Чӑваш Енри район-хулана кӑшӑлвирус тӑрӑмне кура виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ. Ҫакна кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн ӗнерхи ларӑвӗнче палӑртнӑ. Япӑх ӗҫленӗшӗн хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене Алла Салаева вице-премьертан сӑмах лекнӗ.
«Симӗс» (лару-тӑру лайӑххисем кунта кӗнӗ) ушкӑнра – Вӑрнар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Куслӑвкка, Красноармейски районӗсем тата Улатӑр хули.
«Сарӑ» зонӑра – кӑтарту реапубликӑри вӑтам статистикӑран пысӑк маррисем: Тӑвай, Канаш, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисем.
«Хӗрлӗ» зонӑна чирлекенсем йышлисем: ултӑ районпа икӗ хула – лекнӗ. Кунта – Етӗрне, Шупашкар, Патӑрьел, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем.
Етӗрне хулинче кӑшӑлвирус вӑйлӑ сарӑлнӑран дезинфекци ирттерме шухӑшлаҫҫӗ. Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев хулара тата Етӗрне районӗнчи хӑш-пӗр ялта дезинфекци ирттерме МЧСа тата Инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитетне (ГКЧС) ыйтнӑ.
Етӗрнере 81 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку вӑл халӑхӑн 1 проценчӗ патнелле. Ҫавна кура Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская хулара ҫирӗп мерӑсем (карантин) йышӑнма сӗннӗ. Хула тулашне ҫӳрекен транспорт ӗҫне чарса лартма сӗннӗ. Апат-ҫимӗҫ, йӑлари хытӑ каяш, куллен кирлӗ тавар турттаракан тата ятарлӑ машинӑсене (васкавлӑ пулӑшу, пушар...) ҫеҫ ҫӳреттересшӗн. Лавккасене ӗҫлеттерессипе те ҫирӗп мерӑсем йышӑнтарасшӑн. Республика ертӳҫисем ку ыйтӑва вӑраха хӑвармасӑр татса памалла.
Туристсен инҫе похода каяс тесен Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри тӗп управленине вӑхӑтра пӗлтермелле. Вӗсен ҫула тухиччен 10 кунран маларах хӑйсен маршручӗ пирки систермелле. Ҫакна туристсен хӑрушсӑрлӑхӑшӗн тунӑ йышӑну тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫулта-йӗрте тем сиксе тухсан шыраса тупса пулӑшу кӳрес тӗллевпе ҫапла ыйтаҫҫӗ.
Тристсен ушкӑнӗсен заявкӑсене МЧС сайтӗнче https://forms.mchs.ru/service/registration_tourist_groups хӑварма май пур. Унти ятарлӑ формӑра ҫула миҫе ҫын тухассине, ӑҫта каяссине, хӑҫан таврӑнассине, пӗлтерӗшлӗ ытти информацие ҫырмалла. Похода каякансене телефон номерӗсене те кӑтартма ыйтаҫҫӗ. Ку вӑл ҫыхӑнма кирлӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Улатӑрта ачасен поликлиникине тӗплӗн юсанӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен уҫнӑ. Ача-пӑча поликлиники терапевт корпусӗн пӗрремӗш хутӗнче вырнаҫнӑ. Ку ҫурта 1933 ҫулта тунӑ. Тӗплӗ юсав ирттерме пӗлтӗр 18,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Унта ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулнӑ.
Поликлиника 8,5 пин ачана йышӑнать. Унти тухтӑрсем 11 ача пахчине тата 20 шкула ҫӳрекенсен сывлӑхне тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.
Поликлиникӑра тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ. Участокри педиатрсем кирлин 50 проценчӗ чухлӗ ҫеҫ, медицина сестрисем — 95,3 процент.
Олег Николаев Улатӑра «Земство тухтӑрӗ» программӑпа ӗҫлеме кайнӑ врачсемпе калаҫнӑ. Анна Петрова педиатр ӗҫ кӑткӑс, анчах кӑсӑклӑ тесе каланӑ. Пульницӑна вӑл икӗ ҫул каялла ӗҫе вырнаҫнӑ. Патшалӑх паракан укҫапа ҫурт туяннӑ. Хӑтлӑ килте упӑшкипе тата ачипе пурӑнаҫҫӗ.
Маска режимне епле пӑхӑннине ҫак кунсенче пур ҫӗрте те тӗрӗслеҫҫӗ. Ӗнер ун пек рейд Шупашкар район центрӗнче иртнӗ. Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн лавккасемпе парикмахерскисенче, аптекӑсенче транспортра маскӑпа ҫӳремелле хушу тухнӑччӗ.
Тӳрех палӑртар: йӗркене пӑхӑнакансем те, пӑхӑнманнисем те пур. Сӑмахран, Шупашкарпа Кӳкеҫе ҫыхӑнтаракан транспортрамаскӑсӑр ларма юрамасть тесе асӑрхаттарнӑ, ҫапах та пурте ӑна пӑхӑнмаҫҫӗ. Хӑш-пӗр водитель сӑнать-ха ҫавна, теприсем чӗмсӗр.
Кӳкеҫри апат-ҫимӗҫ лавккисенче ӗнерхи рейд вӑхӑтӗнче кӑлтӑксене тупса палӑртман. Асӑрхаттару паллисем пур, сутуҫӑсем перчетке тата маска тӑхӑннӑ, кӗнӗ ҫӗрте антиспектиксем вырнаҫтарнӑ, дистанцие пӑхӑнмаллине палӑртнӑ йӗрсем чӗрнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Ирхи 9-тан пуҫласа 12 сехетчен лавккасене, париикмахерскисене, аптекӑсене тӗрӗсленӗ, 17 сехет хыҫҫӑн — халӑх ҫӳрекен вырӑнсемпе ача-пӑча лапамӗсене. 5 предприяти тата уйрӑм ҫынсем тӗлӗшпе 21 акт ҫырнӑ.
Шупашкар районӗнче, пӗтӗмӗшле илсен, килте лармалли режима пӑхӑнманшӑн 136 акт шӑрҫаланӑ, маскӑсӑр пулнишӗн — 15 акт.
Кӑҫал Чӑваш Енре 6 фельдшерпа акушер пункчӗ хута ярӗҫ. Ҫавна май электронла аукционсем иртӗҫ.
Кашни объектӑн малтанхи хакӗ – 4,02 миллион тенкӗ. ФАПсене аукциона ҫӗнтернӗ организацисен 90 кунра туса пӗтермелле. Аукцион ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ.
Ҫӗнӗ ФАПсем Канаш районӗнчи Асхва, Аслӑ Мами, Вӑрман Енӗш ялӗсенче, Пӑрачкав районӗнчи Ивановкӑра, Етӗрне районӗнчи Сантикассинче, Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Арланкассинче пулӗҫ.
Сӑмах май, республикӑра ку таранччен, ҫичӗ ҫулта, 206 ФАП тунӑ.
Хулари клиника пульницинче кӑшӑлвирусран сипленнӗ хӗрарӑм чире парӑнтарайман – вилнӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
61 ҫулти хӗрарӑм ҫак пульницӑра ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнченпе сипленнӗ. Унӑн вӑраха кайнӑ чирсем те пулнӑ: гипотиреоз, гипертони, чӗре чирӗ. Шел те, тухтӑрсем тем пек тӑрӑшсан та унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман. Сӑмах май, кӑшӑлвирусран вилнӗ тӗслӗх республикӑра темиҫе эрне пулман. Ҫак чиртен ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫын вилнӗччӗ.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 2014 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки талӑкра 78 ҫын хушӑннӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ чакса пырать.
Ача пахчисене хӑҫан уҫасси паллӑ мар. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каларӗ.
«Шел пулин те, вӑхӑт пирки татса калама йывӑр, мӗншӗн тесен лару-тӑру тӑнӑҫланса ҫитмен. Пӗтӗм тӗнчери институтсенчен чылайӑшӗ хӑйсен унчченхи прогнозӗсене пӑрахӑҫланине куратпӑр. Мӗншӗн тесен вӗсем малтан каланисем пурнӑҫланса пымаҫҫӗ», – терӗ паянхи пресс-конференцире регион ертӳҫи.
Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисене виҫӗ тапхӑрпа ҫемҫетсе пырассине аса илтерчӗ вӑл. Хальлӗхе эпир пӗрремӗш тапхӑр шайӗнчине палӑртрӗ. Апла пулсан мерӑсене ҫемҫетме иртерех.
Ача пахчисене пур ҫӗрлӗ уҫасси кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗнчен тӳрремӗнех килӗ.
Шупашкар хулинче ӗнер кӑнтӑр кунӗнче инкек пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах Ленин проспектӗнче сиксе тухнӑ.
ҪЙХПИ инкеке кӑтартакан видеокадр вырнаҫтарнӑ. Ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма хура тӗслӗ ҫӑмӑл автомашина ҫапса хӑварать. Хӗрарӑм асфальт ҫине ӳкет. Машина инкек вырӑнӗнчен тапса сикмест. Темиҫе метртанах вӑл чарӑнса ларать.
Инкекӗн чӑн сӑлтавне пакунлисем палӑртӗҫ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫуннӑ чух ҫул урлӑ каҫма васканӑ. Ҫакӑн пирки Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗ куракансем пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ май ҫулта-йӗрте тимлӗ пулмаллине чӗнсе каланӑ.
Чӑваш Енре паян 76 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ҫапла майпа йыш тата хушӑннӑ – инфекциленнисен йышӗ 1863 ҫынна ҫитнӗ.
Шел те, юлашки талӑкра чиртен сывалнисем ҫук. Ку таранччен пӗтӗмпе 559 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Вилнисем унчченхи пекех саккӑрӑн. ЧР Элтеперен тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев чирлисен йышӗ нумайланнине акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: халӗ вируса ытларах чухне малтанхи тапхӑрта тупса палӑртаҫҫӗ.
Раҫҫейре пӗр талӑкра 9263 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |