Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Депутатсемпе сенатора машинӑпа илсе ҫӳреме хыснаран укҫа уйӑрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 20.01.2022 20:37 | 1750 хут пӑхнӑ
Политика
chuvash.er.ru сайтри сӑн
chuvash.er.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсене тата сенатора республика хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа машинӑпа илсе ҫӳрӗҫ. Ҫавна май аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Тӳре-шарана турттарма 3,3 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр.

Депутатсемпе сенаторсене хыснаран уйӑрнӑ укҫапа республикӑра илсе ҫӳрӗҫ. Аукцион хыҫҫӑн алӑ пуснӑ килӗшӳ 2022 ҫул вӗҫлениччен вӑйра пулӗ.

Аса илтерер: РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен Алена Аршинова, Алла Салаева, Анатолий Аксаков, Ирина Филатова лекнӗ. Федераци Канашне Николай Владимиров суйланнӑ.

#политика, #аукционсем, #тӳре-шара, #депутатсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.21 15:05
Тӗрлӗ шайри депутатсене, эп астӑвасса, халӑх чури, халӑх тарçи тетчӗç. Совет тапхӑрӗнчен мӗн чухлӗ аяккарах кайса пыратпӑр "халӑх тарçисем" çавӑн чухлӗ халӑх ӗнси çинче меллӗрех ларма тӑрӑшаççӗ. Тӳре-шарана турттарма 3,3 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ иккен. Кашни "кӗлмӗçе" 1 000 000 тенкӗне яхӑн унта-кунта илсе çӱресшӗн.
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.21 22:10
Халӑх интересӗсене хӳтӗлекенсем - мамонтсем? ПД депутачӗсемпе сенаторсем Чӑваш Ене килсен кунӗн-ҫӗрӗн ярӑнса ҫӳресшӗн пулмалла?
Палӑртнӑ суммӑна тӑлӑхсене, чирпе аптракан ачасене, нумай ачаллӑ ҫемйесене, ачисене пӗччен ӳстерекен амӑшсене пани вырӑнлӑ пек.
Аса илтерем: Алла Салаева суйлав кампанине ирттерме 26 000 000 тӑкакланӑччӗ; Анатолий Аксаков Раҫҫейри банкирсен банкирӗ; Алена Аршиновӑпа Ирина Филатова аякри варягсем татах чӑваш ӗнси ҫине хӑпарса ларчӗҫ.
Пурӑнатпӑр ҫапла нушаланса, теприсем...
Хуларан // 5413.1.0500
2022.01.24 09:19
Хӑйсем ҫинчен ҫеҫ думить тӑваҫҫӗ ҫав...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем