хайхискер унпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, малтан 15 пин тенкӗ хывмалла, унтан пысӑкрах укҫа таврӑнӗ. Шупашкар хӗрарӑмӗ укҫа куҫарса парсанах тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳ те ҫухалнӑ, хуҫи те ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ку преступление Самар облаҫӗнчи 18-ти хӗр тума пултарнине палӑртнӑ. Вӗсем унта кайса ӑна тытса чарнӑ, Чӑваш Ене конвойпа илсе килнӗ. Хӗр айӑпне йышӑннӑ, тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарнӑ. Вӑл унччен судпа пӗрре те айӑпланман.
Чӑвашупрдор уҫӑ конкурс ирттерет. Вӑл ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулӗ. «Сӑр» автоҫул ҫинчи «Элӗк – Кивӗ Атикасси» ҫула юсама палӑртнӑ.
Лот хакӗ – 211 миллион та 977 пин те 303 тенкӗ. Пӗр ҫухрӑм капла 13,67 миллион тенке кайса ларать.
Ҫула икӗ тапхӑрпа юсӗҫ. Пӗрремӗшӗ кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурлан 31-мӗшӗччен пырӗ. Иккӗмӗш тапхӑр 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурлан 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Ҫак ҫул халӗ чӑнах та япӑхрах, вырӑнӑн-вырӑнӑн лакӑм-путӑк самай. Ҫӗнӗ ҫул сарни Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчен пурӑнакансемшӗн питӗ паха пулӗ.
Чӑваш Ен валли тепӗр 28 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ку укҫапа кӑшӑлвируспа чирленӗ, килте сипленекен ҫынсене тӳлевсӗр эмелпе тивӗҫтерӗҫ.
Ҫак кунсенче РФ Правительстви кӑшӑлвируспа чирленисене тӳлевсӗр эмел памашкӑн 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрасси пирки пӗлтернӗ. Укҫана регионсене валеҫсе парӗҫ. Чӑваш Ене 28437,9 миллион тенкӗ лекӗ.
Сӑмах май, унччен ку тӗллевпе ҫӗршыв правительстви 10,7 миллиард тенкӗ уйӑрнӑччӗ. Чӑваш Ене 48 миллион тата 25 миллин тенкӗ лекнӗччӗ, хальхинче – 28 миллион тенкӗ.
Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ ҫынна ултавҫӑсем шӑнман пӑрпа лартса яма пӑхнӑ.
Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем патне 57-ри хӗрарӑм ҫитнӗ. Вӑл хӑйӗн патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланине, ун ячӗпе такам кредит илнине пӗлтернине, кивҫене тавӑрса пама ыйтнине хыпарланӑ.
Усал хыпара илтсен хӗрарӑм ҫухалса кайнӑ, палламан ҫын каланине итлесе мӗнпур кодпа пароле пӗлтернӗ. 400 пин ытла тенке куҫарса пама тӑрсан банкомат кансӗрленӗ, хӗрарӑм карттипе малашнехи операцие тума чарнӑ. Ҫавна пӗлсен ултавҫӑ ҫухалнӑ, тек шӑнкӑравламан.
Муркаш районӗнче 40-ри арҫын така сутас тенӗ. «Туянакан» та тупӑннӑ. Укҫан пӗр пайне куҫарса пама банк карттин номерне ыйтнӑ. Кайран банкомата кайма ыйтнӑ. Анчах ҫав ӑслӑ хатӗр картӑна ҫӑтса янӑ.
В этот же день в ОМВД России по Моргаушскому району позвонил 40-летний сельчанин, подавший объявление о продаже барана. Позвонивший ему покупатель попросил продиктовать номер банковской карты для предоплаты. После этого злоумышленник предложил провести операцию по получению денег через банкомат, якобы для того, чтобы получить чек. Также как и в первом случае, карта была заблокирована банкоматом, а злоумышленник прервал разговор.
Арҫын ун патне банк ӗҫченӗсем шӑнкӑравланине ӗненнӗ те 400 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Кун пирки ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнарта арҫын полицие пынӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланине, хайӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнине пӗлтернӗ вӑл. Хайхискер лайӑх мар каланӑ: ун ячӗпе такам кредит илме хӑтланать-мӗн.
Капла ан пултӑр тесе палламан ҫын тӗрлӗ операци пурнӑҫалма ыйтнӑ. Вӑл каланине туса пырса арҫын тӗрлӗ счет ҫине 449 пин тенкӗ куҫарнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ҫав ҫын кам пулнине палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта йывӑр тиевлӗ машинӑсене кӗртме пӑрахӗҫ.
Ун пек йышӑнӑва ҫулсеренех ҫуркунне кӑлараҫҫӗ. Юр ирӗлнӗ тата сывлӑш температури ылмашса тӑнӑ вӑхӑтра ҫулсем питӗ ванаҫҫӗ. Йывӑр тиевлӗ машинӑсем ҫӳресен пушшех те.
Шупашкар хулин администрацийӗн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хулана кӗнӗ пилӗк вырӑнта талӑкӗпе ӗҫлекен, машинӑсене виҫекен стационар пункчӗсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр тата Вӑрнар шоссисем ҫинче пулӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ комплекс ӗҫлӗ.
Хулана йывӑр тиевлӗ машинӑпа кӗрес тесен ятарлӑ ирӗк илмелле. Вӑл ун йывӑрлӑхӗнчен килет. Хак – 1000 тенкӗрен пуҫласа 175000 тенкӗ таран.
Чӑваш Енри аграрисем хӑйсем туса илекен продукцие ют ҫӗршыва хастар ӑсатаҫҫӗ. Асӑннӑ ӗҫ «Халӑхсем хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.
«Агроаналитика центрӗ» федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ пӗлтернине тӗпе хурса республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче кушӑм сутассипе пирӗн регион Раҫҫейре малтисен ретӗнче пулнӑ. Асӑннӑ продукцие пирӗн регион 118,7 пин америка долларӗлӗх сутнӑ.
Кушӑм Польшӑна, Германие тата Беларуҫе ӑсанать.
Чӑваш Енри пульницӑсем валли машинӑсем туянасшӑн. Пӗтӗмпе – 24 автомобиль. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 16 миллион тенкӗ те 248 пин тенкӗ.
Машинӑра хыҫалта виҫӗ ҫын вырнаҫмалӑх, механика курупкаллӑ пулмалла. Условисенчен пӗри ҫакӑ.
Виҫӗ машинӑна Шупашкар районӗн пульницине парӗҫ. Патӑрьел тата Муркаш районӗсен пульницине икшер машина тивӗҫӗ. Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай тата Елчӗк районӗсен пульницисене, Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине, Ҫӗмӗрлери территорисен хушшинчи медицина центрне пӗрер машина лекӗ.
Комсомольски районӗнче пурӑнакан арҫын тӑванӗсенчен, банкран кивҫен илсе тултарнӑ. Пӗтӗмпе 1 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ. Унӑн халӗ явап тытма тивӗ.
2018 ҫулта 66-ри арҫын тӑванӗсенчен 800 пин ытла тенкӗ кивҫен илнӗ. Тӗрлӗ сӑлтав шутласа тупнӑ вӑл, ҫав шутра – ӗне ферми уҫассине те. Кредит организацийӗнчен те ҫак сӑлтавпа 375 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Хӑйӗн татман кредитсем пуррине каламан, уйӑхсерен тӳлеме пултарассине ӗнентернӗ.
Анчах арҫын укҫана тавӑрса пама васкаман. Вӑл нимӗнле услам та уҫман, нухрата урӑх тӗллевпе пӗтернӗ.
Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Елчӗк районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |