РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Михаил Мурашко Ҫӗнӗ ҫулхи канмалли кунсенче пульницӑсене, аптекӑсене, лабораторисене вӑйлатнӑ режимпа ӗҫлеме хушнӑ.
Министр тепӗр хыпар та пӗлтернӗ: 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем валли кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцина клиника тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Кӗҫех вӑл регионсене ҫитме тытӑнӗ.
Министр регионсемпе селекторлӑ канашлу ирттернӗ. Чӑваш Енрен сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов, ведомствӑна пӑхӑнса тӑракан учрежденисен ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Михаил Мурашко стационарсене дежурствӑна талӑкӗпех йӗркелеме хушнӑ. Ку аптекӑсене те, КТ тумалли пӳлӗмсене те пырса тивет. Ҫавӑн пекех васкавлӑ медпулӑшу бригадисен хатӗр пулмалла.
Ӗнер Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, экономист, политик Лев Кураков пурнӑҫран уйрӑлса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑскерӗн куҫӗ пульницӑра хупӑннӑ. МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Кураков та кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Лев Пантелеймонович 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ. Канашри финанс техникумӗнче (1961), Хусанти патшалӑх финанспа экономика институтӗнче (1966) пӗлӳ илнӗ. Аспирантурӑпа доктортантурӑна Мускаври Г.В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, стажировкӑна Берлинра (Аслӑ экономика шкулӗнче) ирттернӗ. 1990 ҫулта ӑна ЧПУ ректорӗн пуканне шанса панӑ. 1997 ҫулта чӑваш Республикин вице-президентне суйланӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Правительство председателӗ пулнӑ.
Лев Кураковпа ыран, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ЧПУн спорткомплексӗнче (вӑл Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) 10 сехет хыҫҫӑн сывпуллашӗҫ.
Ӗнер Маргарита Красотина журналист республикӑн культура, наицональноҫсен ӗҫесен тата архив ӗҫӗн министрӗн тӗнче тетелӗнчи пӗр постӗнчен тӗлӗнсе ҫырнӑ. Унта сӑмах министр Вырӑс драма театрӗнче лартнӑ спектакльсенчен пӗрне ырлани тата ӑна курма йыхравлани пирки пырать.
Чӑн та, пур иккен пост. Ӑна культура министрӗ Инстаграмри страницӑра ҫырнӑ. Унта вӑл Петр Гладилин режиссер лартнӑ «Музыка для толстых» премьерӑра пулнине пӗлтернӗ. Министр пурне те вӑл спектакле кайса курма йыхравланӑ, кӑрлач уйӑхӗнчи репертуара ӑна икӗ хутчен кӗртнине палӑртнӑ.
Маргарита Красотина вара премьерӑна вӑйсӑртарах тесе хурлани сисӗнет, министр мӗншӗн пӗр спектакле ҫеҫ йыхравланине ӑнланмасть. Сӑмах май каласан, журналистӑн мӑшӑрӗ Вырӑс драма театрӗнче чылай ҫул режиссерта ӗҫлет.
Шупашкар хула администрацийӗнче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫакӑн пирки Алексей Ладыков сити-менеджер Фейсбукра пӗлтернӗ.
Алексей Ладыков хӑйӗн ҫумӗ тата аппапат ертӳҫи пулма Андрей Петрова шаннӑ.
Андрей Петров 10 ҫул ытла Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫум хӑйӗн ӗҫӗнче чӑн-чӑн профессионал, вӑл командӑра ӗҫлеме пӗлет, хулан аталанӑвне самай тӳпе хывма пултарӗ.
Шупашкарта пурӑнакан мӑшӑр пӗрле пурӑннин 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Даниловсене ылтӑн туйпа Ленин районӗн администрацийӗнчи тӳре-шара саламланӑ, вӗсене ЗАГС пайне чӗнсе илнӗ.
Юрий Данилов строительство техникумне пӗтернӗ, Агрегат савутӗнче ӗҫленӗ. Елена хапрӑкра тата ача садӗнче тӑрӑшнӑ. Юрий ӑна пӗрремӗш хутчен сӑнӳкерчӗкре курнӑ, унпа паллашма шутланӑ. Вунӑ ҫултан вӗсем пӗрлешнӗ.
Уява вӗсен хӗрӗпе мӑнукӗ те ҫитнӗ. Даниловсем телейлӗ ҫемье вӑрттӑнлӑхӗпе пайланнӑ. Пӗр-пӗрне итлемелле тата илтмелле – ҫапла пӗлтернӗ вӗсем.
Юлашки вӑхӑтра пирӗн республикӑра этем правине ҫӗнӗ ҫын хӳтӗлеме тытӑннӑ. Вӑл тивӗҫе пурнӑҫлама Сергей Романова шаннӑ. Ӑна ҫак должноҫе ҫирӗплетме республикӑн Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ омбудсменпа паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. «Этем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн ӗҫӗ тӗрлӗ енлӗ. Эпӗ хамран мӗн килнине йӑлтах тума тӑрӑшӑп. Ҫынсен прависене хӳтӗлессишӗн яваплӑха туйса тӑрӑшӑп», — ҫӗнӗ омбудсмен.
Этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй Кӳкеҫре ҫуралнӑ. Юрист пӗлӗвне илнӗскер
2000-2003 ҫулсенче Шупашкарти Калинин районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗн следстви пайӗнче, РФ Юстици министерствин Управленийӗнче дознани пайӗнче, 2003-2007 ҫулсенче Мари Элти прокуратурӑра, 2007-2020 ҫулсенче Атӑлҫи транспорт прокуратуринче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ.
Ӗнер Чӑваш Республикин Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев тӳре-шара канашлу ирттернӗ. Унта вӑл ҫулталӑка пӗтӗмлетмелли вӑхӑт ҫитнине палӑртнӑ май министрсене кӑтартусемпе суймасӑр паллаштарма чӗнсе каланӑ.
«Эпир пӗтӗмлетӳсем тӑватпӑр. Ирттерекен мероприятисенче ҫынсене мӗн туса ирттерме пултарнипе паллаштарнипе пӗрлех тата, паллах, хамӑр татса парайманни, мӗншӗн ҫавӑн пек пулса тухни ҫинчен те каласа кӑтартмалла. Мӗнле йышӑнусем туни, епле укҫа уйӑрни пирки пӗлтермелле», – тенӗ республика ертӳҫи.
Шупашкарти Гагарин урамӗнче Чӑваш Енӗн экс-премьер-министрне Иван Моторина ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
«Город Грехов» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» водителӗ ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паман. Ҫакна инспекторсем курнӑ. Алкотестер Иван Моторин урӑ тесе кӑтартнӑ. Ачах темшӗн унӑн пӑрӑхӗ кӗтмен ҫӗртен татӑлса ӳкнӗ. Инспекторсем иккӗленнипе Моторина наркологие илсе кайнӑ.
0,325 мг/л – ҫапла кӑтарту пулнӑ наркологире. Экс-премье-министр тӳрре тухнӑ – вӑл темӗнле эмел ӗҫнӗ-мӗн, анчах ятне астумасть.
Шупашкарта «Магистраль» строительство организацийӗн ертӳҫи суя хутсем хатӗрленӗ тата улталанӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе Шупашкарти Ленин район сучӗ пӑхса тухӗ.
2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче стройорганизаци «Чувашупрдор» учрежденийӗпе контракт тунӑ. Унӑн Вӑрмар тата Шупашкар районӗсенчи ҫулсене юсамалла пулнӑ. Суя документсене хатӗрлесе вӑл ӗҫе вӗҫленӗ пек туса кӑтартнӑ. «Чувашупрдор» предприятире тӗрӗслемесӗрех алӑ пусса панӑ, «Магистраль» стройорганизаци 8 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.
Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграма хыпарланӑччӗ. «Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канӑпӑр», — ҫапла ҫырнӑччӗ вӑл раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Инстаграмри хӑйӗн страницинче.
Кану кунӗ туса хурасси ҫинчен Олег Николаев ҫав кунах хушу кӑларнӑччӗ. Анчах унта сӑмах патшалӑх служащийӗсем пирки пырать. Ҫапах та Элтепер республикӑри ытти организаци ертӳҫисене раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫченсене кантарма сӗннӗ. Ун вырӑнне раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, шӑматкун, ӗҫлеттерсе.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |