Шупашкар хулинчи Мускав районӗн сучӗ Университет урамӗнчи «Салам» апат-ҫимӗҫ лавккине иккӗмӗш хутчен хупма йышӑннӑ. Санитарипе эпидемиологи йӗркине пӑснӑшӑн хальхинче алӑксем ҫине 40 кунлӑха ҫӑра ҫакнӑ. Аса илтерер, пӗрремӗш хут ку лавккана кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ӗҫлеме чарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ.
Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑхӑт самай панӑ пулин те лавккара вентиляци тытӑмне ҫаплах йӗркене кӗртмен. Производство цехӗ пӗр пӳлӗмре вырнаҫнӑ, таса мар ҫимӗҫ те, хатӗр продукци те пӗр сӗтел ҫинчех упраннӑ, вӗсене пӗр ҫӗртех ҫунӑ.
Суд йышӑнӑвне пурнӑҫлакан приставсем кухньӑри хатӗр-хӗтӗре, лавккана кӗмелли алӑка пичетленӗ. 40 кунран лавкка шӑпи татӑлӗ: ӑна ӗҫлеме ирӗк парӗҫ е тата та хупӗҫ.
Ҫӗрпӳ хулинчи следстви изоляторӗнче пӗр кун харӑсах икӗ пӑтӑрмах пулнӑ: айӑплакансенчен пӗри куҫсӑр тӑрса юлнӑ, тепри вилсе кайнӑ. Кун ҫинчен «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.
Раҫҫей ФСИНӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмахсем пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Айӑпланакансенчен пӗри, ун тӗлӗшпе вуланӑ приговор вӑя кӗме ӗлкӗреймен, хӑйне хӑй амантса куҫсӑр тӑрса юлнӑ. Апла пулин те ӑна медицина пулӑшӑвӗ пама ӗлкӗрнӗ. Халӗ вӑл сипленет. Тепӗр айӑпланакан вара сывламах чарӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн кӗлетки ҫинче суран тавраш пулман, ҫавӑнпа ӑна никам та пусмӑрламан тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ахӑртнех, унӑн чӗри чирлӗ пулнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, ӗҫ-пуҫа тӗрӗс хаклас тӗллевпе халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, ҫавна май мӗн пур материала следстви органӗсене панӑ.
Пайҫӑсем укҫа хывнипе ҫурт-йӗр хӑпартакансене Чӑваш Енри яваплӑ органсем сӑнасах тӑнине ӗнентереҫҫе. Республикӑн Строительство министерстви пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне ӑҫта тата хӑш строительство организацийӗ епле ӗҫленине тишкернӗ те графикран кая юлса пыракансем пуррине палӑртнӑ.
Шупашкарти Калинин урамӗнчи 83-мӗш позицире 96 хваттерлӗ ҫурт валли трансформатор подстанцине туса пӗтереймен. «Стройсфера» Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 18-мӗш позицире 180 хваттерлӗ ҫурт хӑпартать. 3, 4, 5-мӗш подъездсене туса пӗтернӗ-ха, лифтсене хута ярассипе ҫине тӑраҫҫӗ. 1-2-мӗш подъездсенче 9 хут таран хӑпартнӑ, халӗ вентиляци тытӑмӗпе тимлеҫҫӗ, балконсене йӗркене кӗртеҫҫӗ. Ку ҫуртӑн проектне ылмаштарнине кура ӑна Шупашкар хула администрацийӗ раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне хута яма ирӗк панӑ иккен.
«СУОР» организаци пилӗк ҫурт тӑвать, «Алза» — иккӗ. Унти лару-тӑрӑва та республикӑн Стройминӗ тӗрӗслесех тӑрать.
Экологипе технологи тата атом тӗрӗслевӗн федераци службин Атӑлҫинчи управленийӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпромӑн» органика кремнийӗ туса кӑларакан цеха хупса хума сӗнӗ. Суд приставӗсем цехӑн алӑкӗсене пичетлесе тухнӑ та ӗнтӗ.
Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Химпромӑн» 16-мӗш цехӗнче авари пулнӑ, ҫавна пула техника хатӗрӗсемпе сооруженийӗсем сиенленнӗ. Производство вырӑнӗ вара 1-мӗш класри хӑрушлӑхри шутланать.
Ҫак сӑлтава, ҫынсен сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх пуррине тата техногенлӑ катастрофа сиксе тухма пултарнине шута илсе цеха виҫӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. «Химпром» ертӳҫисене асӑрхаттару ярса панӑ. «Химпромра» суд йышӑнӑвне епле пурнӑҫланине приставсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ.
Шупашкарти «Ярмӑрккӑ» суту-илӳ комплексӗнче «Вӗри кукӑль» киоск ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ. Ӑна «Юрма» тара панӑ. Киоск икӗ эрне ӗҫлемӗ.
Киоска «Ярмӑрккӑпа» «Юрма» агрохолдинг хуҫинчен Узбекистанра ҫуралса ӳснӗ арҫын тара илнӗ. Вӑл вара хӑйӗн ентешне ӗҫлеме илнӗ. Анчах лешӗн кирлӗ документсем пулман.
Полици ҫав киоска тӗрӗсленӗ. Унта самса сутакан узбека та асӑрханӑ. Каярахпа ҫакӑ та тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: унӑн Раҫҫейре ӗҫлемешкӗн ирӗк пулман.
Постановлени илнӗ хыҫҫӑн суд приставӗсем киоска хупса хунӑ. Ӑна 15 кун тӗрӗслесех тӑрӗҫ.
Ыран, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ хальхи пек тӗрлӗ тӗслӗ пулмӗ. Кемӗрти суту-илӳ центрӗнче пысӑк инкекре шар курнисене асра тытнине, вӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтерсе сайт хурапа шурӑ тӗс ҫине куҫӗ. Турра шӗкӗр (усаллинчен ыр хӑватсем хӑтарччӑр), яланлӑха мар. Пӗр кунлӑха.
Ыран пирӗн ҫӗршывӗпех Хурлӑх кунӗ тесе йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Вӑл хӑй те Кемӗрте пулнӑччӗ.
Сӑмах май, унта ҫынсем митинга тухнӑ. Пухӑннисем ҫӑлавҫӑсен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑрланса калаҫнӑ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗ яваплисене тупмаллине, право енчен хак памаллине хытарса каланине федераци телеканалӗсем ирех пӗлтерчӗҫ-ха.
Ҫӗршыв прокуратури регионсенчи суту-илӳ центрӗсенче тӗрӗслев ирттерме хушнӑ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи уйрӑмӗн ӗҫченӗсем Шупашкар районӗнчи ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ гектар ытла ҫӗр ҫинче чӑх каяшне саккунсӑр тӑкса тултарнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки «Ман хулам Шупашкар» (выр. «Мой город Чебоксары») портал хыпарлать.
Саккуна пӑсса чӑх каяшне Атайкасси тата Лапсар ял тӑрӑхӗсен хушшинчи лаптӑка пырса тӑкнӑ. Ҫӗре сиенленӗшӗн ҫак пӑтӑрмах тӗлӗшпе ҫийӗнчех административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяра каланипе килӗшӳллӗн должноҫри айӑплӑ ҫынна 400-тен пуҫласа 700 пин тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ.
Каласа хӑвармалла, Россельхознадзор хыпарта чӑх каяшне хӑш пӗрлешӳ кӑларса тӑкнине палӑртман. Анчах кунашкал ӗҫ-пуҫшӑн вырӑнти «Юрма» пӗрлешӗве пӗрре мар явап тыттарнӑ.
Урамра тӑрук сирена янӑраса кайсан сехӗрленсе ан ӳкӗр. Ку планра палӑртнӑ тӗрӗслев кӑна.
Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, халӑха инкек ҫинчен пӗлтермелли тытӑма пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ытларикун, тӗрӗслӗҫ. Сирена ирхи 10 сехетре тата 10 сехет те 30 минутра янӑрӗ. Кунсӑр пуҫне громкоговорительсем калаҫӗҫ. Ун чухне ҫынсем «Внимание всем!» тенине илтӗҫ.
Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗн пресс-служби халӑха лӑпкӑ пулма, ӗҫе, вӗренӗве пӑрахмасӑр малалла тӑрӑшма ыйтать.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ӗҫченӗсем Шупашкар юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчи «Лимонад» кафене тӗрӗсленӗ те апатланмӑшра санитарипе эпидемиологи йӗркине пӑснине тупса палӑртнӑ.
Апат хатӗрленӗ ҫӗртех пахча ҫимӗҫ ҫунине, ҫӑкӑр-булка пӗҫернӗ вырӑнтах пахча ҫимӗҫ, пулӑ тата аш-какай тирпейленине асӑрханӑ. Унсӑр пуҫне шашлӑка сентре патне таса мар пахча ҫимӗҫ ҫунӑ вырӑнтан йӑтнӑ. Капла вара, йӗрке тӑрӑх, вуҫех хӑтланма юрамасть.
Ҫак сӑлтавсене шута илсе суд юханшыв порчӗ патӗнче вырнаҫнӑ «Лимонад» кафене 25 талӑклӑха хупса хунӑ. Ку тапхӑрта унта кунсерен суд приставӗсем ҫитсе курӗҫ, ӗҫе ҫӗнӗрен тӗрӗс йӗркеленине сӑнаса тӑрӗҫ.
Канаш хулинче пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле (уголовлӑ) ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачине вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Раҫҫейри следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашри гаражсен хушшинче иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗчӗк пепке виллине тупнӑ, вӑл целлофан хутаҫра пулнӑ. Ку пӑтӑрмаха шута илсе следовательсем ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарса тӗпчеме тытӑннӑ. Канаш хулинчи тата районӗнчи 100 ытла хӗрарӑма ДНК тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ. Пӗрин — Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмӑн — ДНКи хайхи вилӗ ачаннипе пӗр килнӗ. Ҫавна май хӗрарӑма тытса чарнӑ. Лешӗ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ачана кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫуратнине, тӳрех тазри шывра путарса вӗлернине пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл сывлама пӑрахнӑскере хутаҫа чикнӗ те хулари гаражсен хушшинчи юхан шыв патне аннӑ, унта отверткӑпа усӑ курса шӑтӑк тунӑ, хутаҫа ҫавӑнта янӑ.
Палӑртса хӑвармалла, пуҫиле ӗҫе тишкерсе вӗҫне тухман-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |