Паян урама тухма та ҫук – шуҫса ӳкме пулать. Ку вара хӑрушӑ – алӑ-ура хуҫасси те инҫех мар.
Ҫулсем шуҫлакланнӑ май травмпунктсене пырса пулӑшу ыйтакан нумайланнӑ. Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енри тухтӑрсенчен 330 ытла ҫын пулӑшу ыйтнӑ.
Пӑрлӑ ҫулсене пула шар курнӑ 134 ҫын Хулари 1-мӗш пульницӑна пулӑшу ыйтма ҫитнӗ. 117 ҫын Васкавлӑ медпулӑшу пульницине пынӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине 84 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ку, ахаль чухнехипе танлаштарсан, 3 хут ытларах.
Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем планшетпа ӗҫлеме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: тухтӑрсене планшетсем пациент пирки кирлӗ хыпара васкавлӑн пӗлме кирлӗ. Ҫапла вара фельдшер пӗр-пӗр ҫын хӑҫан ҫуралнине ҫеҫ мар, ун валли хӑҫан тата мӗнле сӑлтавпа васкавлӑ пулӑшу чӗнни таранах пӗлейрет.
Планшетсене хальлӗхе Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Апла пулсан унти тухтӑрсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме хӑнӑхнӑ ӗнтӗ.
Ҫак кунсенче техникӑна Сӗнтӗрвӑрринчи, Куславккари, Етӗрнери, Элӗкри, Муркашри, Вӑрмарти, Канашри, Патӑрьелти, Вӑрнарти, Йӗпреҫри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Асӑннӑ подстанцисенчи тухтӑрсем халӗ планшетпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен оборудование Улатӑр, Ҫӗмрле, Пӑрачкав, Хӗрлӗ Чутайри подстанцисене ҫитерсе парӗҫ.
Республикӑри онкологи диспансерӗн патологоанатоми уйрӑмне хальхи йышши сканер килнӗ. Вӑл гистологие тӗрӗслет.
Хальхи вӑхӑтри цифра сканерне телемедицина консультацийӗсене инҫет пулӑшу мелӗпе кӳнӗ чухне усӑ курӗҫ. Ҫакӑ пациентшӑн меллӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Гистологи материалне илнӗ кантӑксене маларах федерацин онкологи центрӗсене курьер урлӑ ӑсатнӑ иккен. Халӗ ун пек илсе ҫӳреме тивмӗ.
Усал шыҫӑ мӗнрен тӑнине тӗп-тӗрӗс пӗлни онкологи диагнозне тӗрӗс палӑртма май парать иккен. Апла пулсан ҫакӑ чирлӗ ҫынна епле сиплессине витӗм кӳрет. Пульницӑн патологоанатоми уйрӑмӗн заведующийӗ Евгений Москвичев каланӑ тӑрӑх, шыҫӑ мӗнлине кура ҫынна е хими терапийӗпе, е пайӑрка терапийӗпе, е хирурги мелӗпе, е комплекслӑ мелпе сиплеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви республикӑри вӑл е ку пульницӑсенче уйӑхра пӗрре Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Паян ҫак йӗркесен авторӗ Республикӑн кардиологи диспансерне ҫул тытрӗ. Тӳрех палӑртам: кардидиспансерта Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнине пӗлсенех эпӗ йышӑнӑва телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑннӑччӗ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, паян ӑнсӑртрӑн-кӗмсӗрт пынисем те кардиолог патне лекейреҫҫӗ.
Пульница алӑкӗнчен кӗрсенех ятарлӑ сӗтел вырнаҫтарнӑ. Унта паян Уҫӑ алӑксен кунне хыпарланӑ. Ҫавӑнти медсестра регистратурӑна ӑсатать, регистратурӑран — кардиолог пӳлӗмне. Кардиолог патне кӗриччен манӑн пушӑ вӑхӑт пӗр сехетчӗ. Тухтӑр пӳлӗмӗнчи медсестра пире, черетри икӗ ҫынна, ЭКГ тӗрӗслевне кайса килме сӗнчӗ. Унта та халӑх йышлӑ марччӗ — хӑвӑрт йышӑнчӗҫ.
Кардиолог мӗн ыратнипе кӑсӑкланчӗ, анализсемпе, ультрасасӑ тӗрӗслевӗпе (унччен тӗрӗсленнӗччӗ эпӗ) паллашрӗ. Унтан мӗнле сипленмеллине ҫырса пачӗ.
Ҫапла вара кардиодиспансерта Уҫӑ алӑксен кунӗнче алӑксем уҫах тесе калама юрать.
Пирус, сиенлӗ ытти япала сутса укҫа темле мел те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра шкулсенче СНЮСсем сарӑлни пирки хыттӑн, уҫҫӑн ҫине тӑрсах калаҫма пуҫларӗҫ. Ку амак Шупашкара та ҫитни вӑрттӑнлӑх мар. Никотинлӑ япаласене канихвет хурӑмлӑ тесе те сараҫҫӗ иккен. Ӑна чӑмлани (унпа усӑ курни) сывлӑха сиен кӳрет. Ача-пӑча ӑна-кӑна ӑнланса пӗтереймест е аслӑраххисенчен юлас килмест, е ашшӗ-амӑшӗ авторитетлах мар — вӗсем урам йӑли-йӗркипе, тепӗр тантӑшӗсен ырах мар пурнӑҫӗпе пурӑнма талпӑнаҫҫӗ.
Тавах Турра тесе каламалла-ши, халӗ ку ыйтупа прокуратура ӗҫлеме пуҫлӗ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, СНЮСсене сутнине тата усӑ курнине надзор органӗ ытти ведомствӑпа пӗрле пулса тӗрӗслеме тытӑнӗ.
«Про Город» редакцирен арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл 21 ҫулти арӑмӗпе пулса иртнӗ пӑтӑрмаха каласа кӑтартнӑ.
Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче унӑн ҫамрӑк арӑмне килтен васкавлӑ медпулӑшупа Патӑрьел районӗн пульницине илсе кайнӑ. Раштавӑн 8-мӗшӗнче упӑшки ун патне шӑнкӑравланӑ. Арӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсем унпа мӗн пулнине татӑклӑн калаймаҫҫӗ, аппендицин тесе шутлаҫҫӗ. Операци хыҫҫӑн хӗрарӑм комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл унтан халӗ те тухайман. Хӗрарама Республикӑри пульницӑна куҫарнӑ.
Унччен маларах Шупашкарти неврологсем, реаниматологсем килсе пӑхнӑ. Анчах сӑлтавне уҫӑмлатайман. Каҫ енне ҫамрӑк хӗрарӑм комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл халӗ те Республикӑри пульницӑра выртать, тӑна кӗмен-ха.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсем инкексем пирки пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Ҫул пӑрлак, машинӑсем хӑвӑрт чарӑнаймаҫҫӗ. Кипкепе ҫуралнисем инкекре чӗрех юлаҫҫӗ пулсан, теприсен шӑпи кӑрарах-ши: вӗсем вырӑнтах вилеҫҫӗ.
Паян Канаш районӗнче инкек пулса иртнӗ. Ирхи 7 сехет те 30 минут тӗлӗнче виҫӗ машина ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин водителӗ, 39 ҫулти хӗрарӑм, вилнӗ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Лада Калина» рулӗ умӗнчи хӗрарӑм хӑй умӗнче пыракан «ГАЗель» автомобильтен иртсе каяс тенӗ. Ҫав вӑхӑтра хирӗҫ ҫулпа «Рено» килнӗ. Ӑна та хӗрарӑм-водитель тытса пынӑ. 45-ри водитель хӑйне хирӗҫ сиксе тухнӑ машинӑпа ҫапӑнас мар тесе чарӑнма хӑтланнӑ. Ҫавна май вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта хайхи «Лада Калинӑпа» (хайхи малтан асӑннӑ машина. Вӑл хӑйӗн ҫулӗ ҫине кӗме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ) ҫапӑннӑ, «Лада Калина» ҫине хыҫра пыракан «ГАЗель» пырса кӗнӗ.
«Калина» рулӗ умӗнчи хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ. «Рено» салонӗнчи хӗрарӑма тата 8 ҫулхи хӗрачана тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ (РФ Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан ҫак учреждени Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ) ҫӗнӗ корпус тума ӗмӗтленет. Ку центрта хамӑр республикӑрисем кӑна мар, тӗрлӗ регионти пациентсем сипленеҫҫӗ. Унта лекес тесен черет кӗтме тивет, мӗншӗн тесен шӑмӑ чирӗллисем йышлӑ.
Сиплев организацийӗнче пысӑк квалификациллӗ тухтӑрсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ытти регионти, Мускавпа Питӗрти ӗҫтешӗсен ӗҫ опычӗпе кӑна мар, ют ҫӗршыврисеннипе те пӗрмай паллашаҫҫӗ. Аякрисем те Шупашкара вӗренме килеҫҫӗ. «Медицинӑра урӑхла пулма та пултараймасть», — тет центрӑн тӗп врачӗ Николай Николаев. Вӑл хӑй те, сӑмах май, ҫӗннине ялан ӑша илет, ыттисене те вӗрентет.
Хушма корпуса тума федераци хыснинчен 295,4 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ӗҫе 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫлемелле.
Иртнӗ эрнере пӗр кунхине ирхи 8 сехетре Шупашкарта пурӑнакан ача кӗтекен ҫамрӑк хӗрарӑм кӗҫех ҫӑмӑлланассине туйнӑ, вӑл часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Фельдшерсем вырӑна 13 минутран ҫитнӗ.
2006 ҫултанпа васкавлӑ медпулӑшура ӗҫлекен Александр Терентьев хӗрарӑма пӑхнӑ хыҫҫӑн ачана килтех ҫураттарма йышӑннӑ. Кун валли фельдшерсен кирлӗ хатӗрсем пур. Ӑна ҫӑмӑл мар ку ӗҫре Отавия Соловьева фельдшер пулӑшнӑ.
Тепӗр 10 минутран ҫут тӗнчене сывӑ хӗрача килнӗ, кун пирки пӗлтерсе кӑшкӑрса янӑ. Тухтӑрсем амӑшӗпе ачине пульницӑна илсе ҫитернӗ.
«Здоровая Чувашия» (чӑв. Сывӑ Чӑваш Ен) (www.med.cap.ru) медпорталта социологи ыйтӑмӗ ирттернӗ. Унта хутшӑнакансене иммунизацие епле хакланине уҫӑмлатма ыйтнӑ. Республикӑн медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтӑма 236 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 15,7% — арҫынсем, 84,3% — хӗрарӑмсем.
Анкетӑна хуравланине ӗненсен, респондентсен 86,2% ачисене прививка тутараҫҫӗ, 8,2% хӑш-пӗр привкӑна ҫеҫ тутарать, 4,9% прививкӑна хирӗҫ.
Ҫынсен 53,8% прививка сывӑ пулма кирлӗ тесе шухӑшланине пӗлтернӗ, 39,8% обществӑна эпидемирен сыхлать тесе хуравланӑ, 4,7% врачсене план тултарма кирлӗ тесе пӗтӗмлетнӗ, 1,7% прививка никама та кирлӗ мар тесе шухӑшлать.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен 66,9% иммунизаци хӑрушсӑр япала тесе хаклать, 21,2% хуравлама аптӑранӑ, 11,9% прививка хӑрушсӑрлӑхне шанмасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |