Чӑваш Ен правительствин Тик-Токра та аккаунт пур. Пӗрремӗш видеона пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хальлӗхе страницӑна 850 ҫын пӑхса тӑрать. Пӗтӗмпе унта 11 видео вырнаҫтарнӑ. Ытларахӑшӗ – чӑваш чӗлхипе ҫырулӑхне халалланисем. Чӑваш ташшине ташлама вӗрентекен видеоуроксем те пур. Видеоуроксен серийӗсен пӗтӗмлетӗвӗпе онлайн-флешмоб йӗркелеме палӑртнӑ.
«Реальные пацаны» сериалта ӳкерӗннӗ Николай Наумов патшалӑх службине мӗнле лекмелли пирки ӳкернӗ ролике чи нумай ҫын пӑхнӑ – 22 пин ытла ҫын курнӑ. Аса илтерер: актер нумаях пулмасть Шупашкара килнӗччӗ.
Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Тик-Ток парксем йӗркелессине ырланӑччӗ.
Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумне Марина Загребаевӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Халӗ Сергей Артамонов министрӑн икӗ ҫум: Инна Волкова тата Алина Семенова — юлнӑ.
Канашри финанс техникумӗнче бухгалтер-финансиста, Потребкооперацин Мускаври университетӗнче экономиста, Атӑл-Вятка академийӗнче менеджера вӗреннӗ Марина Загребаева министерствӑра 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Ӗҫ биографине Куславкка районӗн администрацийӗнче финанс пайӗнчи экономистран пуҫланӑ. Республикӑн Финанс министерствинче тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑскер унта та министр ҫумӗ пулнӑ.
Сывлӑх сыхлавӗнче кадрсем ҫитменни – халӗ те ҫивӗч ыйту-ха. Кун пирки Сывлӑх сыхлавӗн министерствин коллеги ларӑвӗнче калаҫнӑ. Вӑл иртнӗ эрнере пулнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев сывлӑх сыхлавӗнче кадр ыйтӑвне ҫине тӑрсах татса памаллине палӑртнӑ. Мӗншӗн тесен ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянмалла, ҫӗнӗ поликлиникӑсемпе ФАПсем хута ямалла. Вӗсенче кадрсем ҫитмесен ҫак ӗҫсене тунин усси сахал пулӗ. Ҫапла палӑртнӑ Олег Алексеевич.
Владимир Степанов министр каланӑ тӑрӑх, республикӑра ытларах педиатрсем, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсем, анестезиологсем, хирургсем ҫитмеҫҫӗ. Тӳре-шара медӗҫченсене, уйрӑмах – ялтисене, пулӑшмалли мерӑсене аталантарма палӑртнӑ.
Ҫӗмӗрле тата Красноармейски районӗсенчи депутатсем хӑйне евӗрлӗ сӗнӳпе тухнӑ. Вӗсем муниципалитет пӗрлешӗвӗсен вырӑнне муниципалитет округӗсем йӗркелесшӗн. Тепӗр майлӑ каласан, ял тӑрӑхӗсене пӗрлештересшӗн.
Кун пек ыйтӑва халӑхпа татса памаллине шута илсе халӑх итлевне ирттерӗҫ. Район шайӗнче те, ял тӑрӑхӗсенче те.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑма ҫырнӑ тӑрӑх, кун пек шухӑш патне вырӑнтисем ахальтен пырса тухман. Реформӑна сӗнекеннисем республикӑн Правительство ҫуртӗнче лараҫҫӗ. Унтисем Чулхула облаҫӗн тӗслӗхне тӗпе хурасшӑн курӑнать. Асӑннӑ регионта, ав, 11 районта статуса ылмаштарса муниципалитет округӗсем туса хунӑ.
Муниципалитет округӗ муниципалитет районӗнчен мӗнпе уйрӑлса тӑрӗ? Чӑваш Енри Муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев эпир маларах асӑннӑ МИХа пӗлтернӗ тӑрӑх, округсенче консолидациленӗ пӗр бюджет пулӗ. Ял тӑрӑхӗсенче Депутатсен пухӑвӗсене пӗтерӗҫ, анчах администрацисем юлӗҫ. Кашни справка патне ҫынсене округ центрне яраймӑн-ҫке.
Шупашкарти шкулсенче мина хунӑ тесе каллех хӑратакан тупӑннӑ. Хальхинче те ун пек хыпара хулари темиҫе шкула ҫитернӗ. Кун пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Александр Малов пӗлтернӗ.
Вырсарникун, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти 28 шкулӑн электрон адресӗ ҫине такамсем ҫырусем ӑсатнӑ. Вӗсенче вӗренӳ учрежденийӗсенче мина хуни пирки хыпарланӑ.
Яваплисем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ. Турра шӗкӗр, нимле мина та пулман.
Сирпӗтмелли хатӗр хуни пирки кӑҫал хулари шкулсене пилӗк хутчен хӑратнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче 5-мӗш гимназин А корпусӗнчен, 17-мӗш тата 20-мӗш шкулсенчи ачасене эвакуацилеме тивнӗ, нарӑс уйӑхӗнче — 23-мӗш шкулта вӗренекенсене.
Ака уйӑхӗнче Шупашкарти «Солнечный» микрорайона троллейбус яма шантарнӑччӗ. Вӑхӑт ҫитет, троллейбус унта ҫӳреме тытӑнӗ-и?
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ирттернӗ тӳрӗ линире ку ыйтӑва хускатнӑ. «Микрорайона троллейбус ярасси – татса панӑ ыйту. Троллейбуссене тепӗр уйӑхран яма палӑртнӑ», - тенӗ Алексей Ладыков.
Тӳрӗ линире сити-менеджер хуравласа ӗлкӗреймен ыйтусене е тӗплӗ хуравламаллисене заявка паракансем 10 кунра хурав илессине пӗлтернӗ.
Шупашкарти чикансем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен Алексей Ладыковран пулӑшу ыйтнӑ.
Чикан баронӗсене 40 ҫул каялла ҫӗр тара панӑ. Ҫав ҫӗр ҫинчи 20 ҫуртра 150 ача тата ҫавӑн чухлех аслисем пурӑнаҫҫӗ иккен. Аренда вӑхӑчӗ тухнӑран ҫуртсене сӳтесшӗн, чикансене урама хӑваласа кӑларасшӑн. Ҫакӑн пек ӑнлантарнӑ Алексей Ладыков сити-менеджер патне тӳрӗ линие шӑнкӑравланӑ ҫын. Ҫав этем каланӑ тӑрӑх, пӗр ҫурт тӗлӗшпе суд пуҫланнӑ.
«Эпир Чӑваш Енре 50 ҫул ытла пурӑнатпӑр, хамӑр та чӑваш тенӗ пек, хамӑр ял», — тенӗ вӑл.
Сити-менеджер ыйтӑва тишкермелле, аппарат ертӳҫи Андрей Петров пулӑшма тӑрӑшӗ тесе хуравланӑ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви республикӑн Правительствин ӗҫне федераци МИХӗсенче ҫутатасшӑн. Уншӑн хыснаран 3,8 миллион тенкӗ кӑларса хума хатӗр. Ҫав тупрана тӳлесе 210 заметка ҫыртарасшӑн. Материалсене 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пичетлемелле.
Аукцион ирттерсе виҫӗ килӗшӳ тӑвӗҫ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Пӗр контрактра 70 хыпар пирки сӑмах пырать. Кашни хыпар 700 паллӑран тӑмалла. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр заметка 17,9 пине кайса ларӗ.
Конкурса федераци шайӗнчи информаци хатӗрӗсем хутшӑнайӗҫ. Анчах пурте мар. Сайтсенчи хыпарсем Yandex.ru, Mail.ru, Google.ru тата ытти ҫавӑн йышши сервиссенче индексациленине шута илӗҫ. Сайт пахалӑхӗн индексӗ 18 пинрен кая мар пулмалла, унта талӑкне вӑтамран 900 пин ҫынран кӗрсе пӑхни кирлӗ.
Аукцион ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем республикӑн муниципалитечӗсене икшер пуҫлӑх ертсе пынине хирӗҫ. Аса илтерер: маларах район-хулара халӑх итлевӗсем йӗркелерӗҫ. Унта «Чӑваш Республикинчи муниципалитетсен тӳрӗ суйлавӗ: «килӗшетӗп» тата «хирӗҫ» ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Ӗнер республикӑн Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи общество канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ канаш председателӗ Наталия Партасова сӑмах илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансен пысӑк пайӗ муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене халӑхпа суйламалла тата районсемпе хула администрацийӗсенче пӗр пуҫлӑх та ҫитет тесе шухӑшлать. Халӗ администраци пуҫлӑхӗ (ӑна сити-менеджер теҫҫӗ) тата район-хула пуҫлӑхӗ (вӑл Депутатсен пухӑвӗн пуҫлӑхӗ тата район е хулан пуҫлӑхӗ шутланать) пур.
Ыйтӑва республикӑн Патшалӑх Канашӗнче ҫу уйӑхӗнче сӳтсе явӗҫ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче «Ҫамрӑк ертӳҫӗсен азбуки» проекта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Мероприятире сӑмах каланӑ Вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев палӑртнӑ тӑрӑх, ку проект питех те кирлӗ тата пӗлтерӗшлӗ. Ҫӗнӗлӗх ертсе пыракан должноҫре ҫулталӑкран сахалтарах тӑрӑшакансене ӗҫе хӑнӑхма пулӑшӗ.
Тин ҫеҫ пуҫлӑх тилхепине тытнисене пуян опытлӑ наставниксем пулӑшӗҫ. Вӗсем: Шупашкарти 59-мӗш шкул директорӗ Ольга Курмаева, 4-мӗш лицей директорӗ Наталия Коновалова, 49-мӗш вӑтам шкул директорӗ Герман Ильин, 64-мӗш вӑтам шкул директорӗ Наталья Зотова, 203-мӗш ача пахчин заведующийӗ Вероника Хаялутдинова, 11-мӗш ача пахчин заведующийӗ Марина Осина, 106-мӗш ача пахчин заведующийӗ Луиза Григорьева, 182-мӗш ача пахчин заведующийӗ Ирина Одерякова.
Проекта хутшӑнакан 24 директорпа 19 заведующи валли ӑсталӑх сахечӗсем, тренингсем, ӗҫлӗ вӑйӑсем, стажировкӑсем тата ытти мероприяти ирттерӗҫ. «Ҫамрӑк ертӳҫӗ азбуки» кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗн вӗҫӗнче вӗҫленмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |