Вӑрнар районӗнче 49 ҫулти водитель 14 ҫулти хӗрача ҫине ятарласах кӗрсе кайни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Шкул ачи тусӗпе пӗрле салона ларма килӗшмен-мӗн.
Ку пӑтӑрмах нумай калаҫтарнӑ, калаҫтарать те. ЧР ШӖМӗ те айккинче юлман. Шалти ӗҫсен министрӗ Вӑрнар районӗнчи полицейскисем тӗлӗшпе служба тӗрӗслевӗ ирттерме хушнӑ. Хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче Патшалӑх автоинспекцийӗ уйрӑмах йывӑр преступление регистрацилеменни пирки ҫырнӑ.
Аса илтерер: ку пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. 14-ри хӗрача тусӗпе ҫул хӗррипе утнӑ. 49 ҫулти водитель вӗсене салона ларма сӗннӗ. Лешсем килӗшмен, уялла чупса тарнӑ. Каялла ҫул ҫине тухсан водитель 14-ри хӗр ҫине ятарласах кӗрсе кайнӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ҫывӑхӗнче тупса палӑртнӑ сиенлӗ ҫӳп-ҫап купине тирпейленӗ. Чӑваш халӑх сайчӗн авторӗ Софья Савнеш вӑл вырӑна Халӑх фрончӗн хастарӗсем асӑрханине пӗлтернӗччӗ. Тӗлӗнмелле пек те, анчах Комсомольски район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен, ҫавна Хырхӗрри ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ асӑрханӑ пулса тухать. Ун хыҫҫӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ыйтӑва епле тытса панине хӑй тӗрӗслесе тӑнине ӗнентернӗ.
Тӗттӗм шӗвеклӗ пластик канистрсем тата фармацевтика препрачӗсен курупкисем выртакан вырӑна Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Материалсене право хуралӗн ӗҫченӗсене ярса панӑ.
Хими каяшӗллӗ вырӑна тасатса тирпейленӗ, айӑплисене (анчах кам яваплине ҫырман) тупса палӑртнӑ-мӗн.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарта уҫӑлнӑ ҫӗнӗ кадет корпусне прокуратура тӗрӗслессине пӗлтернӗ. Ҫак хыпара управленин сайтӗнче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ҫырнӑ.
Вӗренӳ ҫинчен калакан саккуна пӑсма пултарнипе ҫыхӑннӑ хыпарсене вӑл надзор органне ярса панӑ-мӗн.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра, сӑмах май, кадетсене ҫӗнӗ корпуса ӗнер васкавлӑн вырнаҫтарма тытӑннине пӗлтернӗччӗ. Ҫав вӑхӑтрах унта сӗтел-пукана лартса пӗтермеӗн, корпуса хӑтлӑх кӗртессипе малалла тимлеҫҫӗ иккен. Ҫакна ӗнентерме МИХ сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑччӗ. Фотоматериалпа пичет кӑларӑмне
вырӑнтан ярса панине каланӑ.
Кадет корпусне хӑпартнӑ чух строительствӑра ҫын вилнине вара Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратури нумаях пулмасть ача уйлӑхӗсене тӗрӗсленӗ. Надзор органӗ ҫак ӗҫе Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗсем уйлӑхсенчи кӑлтӑксем пирки асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн пуҫарнӑ.
Прокурорсем Ҫӗрпӳ районӗнчи «Звездный», Канаш районӗнчи «Космонавт» тата Ҫӗмӗрле хулинчи «Соснячок» уйлӑхсене ҫитнӗ.
«Звездный» уйлӑхри хӑш-пӗр пӳлӗмре ачасем пӗр пӳлӗмре 5-6-ӑн хӗсӗнсе ҫывӑрнине палӑртнӑ. Пӳлӗмсем пысӑк мартан пӗр пӳлӗмре ун чухлӗ ача пурӑнни йӗркеллӗ мар. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑк шутӗнче столовӑйӑн яри уҫӑ тӑракан алӑкне шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен ҫеткӑпа карманнине асӑннӑ. «Космонавт» уйлӑхра кил хушшинчи ал ҫумаллисене ҫутӑпа ӗҫлекен е хут алшӑллипе тивӗҫтерменнине асӑннӑ. Унти поварӑн, кухня ӗҫченӗн, вожатӑйсен тата ишме вӗрентекен инструкторӑн професси пӗлӗвне илнӗ тата аттестациленнӗ вӑхӑчӗ тухнӑ.
Патӑрьел район администрацине ертсе пыракан Рудольф Селивановӑн аслӑ диплом илни ҫинчен калакан диплом ҫук-мӗн. Вӑл аслӑ шкулта пачах вӗренмен мар-ха. Официаллӑ ҫӑлкуҫсенчи биографире маларах вӑл икӗ дипломлине пӗлтернӗ. Анчах халӗ, Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетӑн сайтӗнчи биографире улшӑну пулса иртнӗ.
Журналист унчченхи хыпарӑн скриншочӗсене те вырнаҫтарнӑ. Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, Рудольф Селиванов 2001 ҫулта Мускаври прикладной биотенхнологи университетӗнче «Финанс тата кредит» специальноҫа алла илнӗ. Халӗ ҫав хаклӑ хут ҫинчен калакан йӗрке ҫухалнӑ.
Александр Белов прокуратура Патӑрьел районӗнче нумаях пулмасть тӗрӗслев ирттернине, ҫавӑн вӑхӑтӗнче суя дипломлисене тупса палӑртнине асӑннӑ.
Етӗрне районӗнчи уйлӑхра шар курнӑ ачан ҫемйине ҫурт лартса парӗҫ. Ҫук-ха, тен, хваттер уйӑрӗҫ. Кун пирки уҫӑмлах каламан та, анчах ҫемьен ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас енӗпе тимлессине Чӑваш Енри Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ачан ҫемйи Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнать иккен. Ашшӗ тӑватӑ ачине пӗччен ӳстерет. Унпа этем правин хӳтӗлевҫи Надежда Прокопьева тата вырӑнти тӳре-шара тӗл пулнӑ. Ҫавӑн чухне хайхисем ҫемьен ҫурт-йӗр условийӗ чаплах маррине, пӳрчӗ пӗчӗккине асӑрханӑ.
Аса илтерер, Муркаш районӗнчи хӗрачана Етӗрне районӗнчи уйлӑхра пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче пусмӑрланӑ. Пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫӗ РФ Следстви комитечӗн тӗп аппарачӗ хушнипе кӑҫал пуҫарнӑ. Тӗпчев епле пынине тӗрӗслеме пакунлине Мускавранах янӑ.
Чӑваш Енӗн транспорт министерстви рейса автобус вырӑнне маршрутка кӑларнӑ усламҫа ку маршрутпа халӑха илсе ҫӳреме чарнӑ. Сӑмах кунта 109-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар — Тутаркасси» маршрут пирки пырать.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, асӑннӑ маршрутпа ҫӳреме Н.А. Евдокимова ирӗк илнӗ. Контрактра палӑртнӑ тӑрӑх, усламҫӑн ку рейспа нумай вырӑнлӑ автобус ҫӳретмелле, анчах вӑл ҫул ҫине маршрутка кӑларнӑ. Ҫакӑ ятарлӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫиеле тухнӑ. Унсӑр пуҫне обществӑллӑ транспортра панӑ билетра урӑх усламҫӑн ят-шывне ҫырнӑ: Н.А. Евдокимова вырӑнне С.Ю. Георгиев.
Палӑртса хӑвармалла, халӗ Транспорт министерстви асӑннӑ маршрутпа халӑха илсе ҫӳреме пултаракан урӑх пайтаҫа шырать. Автобуссене рейса унӑн ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑлармалла. Контракта ҫур ҫуллӑха ҫырӗҫ.
Халӑхран пухакан сӗт хакӗ пӗр вӑхӑтра Чӑваш Енре палӑрмаллах чакса кайрӗ. Шупашкар районӗнчи Янӑш тӑрӑхӗнче ӑна, акӑ, литрне 11 тенкӗпе пухма тытӑнчӗҫ. «Ӗне усрама пӑрахмалла, йыша чакармалла», — тесе пӑшӑрханмах пуҫланӑччӗ ял халӑхӗ. Нумаях пулмасть сӗт хакӗ кӑштах хӑпарчӗ. Маларах эпӗ асӑннӑ тӑрӑхра, сӑмахран, ӑна 13 тенкӗпе пухаҫҫӗ.
Сӗт йӳнелсе кайни пирки Чӑваш Енре монополипе кӗрешекенсене евитлекенсем пулнӑ. Ҫакӑн пирки паян ирттернӗ пресс-конференцире Монополипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов пӗлтерчӗ.
Сӗте пухакансем, вӑл каланӑ тӑрӑх, каварлашман. Халӑхран пухакан сӗте ӑна тирпейлекен савутсем хайсен производствинче типӗтнӗ сӗтпе усӑ курнӑран йӳнетнӗ. Сӗтрен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ ГОСТпа килӗшсе тӑмаллине республикӑри виҫӗ савута асӑрхаттарнӑ, твиӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма хушнӑ.
Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче тӑрӑшнӑ ҫын шанчӑкран тухнӑ. Вӑл коррупципе кӗрешесси ҫинчен калакан федераци саккунӗнчи чарӑва пӑхӑнман. Тӳре-шарана ӗҫрен кӑларма Чӑваш Енӗн прокуратури сӗннӗ.
Надзор ведомствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслеве Чӑваш Енӗн правӑна сыхлакан органӗсем ЧР Элтеперӗн Администрацийӗпе пӗрле ирттернӗ. Кӑлтӑка асӑрханӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӗлтернӗ, тӳре-шарана ӗҫрен кӑларма ыйтнӑ.
Эпир илтнӗ тӑрӑх, сӑмах Строймин пуҫлӑхӗн пулӑшаканӗнче тимленӗ Дмитрий Долгов пирки пырать. Ӑна шанчӑкран тухнӑ тесе республика прокуратури ыйтнипе ӗҫрен кӑлармалла тунӑ.
Шупашкарти «Хамӑр ял» кафе икӗ у йӑх ӗҫлемӗ. Унта санитарипе эпидемиологи саккунӗсенчи йӗркене пӑхӑнман, ҫавна май суд приставӗсем унӑн алӑкне пичет ҫапса питӗрнӗ.
Ленин районӗн прокуратури кафене ака у йӑхӗнче тӗрӗсленӗ. Апатланмӑшра апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Кафере икӗ ывӑс кӑна пулнӑ, вӗсене те пулин ванна ҫинче упранӑ. Хӑнасене нумай хут усӑ курмалли чашӑк-тирӗкпе ҫитернӗ, анчах вӗсене лайӑх ҫумашкӑн условисем пулман. Ҫурмафабрикатсен, апат-ҫимӗҫӗн тата кулинари изделийӗсен пахалӑхне тивӗҫлипе хакламан.
Аш-какайӑн ветеринари докуменчӗсем те пулман. Ҫитменнине, кафере юсав тумалла: линолеум ҫӗтӗк, туалетри стенасем хура.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |