Хальхи вӑхӑтра Китайран килнисене самай тӗрӗслени пирки эпир пӗлтернӗччӗ — сӑмахран, вӗсене Кӳкеҫ пульницине вырнаҫтарнӑ. Палӑртмалла: вӗсем пурте сывах. Ҫавах та ку чиртен 630 ҫын ытла вилнине пула, вӗсене икӗ эрне хушши пульницӑрах тытӗҫ.
Короновируспа чи йышлӑ чирлекен патшалӑх — Китай. Унта ҫак чир 31 161 пин ҫынна ернӗ. Иккӗмӗш вырӑнта вара — Сингапур. Вӗсен сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна 2019-nCoV короновируспа чирленӗ ҫынсен шучӗ 33 ҫитнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ ку вӑхӑта сывалма та ӗлкӗрнӗ. 31 чирлӗ ҫыннӑн сывлӑхӗ е улшӑнмасть, е лайӑхланса пырать. Йывӑр чирлисем ҫук тесе пӗлтереҫҫӗ.
Раҫҫейре икӗ чирлӗ ҫынна тупса палӑртнӑ — пӗрине Тӗмен облаҫӗнче, теприне Байкалхыҫ крайӗнче.
«Паян Шупашкар районӗнчи пульницӑри инфекци уйрӑмӗнчен мӗнпур пациента кӑларса ячӗҫ. Ӗнер ҫеҫ вырттарнисене те, сипленсе пӗтменнисене, кӑларчӗҫ. Пульницӑри врачсем ҫакна кунта Китай ҫыннисене вырттарассипе сӑлтавлаҫҫӗ», — ҫакӑн пек хыпарланӑ ҫӗркаҫ, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Вести района / Чебоксарский район» пабликра.
Пост авторӗ пирӗн ҫынсен, ачасен сывлӑхӗ влаҫа пачах та кӑсӑклантармасть-ши тесе пӑшӑрханнӑ. «Ӑҫта каймалла, ӑҫта сипленмелле???», — тесе ҫырнӑ постра.
Ку хыпара вуланисем те кӑмӑлсӑрланнӑ. Шупашкарта йышӑнманран кунта вырттараҫҫӗ пуль тесе пӗтӗмлетнӗ.
Аса илтерер: Китайран килекенсене РФ санитари врачӗн йышӑнӑвӗпе коронавирусран пурне те ҫирӗп тӗрӗслеҫҫӗ, карантинта 14 кун тытаҫҫӗ.
Чӑваш Ене Китайран килсе ҫитнӗ ҫынсене пульницӑна вырттарӗҫ. Вулаканӑмӑрсене тӳрех лӑплантарар: вӗсем коронавируспа чирлишӗн мар. Тӗрӗслемелле вырттараҫҫӗ. Йӗрки ҫавӑн пек.
Китай ҫӗршывӗнчен килнӗскерсене Мускаври Шереметьево аэропортӗнче те тӗрӗсленӗ-ха. Унти тухтӑрсем вӗсем чирлине тупса палӑртман. Ҫапах та коронавирус хӑрушшине кура хӑнасене изоляци стационарӗсенче карантинта тытмалла. Кун пек йышӑнӑва ҫӗршывӑн тӗп санитари врачӗн шайӗнче ҫирӗплетнӗ.
Пирӗн республикӑна килнисене, пурӗ 11 ҫынна, Шупашкар районӗнчи инфекци уйрӑмне вырттарма йышӑннӑ. Унта пациентсем валли ятарлӑ условисем туса панӑ. Ӗнер 1 ҫынна Шупашкарти васкавлӑ медицина пульницине вырттарнӑ. Карантин вӑхӑчӗ — 14 кун.
Чӑваш Енре шӑматкунсерен Пӗрлехи диспансеризаци кунӗ ирттерме пуҫлӗҫ. Ҫитесси нарӑсӑн 8-мӗшӗнче иртӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Кӑҫал диспансеризацие ҫак кунсенче тухма пулать: пушӑн 7-мӗшӗ, акан 4-мӗшӗ, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗ, ҫӗртмен 6-мӗшӗ, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗ, ҫурлан 1-мӗшӗ, авӑнӑн 5-мӗшӗ, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗ, чӳкӗн 7-мӗшӗ, раштавӑн 5-мӗшӗ.
Кунсӑр пуҫне диспансеризацие ӗҫлемелли кунсенче каҫхине тухма пулать. Пульницӑсем мӗнле ӗҫленипе Сывлӑх сыхлавӗн сайтӗнче паллашма май пур. Сӑмах май, халӗ ӗҫлекенсене сывлӑхне тӗрӗслеттерме каймашкӑн пӗр кун канма ирӗк параҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Китайран Чӑваш Ене пилӗк ҫын таврӑннӑ. Вӗсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратмаҫҫӗ, коронавирус тупса палӑртман. Палӑртмалла: халӗ Китайра ҫак вирус анлӑ сарӑлнӑ, чирлекен нумай, 300 ытла ҫын вилнӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, ОРВИ сиптомӗсемпе виҫӗ ача пульницӑра выртать (иккӗшӗ Китайра каннӑ, теприн ашшӗ-амӑшӗ ҫав ҫӗршывра пулнӑ). Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче Китайра каннӑ икӗ ҫын выртать, вӗсене тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ене тепӗр икӗ ҫын Китайран таврӑннӑ. Вӗсен сывлӑхӗ чиперех, коронавирус ҫуккине палӑртнӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри пульницӑсенче грипа тата коронавирус инфекцийӗсене сиплемелли хатӗр-хӗтӗр пур.
«Тӗнчесем каллех ӑҫталла вӗҫеҫҫӗ?» — ҫакӑн пек пуҫ ватнӑччӗ Софья Савнеш маларах. Унта сӑмах паллӑ велоҫулҫулҫӳревҫӗн Никита Тӗнчен ҫемйи пирки пыратчӗ.
Тӗнчесен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланса ҫак йӗркесен авторӗ Никитӑпа Настьӑн тӗнче тетелӗнчи старницисене тишкерчӗ. Ҫапла вара хурава вӑрах шырама тивмерӗ. Нью-Йорк ҫывӑхӗнче пӳлӗм тара илсе пурӑннӑ ҫемье Ҫурҫӗр Америкӑран Сан-Антонио хулине вӗҫсе кайнӑ.
Хӗрӗпе Аяранпа Техас штатӗнче ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗке Настя паян Интсаграма вынаҫтарнӑ. «Кӗтмен ҫӗртен эпир пӗр сезонтан теприне куҫрӑмӑр. Кӗркуннеччӗ, халӗ кунта ҫулла», — ҫырса хунӑ хавас сӑнлӑ Настя.
Халӑх ушкӑнӗнчисем ача ҫанталӑк ылмашнине епле йышӑннипе кӑсӑкланнӑ. Настя ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл енӗпе йывӑрлӑх ҫук.
Чӑваш Енре пурӑнакан 9 уйӑхри ачана хаклӑ йышши эмел кирлӗ пулнӑ. Медицина комиссийӗ вӑл чирлӗ пулнине, унӑн пурнӑҫне тытса пыма эмел кирлине палӑртнӑ. Анчах ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине пула вӑл ҫак эмеле, спинраза ятлӑскере, тивӗҫмен.
Прокуратура айккинче юлман, ача правине хӳтӗленӗ. Кун хыҫҫӑн министерство ача валли эмел туяннӑ. Вӑл йӳнех тӑмасть: 23 миллион тенкӗ.
Прокуратура ачана ҫак эмелпе вӑхӑтра тивӗҫтерменнине тупса палӑртнӑ, ку вара унӑн пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Прокуратура министерство тӗлӗшпе эмеле пӗр тӑхтамасӑр туянмаллине палӑртса представлени ҫырнӑ. Министерство кун хыҫҫӑн 23 миллион ытла тенкӗ тӑракан препарата туяннӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн ертӳҫи Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствине тӗрӗслеме хушнӑ. Кун пирки Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем министерствӑри яваплӑ ҫынсем 9 уйӑхри тата 6 уйӑхри икӗ ачана «спинраза» препаратпа тивӗҫтерменнин сӑлтавне тӗрӗслеҫҫӗ.
Чирлӗ ҫав икӗ пепкене питех те кирлӗ эмеле вӑхӑтра туянассишӗн респуликӑн Сывлӑх сыхлав министерстви яваплӑ. Кирлӗ препарата унччен пирӗн ҫӗршывра кӑларман. 2019 ҫулта «спинраза» препарата Раҫҫейре регистрациленӗ. Хаклӑ эмел кирлӗрен ачасен ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствине ҫитнӗ. Анчах кирлӗ препарата вӗсем илеймен.
Ку ӗҫе тӗпчевҫӗсем тишкерме тытӑннӑ. Министерствӑрисем эмеле туянса пама шантарнӑ.
Паян Шупашкар районӗнче тӑватӑ пассажир аманнӑ. Ҫул ҫинчи инкек ирхи 8 сехет те 25 минутра пулнӑ. Аварие виҫӗ машина лекнӗ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Муркаш-Шупашкар» маршрутка Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗ патӗнче ҫынсене каҫмалли вырӑнта чарӑннӑ. Ун ҫине «Скания» грузовик пырса кӗнӗ. Светофор патӗнче ларакан «Ауди» автомашина водителӗ пысӑк машина пырса кӗнине тӗкӗр ҫинче асӑрхасан ҫул айккине пӑрӑнма хӑтланнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Машинӑсем пурте лапчӑннӑ. Маршруткӑри 12 пассажиртан тӑваттӑшӗ, ҫав шутра 16-ри хӗрача та пулнӑ, аманнӑ.
Инкек вырӑнне ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авари сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Иртнӗ эрнепе танлаштарсан, чирленисен йышӗ 1,8 хут нумайланнӑ.
Кӑҫал ОРВИпе тата гриппа чирленӗ 4447 тӗслӗхе шута илнӗ. Вӗсенчен 60 проценчӗ – 17 ҫула ҫитмен ачасем. 124 ҫын пульницӑна лекнӗ, вӗсенчен 93-шӗ – ачасем.
Чирлес мар тесен мӗн тумалла? Роспотребнадзор акӑ мӗн сӗнет: ҫын нумай пухӑннӑ вырӑнсене ҫӳреме тӑрӑшмалла мар, медицина маски тӑхӑнмалла, тутана, сӑмсана, куҫа алӑпа тытмалла мар, урамран кӗрсен тата апатланас умӗн алла супӑньпе ҫумалла. Ҫавӑн пекех килте тусан сӑтӑрмалла, пӳлӗме уҫӑлтармалла, урама уҫӑлма тухмалла, апатлану тата кану йӗркине пӑхӑнмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |