Культура
![]() Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне Урал тӑрӑхӗнчи Пермь хулинчен килнӗ Андрей Попов ертсе пыма тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Фейсбукри культура ӗҫченӗсем ҫӗнӗ ертӳҫӗ хӑйӗн малашлӑх планӗсемпе «Советская Чувашия» хаҫата паллаштарнине сӳтсе яваҫҫӗ. Мӗншӗн шӑпах вӑл кӑларӑма тесе мар-ха. Андрей Поповӑн ӗмӗт-шухӑшне. Ҫамрӑк ертӳҫӗ кураканӑн «портретне» ӑнланасшӑн, театрӑн ребрендингне ирттересшӗн, брендбукне йӗркелесшӗн. «Бренд» сӑмаха пирӗнтен чылайӑшӗ ӑнлананать ӗнтӗ, хайхи-майхи «ребрендинг» вара «брендбука» улӑштарса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |