Паян, Кӑшарнире, ҫынсем вакра шыва кӗреҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн ҫумӗсемпе Владимир Филипповпа тата Андрей Петровпа вакра шыва кӗнӗ. Ҫакна вӗсем видео ӳкерсе Инстаграмри страницӑна вырнаҫтарнӑ.
Ҫавӑн пекех Калинин районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Яков Михайлов, Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Муравьев та сивӗрен хӑрамасӑр уявра вакка чӑмнӑ.
Палӑртмалла: Роспотребнадзор Кӑшарнире шыва кӗнӗ чухне асӑрхануллӑ пулма ыйтнӑ.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрне Владимир Степанова Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ тапӑнни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Ку Правительство ҫурчӗ умӗнче пулнӑ. Министр тухсанах вӑл ӑна тапӑннӑ, ҫапнӑ. Лешӗ хӳтӗленнӗ.
23-ри каччӑна министр тунӑ йышӑну килӗшмен-мӗн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче судпа психиатри экспертизи ирттернӗ. Пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, каччӑ ун чухне тата халӗ хӑй мӗн тунине ӑнланмасть.
Нумаях пулмасть суд пулнӑ. Судья каччӑна психиатри пульницинче сипленмелле тунӑ.
Чӑваш Ен Правительствинче Ҫӗнӗ ҫулти пӗрремӗш ӗҫ эрнинче темиҫе кадр улшӑнӑвӗ пулса иртрӗ.
Аса илтерер: тунтикун, кӑрлачӑн 11-мӗшнче, Чӑваш Ен цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Михаил Анисимова ӗҫрен кӑларчӗҫ. Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн кӑҫалхи 1-мӗш номерлӗ хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, министр ӗҫрен хӑй каяс тенӗ. Ҫав кунах министр тивӗҫне пурнӑҫлама Коми Республикинчен килнӗ ҫынна, 35 ҫулти 35 ҫулти Кристина Майнинӑна, ҫирӗплетрӗҫ.
Паян ирех республикӑн Физкультурӑпа спорт министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулчӗ. Алексей Нягина министр ҫумӗн пуканӗсӗр хӑварнӑ. Ку должноҫе вӑл пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ.
Паян Шупашкарти ачасем вӗренмӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, занятисем кӗҫӗн классенче ҫеҫ мар, вӑтаммисенче те пулмӗҫ. Паян ҫанталӑк 28 градус таран сивӗ, ҫавна май 1-8 классенче вӗренекенсен шкула каймалла мар.
Шкула каймалла маррине пӗлмесӗр пынисене киле хӑваласа ямӗҫ. Вӗсемпе е ушкӑнпа, е уйрӑмар заняти ирттерӗҫ.
Пӗлтӗр хӗлле ӑшӑ тӑнӑччӗ, ҫак кунсенче сывлӑши температури чӑн-чӑн хӗллехи евӗр. Ҫавна май ӑшӑрах тӑхӑнмалла, коммуналлӑ тытӑмсен те тимлӗ пулмалла.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков ӗҫлӗ визитпа пулнӑ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Тихоновпа, поселокри хастарсемпе тата вырӑнти депутатсемпе тӗл пулнӑ.
Енсем муниципалитетри ҫивӗч ыйтусене тишкернӗ. Сӑмахран, ҫул-йӗр тӑвассине. Республика пӗлтерӗшлӗ икӗ ҫула (Мӑн Явӑш енне каяканнине тата «Нурӑс – Шӑхасан») тӗплӗн юсамалла. Вӑрнар поселокӗнчи ҫулсене те япӑхнӑ. Хальхи вӑхӑтра вырӑнтисем Советски Ашмаров, Жорж Илюкин, Пионерски, Комсомольски, Матросов урамӗсене юсамалла документсем хатӗрлеҫҫӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама 90 миллион тенкӗ таран кирлӗ. Пурнӑҫлама палӑртса хунӑ ытти ӗҫ те самай.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, парти ӗҫченӗ тата республикӑн культура министрӗ пулнӑ паллӑ ҫын, Чӑваш АССР тата РСФСР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ида Кочетова (1931-2012) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ.
Ида Анатольевна 1931 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Ӗҫ биографине Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи оркестр артистӗнчен пуҫӑннӑ. 1952-1955 ҫулсенче ВЛКСМ Чӑваш обкомӗнче пропагандӑпа агитаци инструкторӗнче ӗҫленӗ.
1956 ҫулта Ида Анатольевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧПУна вӗренме кӗнӗ, унти историпе филологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Шкулти учитель пулса пӗр вӑхат ӗҫленӗ хыҫҫӑн КПСС Шупашкар хула комитетне куҫнӑ. 1969 ҫулта Чулхулари Партин аслӑ шкулне направленипе янӑ.
1975 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе 1988 ҫулхи раштав уйӑхӗччен Ида Кочетова Чӑваш АССР культура министрӗ пулса ӗҫленӗ.
Паян Республикӑн СПИД профилактики тата унпа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен центрӗнче ҫӗнӗ тӗп врач ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов видеоконференци мелӗпе паллаштарнӑ. Пукана Ирина Ефимова йышӑннӑ.
Ирина Ефимова сывлӑх сыхлав тытӑмӗнче 40 ҫула яхӑн ӗҫлет. Юлашки вӑхӑтра вӑл Республикӑн кардиологи диспансерне ертсе пынӑччӗ.
60 ҫулти Ирина Петровна — «Кардиологи» енӗпе аслӑ категориллӗ специалист. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ. 2018 ҫулта вӑл «XXI ӗмӗрти хӗрарӑм-ертӳҫӗ» пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ те пулнӑ.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче тинех пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ. Ҫемҫе пукан сакӑр уйӑх пушӑ тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ертӳҫӗ тилхепине вӑхӑтлӑха икӗ ҫынна тыттарса пӑхнӑ. Халӗ тинех ҫӗнӗ ҫынна ҫирӗплетнӗ. Вӑл — 40 ҫулти Валерий Зеленин. Хушӑва ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Валерий Зеленин Чулхула облаҫӗнчи Урень хулинче ҫуралнӑ. 2003 ҫулта Чулхулари коммерци институтӗнчен вӗренсе тухса юрист пулса тӑнӑ, 2018 ҫулта – Иваново хулинчи пушарпа ҫӑлав академийӗнчен «Пушар хӑрушсӑрлӑх» специальноҫне алла илнӗ. Квалификацие виҫӗ хут та ӳстернӗ вӑл.
2003-2008 ҫулсенче Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чулхулари Тӗп управленийӗнче, 2008-2016 ҫулсенче МЧСӑн Атӑлҫи регионӗнчи центрӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2016-2019 ҫулсенче Чулхула облаҫӗнче Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ, 2019 -2020 ҫулсенче – МЧСӑн Севастопольти пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ.
Паян Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Михаил Анисимова ӗҫрен кӑларнӑ. Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн кӑҫалхи 1-мӗш номерлӗ хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, министр ӗҫрен хӑй каяс тенӗ. «Ҫыхӑнура» форумра ҫырнӑ тӑрӑх, Анисимов республикӑн нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрне (вӗсене пӗрлештернӗ) ертсе пырӗ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра ҫырнине ӗненсен, министр епле ӗҫленипе Олег Николаев Элтепер кӑмӑлсӑрланнӑ, республикӑра цифровизаци кирлӗ шайра пулса пымасть-мӗн.
Министр тивӗҫне пурнӑҫлама паянтанпа 35 ҫулти Кристина Майнинана ҫирӗплетнӗ. Унччен ҫак хӗрарӑм Коми Республикин Ппуҫлӑхӗн Администрацийӗнче цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата реклама управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Икӗ аслӑ пӗлӳллӗ. 2008 ҫулта вӑл Сыктывкарти патшалӑх университетӗнче вӗренсе тухнӑ, «Маркетинг» специальноҫне алла илнӗ, 2017 ҫулта — информатика специальноҫне.
4 ҫулти Кира Ҫӗнӗ ҫулта пукане ҫуртне парнелессе кӗтнӗ. Унӑн ӗмӗтне ЧР строительство министрӗ Александр Героев пурнӑҫланӑ.
Ҫемьере 5 ача ӳсет – тӑватӑ арҫын ача тата пӗр хӗрача. Кира хӑйӗн ӗмӗтне «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» сайтра ҫырса пӗлтернӗ. Чӑрӑш ҫинчи теттене строительство министрӗ Александр Героев уҫнӑ – Кирӑна Ҫӗнӗ ҫулпа пукане ҫуртне парнеленӗ.
Министр ачан куҫӗ телейпе ҫиҫнине курса савӑннине пӗлтернӗ. «Ку чӑннипех те Ҫӗнӗ ҫулхи тӗлӗнтермӗш», - тенӗ вӑл.
Палӑртмалла: «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акципе килӗшӳллӗн нумай ачаллӑ ҫемьенчи тата йывӑрлӑха лекнӗ ачасен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |