Ҫӗрпӳ хули ҫумӗнчи Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ кӗпере кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче юсаса пӗтерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Ӗҫе юпа уйӑхӗнче вӗҫлессине, аса илтерер, «Волго-Вятскуправтодор» предприяти пуҫлӑхӗ Ильдар Мингазов шантарнӑ.
Халӗ вара тата тепӗр хыпар илтрӗмӗр. Чӑваш Енӗн Гостехнадзор ӗҫченӗсем Ҫӗрпӳ кӗперне юсакан техникӑна тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑй тӗллӗн ҫӳрекен ултӑ техн
икӑна хакланӑ. Техникӑн пӗр пайӗ хӑрушсӑр мар иккен. Пӗр тракториста-машинистӑн удостоверени пул ан. Гусеницӑллӑ эскаватора кирлӗ пек регистрацилемен. Автогрейдерӑн медицина аптечки тата ҫулӑм сӳнтерекен хатӗр пулман, Hitachiне гусеницӑллӑ эскаватора техтӗрӗслев витӗр кӑларман. Рейд вӑхӑтӗнче тӑватӑ протокол ҫырнӑ.
Улатӑр районӗнче иртнӗ эрнере тӗрӗслев иртнӗ. Специалистсем Чӑваш Енӗн харпӑрлӑхӗнчи ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрпе вӗсен хуҫисем — арендаторсем — епле усӑ курнине пӑхса ҫаврӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 4305 гектар ҫӗр ҫинчи 13 участока пахаланӑ.
Тӗрӗслевҫӗсем Восход ял тӑрӑхӗнчи тата «Митра», «НДН Агро» тата «КиПиАй Агро Сеченово» тулли мар яваплӑ обществӑри ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене тӗрӗсленӗ.
Ҫӗрпе епле усӑ курнине ытти районпа ял тӑрӑхӗнче те пахалаҫҫӗ. Тыр-пул е ытти ял хуҫалӑх культури ӳсмелли лаптӑксенче ҫум курӑкпа хытхура, йывӑҫ-тӗм хунавӗ ашкарсан акт ҫыраҫҫӗ. Кӑлтӑка кӑтартнӑ хута Росссельхознадозрӑн республикӑри управленине ярса параҫҫӗ, унтисем ҫӗр хуҫисене явап тыттараҫҫӗ.
ЧР прокуратурин сайтӗнче ача-пӑча уйлӑхӗсене тӗрӗслени пирки пӗлтернӗ. Патӑрьел районӗн прокуратури ачасем кӑнтӑрла канакан уйлӑхсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Шкул ҫумӗнчи хӑш-пӗр уйлӑхра санитарипе эпидемиологи йӗркисене, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнман. Апат-ҫимӗҫ блокӗсенче продукцин срокӗ хӑҫан тухнине палӑртман, апатлану рационӗ менюпа килӗшсе тӑман, хатӗр продукцие кирлӗ пек упраман.
Йӗркене пӑснӑшӑн явап тытмаллах. Вӗренӳ учрежденийӗсем тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Шкул ҫумӗнчи уйлӑхсен пуҫлӑхӗсен тӗлӗшпе 6 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта час-часах лайах мар шӑршӑ кӗме пуҫлани ҫынсене ӗнсене кӑчӑрт-кӑчӑрт хыҫтарать ахӑртнех. Ӑҫтан килет ку ырӑ мар шӑршӑ?
Ҫак кунсенче тӗп хулара каллех лайӑх мар шӑршӑ сарӑлнӑ. Уйрӑмах ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем ҫакна туйнӑ. «Ҫыхӑнура» форумра ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл «Ҫӗнӗ хула» микрорайона та ҫитнӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ каллех тӗрӗслев ирттерет, шӑршӑ ӑҫтан тухнине тӗпчет. Ведомство «Юрма» агрохолдингра плана кӗртмен тӗрӗслев ирттерет. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа сывлӑша тӗрӗслеҫҫӗ. Кӑтартусем ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне паллӑ пулӗҫ.
«Ҫыхӑнура» форумра ырӑ мар шӑршӑ кӗни пирки ҫынсем кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑ. Чылайӑшӗн шухӑшӗпе, ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май лару-тӑру тата япӑхланӗ, шӑршӑ сӑмсана ҫурӗ.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем Етӗрне, Ҫӗмӗрле Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Элӗк районӗсенчи 10 ФАПа тӗрӗсленӗ. Хастарсем палӑртнӑ тӑрӑх, медицина учрежденийӗсенче хатӗр-хӗтӗр, сӗтел-пукан кивелнӗ, ҫӗнӗ ФАПсенче ҫеҫ йӗркеллӗ вӗсем.
Федьдшерсен кирлӗ мӗнпур япала ҫук. Тӗслӗхрен, юнри сахӑр шайне виҫмелли хатӗр. Ҫав вӑхӑтрах кӑткӑс медицина манипуляцийӗ ирттермелли аппаратсем пур, вӗсемпе вара тухтӑрсем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ.
Чылай ФАПра тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен ӗҫ укҫи чи пӗчӗк виҫепе танлашать. Чылай ҫӗрте тӗплӗ юсав кирлӗ. Нумайӑшӗнче шыв, канализаци, ӑшӑ ҫук.
Тӗрӗсленӗ пур ФАПра та тӗнче тетелӗ, компьютер ҫук, ҫавӑнпа фельдшерсен документацие хатӗрлеме район пульницине кайма тивет.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн хастарсем ку ыйтӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин ӗҫченӗсемпе сӳтсе явнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче Мичурин урамӗнчи 3-мӗш тата 5-мӗш ҫуртсен умӗнче, Уруков урамӗнчи 24-мӗш ҫурт патӗнче, Крупская тата Хмельницкий урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта, Пролетари урамӗнчи 5-мӗш ҫуртпа «Асамат кӗперӗ» ача пахчи хушшинче ҫӳп-ҫап аплипех купаланса выртать. Хула пасарӗ те таса мар. Кун пирки «Чебоксары24» (чӑв. «Шупашкар24») тетел хыпарлать.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗ Асхат Махмутов палӑртнӑ тӑрӑх, вырӑнти тӳре-шаран паянах ҫирӗп мерӑсем йышӑнмалла. Чи малтанах вӗсен ӑпӑр-тапӑра тиесе кӑларттармалла, йӗркене малашне кам пӑснине палӑртмашкӑн сӑн фиксацийӗн хатӗрӗсене вырнаҫтармалла, халӑхпа тӗл пулса ҫавӑн пирки калаҫмалла.
Кунсӑр пуҫне унччен ЯХПК пулнӑ лаптӑкра та купи-купипех ҫӳп-ҫап йӑваланса выртать. Халӑх фрончӗн хастарӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫе хуларан ӑпӑр-тапӑр турттарса тухакан компани саккуна пӑсса тунӑ.
«Тӗплӗ тасату» проект авторӗ Владимир Михайлов фирма ӑптӑр-каптӑра ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр ҫине тӑкни пирки каланӑ. Куншӑн вӗсене штрафланӑ, апла пулин те ҫӗре ҫӗрекен ӑпӑр-тапӑртан тасатса пӗтермен-ха.
Роспотребнадзор республикӑри шкулсемпе ача пахчисенче мӗнле апат ҫитернине тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн республикӑри виҫӗ учреждение вӑхӑтлӑха хупнӑ.
Сӑмах май, 2017-2018 ҫулсенче тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ачасене вӗри апат ҫитернӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн пӗтӗмпе 1,1 миллион ытла тенкӗлӗх штрафланӑ. Кӑҫал 108 ача пахчипе 54 шкула тӗрӗслев ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 250 протокол ҫырнӑ. Вӗсенчен 90-шӗ – апатлану йӗркеленӗ чухне саккуна пӑснӑшӑн.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн Елчӗк районӗнчи Кушкӑ шкулне, Патӑрьел районӗнчи Тӗреньелти шкул-ача пахчине, Етӗрне районӗнчи Советски шкулне вӑхӑтлӑха хупнӑ.
Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсенчен 23 проценчӗ производство хатӗр-хӗтӗрӗ мӗнле ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – меню хатӗрленӗ чухне йӗркене пӑсни.
«Халӑх тӗрӗслевӗн» хастарӗсем Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Владимир Горбунов ертсе пынипе аптекӑсен ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ.
Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, хастарсем ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пилӗк аптекӑра пулнӑ, хӑшӗ-пӗринче ҫитменлӗхсем тупса палӑртнӑ. Акӑ, сӑмахран, Мускав проспектӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ аптекӑра эмел таврашӗн Раҫҫей Правительстви ҫирӗплетнӗ переченьне аран шыраса тупнӑ, Ленин проспектӗнчи аптекӑра вӑл электронли ҫеҫ пулнӑ. Унсӑр пуҫне «Будь здоров» (Сывӑ пул) аптекӑра «Амоксициллин» антибиотике тухтӑр рецепчӗсӗрех сутнӑ. Кунашкал тӗслӗхе Ленин проспектӗнчи «Максавит» аптекӑра та тупса палӑртнӑ. Тепӗр аптекӑра вара сусӑр ҫынсем валли чӗнӳ пускӑчӗ пулман.
Палӑртса хӑвармалла, Виктор Горбунов каланӑ тӑрӑх, вӗсем аптекӑсенче антибиотике тухтӑр рецепчӗсӗрех сутнӑ тӗслӗхсем пирки чӗнӳ хучӗ ҫырса тивӗҫлӗ органсене ярса парӗҫ.
Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче тӑрӑшакан 53 ҫулти аслӑ преподаватель айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, ӑна студентсенчен сӗтев илнӗшӗн явап тыттарнӑ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче хайхи вӗрентекен икӗ ушкӑнри 46 студентран 92 пин тенкӗ илнӗ, ҫакӑншӑн пурне те зачет лартса пама шантарнӑ. Ҫавна май кашни студент 2 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ. Аслӑ преподавателе следовательсемпе Раҫҫей ШӖМӗн Шупашкар хулинчи уйрӑмӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пайӗн ӗҫченӗсем кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче тытса чарнӑ, ӗҫ-пуҫа тишкернӗ вӑхӑтра вӑл кӗсйине чикнӗ укҫана пӗтӗмпех кӑларса панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, суд аслӑ шкулта ӗҫленӗскертен 150 пин тенкӗ штраф шыраса илме йышӑннӑ, унсӑр пуҫне ӑна вӗренӳ тытӑмӗнче 2 ҫул ҫурӑ вӑй хума чарнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗ Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура суту-илӳпе кану центрӗсенчи тӗрӗслевӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвне тишкернӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов каланӑ тӑрӑх, Шупашкарта уйрӑмах нумай кӑлтӑк тупса палӑртнӑ объект — «МТВ Центр» суту-илӳпе кану комплексӗ. Унта пушар хӑрушлӑхне пӑснӑ тӗслӗхсене 149 хутчен шута илнӗ. Шупашкарти «Каскад» суту-илӳпе кану центрӗнче 73 кӑлтӑк палӑртнӑ. Республикӑн тӗп хулинчи «Модӑсен ҫурчӗ» центрта пушар сигнализацийӗ тата хӑрушлӑх пирки пӗлтерекен тытӑм юсавсӑр иккен. Проекта пӑхӑнмасӑрах планировкӑна ылмаштарнӑ. Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳпе кану центрӗнче пушара шывпа автомат мелпе сӳнтермелли тытӑма насуссемпе ҫыхӑнтарман, 1-4-мӗш хутсенче тӗтӗме сирмелли тытӑм ӗҫлемен.
«Хальлӗхе тӗрӗсленисенчен Канашри «Империал» суту-илӳ центрӗ ҫеҫ йӗркене пӑхӑнса ӗҫлет», — тенӗ Станислав Антонов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |