Паян ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей ҫыннисем патне хӑйне евӗр чӗнӳпе тухрӗ. Унта вӑл коронавируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва хускатрӗ.
Тӗнчипе сарӑлнӑ амака сарасран йышӑнакан мера шутӗнче — ҫынсене пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен кантарма йышӑнни. Килте ларншӑн укҫа тӳлӗҫ. Тӳрех палӑртар: лавккасем, банксем, аптекӑсем, пульницӑсем хупӑнмӗҫ, транспорт ҫӳреме чарӑнмӗ, тӳре-шара ӗҫлӗ. «Халӗ чи хӑрушсӑрри — килте ларни», — тенӗ президент. Паянах Владимир Путин ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ.
Ӗҫсӗр ҫынсен пособине ӳстересси пирки те каланӑ паян ҫӗршыв ертӳҫи. Тупӑш 30 процентран ытларах чакнисене ипотека каникулӗ парасси, банкра укҫа тытакансене тупӑшран илекенсен налук тӳлеттересси (кӗмӗл виҫи 1 миллион тенкӗрен иртсен) тата ытти хӑш-пӗр самант пирки те каланӑ Владимир Путин.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсен, ватлӑх енне сулӑннисен (теприсене ку сӑмах, тен, килӗшмест те пулӗ-ха. Анчах ҫамрӑк тенипе яшланаймӑпӑр), карантинта пулмалла.
65 ҫултан аслӑраххисем коронавирус чирне йывӑррӑн тӳссе ирттернине тухтӑрсем текех калаҫҫӗ-ха. Ҫул кайнӑҫем сывлӑх тӗрекленсе пыманнине ӑнланма пулать. Тӗрлӗ амак аптӑратакан ватӑсем инфекци чирӗсене йывӑррӑн тӳссе ирттереҫҫӗ. Ҫавӑн пек чух вӗсен ытти чирӗ шала кайма пултарать.
Аслӑ ҫулхисен карантинта пулмалли вӗсене чирлеттерес маррипе ҫыхӑннӑ.
Сӑмах май, паянхи ир тӗлне пирӗн республикӑра 419 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Коронавируспа чирли малтанхиллех пӗр ҫын ҫеҫ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпе 694 ҫынна тӗрӗсленӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ паянтан, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен, ют ҫынсене учреждение кӗртме пӑрахнӑ. Кун пирки институтӑн сайтӗнче паян ирпе пӗлтернӗ.
Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекенсем коронавирусран хӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем учреждение килен-каян кӗртес мар тесе йышӑннӑ.
Институтра ӗҫлекенсем вара унчченхилех ӗҫлӗҫ. Ҫакӑн пирки те пӗлтернӗ кӗске хыпарта.
Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫынсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, Роспотребнадзор сӗннине, Раҫҫей Ӑслӑлӑх тата аслӑ вӗрентӳ министрӗн приказне, коронавирус сарӑласран йӗркеленӗ ятарлӑ ушкӑнсем хушнине пӑхӑнаҫҫӗ.
Килен-каяна хӑҫан тепре хапӑл пулассине хальлӗхе хыпарламан, сайтра ҫырнине сӑнаса тӑма сӗннӗ.
Чӑваш Енри тепӗр ҫынна коронавирус ернӗ. Вӑл Румыние кайсан чирлеме пултарнӑ. Ҫакӑн пирки Краснодар крайӗн администрацийӗнче паян пӗлтернӗ.
22 ҫулти ҫамрӑк — спортсмен, велосипедист. Велосипедистсем Румынире пулнӑ. Чӑваш Ен каччи Геленджик хулинчи пульницӑра сипленет. Диагноза паян, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ.
Краснодар крайӗн администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, спортсмена пульницӑна васкавлӑн вырттарнӑ. Унпа ҫыхӑннӑ 14 ҫынна изоляциленӗ. Вӗсене тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑнине ӗнентереҫҫӗ. Асӑннӑ 14 ҫынтан 3-шне ҫивӗч респиратор вирус инфекцийӗ тесе пульницӑна хунӑ, 11-шӗ — карантинта.
Ҫак кунсенче, сӑмах май, Мускавра коронавирус лекнӗ ватӑ пӗр ҫын вилнӗ. Вӑл инфекци уйрӑмӗнче выртнӑ. Унӑн юн тымарӗ татӑлса кайнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вилӗм сӑлтавӗ вирус мар.
Чӑваш Енре пӗр ҫын коронавируспа чирленине палӑртнӑ. Кун пирки сайтра нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Ҫак пациент халӗ хӑйне мӗнле туять-ха?
Аса илтерер: Бразилирен таврӑннӑ арҫын Сӗнтӗрвӑрринче хӑйӗн килӗнче изоляциленнӗ. Тест унӑн коронавирус инфекцийӗ пуррине палӑртнӑ. Арҫынна Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ, уйрӑм бокса вырнаҫтарнӑ.
Паян кӑнтӑрла ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пациент хӑйне лайӑх туять, чир ҫӑмӑл формӑпа иртет. Унӑн температура ҫук. Тест коронавирус инфекцийӗ ҫуккине палӑртсан ӑна пульницӑран кӑларӗҫ.
Ӑнӑҫлӑ сипленме е чир-чӗр ересрен сыхланас тесен ҫынсен хӑйӗн сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла: зарядка тумалла, уҫӑлса ҫӳремелле, эрех-сӑрапа пылак шывсене сахалрах ӗҫмелле тата табак туртма пӑрахмалла, — пӗлтернӗ пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн (ПТССО) пуҫлӑхӗ.
ПТССО тӗп директорӗ Тедрос Гебреисус коронавируса хирӗҫ ӑнӑҫлӑ кӗрешес тӗлӗшпе эрех-сӑра ӗҫме тата пирус туртма пӑрахма, ҫавӑн пекех спортпа туслашма чӗнсе каланӑ. Кун пирки вӑл тӗнчере пандеми сарӑлнине халалласа ирттернӗ брифингра каланӑ.
ПТССО пуҫлӑхӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, кунашкал мерӑсем чирлесе ӳкнисене хӑвӑртрах сывалма пулӑшӗҫ.
«Ҫак йывӑр вӑхӑтра хамӑр ӳт-пӳпе психика сывлӑхне ҫирӗплетни питӗ кирлӗ. Ҫакӑ сире малашлӑхра ҫеҫ мар пулӑшӗ, эсир COVID-19 чирлесе ӳкрӗр пулсан та ҫӗнтерме май парӗ. Пӗрремӗшӗнчен, хӑвӑрӑн иммунитет системине йӗркеллӗ ӗҫлеме пулӑшакан тутлӑхлӑ тата сывӑ апат ҫийӗр. Иккӗмӗшӗнчен, эрех-сӑра сахалрах ӗҫӗр тата пылак шӗвексенчен пӑрӑнӑр», — тенӗ Гебреисус.
Виҫҫӗмӗшӗнчен, ПТССО пуҫлӑхӗ шутланӑ тӑрӑх, пирус туртма пӑрахмалла — ку сиенлӗ йӑла «COVID-19 ернӗ хыҫҫӑн ытти чир-чӗрсене аталантарма пултарать».
Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ял тӑрӑхӗн депутачӗ ачана амантнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна суд явап тыттарма йышӑннӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Тӑрӑм ялӗпе хӑйӗн машинипе вӗҫтерсе пыраканскер 13-ри ачаран иртес тенӗ. Лешӗ велосипедпа ярӑннӑ. Велосипедистран иртсе кайнӑ чух водитель хӑвӑртлӑха чакарман. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтереҫҫӗ.
Машина ҫапса кайнӑ ачан сывлӑхне хытах амантнӑ.
Суд депутат тӗлӗшпе ирӗклӗхе 1 ҫуллӑха чакарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫыннӑн ҫуран ҫӳреме тивӗ, мӗншӗн тесен транспорт рулӗ умне ларма юрамасть тесе йышӑннӑ. Следстви управленийӗн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, приговор саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Чӑваш Енре коронавирусран страхлама тытӑннӑ. Ку ӗҫе «ОВАС Страховани» компани пурнӑҫлать.
Страхлавпа килӗшӳллӗн, коронавируспа чирлесе вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсем 1 миллион тенкӗ таран страховка илееҫҫӗ. Пандеми сарӑлнӑ май Раҫҫейри страхлав компанийӗсем ятарлӑ программӑсем хатӗрлеҫҫӗ. Полис строкӗ – 1 ҫул. Диагноза ҫирӗплетсен компенсаци 20, 50 е 100 пин тенкӗпе танлашать. Ку хӑш программӑна суйланинчен килет. Страховкӑна сиплев, тухтӑр шырани, амбулатори сиплевӗ, эмелсен хакӗсем кӗреҫҫӗ.
Аса илтерни пӑсмӗ: ҫак тапхӑрта алла уйрӑмах лайӑх, тӑтӑш ҫумалла, медицина маски тӑхӑнмалла, ҫын ҫӳрекен вырӑна тухмалла мар.
Раҫҫей ӑсчахӗсем коронаавирус геномне палӑртнӑ тесе пӗлтернӗ паян «Российская газета» хаҫат ҫӗршывӑн Сывлӑх сыхлав министерстви хыпарлани тӑрӑх.
Грипӑн А.А. Смородинцев ячӗллӗ ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ӑсчахӗсем SARS-CoV-2 коронавирусӑн тулли геномне палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ДНК молекулинче нуклеотидсен йӗркине тишкернӗ.
Генома палӑртни ҫӗнӗ коронавирус епле аталаннине тата вӑл епле аталаннине ӑнланма кирлӗ. COVID-19 коронавирус — ҫӗнӗ йышши вирус. Генома ӑнланни вирус Раҫҫее епле лекнине тата вӑл мӗнле аталанассине палӑртма май парӗ. Ӑсчахсем пӗлнӗ информацие тӗпе хурса коронавируса хирӗҫ вакцина тата коронавируса хирӗҫле препаратсем хатӗрлеме май килӗ. Ҫапла ӗнентереҫҫӗ специалистсем.
Ҫак кунсенче коронавирус пирки ӳркенмен ҫын кӑна калаҫмасть пулӗ. Теприсем, хытах шикленсе ӳкнисем, канӑҫа ҫухатнӑ. Ҫавсем чирлесрен ҫеҫ мар, выҫлӑх вӑхӑчӗ ҫитесрен те шикленеҫҫӗ. Сыхланакана Турӑ сыхланине пӗлетпӗр-ха. Анчах шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ тенине те асра тытмалла. Канӑҫсӑрланса кам лавккана, кам аптекӑна васкать.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» предприятире пулнӑ. Республика ертӳҫи Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чӗртавар ҫӗнӗ тыр-пул тухӑҫне пуҫтарса кӗртиччен пурӑнмалӑх та ҫитет. Апла пулсан ҫӑнӑх та ҫителӗклӗ пулӗ, кӗрпе-макарон та.
...Пӗр вӑхӑтра, астӑватӑр-и, тӑвар хакланать терӗҫ, тепрехинче — сахӑр песукӗ, хуратул.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |