Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, ӗне усракансене укҫан пулӑшаҫҫӗ. Пӗрремӗш 40 ҫын субсидие илме документсем тӑратнӑ ӗнтӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Укҫана паян тӳлеме тытӑннӑ. 40 ҫынна укҫана куҫарса панӑ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 201700 тенкӗлӗх.
Пӗр ӗнешӗн – 2400 тенкӗ, икӗ ӗнешӗн – 3400-шер тенкӗ, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн 4400 тенкӗшер параҫҫӗ. Кӑҫал ӗне усракансене пулӑшас тӗллевпе хыснаран 171,4 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Субсидие 35 пин ытла ҫын илейӗ. Ӑна тивӗҫес тесен вырӑнти администрацие заявлени ҫырса памалла.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн пӗр уйӑхри ӗҫ укҫинчен ҫуррине «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» фонда уйӑрма йышӑннӑ. Кун пирки Олег Алексеевич паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
«Фонд нуши валли уйӑхри ӗҫ укҫин 50 процентне уйӑрма заявлени ҫыртӑм», – тенӗ регион ертӳҫи.
Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Юрий Кислов паянхи кун тӗлне республикӑра 3 миллион тенкӗ укҫа пухнине каланӑ. Марафон вӑхӑтне вӑл ҫурла уйӑхен 1-мӗшӗччен тӑсма сӗннӗ. Марафон нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ.
Чӑваш Енри 17 ҫулти каччӑ ҫынсене улталаса пурӑннӑ. Ӑна нумаях пулмасть тытса чарнӑ. Кун пирки Тутарстанри ШӖМ пӗлтерет.
Кӳршӗ республикӑра Лениногорск хулинче пурӑнакан 20 ҫулти каччӑ полицие пырса хӑй ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, укҫа ӗҫлесе илес тенӗ, мессенджерта ушкӑн та тупнӑ.
Ун патне тӳрех «консультант» ҫырнӑ. Хайхискер ӑна питӗ ӑннине, вӑл укҫа выляса илме пултарнине пӗлтернӗ.
20-ри каччӑ сумма пирки илтсен йӑлтах манса кайнӑ тейӗн, ҫав шутра -вӑл нимӗнле лотерейӑна, конкурса хутшӑнманни пирки те. Анчах ӑна 5 пин комисси тӳлемеллине пӗлтернӗ. Тӳлесен вара, паллах, нимӗнле укҫа та выляса илмен вӑл.
Ҫак ӗҫе Чӑваш Енри 17 ҫулти каччӑ тунӑ тесе шутлаҫҫӗ, ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине ҫакланса вӗсене самаях пысӑк укҫа куҫарса панӑ
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе полицейски тесе паллаштарнӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн пухӑннӑ укҫине хурахсенчен хӳтӗлемелли пирки каланӑ. Ку вара ӑна ӗненнӗ.
Ватӑ хӗрарӑм ҫав ҫынна 700 пин ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ултавҫӑ кам пулнине палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм телефонне таксире хӑварнӑ та пӗтӗм укҫисӗр тӑрса юлнӑ. Унра вара таваршӑн тӳрех тӳлемелли программа пур.
Телефона хӑварнине вӑл тӳрех сиснӗ, такси службине шӑнкаравланӑ. Анчах лешсем ят-шывне пӗлтерме хирӗҫленӗ. Ҫапах ҫав таксистӑн номерне вӑл вӗсенчен илнех. Шӑнкӑравланӑ та лешӗ тытман.
Тепӗр кунхине хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ. Унӑн счечӗсем ҫинчен пӗтӗм укҫи – 667 пин тенкӗ – ҫухалнӑ. Вӑл телефонӗ ҫине пароль лартман ҫав.
Телефона ун хыҫҫӑн ларнӑ пассажирсем илнӗ-мӗн. Вӗсем банк сарӑмне кӗме пин-кода тӗрӗс ҫырнӑ. Хӑйсем питне хуплас тесе маска, хура куҫлӑх тӑхӑннӑ. Ку ҫӗрле пулнӑран таксист вӗсене астуса юлнӑ.
Вӑрӑсене тупнӑ. Укҫана вӗсем тавӑрса панӑ.
Шупашкар хулинче электромобильсем туянма йышӑннӑ. Асӑннӑ транспортпа парксем тата Атӑл хӗрри тӑрӑх патруле тухӗҫ.
Шупашкар хулин администрацийӗ «Voltus LP41B» икӗ гольфкар туянма аукцион ирттерессине патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ. Ют ҫершывра кӑларнӑ техникӑна туянма хула администрацине Раҫҫейӗн Промышленность министерстви ирӗк панӑ.
Пӗр электромобиль 1,9 млн тенкӗ тӑрать. Ҫапла вара контрактӑн пуҫламӑш хакӗ 3,8 млн тенкӗпе танлашӗ. Тӑкака хула бюджетӗнчен саплаштарӗҫ. Аукцион ҫу уйӑхӗн 26-ӗшнче иртӗ. Подрядчикӑн машинӑпа 2,5 уйӑхра тивӗҫтермелле.
Туянма палӑртнӑ машина халӑх йышлӑ вырӑнсене: хулари парксене, Атӑл хӗррине тата ытти ҫавӑн пек ҫӗре — патруле тухӗ.
Чӑваш Енри вӑрмансене сыхлама тӑхӑр грузовик туяннӑ. Ку тӗллевпе хыснаран 27,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
ГАЗ САДКО НЕКСТ йывӑр тиевлӗ машинӑсен кабинине 7 ҫын вырнаҫать. Вӑл ҫӳреме йывӑр вырӑна та кӗреет. Кузовне тент витнӗ.
Машинӑсене «Вӑрмансене упра» федераци проекчӗн «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Каярахпа грузовиксене пушар сӳнтермелли хатӗр-хӗтӗрпе, шыв тултармалли хатӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Вӗсем, ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрмансене сыхлӗҫ.
Республикӑри пилӗк района ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерӗҫ. Кунта сӑмах Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем пирки пырать. Асӑннӑ тӑрӑхри ялсенче 33 километр тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хурса тухӗҫ. Маларах ҫав ялсенче шыва ҫӑлран ӑсса пурӑннӑ.
«Чувашинформ.рф» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пхушнипе шыв пӑрӑхӗсем хума тӑхӑр проектпа смета документацийӗ хатӗрленӗ. Ӑна хатӗрлеме укҫан пӗр пайне ҫынсем хӑйсем уйӑрнӑ. Шыв пӑрӑхсене хурассин пӗтӗмӗшле хакӗ 173 миллион тенкӗпе танлашӗ.
Шупашкарта ҫынсем валли тепӗр тӗрлӗ кану хатӗрленӗ. Хулара пурӑнакансем «MeGo» электросамокатсемпе ярӑнма пултарӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, хула ертӳҫисем ҫӗнӗ йышши пулӑшу кирлине ӑнланаҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫул ҫул тӗлне электросамокатсен тӳпи икӗ урапаллӑ транспорт рынокӗнче 14,5 процент таран ӳсӗ. «Халӑх ыйтнине шута илмелле, меллӗ конкуренци валли май туса памалла», — тесе палӑртнӑ сити-менеджер.
Электросамокатсемпе «MeGo» приложени урлӑ усӑ курма май пур. Унта хака, карттӑна тата парковка точкисене кӑтартнӑ. Электросамокатпа сехетре 25 километртан ытла кайма юрамасть.
115 миллион тенкӗ. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Енри ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова. Кун пирки Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче калаҫнӑ.
Ку укҫапа Росгварди ҫыннисене е харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫченӗсене тытма пулать. Пӗтӗмпе республикӑра 412 шкул шутланать. Пуринче те хурал ӗҫне пӗлекен ҫынсем ӗҫлемеҫҫӗ.
2018 ҫулта Керьчри шкулта инкек пулнӑ хыҫҫӑн республикӑри шкулсенче видеосӑнав, тимӗр шыракан хатӗр, полици чӗнмеллли пускӑч вырнаҫтарнӑ, ҫурт тавра карта тытнӑ, турникетсем лартнӑ.
Халӗ Хусанти гимназире инкек пулнӑ хыҫҫӑн шкулсене профессионал хуралҫӑсем сыхлас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |