Чӑваш Енре тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе саккуна пӑснӑ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ республика прокуратури тӗрӗслевсем тӑтӑш ирттернӗ май.
Ҫӗмӗрле районӗнче, Ҫӗмӗрле хулинче ҫурт-йӗр туянассипе ҫыхӑннӑ конкурс документацине вӑхӑтра хатӗрлемен. Ҫавна пула тӑлӑхсен черет вӑрах вӑхӑт кӗтме тивнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тӑлӑхсене хваттер черетӗнчен кӑларнине палӑртнӑ. Шупашкар хулинчи Ленин, Мускав район администрацийӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑлӑхсене черете тӑратман тӗслӗхсем тупӑннӑ.
Ҫавӑн пек кӑлтӑксене палӑртсан прокуратура тӗрлӗ мера йышӑнать, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ, пурӑнмалли кӗтес ҫук ҫамрӑксене майлӑ пулса суда ҫитет, хваттерлӗ пулма пулӑшать.
Чӑваш Ен прокуратури Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче тӗрӗслев ирттернӗ. Вӑл учреждени ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин шутланать.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче 3-мӗш поликлиникӑра ӗслекен 35 ҫын шалусӑр отпускра пулнӑ. Канас тесе вӗсем хӑйсем заявлени ҫырнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫав ҫынсем поликлиника администрацийӗ ыйтнипе заявлени шӑрҫалани ҫиеле тухнӑ. Анчах пуҫлӑхсем хистени ҫирӗпленмен. Ӗҫрен кайма заявлени ҫырнӑ тӑватӑ ҫынна шалӑва вӑхӑтра тӳлесе татманни те палӑрнӑ.
Палӑртнӑ кӑлтӑкшӑн хулари поликлиникӑн тӗп врачне тата медицина учрежденийӗнче тӗрлӗ должность йышӑнакан тепӗр ик ҫынна явап тыттарнӑ.
Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ отпускра пулнисем халӗ ӗҫе тухнӑ.
Усӑ курнӑ маскӑсем тата шыв Етӗрне районне кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ мерӑсене ҫирӗплетесси патне илсе ҫитернӗ. Паян асӑннӑ тӑрӑхра республикӑри ятарлӑ ушкӑн кайнӑ. Вӗсен район центрӗнче лару ирттернӗ, хула тӑрӑх рейдпа ҫӳренӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫин ҫумӗ Алла Салаева унта пулнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн шухӑшне журналистсене пӗлтернӗ.
Вӑл паян хулари виҫӗ суту-илӳ точкине тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Пур ҫӗрте те маска режимне пӑснине тупса палӑртнӑ. Сутуҫӑсенчен пӗрин ҫеҫ пӗртен мар маска пулнӑ, вӑл та таса мар. Тепӗр лавккара дезинфекци хатӗрӗ вырӑнне шыв лартса хунӑ.
Етӗрне районӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне 170 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Вӗсем 429 ҫынпа, ҫав шутра 132 ачапа, хутшӑнни паллӑ.
Алла Салаева Етӗрнере кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ мерӑсене ҫирӗплетессине пӗлтернӗ.
Улатӑр хулинче 1911 ҫулта туса лартнӑ ҫурта юсама пуҫланӑ. Унта хулари училище вырнаҫнӑ. Ӗҫсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашнӑ.
Ҫурта юсама пӗлтӗр пуҫланӑ. Строительсеп сӳтмеллине сӳтнӗ, чулран тунӑ хушма ҫуртӑн хучӗсене ҫӗнетнӗ. Кайран ҫуртӑн никӗсне ҫирӗплетме палӑртнӑ.
Олег Николаев малашнехи ӗҫсен планне хатӗрлеме хушнӑ. Ҫав шутра ҫурта хӗлле ӑшӑтма хатӗрлесе ҫитересси те пулмалла. «Ӗҫсен уҫӑмлӑ графикне кӗтетӗп сирӗнтен. Унта шалти инженери инфраструктурине туса пӗтерессине, хӗллехи вӑхӑтра ӑшӑ пама хатӗрлессине кӗртмелле», – тенӗ Олег Николаев яваплисене.
Маска режимне епле пӑхӑннине ҫак кунсенче пур ҫӗрте те тӗрӗслеҫҫӗ. Ӗнер ун пек рейд Шупашкар район центрӗнче иртнӗ. Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн лавккасемпе парикмахерскисенче, аптекӑсенче транспортра маскӑпа ҫӳремелле хушу тухнӑччӗ.
Тӳрех палӑртар: йӗркене пӑхӑнакансем те, пӑхӑнманнисем те пур. Сӑмахран, Шупашкарпа Кӳкеҫе ҫыхӑнтаракан транспортрамаскӑсӑр ларма юрамасть тесе асӑрхаттарнӑ, ҫапах та пурте ӑна пӑхӑнмаҫҫӗ. Хӑш-пӗр водитель сӑнать-ха ҫавна, теприсем чӗмсӗр.
Кӳкеҫри апат-ҫимӗҫ лавккисенче ӗнерхи рейд вӑхӑтӗнче кӑлтӑксене тупса палӑртман. Асӑрхаттару паллисем пур, сутуҫӑсем перчетке тата маска тӑхӑннӑ, кӗнӗ ҫӗрте антиспектиксем вырнаҫтарнӑ, дистанцие пӑхӑнмаллине палӑртнӑ йӗрсем чӗрнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Ирхи 9-тан пуҫласа 12 сехетчен лавккасене, париикмахерскисене, аптекӑсене тӗрӗсленӗ, 17 сехет хыҫҫӑн — халӑх ҫӳрекен вырӑнсемпе ача-пӑча лапамӗсене. 5 предприяти тата уйрӑм ҫынсем тӗлӗшпе 21 акт ҫырнӑ.
Шупашкар районӗнче, пӗтӗмӗшле илсен, килте лармалли режима пӑхӑнманшӑн 136 акт шӑрҫаланӑ, маскӑсӑр пулнишӗн — 15 акт.
Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн лавккасемпе аптекӑсене маскӑсӑр кӗме юрамасть, общество транспортне ларас тесен те ҫав хатӗр кирлӗ. Республикӑра йӗркеленӗ ятарлӑ ушкӑнсем (вӗсен йышӗнче — вырӑнти администрацисенче, право хуравлӗнче ӗҫлекенсем, Роспотребнадзор специалисчӗсем) маска режимне республикӑра епле пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ.
Общество транспортӗнче, таксире, лавккасенче, аптекӑсенче, парикмахерскисенче тутапа сӑмсана маскӑпа е респираторпа хупламалла.
Тӗрӗслевҫӗсем йӗркене пӑхӑнмалли пирки аса илтереҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне административлӑ майпа явап тыттарма та пултараҫҫӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче Шупашкарта пилӗк ушкӑн ӗҫленӗ. Вӗсем 74 суту-илӳ точкине кӗрсе тухнӑ, темиҫешер теҫетке автобуспа троллейбуса тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑсни ҫинчен 5 акт тата 6 протокол ҫырнӑ.
Прокуратура Шупашкарти шкулсене тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ведомствӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр шкулта судпа айӑпланнӑ ҫын ачасене вӗрентнӗ.
Сӑмах – 37-мӗш шкул пирки. Ҫитменнине, вӑл 18 ҫул тултарман ачан сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратни пирки калакан статьяпа айӑпланнӑ. Саккунра палӑртна тӑрӑх, пурнӑҫа, сывлӑха, ирӗклӗхе, чыса пырса тивекен преступленисемшӗн явап тытнӑ ҫынсен ӗҫлемелле мар.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Директора дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Ен ҫыннисене дачӑна муниципалитетсем хушшинчи автобуссемпе кайма ирӗк панӑ. Анчах салона лӑк туллм тултарма юрамӗ. Ҫур автобус ҫеҫ . Ҫакӑ —ҫынсем ҫывӑх ларасран тунӑ йышӑну. Мӗнпур пассажирӑн, ҫавӑн пекех водительсен маска тӑхӑнмалла. Автобуссене вӑхӑтра дезинфекцилемелле, водительсен аллинче ятарлӑ электрон ирӗк пулмалла.
Билет туянма пассажирсен кассӑна каймасан та. Шупашкарта автовокзал сайтӗнче билета онлайн туянма май пур.
Республика ертӳҫисем дачӑна каякансене уйрӑм ҫын машинипе усӑ курма сӗнеҫҫӗ. Кун пек тусан ют ҫынсемпе хутшӑнмӑн, чирлес хӑрушлӑх пулмӗ. Апла пулин те санитарипе эпидемиологи нормисене пӑхӑнса маска тӑхӑнмалла.
Транспорта мӗнпур муниципалитерах тӗрӗслӗҫ. Полици ӗҫченӗсем те, ятарласа йӗркеленӗ 20 ытла мобильлӗ бригада та. Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте 12 пост ӗҫлӗ.
Усал хыпар утпа ҫӳрет теҫҫӗ те, ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнче Шупашкарти шӑл тухтӑрӗсене ирӗксӗр кантараҫҫӗ текен сас-хура сарӑлнӑ. Республикӑн парламенчӗн депутачӗ Константин Степанов, тӗслӗхрен, Шупашкарти Хула стоматологийӗн поликлиникин тытӑмӗнчи 100 ытла ҫынна хӑй ирӗкӗпе канма кайма хистенине пӗлтернӗ. Вӑл прокуратурӑна та ҫыру шӑрҫаланӑ-мӗн.
Надзор органӗ тӗрӗсленӗ те ӗҫ законодательствине пӑснине палӑртман. Поликлиникӑн ертӳҫисем те саккуна пӑхӑнса пурӑннине, ҫынсем хӑйсем канасшӑн пулнине, ҫавӑн пирки ыйтса ҫырнине ӗнентернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев стоматологсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хӑй тӗрӗслеме палӑртнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин ревизи службине лару-тӑрӑва тишкерсе ҫывӑх вӑхӑтра пӗлтерме ыйтнӑ.
Монополипе кӗрешекен службӑна ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинчен вырӑнти производительсен продукцийӗ хакланни пирки хыпар ҫитнӗ. Уйрӑмах — аш-какай консерви.
Ведомство республикӑри прокуратурӑпа пӗрле тӗрӗслев ирттернӗ. Чӑнах та, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ пушӑн 19-мӗшӗнченпе тушенка хакне 16–19 процент ӳстернӗ иккен. Управлени аш-какай комбиначӗн ертӳҫине кун пирки асӑрхаттарнӑ.
Кун хыҫҫӑн кӑна Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ продукци хакне ӳстернине пӑрахӑҫланӑ. Ҫакна ҫирӗплетсе предприяти документсем тӑратнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |