Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян «Яхтинг» предприятире пулнӑ. Анатолий Шатиков пуҫлӑх Олег Николаева медицина маскисем туса кӑларас ӗҫ епле пынипе паллаштарнӑ.
Виҫӗ сийлӗ медицина маскисене хатӗрлес ӗҫе ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ. «Пӗрремӗш партипе 100 пин штук хатӗрлесе кӑларма тӗллев лартнӑ. Паха тавар нефть тытӑмӗнче тӑрӑшакансем патне ҫитӗ», — илсе кӑтартнӑ Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пуҫлӑх сӑмахӗсене. Маскӑна Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Етӗрне хулисенчи лавккасенче сутаҫҫӗ. Пӗр маскӑн хакӗ — 20 тенкӗ.
Предприяти уйӑхра 3 млн медицина маски кӑларма пултарать. Анатолий Шатиков ӗнентернӗ тӑрӑх, маскӑсем вирусран 92% хӳтӗлеҫҫӗ.
Предприятире ҫывӑх вӑхӑтра респираторсем кӑларма тытӑнас енӗпе ҫине тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн лавккасемпе аптекӑсене маскӑсӑр кӗме юрамасть, общество транспортне ларас тесен те ҫав хатӗр кирлӗ. Республикӑра йӗркеленӗ ятарлӑ ушкӑнсем (вӗсен йышӗнче — вырӑнти администрацисенче, право хуравлӗнче ӗҫлекенсем, Роспотребнадзор специалисчӗсем) маска режимне республикӑра епле пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ.
Общество транспортӗнче, таксире, лавккасенче, аптекӑсенче, парикмахерскисенче тутапа сӑмсана маскӑпа е респираторпа хупламалла.
Тӗрӗслевҫӗсем йӗркене пӑхӑнмалли пирки аса илтереҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне административлӑ майпа явап тыттарма та пултараҫҫӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче Шупашкарта пилӗк ушкӑн ӗҫленӗ. Вӗсем 74 суту-илӳ точкине кӗрсе тухнӑ, темиҫешер теҫетке автобуспа троллейбуса тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑсни ҫинчен 5 акт тата 6 протокол ҫырнӑ.
Паянхи кун тӗлне кӑшӑлвируспа чирленисен йышӗ татах нумайланнӑ. Инфекциленнисен йышӗ 1787 ҫынна ҫитнӗ.
Пӗр талӑкра 87 ҫыннӑн анализӗ кӑшӑлвирус пуррине кӑтартнӑ. Вилнисен йышӗ ҫаплипех юлнӑ: 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Раҫҫейӗпе илес тӗк, специалистсем лару-тӑру йӗркеленме пуҫланине палӑртаҫҫӗ. Унччен пӗр талӑкра 11 пин ҫын чирленӗ тӗк халӗ ку кӑтарту 9-10 пинпе танлашнӑ.
Ҫул ҫинчи инкексенче ҫак кунсенче виҫӗ ача аманнӑ. Красноармейски районӗнчи Карай ялӗнче ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче мотоблокпа пыракан арҫын пӑрӑх ҫине пырса кӗнӗ. Каярах мотоблок хуҫин 13-ри хӗрне тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ахальлӗн ку инкек ҫиеле тухмасан та пултаратчӗ.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче 28 ҫулти хӗрарӑм «Фольсваген-Пассат» машинӑпа кювета чӑмнӑ. Автомобильте хӗрарӑмӑн 9 ҫулти хӗрӗ пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта 6 ҫулти ача ура хуҫнӑ. Вӑл пӗр картишӗнчи машинӑсен хушшинчен чупса тухнӑ. Вӑл «Лада-Калина» машина айне пулнӑ. Руль умӗнче 61 ҫулти водитель пулнӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш ЕН Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑракан лабораторисенче ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлне кӑшӑлвирус анализне 20 пин те 4 хутчен тунӑ. Талӑкра 524 анализ ирттернӗ.
Шупашкарти венерологи диспансерӗнчи лабораторире 428 анализ пурнӑҫланӑ, Республикӑн клиника пульницинче — 96.
Пӗтӗмпе 17 пин те 855 ҫынна тӗрӗсленӗ.
Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗнче ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи ирпе 687 ҫынна тӗрӗсленине пӗлтернӗ.
Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службӑн республикӑри управленийӗнче те кӑшӑлвируса тӗрӗслекен лаборатори ӗҫлесе кайнӑ. Унта ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнч ир тӗлне 93 ҫыннӑн анализне илнӗ. Федерацин Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрнче 52 ҫынӑнне 59 анализ илнӗ.
Чӑваш Енре пӗр талӑкра тӳрех кун чухлӗ ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулнине палӑртманччӗ-ха. Паянхи кун тӗлне тепӗр 97 ҫын инфекциленнине пӗлтернӗ. Ҫапла майпа республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1700-е ҫитнӗ.
Вилнисен йышӗ пысӑкланман: 8 ҫыннах юлнӑ. 517 ҫын сывалнӑ. Халӗ 1175 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. 268 ҫын килте сипленет, стационарта 956 ҫын выртать. Вӗсенчен 29-шӗ – 18 ҫул тултарман ачасем.
Палӑртмалла: Раҫҫейре паян 9709 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ.
Хисеп кашни кун ӳсет. Ҫапла, сӑмах каллех кӑшӑлвирус пирки. Юлашки талӑкра Чӑваш Енре ҫак вируспа чирлисен йышӗ каллех пысӑкланнӑ.
Хальхинче 81 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ. Ҫапла майпа ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлне республикӑра 1603 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Вилнисен хисепӗ ҫавӑн пекех: 8 ҫын ҫак чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен 457 ҫын ҫӗнӗ инфекцирен сывалнӑ. Ӗнертенпе ку йыша 52 ҫын лекнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар хулинче пӗр арҫын иртен-ҫӳрене пӑшалпа хӑратнӑ. Пистолета курнисенчен пӗри пакунлисем патне васканӑ. Вӑл К. Маркс урамӗнчи 45-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин ҫуртне хыпӑнса кӗнӗ. Пистолет евӗр япала тытнӑ арҫын суту-илӳ центрӗнчен инҫех мар тӑнине пӗлтернӗ. Хайхи этем ҫынсене пӑшалпа хӑратнине каланӑ.
Урампа пыракан ҫын тӗллеттернӗ вырӑна йӗрке хуралҫисем васканӑ. Пуҫтаха Шупашкар хулинчи полицин 1-мӗш пайне илсе кайнӑ. Ҫынсене хӑратма усӑ курнӑ хатӗр вылямалли пистолет пулнӑ. 30 ҫулти арҫын психиатрсем патӗнче шутра тӑрать иккен. Ӑна ятарлӑ сиплев учрежденине ӑсатнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ ӑсчах, врач-стоматолог, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, медицина историкӗ Григорий Алексеев вилнӗ.
Григорий Алексеевич 1927 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялӗнче ҫуралнӑ. 1956 ҫулта Мускаври стоматологи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Республикӑн стоматологи пульницинче шӑл тухтӑрӗ, тӗп врачӑн сиплев енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, тӗп врач пулса ӗҫленӗ. 1964 ҫулта Г.А. Алексеев Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче педагог пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
Григорий Алексеев Медицина историкӗсен обществине йӗркеленӗ тата ертсе пынӑ. Врачсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра та ӗҫленӗ. Сывлӑх сыхлав отраслӗнче вӑл 66 ҫул тӑрӑшнӑ.
Г.А. Алексеев Чӑваш Республикин Патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Ун икӗ томлӑ «Чувашская медицинская энциклопедия» ӗҫне ҫавӑн пек хакланӑ.
Клиника стоматологине халалласа вӑл 250 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, медицина историне халалланӑ монографисемпе брошюрӑсен тата 20 вӗренӳ пособийӗн авторӗ.
Паян Чӑваш Енре пӗр талӑкра тата нумай ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ – 83 ҫын! Ку – ҫӗнӗ рекорд.
Ҫапах лайӑх хыпар та пур. Иртнӗ талӑкра 61 ҫын инфекцирен сывалса пульницӑран тухнӑ. Ҫапла сывалнисен йышӗ 405 ҫынна ҫитнӗ. Вилнисен йышӗ хушӑнман: ҫаплипех 8 ҫын. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1522 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Раҫҫейре темиҫе кун каялла талӑкра 11 пин ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ пулсан халӗ кӑштах чакнӑ теме те юрать. Паянхи хисеп – 10598.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |