Республикӑри нимеҫӗсен «Действуй» центрӗ «Манпа пӗрле ӗмӗтлен» проектпа килӗшӳллӗн «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акцие иккӗмӗш ҫул ирттерет. Сӑмах май, акцие 2018 ҫулта РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарса янӑ.
Шупашкарти интернат шкулта вӗренекен Максим Быков ноутбук пирки ӗмӗтленнӗ. Ҫакна вӑл «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» проектӑн сайтӗнче ҫырнӑ.
ЧР вице-премьерӗ Михаил Ноздряков арҫын ачан ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Вӑл Максима Ҫӗнӗ ҫул умӗн ноутбук парнеленӗ.
Сӑмах май, Михаил Ноздряков акцие пӗлтӗр те хутшӑннӑ. Ун чухне вӑл 8-ти Илья Голубовскин ӗмӗтне пурнӑҫланӑ – ӑна тата унӑн йӗкӗреш хӑраххине пралуксӑр колонка тата «Лего» парнеленӗ.
Кивӗ ҫулӑн юлашки ӗҫ кунӗнче, раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, республикӑн Правительствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумӗ пулма Татьяна Щербаткинӑна ҫирӗплетнӗ.
Республикӑн Финанс министерствин структуринче ҫӗнӗ ҫынна ҫак самантра кӑтартманччӗ. Унта финанс министрӗн пӗрремӗш ҫумне Ольга Метелевӑна тата тепӗр виҫӗ ҫума: Галина Павловӑна, Павел Иванова, Игорь Смирнова — палӑртнӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ Фарида Муратова ертсе пыракан экспертра тӑрӑшать.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри пултаруллӑ ачасене ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ.
Ачасем Шупашкарти «Эткер» центрта пухӑннӑ. Йышра —республикӑри шкулсенчи вӗренекен чи маттур ачасенчен пӗрисем. Пирӗн республикӑри маттур ачасем «Пысӑк тӑхтав» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра 3 грант ҫӗнсе илнӗ. Сахал та мар, нумай та мар. Пурӗ 1 миллион та 400 пин тенкӗлӗх.
Республикӑри тӗрлӗ шкулта вӗренекен пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ, талпӑнуллӑ арҫын ачасемпе хӗрачасене республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн вице-премьерӗ — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева саламланӑ.
Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов кӑшӑлвируспа чирлет. Вӑл Чӗмпӗрти Тӗп хула клиника пульницинче сипленни пирки Сергей Морозов Инстаграмра пӗлтернӗ.
«Тухтӑрсем пульницӑна выртма хистерӗҫ. Хама вӑтам туятӑп», — пытарман Морозов.
Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ хӑйне начар туйнӑран раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ӗҫе тухма тӑхтанӑ. Унӑн ӳт температури хӑпарса кайнӑ, ӳслӗк аптӑратнӑ. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче кӑшӑлвирус иккенне палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн кӗпӗрнаттӑр килте ӗҫленӗ, анчах халӗ, ав, пульницӑна вырттарма йышӑннӑ.
Сергей Иванович пульницӑра та май килнӗ таран ӗҫлет. Вӑл министрсем, правительство ӗҫченӗсем патне шӑнкӑравлать, кирлӗ хушусем парать тесе пӗлтернӗ паян «ТАСС» информаци агентстви.
Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, пуҫлӑх подрядчик тивӗҫӗсене туллин пурнӑҫламаннине пӗлсе тӑрсах документсене алӑ пуснӑ. Лешӗн вара пӑр ялта спорт лапамне хӑтлӑлатмалла пулнӑ. Алӑ пуснӑ хыҫҫӑн подрядчикӑн счечӗ ҫине 100 пин тенкӗ куҫнӑ. Спорт лапамне вара паянхи кунччен те хӑтлӑлатса пӗтермен.
Халӗ следовательсем пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ 18 пин тенкӗ укҫашӑн ята кӗнӗ. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑлтӑк муниципалитет контракчӗпе ӗҫ пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ май сиксе тухнӑ.
Ӗҫе пурнӑҫлани ҫинчен калакан хута ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ алӑ пусса панӑ. Унта футбол вылямалли лаптӑка хатӗрленӗ май мӗн-мӗн туса ирттернине кӑтартнӑ. Воллейбол вылямалли сетка вырнаҫтарнине, саксем лартнине тата ыттине кӑтартнӑ. Ҫавна май подряд организацине 18 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах ҫав ӗҫе никам та пурнӑҫламан.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Михаил Мурашко Ҫӗнӗ ҫулхи канмалли кунсенче пульницӑсене, аптекӑсене, лабораторисене вӑйлатнӑ режимпа ӗҫлеме хушнӑ.
Министр тепӗр хыпар та пӗлтернӗ: 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем валли кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцина клиника тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Кӗҫех вӑл регионсене ҫитме тытӑнӗ.
Министр регионсемпе селекторлӑ канашлу ирттернӗ. Чӑваш Енрен сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов, ведомствӑна пӑхӑнса тӑракан учрежденисен ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Михаил Мурашко стационарсене дежурствӑна талӑкӗпех йӗркелеме хушнӑ. Ку аптекӑсене те, КТ тумалли пӳлӗмсене те пырса тивет. Ҫавӑн пекех васкавлӑ медпулӑшу бригадисен хатӗр пулмалла.
Ӗнер Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, экономист, политик Лев Кураков пурнӑҫран уйрӑлса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑскерӗн куҫӗ пульницӑра хупӑннӑ. МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Кураков та кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Лев Пантелеймонович 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ. Канашри финанс техникумӗнче (1961), Хусанти патшалӑх финанспа экономика институтӗнче (1966) пӗлӳ илнӗ. Аспирантурӑпа доктортантурӑна Мускаври Г.В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, стажировкӑна Берлинра (Аслӑ экономика шкулӗнче) ирттернӗ. 1990 ҫулта ӑна ЧПУ ректорӗн пуканне шанса панӑ. 1997 ҫулта чӑваш Республикин вице-президентне суйланӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Правительство председателӗ пулнӑ.
Лев Кураковпа ыран, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ЧПУн спорткомплексӗнче (вӑл Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) 10 сехет хыҫҫӑн сывпуллашӗҫ.
Ӗнер Маргарита Красотина журналист республикӑн культура, наицональноҫсен ӗҫесен тата архив ӗҫӗн министрӗн тӗнче тетелӗнчи пӗр постӗнчен тӗлӗнсе ҫырнӑ. Унта сӑмах министр Вырӑс драма театрӗнче лартнӑ спектакльсенчен пӗрне ырлани тата ӑна курма йыхравлани пирки пырать.
Чӑн та, пур иккен пост. Ӑна культура министрӗ Инстаграмри страницӑра ҫырнӑ. Унта вӑл Петр Гладилин режиссер лартнӑ «Музыка для толстых» премьерӑра пулнине пӗлтернӗ. Министр пурне те вӑл спектакле кайса курма йыхравланӑ, кӑрлач уйӑхӗнчи репертуара ӑна икӗ хутчен кӗртнине палӑртнӑ.
Маргарита Красотина вара премьерӑна вӑйсӑртарах тесе хурлани сисӗнет, министр мӗншӗн пӗр спектакле ҫеҫ йыхравланине ӑнланмасть. Сӑмах май каласан, журналистӑн мӑшӑрӗ Вырӑс драма театрӗнче чылай ҫул режиссерта ӗҫлет.
Шупашкар хула администрацийӗнче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫакӑн пирки Алексей Ладыков сити-менеджер Фейсбукра пӗлтернӗ.
Алексей Ладыков хӑйӗн ҫумӗ тата аппапат ертӳҫи пулма Андрей Петрова шаннӑ.
Андрей Петров 10 ҫул ытла Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫум хӑйӗн ӗҫӗнче чӑн-чӑн профессионал, вӑл командӑра ӗҫлеме пӗлет, хулан аталанӑвне самай тӳпе хывма пултарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |