Паян Чӑваш Ен Правительствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Вице-премьер тивӗҫне пурнӑҫлама 46 ҫулти Павел Данилова шаннӑ. Вӑл Строймин, Транспорт министерствин тата Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн ӗҫне йӗркелесе пырӗ.
Юлашки ҫулсенче вӑл «Раҫҫей Стройминӗн проект дирекцийӗ» автономи учрежденине ертсе пынӑ. Мускавран килнӗ пулин те Павел Данилов Чӑваш Еншӗн ют ҫын мар. Вӑл кунта ҫуралнӑ, 2000-мӗш ҫулсенче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Анатолий Емельяновӑн финанспа экономика енӗпе ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Павел Данилов Плеханов ячӗллӗ Раҫҫей экономика академийӗнче вӗреннӗ. Ӗҫ биографине банк тытӑмӗнче пуҫӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫи те пулнӑ, коммерци тытӑмӗнче тимленӗ.
Ҫакна палӑртар: Павел Даниловӑн ашшӗ Владимир Данилов (вӑл пӗлтӗр вилнӗ) Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ – вӗренӳ министрӗ пулнӑ.
Шупашкар хула ертӳҫисем пассажирсене турттаракансен танлаштарӑмне хатӗрлесшӗн. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, пассажирсене турттаракансем епле ӗҫлени пирки хула ҫыннисем пӑшӑрханса пӗлтернине ертӳҫӗсем йӑлтах курса-пӗлсе тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр маршрутпа ҫӳрекен транспорт 50 минут таран кӗттерни те пулать иккен.
Иртнӗ эрнере 15, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 42, 45-мӗш автобуссен тата 3, 10, 15, 17, 22-мӗш номерлӗ троллейбуссен ӗҫӗнче кӑлтӑксем тупса палӑртнӑ.
«Пирӗн тивӗҫӗмӗр — пахалӑхлӑ общество транспорчӗпе тивӗҫтересси. Ку енӗпе кӑлтӑк пуррине кура ҫитменлӗхе ҫывӑх вӑхӑтра пӗтерӗпӗр», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Алексей Ладыков.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путин хушӑвӗпе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма Альберт Савинцев полковника шаннӑ.
Альберт Анатольевич Савинцев Мари Элта 1969 ҫулта ҫуралнӑ. Хӑрушсӑрлӑх службин органӗнче 1994 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш Ене киличчен Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗп аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл патшалӑхӑн тӗрлӗ наградине тивӗҫнӗ.
Федерацин хӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ Игорь Кобыляченко генерал-майор урӑх должноҫе куҫнӑ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма Алина Семеновӑна ҫирӗплетнӗ. Маларах вӑл республикӑн Финанс министерствинче бюджет политикин пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗн пуканӗ пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Сергей Лисицын ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Алина Семенова хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑвашавтотранс» предприятин финанспа хуҫалӑх тӑрӑмне тӗрӗслеме те хутшӑннӑ-мӗн.
Халӗ республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн виҫӗ ҫум: Марина Загребаева, Инна Волкова тата Алина Семенова.
Паян, Кӑшарнире, ҫынсем вакра шыва кӗреҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн ҫумӗсемпе Владимир Филипповпа тата Андрей Петровпа вакра шыва кӗнӗ. Ҫакна вӗсем видео ӳкерсе Инстаграмри страницӑна вырнаҫтарнӑ.
Ҫавӑн пекех Калинин районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Яков Михайлов, Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Муравьев та сивӗрен хӑрамасӑр уявра вакка чӑмнӑ.
Палӑртмалла: Роспотребнадзор Кӑшарнире шыва кӗнӗ чухне асӑрхануллӑ пулма ыйтнӑ.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрне Владимир Степанова Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ тапӑнни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Ку Правительство ҫурчӗ умӗнче пулнӑ. Министр тухсанах вӑл ӑна тапӑннӑ, ҫапнӑ. Лешӗ хӳтӗленнӗ.
23-ри каччӑна министр тунӑ йышӑну килӗшмен-мӗн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче судпа психиатри экспертизи ирттернӗ. Пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, каччӑ ун чухне тата халӗ хӑй мӗн тунине ӑнланмасть.
Нумаях пулмасть суд пулнӑ. Судья каччӑна психиатри пульницинче сипленмелле тунӑ.
Чӑваш Ен Правительствинче Ҫӗнӗ ҫулти пӗрремӗш ӗҫ эрнинче темиҫе кадр улшӑнӑвӗ пулса иртрӗ.
Аса илтерер: тунтикун, кӑрлачӑн 11-мӗшнче, Чӑваш Ен цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Михаил Анисимова ӗҫрен кӑларчӗҫ. Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн кӑҫалхи 1-мӗш номерлӗ хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, министр ӗҫрен хӑй каяс тенӗ. Ҫав кунах министр тивӗҫне пурнӑҫлама Коми Республикинчен килнӗ ҫынна, 35 ҫулти 35 ҫулти Кристина Майнинӑна, ҫирӗплетрӗҫ.
Паян ирех республикӑн Физкультурӑпа спорт министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулчӗ. Алексей Нягина министр ҫумӗн пуканӗсӗр хӑварнӑ. Ку должноҫе вӑл пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ.
Паян Шупашкарти ачасем вӗренмӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, занятисем кӗҫӗн классенче ҫеҫ мар, вӑтаммисенче те пулмӗҫ. Паян ҫанталӑк 28 градус таран сивӗ, ҫавна май 1-8 классенче вӗренекенсен шкула каймалла мар.
Шкула каймалла маррине пӗлмесӗр пынисене киле хӑваласа ямӗҫ. Вӗсемпе е ушкӑнпа, е уйрӑмар заняти ирттерӗҫ.
Пӗлтӗр хӗлле ӑшӑ тӑнӑччӗ, ҫак кунсенче сывлӑши температури чӑн-чӑн хӗллехи евӗр. Ҫавна май ӑшӑрах тӑхӑнмалла, коммуналлӑ тытӑмсен те тимлӗ пулмалла.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков ӗҫлӗ визитпа пулнӑ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Тихоновпа, поселокри хастарсемпе тата вырӑнти депутатсемпе тӗл пулнӑ.
Енсем муниципалитетри ҫивӗч ыйтусене тишкернӗ. Сӑмахран, ҫул-йӗр тӑвассине. Республика пӗлтерӗшлӗ икӗ ҫула (Мӑн Явӑш енне каяканнине тата «Нурӑс – Шӑхасан») тӗплӗн юсамалла. Вӑрнар поселокӗнчи ҫулсене те япӑхнӑ. Хальхи вӑхӑтра вырӑнтисем Советски Ашмаров, Жорж Илюкин, Пионерски, Комсомольски, Матросов урамӗсене юсамалла документсем хатӗрлеҫҫӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама 90 миллион тенкӗ таран кирлӗ. Пурнӑҫлама палӑртса хунӑ ытти ӗҫ те самай.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, парти ӗҫченӗ тата республикӑн культура министрӗ пулнӑ паллӑ ҫын, Чӑваш АССР тата РСФСР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ида Кочетова (1931-2012) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ.
Ида Анатольевна 1931 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Ӗҫ биографине Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи оркестр артистӗнчен пуҫӑннӑ. 1952-1955 ҫулсенче ВЛКСМ Чӑваш обкомӗнче пропагандӑпа агитаци инструкторӗнче ӗҫленӗ.
1956 ҫулта Ида Анатольевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧПУна вӗренме кӗнӗ, унти историпе филологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Шкулти учитель пулса пӗр вӑхат ӗҫленӗ хыҫҫӑн КПСС Шупашкар хула комитетне куҫнӑ. 1969 ҫулта Чулхулари Партин аслӑ шкулне направленипе янӑ.
1975 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе 1988 ҫулхи раштав уйӑхӗччен Ида Кочетова Чӑваш АССР культура министрӗ пулса ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |