
Вакун тӗрӗслевҫи тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтерсе суда ярса панӑ. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.
Транспорт прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар станцийӗнчи йывӑр тиев вакунӗсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тӑракан пунктӑн вакунсен аслӑ тӗрӗслевҫине должноҫ преступленийӗ тунӑ тесе шанмаҫҫӗ. Следовательсем каланӑ тӑрӑх, вӑл вакунсем юсавсӑррине шута хумасӑрах пуйӑссене станцирен тапранса кайма ирӗк панӑ. 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫурлаччен коммерци организацийӗсенче ӗҫлекенсенчен пӗтӗмпе 36 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Шӑпах ҫавӑнпа саккуна пӑсса ирӗк панӑ та.
Палӑртса хӑвармалла, Раҫҫей чукун ҫулӗсем» пӗрлӗх ӗҫченӗ тӗлӗшпе тишкернӗ уголовлӑ ӗҫе Мускав районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.

Шупашкар хула администрацийӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене таса уй ра ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Унта инфратытӑм пачах ҫук.
Лаптӑксене Муркаш районӗнчи Катикасси ял тӑрӑхӗнче уйӑрса панӑ. Унта вара ҫурт хӑпартмашкӑн условисем ҫук: инженери инфратытӑмне йӗркелемен. Ҫемьесем прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Анчах мэри пӗрех хӑйӗн тивӗҫне туллин пурнӑҫламан, ҫӗр лаптӑкӗсем патне инфратытӑм илсе ҫитермен.
Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури ЧР Аслӑ судне тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхинче пиговор ҫемьесене хӳтӗленӗ: Шупашкар хула администрацине 9 уйӑхра поселок таран коммуникаци илсе ҫитермелле тесе палӑртнӑ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫынна ют пурлӑха сиелетнӗшӗн айӑпланӑ. ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл трактор рулӗ умӗнче ларнӑ чухне ентешӗсен хуҫалӑхӗ тата автомобилӗ ҫине кӗрсе кайнӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Арӑмӗ килте нумай вӑхӑт пулманран тарӑхнӑскер трактор рулӗ умне ларнӑ та ентешӗн кил хуҫалӑхӗ тата автомобилӗ ҫине ятарласа кӗрсе кайнӑ. Ҫапла майпа вӑл 50 пин тенкӗ яхӑн тӑкак кӳнӗ.
Кунпа та ҫырлахман арҫын. Кайран вӑл тепӗр икӗ ентешӗн гараж алӑкӗ ҫине кӗрсе кайнӑ. Вӗсене вӑл 10 пин тенкӗлӗх тата 60 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Арҫынна суд тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ.

Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Павлова ирӗклӗхсӗр хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, райадминистраци пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе тӑватӑ уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса юридици сӑпачӗсен ӗҫ-хӗлне саккунсӑр майпа чӑрмав кӳнӗшӗн, должноҫ полномочийӗсенчен иртнӗшен тата ултавлӑ ӗҫсемпе аппаланнӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче малтанхи итлев вӑхӑтӗнче Андрей Павлова хупса хума йышӑну. Тӳрен ирӗк илмесӗр килтен тухса ҫӳреме юраман, анчах вӑл йӗркене темиҫе хут та пӑснӑ, ҫавна май суд Павлова ирӗксӗр хӑвармалла тунӑ.
Палӑртмалла, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче Андрей Павлов хӑйне пӑхӑнса тӑракан тӳре-шарана электроустановкӑсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тӑмашкӑн алӑ пуснӑ килӗшӳсене пӑрахӑҫлама хушса 10 организацие ҫыру яма хушнӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫав предприятисем ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн муниципаллӑ предприятийӗпе тунӑ килӗшӗве тӗпе хурса ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн пурте «МНФ «Энергосервис» пӗрлӗхпе килӗшӳ ҫырнӑ, унта вара 2008-2011 ҫулсенче Павлов хӑй ӗҫленӗ, директор ҫумӗ пулнӑ. Унӑн хӑтланӑвӗсене пула предприятисем 490 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснине палӑртнӑ.

Етӗрне районӗнчи Ҫухра ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм кӳршин пӳртне чӗртсе янӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ. Юрать, пушар тухнине вӑхӑтра асӑрханӑ, ӑна ҫийӗнчех сӳнтернӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер кӳршин кил хуҫалӑхӗнчи алӑкне, картапа тата йывӑҫ ҫуртпа сыпӑнтарнӑскере, тивертсе янӑ. Ӳсер хӗрарӑм курайман кӳршин хуҫалӑхне ҫунтарса яма тӗллевленнӗ.
Ҫулӑм алӑка, картана, ҫуртӑн карнизне сиенлетнӗ. Тӑкак 20 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Суд хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн ӗҫе вырнаҫмалла, ҫӗрле килте лармалла, эрех сутакан вырӑнта пулмалла мар.

Чӑваш Енри 30 ҫулти арҫынна контрабандӑшӑн тата наркотик хутӑшӗсене упранӑшӑн судпа айӑпланӑ. Приговор янӑранӑ: ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑпланӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ усӑ курма юраман япаласен пысӑк партине саккас панӑ, почта тӑкакӗсене тата тавара Чехирен Раҫҫее илсе килнӗшӗн укҫа тӳленӗ.
Саккас 30-ти арҫын патне чиперех ҫитнӗ. Вӑл ӑна хӑйӗн патӗнче упранӑ. Анчах тавара полицейскисем тупнӑ та туртса илнӗ.
Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен-ха.

Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 45 минутра шалти ӗҫсен пайӗн дежурнӑй чаҫӗн хӗрӳ линине шӑнкӑрав килнӗ: Канашри чукун ҫул вокзалне сирпӗтме хатӗрленнӗ-мӗн.
Пакунлисем тӳрех вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Ку суя шӑнкӑрав пулнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫӗр варринче суйса шӑнкӑравлакана ҫийӗнчех тупса палӑртнӑ. Вӑл Канаш районӗнчи 21 ҫулти хӗр пулнӑ.
Следователь тата прокурор ыйтнипе Канаш районӗн сучӗ ӑна 2 уйӑхлӑха тытса хупнӑ. Пуҫиле ӗҫе вара малалла тӗпчеҫҫӗ.
Кун пек шӳтлеме юрамасть. ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн 5 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.

Ҫынсен правине хӳтӗлекен Европӑри суд Чӑваш Ен арҫыннине майлӑ пулнӑ. Вунӑ ҫул каялла пакунлисем кӳрентернӗ этем тӗрӗслӗх шыраса Страсбурга ҫитнӗ. Юридици енчен ӑна Алексей Глухов юрист пулӑшнӑ.
«Зона права» (чӑв. Право зони) юридици организацийӗпе ӗҫлекен Алексей Глухов пӗлтерни тӑрӑх «Интерфакс» информаци агентсви хыпарланӑ. Этем правине хӳтӗлекен суд йышӑнӑвне Страсбургри суд хӑйӗн сайтӗнче паян вырнаҫтарнӑ иккен.
Асӑннӑ суд енсене мирлӗ килӗшу тума сӗннӗ имӗш. Унти тӳресем 7100 еврӑпа калаҫса татӑлма ыйтнӑ. Анчах Раҫҫей правительстви шар курнӑ арҫынна хай вӑхӑтӗнче 20 пин тенкӗ тӳленипе ҫырлахасшӑн пулнине журналистсене Алексей Глухов пӗлтернӗ.
Иванов хушаматлӑ арҫынна 2007 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти милицин 1-мӗш номерлӗ участокри пунктне тытса кайнӑ. Унта хайхине милици капитанӗ темиҫе хутчен ҫапнӑ. Шар курнӑ арҫыннӑн хӑрах хӑлхи илтми пулнӑ. Пакунлине 2008 ҫулта виҫӗ ҫуллӑха хупса хунӑ.

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ЧР спорт министрӗн ҫумне Алексей Яковлева Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатма приговор вуланӑ, кунсӑр пуҫне патшалӑх службинче хӑш-пӗр должноҫа 3 ҫул йышӑнма чарнӑ. Тата унӑн ЧР Спорт министерствине 10 миллион ытла тенкӗ тӑкака саплаштармалла.
Ӗнер ЧР Аслӑ сучӗ айӑплав приговорне улӑштарнӑ, кун хыҫҫӑн Алексей Яковлев тӗлӗшпе амнисти акчӗ пурнӑҫлама май пулнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна ирӗке кӑларӗҫ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, министр ҫумӗ 2013 ҫулта ведомство ячӗпе «Шурӑ чулсем» республика центрне реконструкцилемешкӗн проект документацине хатӗрлеме Шупашкарти пӗр стройфирмӑпа 9 миллион ытла тенкӗлӗх патшалӑх килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Шупашкарти маунтинбайк центрӗ ҫывӑхӗнчи ҫула тунӑ чухне те ҫакнашкалах лару-тӑру сиксе тухнӑ. Проектпа смета документацине патшалӑх экспертизи ырламасӑрах вӑл подрядчик счечӗ ҫине 1,2 миллион ытла тенкӗ куҫарса пама хушнӑ.
Аса илтерер: Алексей Яковлева 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта студент троллейбуса пневматика пӑшалӗнчен пени пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫав ҫамрӑка хура ӗҫӗшӗн судра явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ.
Аса илтерер: студент 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусран «Атӑл» кинотеатр» чарӑнура тухнӑ, транспорт тапрансан вӑл ӑна пенӗ. Троллейбусӑн хыҫалти чӳречи ҫурӑлнӑ. 16 ҫулти студент вара тарса ҫухалнӑ. Анчах ӑна ҫав каҫах тытса чарнӑ, пӑшала туртса илнӗ.
Пӑшал ашшӗ-амӑшӗн пулнӑ-мӗн. Аслисем транспорт предприятине тӑкака саплаштарнӑ, троллейбус кӗҫех маршрута тухнӑ.
Аса илтерер: пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта та кунашкал пӑтӑрмах пулнӑ. Патӑрьел районӗн каччи, 21 ҫултискер, «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнура 19-мӗш троллейбусӑн чӳречине пӑшалтан пенӗ. Ӑна куншӑн колони-поселение ҫур ҫуллӑха янӑ.
